Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пĕчĕк патшалăхПулас кинсемЙытă тĕлĕкĕЙӳçĕ кулăСулпикепе Валĕм хунӖмӗр вӗренТаркăн

Чи çутă çăлтăр


Пурăннă тет пĕр хĕр ача. Çак хĕр ача питĕ илемлĕ, питĕ ĕçчен пулнă. Унăн илемĕ çынна тăнсăр тума пултарнă. Куçĕсем кăн-кăвак тĕслĕ. Çӳç пĕрчисем ылтăн евĕр çутатаççĕ. Сăн-сăпачĕ лантăш чечекĕ евĕр. Кулли хĕвел пек ăшă пулнăран ăна Хĕвелçĕ ят панă. Вăл ытти хĕрсем пекех пулĕччĕ, анчах та унăн пĕр çитменлĕх пулнă. Вăл калаçма пултарайман, çапах ăна мĕн каланине илтнĕ. Хĕвелçĕн питĕ юрлас килнĕ.

Пĕррехинче Хĕвелçĕ тĕлĕнтермĕш халап илтнĕ пулнă: «Пур тет чи çутă çăлтăр. Ăна тупсан санăн чи кĕтнĕ ĕмĕте пурнăçлать тет, анчах та вăл çăлтăр патне çитме питĕ нумай каймалла тет тата ăна шыраса тупмалла тет». Çакна илтсен вара Хĕвелçĕ çав çăлтăр патне каяс шут тытать. Хĕр çула хатĕрленет. Ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕрех тухса каять.

Сар пике çул çинче çунатлă лашасене курать. Пĕр çунатлă лаши хĕре килĕшсе кайрĕ.

Лаши калать:

— Эсĕ мĕн ятлă? Ăçта каятăн?

Хĕвелçĕ паллăсемпе кăтартать:

— Мана Хĕвелçĕ тесе чĕнеççĕ. Эпĕ тĕнчери чи çутă çăлтăр патне каятăп. Çав çăлтăр манăн кĕтнĕ ĕмĕте пурнăçлать пуль тетĕп. Ăнлантăн-и? Эсĕ тата хăв мĕн ятлă-ши?

— Ăнлантăм. Эпĕ Сирень ятлă. Мана хăвăнпа пĕрле илетĕн-и? Манпа кайсан хăвăрт çитетпĕр. Сан пек манăн та кĕтнĕ ĕмĕт пур. Манăн çын пулса ташлас килет.

Малалла

«Çăлтăр çутрĕ хунарне...»


Çăлтăр çутрĕ хунарне,

Чĕнчĕ мана хăй патне.

Ах, ăçтан тупас çунат,

Ăшăм çавăншăн çунать.

 

Хĕвел тухрĕ ирхине,

Пачĕ мана шевлине.

Ах, ăна мĕнле тытас,

Ах, тытсан ăçта хурас?

 

Вĕçсе килчĕ çил ачи,

Чупар, терĕ, катаччи.

Ах, епле тăрса чупас,

Çĕнтермешкĕн вăй тупас?

 

Салам ячĕ савнă тус,

Пуçна, терĕ, эс ан ус.

Каçăртса пуçа утас,

Тусăма савăнтарас.

 

25.04.2007.

Ельцин вилсен çырнă сăвă


Вăр-хурах пек çĕршыва çаратрĕ,

Выçă йăлт хăварчĕ халăха.

Усалсен йышне ура çине тăратрĕ,

Пачĕ вĕсене пур пурлăха.

 

Аслă çĕршыва йăлтах салатрĕ,

Хуçаланчĕ урнă йытă пек.

Ыр çынсен чунне-чĕрине ватрĕ,

Чыс-хисепе сутрĕ пуçĕпех.

 

Ват çынсен çиес çăкăрне сутрĕ,

Пĕчĕккисене хăварчĕ тăлăха.

Эрехпе супса ĕçке йăлт путрĕ,

Вĕрентсе çамрăксене усаллăха.

 

Çĕршыва ишсе юта вăл савăнтарчĕ,

Пулчĕ вăл тăшманшăн «тус-тăван».

Çĕршывран мухтав-хисеп йăлт тарчĕ,

Халь мĕнле çăлăнмалла çак асапран.

 

Ырăпа ăна халь асăнмаççĕ,

Тарăху тӳпе пек капланать,

Ун усал ĕçĕсене манмаççĕ,

Халăхра ылхан çеç упранать.

 

Суд тусан, палсах, ăна аванччĕ

Пĕтĕм çут тĕнче те халăх ячĕпе.

Юрĕ, халĕ ĕнтĕ ун карланки канчĕ

Варланас килмест ун ĕçĕпе.

