Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнÇавал сарăлсанАли-паттăрАча чухнехиПахчапа мунча хуҫиЙĕрсем çухалмаççĕВӗре ҫӗлен

Нарспиçĕм, Нарспи


Урамра шăнкăртатса шыв юхать, хĕвел тăрăшса юлнă юра ирĕлтерет. Анюк савăнсах чӳрече витĕр çуркуннехи çанталăка сăнать. Паян ăна больницăран кăлараççĕ. «Николаева, сана пата килнĕ унта», — илтĕнчĕ медсестра сасси уçă алăкран. «Анне çитрĕ пуль-ха», — шутларĕ хĕр палатăран васкаса тухнă май. Анчах урама тухакан алăк патĕнче яштака та çӳллĕ каччăна курчĕ те çĕтсе кайрĕ, тăп! чарăнчĕ. «Эсĕ-и-ха вăл Аня, — сăмах хушрĕ йĕкĕт именнĕ пикене. — Аннӳ сана çула май яла лартса пыма ыйтрĕ». Эрне каялла çеç салтакран килнĕ кӳршĕ ял каччине, Аркадие, аран палласа илчĕ хĕр. Иккĕшĕн те амăшĕсем пĕр ача садĕнчех ĕçлеççĕ.

«Ну, Нарспи, упра сывлăхна, урăх ан чирле», — терĕ ăшшăн кулса çӳçĕсем шуралнă хĕрарăм врач, вĕсем патне пырса. Ун сăмахĕсенчен Аня пушшех именсе, хĕрелсе кайрĕ. «Чăнах та, Нарспи пекех хитре», — шухăшларĕ каччă хĕре сăнаса. Хура куçĕсене пăхса ытарма çук, хура вăрăм çӳçĕсенче темле асамлă хăват пурри сисĕнет Вĕсем Константин Ивановăн геройĕ пек сарă пулмасан та, хăйсенчен темччен уйрăлма памаççĕ. Именчĕк кулли нумайччен ăшран каймасть.

«Аня, эпĕ сана урамра кĕтетĕп», — терĕ Аркадий, куçне аран хĕр çинчен илсе, иккĕш çеç юлсан. Тухтăр сĕнӳсем панă хыççăн хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ. Часах икĕ çамрăк машинăна ларса Çирĕклĕх ялне çул тытрĕç. Каччă Аня еннелле пăха-пăха калаçтарма тăрăшрĕ. Хĕр кăçал вунпĕрмĕш класс пĕтерет иккен. Больницăна ӳксе урине амантнă хыççăн лекнĕ. Вăл кăçал çыхăну техникумне вĕренме кĕресшĕн.

Малалла

«Тĕнче варри — Чăваш çĕршывĕ...»


Тĕнче варри — Чăваш çĕршывĕ,

Ытла та çывăх-çке чуна.

Кунта чухне кăна эп сывă,

Телейлĕ эп кунта кăна.

 

Ăçта кайсассăн та пĕр эсĕ

Ман аçăмра, ман чунăмра.

Тӳпе-аттен тулли чĕресĕ

Телей çеç тăктăр Чăвашра.

 

Инçе çулта пит ывăнсассăн

Аса илетĕп пĕр сана,

Сывлассăм çук нихçан та ассăн —

Çунат хушатăн эс мана.

 

Пин-пин çулсем, Чăваш çĕршывĕ,

Эс пурăн çакă çĕр çинче.

Санра кăна тасалăх шывĕ,

Эс пуррипе хитре тĕнче.

 

Эс пуррипе кăна юрлатăп,

Эс пуррипе манра талант.

Сана мухтас тесе тупатăп

Хамра çĕн вăй та çĕн хăват.

 

29.03.2007

«Тĕрĕслĕхе хӳтелеме каллех перо тытатăп...»


Тĕрĕслĕхе хӳтелеме каллех перо тытатăп,

Хам çырнă хут — каллех кĕрешĕве чĕнен ялав

Тĕреслĕхе хӳтелеме каллех çула тухатап,

Пăлан ури пек ывăнман урасене мухтав!

 

Чиновниксем, министрсем патне каллех çитетĕп

Вĕсен алăкĕсем уçăлманни те ним те мар;

Коридорта тăрса, вĕсем йышăнасса кĕтетĕп,

Паллах, кĕтместĕп вĕсенче пĕр пархатар.

