Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулать-çке пурнăçраАкăшсем таврăнаççĕАсамат кӗперӗ сӳничченСăвăсемпе поэмăсемАтте пилĕПограничниксемХĕçпе çурла

Аптрал


Пĕр пайлă мыскара

Комедири çынсем:

Аптралов — служащи, командировкăна килнĕскер.

Хамгай — сăвăсем çыркалать, типографире ĕçлет.

Пулаков — рабочи — 46 çулта.

Выртасов — хатĕрлев начальникĕ.

Милиционер.

Медсестра.

 

Комедири ĕç пĕр хулари урăлтаркăчра пулса иртет. Ӳсĕрпе лекнĕ тăватă арçын койкăсем çинче выртаççĕ. Пĕри вăрăм та ырхан, тепри самăр та лутра, виççĕмĕшĕ кĕпесĕрех. Ку вăл Xамгай. Уçă алăкран кордиор курăнать, сĕтел умĕнче сестра ларать. Выртасов тĕлĕкре аташса выртать: «Вăхăт çук, йышăнмастăп», — тет.

 

Пулаков (пуçне çĕклесе). Сестра, шыв парăр-ха тархасшăн. (Сестра шыв пырса ĕçтерет.) Ах, ăш çунать-çке.

Xамгай (ыйхăран вăранса). Ăçта çунать? Кам çунать, мĕн çунать?

Пулаков. Эс çунан.

Хамгай. Ăçта эпĕ? Больницăра-и? Э-э, хе-хе! Пĕлнĕ вырăн, палланă кĕтес.

Сестра. Каллех лекрĕн кайăкăм.

Хамгай (сестрана). А-а, э, салам сар кайăкăм. Эпĕ каллех кунта тем.

Малалла

«Янках тавра, сапăрланать хĕвеллĕн...»


Янках тавра, сапăрланать хĕвеллĕн,

Асап та, чир те кăшламасть чуна.

Ачамсене тĕнче касса килмелĕх

Парасчĕ тетĕп çулăмлă çунат.

 

Яш кăмăлпа телей пур чух çӳреччĕр —

Ĕмĕр иртсессĕн ĕмĕт çеç юлать.

Чечек-çырлаллă вăхăтăн тивлечĕ

Хĕвел айне тухсан кăна пулать.

 

Çуначĕсем малтан мала туртаççĕ,

Ĕмĕтсенче тулли ăс-хал чупать.

Сăваплă пултăр ватă çын ыхлаçĕ —

Çĕршывăм, савăн йышлă ачупа!

 

1983, утă, 7.

Экспедици.

Шупашкар–Сĕве автобусĕ.

«Кăрлач кăçал кăрлач пек мар...»


Кăрлач кăçал кăрлач пек мар...

Хĕл мучие калас пуль хамăн,

Савниçĕм, эсĕ те, тен, калăн —

Кăшт патăр шартлама кăвар!

 

Вара сан алăкна кăрт-карт

Ир-каç хуллен пырса туртсассăн,

Ырра е усала ан асăн,

Пĕлсех тăр: ку вăл — ман хыпар.

 

Эп пырăп Хĕлачи пулса,

Ман пур-ха кăмăл кучченеçĕ,

Мана эс пулăш, Юрпикеçĕм,

Килкартинчен хире тухса.

 

Сал таврана мерчен-ахах,

Хĕвел çинче вăл йăлтăртаттăр,

Пурне те сиплĕхпе вăраттăр

Хавхалатса нумайлăха!

 

Анчах кăрлач — кăрлач пек мар,

Е çумăрлă, е пăрлă-сурлă.

Ни юр вĕçмест пырас çул урлă,

Ни шартлама сапмасть кăвар.

 

Çанталăк пăсăк — мĕн тăвас?

Ытла та ватă Хĕл Мучимĕр,

Тен, йӳтемен-и-ха вăл, чимĕр?

Кала, тен, хăлхинчен пăрас?

 

1983, раштав, 12.

Атăл каçĕ


Лĕп ăшă Атăл каçĕ.

Кĕрлет чăваш хули.

Ĕçчен çынсем канаççĕ

Хитре бульвар тулли.

 

Кашни хăйне пĕркенĕ

Батист та пурçăнпа.

(Мăн Атăл, тен, кӳренĕ,

Тухсан ĕçри тумпа).

 

Мĕнле хитре ун каçĕ!

Çампа çынсем ялан

Ăна курма анаççĕ

Илемлĕ тумпалан.

 

Тахçантанпа эс, Атăл,

Хула çыннисене

Ху çывăхна туртатăн,

Вăй-хал, кану сĕнен...

Апрель


Апрель... Ĕçчен чăваш ака пуçласшăн,

Çĕр хатĕр-и тесе, уя васкать.

Сап-сар хĕвел ăна, ав, пулăшасшăн,

Хура пĕлĕтсене вăл хăвалать.

 

Хĕвел патне часрах вĕçсе çитесшĕн

«Тăр-тăр» та «тăтăр-и?» тесе тăри.

Ман кӳршĕ хăнасем кĕтсе илесшĕн,

Алтăрĕнче кăпăкланать сăри.

 

Кĕтӳçсемпе йăлт тулнă ешĕл улăх,

Сиккелесе выляççĕ тихасем.

«Тырпул пулать кăçал чăнах та тулăх», —

Тавраналла пăхса калаççĕ ватăсем.

 

Кăранк-кăранк кăранклатса вĕçеççĕ,

Тăван килне васкаççĕ тăрисем.

Пĕчченĕн мар, мăшăрĕпе килеççĕ

Йăвисене палланă шăнкăрчсем.

 

Унта-кунта пылхурчĕсем вĕçеççĕ,

Хăваласа чăн юлашки сивве.