 

Çĕмĕрме, ишме вăл питĕ çăмăл,

Пуçтарма, тумашкăн çăмăл мар.

Ыр енне каяс çук пирĕн кăмăл,

Ун ятне тек асăнар та мар.

 

25.04.2007.

«Мĕн пулчĕ ку? Мĕн пулчĕ ку!»


Мĕн пулчĕ ку? Мĕн пулчĕ ку!

Мĕскер амакĕ персе анчĕ?

Тăван çĕршыв! Сан пылчăку

Юнпа та куççульпе пăтранчĕ.

 

Çунать Кавказ, çунать тăван —

Сăрт-вар, шыв-шур юнпа хупланчĕ

Тăван Çĕршывăм, мĕн тăван?

Укçашăн тăн-пуçу хуртланчĕ...

 

Мĕн чирĕ ку? Мĕн мурĕ ку!

Пире лăскать кил-çуртсăр анчăк,

Тăван Çĕршыв, сан сурчăку

Халăх чĕри çине капланчĕ!

 

Кĕрлет Чечне, шавлать Чечне —

Ирĕклĕхпе танах чĕр вилĕм...

Ан яр, чеччен, сăвап хĕçне —

Сана, сана ман ватă пилĕм!

 

1996, нарăс, 8

Шупашкар.

Сăпайпипе Чăнпатыр


Вăтам Атăл тăрăхне,

Вуннăмĕш ĕмĕрсенче,

Хунă патшалăх туса,

Атăлçи Пăлхар тесе.

 

Атăлçи Пăлхарĕнче

Пӳлер хули вырнаçса

Ĕлĕкех никĕсленсе,

Аталаннă сарăлса.

 

Вырăс летопиçĕнче

Çырăннă «Аслă хула».

Аслă Пӳлер — тĕп хула,

Вăйлă çирĕпленнĕскер.

 

Пӳлер сăмаххи авал

Пĕлтернĕ тĕн çыннине.

Пулнă пĕлӳ сăмахран,

Ăслă та тăнлă çынтан.

 

Пирĕн мăн асаттесем,

Картсем тата çамрăксем

Пурăннă тет Пӳлерте

Ункайлас1 ĕмĕтсемпе.

 

Атăлçи Пăлхарстана

Пĕтĕм тĕнче пĕлейрет.

Тĕнчене аслă çулсем

Иртейнĕ Пӳлер урлах.

 

Ытарайми вырăнта

Вырнаçнă чаплă хула.

Пӳлер вăл — пиллĕ хула,

Пӳлер — мăнаçлă хула.

 

Иртен-çӳрен сутăçсем

Тата çул çӳревçĕсем,

Чаплă çарăн çыннисем

Туяннă япаласем…

 

* * *

Пĕррехинче, ĕнтрĕкпе,

Чул хӳмеллĕ хулана,

Уçăлмашкăн тухнипе,

Малалла

Улшăнман


Утильсырье пухакан ыйтрĕ:

— Кил-çуртра кирлĕ мара тухнă япаласем пур-ши тесе килтĕм те.

Крахъян карчăк шухăшласа пăхнă хыççăн каларĕ:

— Пур! — терĕ.

Виç кив калуш, тусанланса кайнă бутылкăсем илсе тухрĕ.

Утильсырье пухакан илсе тухнă таваршăн укçа кăларса тӳлерĕ те татах ыйтрĕ:

— Кĕпе-йĕм, карттус, пиншак, тăла пур-и?

— Пур! — терĕ те Крахьян карчăк кивĕ кăвак брюки йăтса тухрĕ.

Утильçырье пухакан, укçа тӳлесен, илнĕ таварсене михĕ ăшне чикрĕ те, çурăм çине хурса, малалла кайрĕ.

Каçхине, ачи ĕçрен таврăнсан, Крахьян утальсырье пухакан килни çинчен каласа пачĕ.

— Утильсырье пухакана брюкуна тата виçĕ калуш, бутылкăсем парса ятăм. Пăрахмаллискерсем. Пустуй вырăн йышăнса выртаççĕ. Панăшăн укçа пачĕ.

— Хăш брюкине патăн?

— Çĕннине мар ĕнтĕ, кăваккине, киввине!

— Кĕсйинчен нимĕн те кăлармарăн-и?

— Кăларман. Ма вара?

— Унта комсомол комитечĕн ĕçĕсем çинчен çырнă отчет пурччĕ. Мĕн туса хутăн-ха апла!

— Эп айăплă-и? Эпĕ пĕлмен. Урăх вырăна хумалла пулнă ăна.

— Хамсăр ман япаласене ан тĕкĕн тесе сана эпĕ миçе хут каланă-ши? Ĕнтĕ отчет çĕнĕрен çырас пулать.