 

Эп тĕрĕслĕх кашни ĕçре çĕнтерессе шанатăп,

Вăл çĕнтермест пулсассăн пурнăç та пĕтет.

Шанни чылай чухне çитмест. Каллех перо тытатăп,

Хам çырнă хут, ялав пулса, кĕрешĕве чĕнет...

 

29.03.2007

Çил тухмасан


Ман умрах юхать мăн Атăл.

Вăл çич-сакăр утăмра.

Кунĕн-çĕрĕн эп тăнлатăп

Вăл юрлан кĕвве-юрра.

 

Хумлă чух та, тикĕс чух та

Шав пăхатăп ун сăнне.

Вăл пĕр хушă лăпкă, çутă,

Вăл хура хăш-пĕр чухне.

 

Вăл йăваш та, вăл хаяр та,

Тĕплĕнрех пăхса илсен,

Чун-чĕреллĕ пек куратăн, —

Чĕрĕ мар-ши Атăл, — тен.

 

Çилсĕр чух вăл куçкĕски пек.

Курăнать унта тĕнче,

Çăлтăрсем çĕрле кĕту пек

Ялтăраççĕ ун çинче.

 

Каç пулсан, вăл лăпкăн, ăшшăн

Калаçать, шĕпĕлтетет.

Ун чухне темскер каласшăн,

Тем ыйтать вăл, тем кĕтет?

 

Сĕмсĕрленнĕ çиллĕ тăвăл

Хумхатма килсе тухсан,

Ахăрать, кĕрлет, шавлать вăл

Чарăнмассăн нихăçан.

 

Ун илемлĕ çутă сăнĕ

Хуралать, кăвакарать.

Çухалать илемĕ-мĕнĕ,

Вăл — хаяр çапăçура.

 

Атăл шывĕ пек ман çĕрĕм.

Çиллĕ тăвăл тухмасан,

Вăл ялан тӳлеккĕн тăрĕ.

Вăл çĕкленĕ, çил тухсан.

«Куратни, епле тикĕс...»


«Куратни, епле тикĕс,

Сăна-ха, тинкерсем...

Кунта пулать ак тинĕс,

Пĕр пилĕк çул иртсен.

 

Вара леш ен çыранĕ

Таçта, лере, инçе

Кĕрсе кайса пытанĕ

Мари вăрманĕнче.

 

Ун чух вара çак Атăл

Тем çӳллĕш хумĕпе,

Хумханĕ ак, куратăн,

Шăпах мăн тинĕс пек».

 

Çапла калать пĕр ватă

Хăй çывăх тантăшне.

Калатăр. Эп шанатăп

Совет çыннисене.

Ватă чĕре — çамрăк чун


Икĕ пайлă трагикомеди

Комедири çынсем:

Айванкай — 77 çулхи поэт.

Люда — 21 çулхи пăсăлнă хĕр.

Лаппи — 28 çулхи услап.

Праски — 35 çулхи хĕрарăм, Лаппи аппăшĕ.

Дуся — ватă хĕрарăм.

Кĕпук — кӳршĕ пенсионер.

Георги — Айванкай ывăлĕ, 40 çулта.

 

Пĕрремĕш пайĕ

Пĕрремĕш картина

Пĕр пӳлĕмлĕ хваттер. Сĕтел, икĕ пукан. Кухньăна кĕмелли алăк. Алăка шаккаççĕ. Пӳлĕме сухалне ӳстерсе янă Лаппи тата Люда. кĕресçĕ.

 

Лаппи. Атя, атя, ют çĕре мар вĕт, хам аппа патне. Юратнă аппа патне... Аппа, ăçта эсĕ? Сана кĕрсе курас терĕм. Икĕ çул курман вĕт. Икĕ çул курман. Икĕ çул.

 

Пĕр хушă шăп.

 

Алăкне те питĕрмен.

Люда. Алăка питĕрмесĕр тухса кайма халĕ хăрушă.