Хĕлри тертсем тĕлĕкри пек иртеççĕ,

Хитре çанталăкра юлса кивве.

 

Апрель... Часах çитет çуралнă кунăм,

Пĕлес килмест миçе тултарнине.

Çурхи ăшша кĕтсе тĕмселнĕ чунăм

Çунат хушса вĕçесшĕн тӳпене.

 

02.04.2007.

Хаврук инке чирленĕ


Пĕр пайлă мыскара

 

Вылякансем:

Петĕр — Бригадир.

Хаврук инке.

Мĕтри — сухаллă милиционер.

Симун — исполнитель.

Милиционер.

Сестра.

Варвари.

 

Тирпейсĕр пӳрт. Пуçтарман вырăн. Xаврук вут хутса янă та кăмака умĕнче ханша юхтарса ларать. Кантăкĕсене карнă, урам енчен те чӳрече хупписене хупнă.

Кăшт тăрсан чӳречене шаккаççĕ.

 

Хаврук. Такам амакĕ ирех сĕтĕрĕнсе çӳрет ĕнтĕ.

Варвари сасси. Чирлемен пулĕ те. Халĕ те çывăрать-ши вара Хаврук инке?

Хаврук (хăй тĕллĕн). Çывăрать... эсĕ тăриччен эпĕ икĕ четвĕрт юхтарма ĕлкĕрнĕ.

Варвари (чӳрече патĕнче). Хаврук инке, килте-и эс?

Хаврук. Ăçта пулас ман?

Варвари. Уç-ха чӳречӳне?

Хаврук (чӳречине уçса). Варвари-çке ку? Мĕн хăратса çӳрен?

Варвари. Ах тур, Хаврук инке, Элюк тăраймасть вĕт, пуçне те çĕклеймест.

Хаврук. Мĕн пулнă вара хыпăнса ӳкмеллех?

Малалла

Йĕрсем


Пăрахут çурса йĕр турĕ

Куçкĕски пек Атăла.

Хыçалтан вара туп-тӳрĕ

Кăпăкланнă çул юлать.

 

Нихăçан та çухалмассăн

Шавласа çĕкленчĕ хум.

Çырана çитсе çапсассăн

Пĕтĕм вăйĕ пĕтрĕ ун.

 

Пăрахут куçран çĕтмерĕ —

Вăл хумхатнă шыв çинчен

Çĕтрĕ ун илемлĕ йĕрĕ,

Тăсăлмарĕ те инçе.

 

Мĕн тери телейччĕ йĕрĕм

Çакăн пек çухалмасан.

Юррăм пурăнтăрччĕ чĕрĕ,

Хам çĕре кĕрсен те ман.

«Кăçал час килчĕ кĕтнĕ çĕркунне...»


Кăçал час килчĕ кĕтнĕ çĕркунне,

Алрель тĕлне çĕршыв юртан тасалче.

Хĕл ыйхинчен вăранчĕ Çĕр-анне,

Пире çĕн пурăнăç пама тамалчĕ.

 

Сăрт аякки ем-ешĕл курăкпа

Кавирь пек витĕнсе йăлт илемленчĕ.

Хĕвел пăртан тасалнă çут шывпа

Питне çуса пушшех паян хĕмленчĕ.

 

Сив Хĕл Мучи хăрарĕ хĕвелтен,

Çурçĕрелле тӳрех тарма пуçларĕ.

Мулкач хăтăлас тет кĕрĕкĕнчен,

Тарса каян Хĕл Мучине куçларĕ.

 

Чив-чив тесе, çерçи те сиккелет,

Паян апат та шырамасть вăл темшĕн.

Кашни чĕрчун, кашни этем пĕлет

Кама тав тумалла çурхи илемшĕн.

 

01.04.2007

«Савăнăç парасшăн çутçанталăк...»


Савăнăç парасшăн çутçанталăк,

Парнелесшĕн ырлăх та сипет.

Кирек хăш кĕтесĕнче те паллă —

Унăн çынсемпе пулас килет.

 

Хурăнсарăм йăпăрттăн хумханчĕ,

Ăвăслăх вылятрĕ капăрне.

Шыв юппи çинче шевле вылянчĕ,

Хăнтăр чăмрĕ кӳлĕ авăрне.

 

Сарă мăйăрпа сапасшăн шĕшкĕ,

Йĕкелпе пересшĕн ват юман.

...Пуçна тай та, ырă пиллĕн пĕшкĕн,

Тунката çине те ларса кан.

 

1978, юпа, 22.

Йĕпреç, Çăкалăх.

«Тинкер-ха, тусăм, тимлĕрех...»


Тинкер-ха, тусăм, тимлĕрех —

Мĕнле ачаш çурхи çанталăк,

Асамлă кун хĕлхемĕнче

Хĕвелленет чечен тавралăх.

 

Тек шатăр сивĕ пулмасса

Сиссе вăраннă та — папкаллă,

Çунатлă, ирĕклĕ, таса

Капăрланать вăл ăш саламлăн.

 

Çурхи ака-суха çинче

Хресчен чунне çĕклетĕ шанчăк.

Мазутлă, вутлă ĕçсенче

Çынсеи те кăмăлĕ вылянчăк.

 

Курса уй-хирĕн ешĕлне

Этем хĕвел енне пуç тайнă:

Тĕнче чечекленçт тинех,

Тĕнче çут ĕмĕт евĕр лайăх!

 

...Тинкер-ха, тусăм, тимлĕрех —

Мĕнле чипер тăван тавралăх!

Тăван Çĕр-шыв хĕлхемĕпе

Хĕвелленет вĕт ĕçлĕ халăх.

 

1975, ака, 17

■ Страницăсем: 1... 249 250 251 252 253 254 255 256 257 ... 796

Шухăшсем