Малалла

«Çуркуннене кĕтсе, эп вăрлăх хатĕрлерĕм...»


Çуркуннене кĕтсе, эп вăрлăх хатĕрлерĕм,

Ăна эп акрăм нӳрлĕ çĕр çине.

Те мĕнлерех акмаллине пĕлмерĕм,

Те ăнланмарăм çак çуркуннене.

 

Эп вăрлăх акнине шута хумарĕ,

Таçта çухалчĕ ăшă çуркунне.

Ун хыççăн шелсĕррĕн килсе хупларĕ

Сив Хĕл Мучи çак пĕтĕм тĕнчене.

 

Ман вăрлăхран калча шăтса тухмарĕ,

Сив Хĕл Мучи халь маншăн чăн тăшман.

Мана çак çуркунне мĕскершĕн улталарĕ,

Çĕн вăрлăх халь ăçтан тупас-ха ман?

 

21-22.04.07

«Çуркуннехи илем ăçта?..»


Çуркуннехи илем ăçта?

Çавна курмастăп,

Кĕркуннехи илем кăна куç умĕнче.

Те чăн илем мĕн иккенне эп ăнланмастăп,

Те хăйĕн илемне улăштарать тенче.

 

Çуркуннене мухтас тесе, эп юрă турăм,

Анчах юрларăм çав юрра сив кĕркунне.

Те çавăнпа пит хурлăхлă ман юррăм,

Те çавăнпа хăй илемне хуплать пуль çуркунне.

 

Çуркуннепе кĕркуннене кам улăштарчĕ,

Кам юрлаттарчĕ юррăма сив кĕркунне?

Кам ватă пуç çине шап-шурă юр çутарчĕ,

Сана ман патăмран çав тĕксе ячĕ, çуркунне...

 

21.04.07

«Кĕреш пӳллĕ, лаштра пуçлă юмансем...»


Кĕреш пӳллĕ, лаштра пуçлă юмансем,

Çил тулларĕ, çил лăскарĕ çав сĕре...

Ваттисем — тĕреклисем, яшшисем — йăвашшисем,

Хура тăвăл тăпăлтарчĕ çав сире.

 

Камшăн ӳснĕ, камшăн тӳснĕ-ши эсир...

Пуç тайса пехил илес чухне сиртен

Йăлмакаллă, сикекенлĕ вĕтĕ чир

Типĕтет каллех сире пурнас çĕртен.

 

Çил кустарчĕ, çил тустарчĕ тек-текех,

Шăтаймасăр хуртланса типет йĕкел...

Çĕн туйралăх ӳстерме пӳрмен пекех

Çут тĕнчемĕр тупаймарĕ-мĕн мехел.

 

Пĕркĕт кайăк йăвисемлĕ юмансем,

Пил памасăр каясси мĕнле йĕрке?

Пил ыйтатăп, пил ыйтатăп пекĕнсе —

Шăтмаллăх çĕн юмансар ман ĕмĕрте!

 

1995, çурла, 4.

Кĕлпикепе Юмансар


Çут çанталăк алăкне

Яри уçса янипе,

Ун илемĕ ытарми,

Куç тулли, тăранайми.

 

Мĕн кирли ăна курма

Пур пĕтĕмĕшле çынра:

Ик ура — çула тухма,

Веçех илтме — ик хăлха.

 

Тата унсăрăн пуçне

Курма панă икĕ куç.

Ăнкарса илмешкĕн пуç,

Чухлаççĕ çавна пурте.

 

Чăнах, мĕн пулса иртет,

Веçех — çут çанталăкра.

Шута илмеççĕ кăна

Çакă пурнăç унтине…

 

* * *

Авал, вăтам ĕмĕрте,

Пăлхар çĕрĕ-шывĕнче,

Пирĕн мăн асаттесем,

Пурăнайнă Пӳлерте.

 

Пӳлер сумне, чаплине

Пĕтĕм тĕнче курайнă.

Пурлăхне те ырлăхне

Пурте пĕлсе тăрайнă.

 

Çирĕп хӳмеллĕ хулан

Хĕрĕх пин тет алăках.

Таçти патша халăхсем

Туйнă Пӳлер хăватне.

 

Пӳлер патши халăха

Пехилленĕ савăнма.

Мăнă, илпеклĕ2 хула

Пурăннă пуянлăхра…

 

* * *

Пĕррехинче, каçхине,

Аслă, хăтлă Пӳлерте,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 246 247 248 249 250 251 252 253 254 ... 796
 
1 ункайлас — пурнăçа лайăхлатас
2 Илпеклĕ – вăйлă.

Шухăшсем