Лаппи. Алăка уçасси халĕ маншăн пĕр сурмалăх кăна. Урама тухнă-ши вара е курше кайнă-ши? (Кухньăна кĕрсе тухать.) Çук, ой, тепĕр тесен... (Кĕсйинчен çур литр хĕрлĕ эрех кăларса сĕтел çине лартать). Ларар сĕтел хушшине, сăмахлар, авалхисене аса илер. Икĕ çул курман вĕт сана. Тен, мантăн та пулĕ мана? Эпĕ манман. «Пĕр-пĕрне манмастпăр» тесе сăмах панине те манман. Ма чĕнместĕн е пĕр-пĕр ярханаха тупса ятăн-и?

Малалла

«Ах, улми-çке, панулми...»


Ах, улми-çке, панулми —

Пĕчĕк хĕрĕм пичĕ! —

Пулнă çулçă палăрми.

Тусăм, татса илччĕ.

 

Тусам, тух та пахчана

Лăпкăн утнăçемĕн

Юрлаттар хавас чунна

Çак кунпа пĕр çеммĕн.

 

Атăл çийĕн, ав лере,

Вĕршĕн хыççăн — вĕршĕн...

Кăртлатса тапать чĕре

Тараватлă çĕршĕн.

 

Кантăксем çинче çиçет

Сарă кун хĕвелĕ.

Хăй патне туртан инçет

Пулатех телейлĕ.

«Телейсĕр çын çак тĕнчере тем чухлĕ...»


Телейсĕр çын çак тĕнчере тем чухлĕ,

Ман вĕсене телей парас килет.

Телей мĕн чухлĕ кирлĕ — кам-ши чухлĕ

Çакна паян пĕлессĕм ман килет.

 

Пĕлӳçĕсем паян мана калаççĕ:

Телей нихçан та ытлашши пулмасть,

Телейлисем çакна çав чухламаççĕ,

Пит ытлашши телей Турри памасть.

 

Эппин, пире мĕскер пани те çитĕ,

Ытти мĕн кирлине ĕçре тупар.

Тăванăмсем, хурланар мар-ха питĕ,

Анаталла мар, тăвалла утар.

 

28.03.2007.

«Ытла та кăшкăрса кĕлтăвакан çынна ан шан...»


Ытла та кăшкăрса кĕлтăвакан çынна ан шан,

Эс аманса сас панине те чĕннине вăл илтмĕ.

Ун пек этем сан инкекне курмиш пулать курсан,

Сана çеç мар, хăй тăванне çăлмашкăн та вăл килмĕ.

 

Чăн-чăн ĕненекен Турра вăл шăппăн кĕлтăвать,

Хăй çумĕнче тăракана пачах кансĕрлемесĕр,

Çын нушине курсан — шеллет те пулăшма васкать,

Унран нимле парне-тав сăмахне кĕтмесĕр.

 

27.03.2007.

«Çур хыççăн тепĕр çу иртсен...»


Çур хыççăн тепĕр çу иртсен,

Çу хыççăн тепĕр кĕр тапранĕ.

Кĕр илемне управ кĕртсе,

Мулкачсемпе тилле кĕтсе

Çĕкленчĕ хĕрĕх лав капанĕ.

 

Аттеçĕм, эс аса килсен

Кĕрхи çаран çине тухатпăр.

Пăхаттирсем пек капансем,

Çĕршыв салтакĕсем пек паттăр.

 

Хĕл хыççăн тепĕр çур иртсен,

Çур хыççăн тепĕр çу тапранĕ,

Çу ешĕлне вутпа хĕртсе,

Хĕл пуласса асилтерсе

Çӳрет сар çулçă çил-тăманĕ.

 

Аннеçĕм, эп аса килсен

Урам вĕçне анса пăхсамччĕ.

Эп лартнă хурăн кăчкисем

Сана ман ĕмĕте калаччăр.

 

Кун хыççăн кун вĕçсе иртсен

Çул хыççăн тепĕр çул пуçланĕ,

Кукçул сыпписене виçсе,

Куккук та тухĕ те вĕçне

Тĕтреллĕ ир çула ăсанĕ.

 

Савни, сана аса илсен

Куккук сассишĕн тунсăхламăп.

Килйышлă чĕвĕл чĕкеçсен

Кĕрхи пасарĕ маншăн савăк.

■ Страницăсем: 1... 251 252 253 254 255 256 257 258 259 ... 796

Шухăшсем