Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хурапа шурăҪавраҫилЙӳçĕ кулăЛаохСар ачапа сарă хĕрСăвăсемпе поэмăсемВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

Тавах çăлтăра


Шкултан таврăннă-таврăнманах çак хĕр компьютер умне кĕрсе ларма юратать. Ашшĕпе амăшĕн сăмахĕсене хăлхана та чикмест вăл юлашки вăхăтра. Ку хĕр — вун çичĕ çулхи Настя. Истори урокĕсенче çăвар карса ларнипе нумай вăрçăра мĕн пулса иртнине пĕлмест те, пĕлес те килмест пуль унăн.

Пĕррехинче каçхине ашшĕпе амăшĕ ăна вĕренмен пирки питĕ ятларĕç. Настя куна тӳсеймен пирки пӳртрен алăка тапса уçса тухса тарчĕ.

Тĕлĕнмелле уçă та таса çу уйăхĕнчи уй! Уйăх çутипе тĕттĕм те мар. Акă çăлтăрсем тӳпере выляççĕ. Çак илемлĕ тӳпене сăнаса выртать Настя уй варринче. Ашшĕпе амăшне тарăхса вăл çакăнтах çитнĕ иккен. Кунта сана никам та вăрçмасть, никам та тарăхтармасть, никам та ниме те вĕрентмест… Çăлтăрсем çине пăхса шухăша каять хĕр. «Мĕн кăна курман-ши эсир? Анчах мана кун пек кӳрентернине пĕлместĕр пуль… Ма вăрçăра мар-ха эпĕ? Нимĕн те шеллемĕттĕм… Нимĕн те кирлĕ мар мана…»

Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе куç хупмалла выляççĕ. Ытти çăлтăрсем хушшинче пĕри питĕ уйрăлса тăрать. Тĕсĕпе те (çап-çутă), выляса тăнипе те, пысăкăшĕпе те (çав тери пысăк). Сасартăк ку Çăлтăр тӳпе тăрăх куçма пуçлать. Уй тĕлĕнмелле çуталса каять. Куçне уçасшăн — уçаймасть Настя, нимĕн те ăнланмасть, чĕре вăйлăран та вăйлăрах тапма пуçлать. Ниçта кайса кĕреймесĕр тăнне çухатать…

Малалла

«Ман лира чĕлĕхĕ ним систермесĕр татăлчĕ...»


Ман лира чĕлĕхĕ ним систермесĕр татăлчĕ.

Ман юрату юрри çухалчĕ тĕлĕк пек.

Çĕн юрă турăм, анчах вăл та такăнче,

Чун-чĕрери кĕвве çухатрăм пĕтĕмпех.

 

Эп лирăна юсатăп, юрăсем юрлас тесе.

Чĕлĕхсене сыпатăп та...

Тĕвви юлать.

Шыратăп ир те каç савни тупас тесе.

Анчах çĕнни тупсан та...

Малтанхи асрах юлать.

«Инçет çунать...»


Инçет çунать,

Хĕп-хĕрлĕ пушар евĕр.

Хĕвел анăçалла анса пырать.

Маттур çынна ан вăрçăр ним пĕлмесĕр,

Вăл паттăр ĕç хăйне валли шырать.

 

Усал ĕçпе нихçан та вăл туслашмĕ,

Вăл сутмĕ нимшĕн те пуласлăхне.

Пур-çукшăн вăл хытпăрçа пек сутлашмĕ,

Вăл сунĕ ăраскал çеç кашнине.

 

Вăл халăхшăн та пулĕ чăн ертӳçĕ,

Йывăрлăхра пуç усмĕ мĕскĕн пек.

Пулсассăн та хăй пурнăçĕ пит йӳçĕ,

Теприншĕн парĕ хăй вăйне вăл пĕтĕмпех.

 

Инçет çунать.

Хĕп-хĕрлĕ пушар евĕр.

Тавралăха çап-çутă çутатать.

Тен, маттур çын хăйне те шеллемесĕр,

Çунса, пире малашлăх кăтартать.

 

02.05.2007.

Хур кайăк çулĕпе


Эх, çулла! Илемлĕ-çке кунсем!

Ешерсе лараç чечеклĕ уй-хирсем,

Сар хĕвел савса лăпкать улăхсене,

Сарăлса ӳсме вăл пулăшать чечексене.

 

Сарă, хĕрлĕ те кăвак чечекĕсем

Таврана сараççĕ тутлă шăршине,

Куç тулли илемĕпе çиçсе

Хăпартса çĕклентереç чĕресене.

 

Çав тери-çке лăпкă пĕтĕм таврара,

Тăрисем вĕçеççĕ тӳпере тăрăлтатса.

Илĕртӳллĕ, канлĕ шăплăхра

Хĕр юрри каять сасартăк янраса.

 

Çĕр те пин чечеклĕ улăх варринче

Курăнса каять пĕр шур кĕпеллĕ хĕр,

Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем хушшийĕнче

Лĕпĕш евĕр туйăнать-çке хăй.

 

Хĕрпеле пĕрле юрлаççĕ кайăксем,

Юнашар вĕçсе иртеç лĕпĕшĕсем.

Таврари пур чĕрĕ чунĕ пĕрлешсе

Хăйсемех тăваççĕ тейĕн пĕр тĕнче.

 

Хĕрĕн аллинче чечек çыххи,

Шăнкăрав пекех янрать юрри.

Пĕтĕм çут çанталăкри илем пуххи

Хывăнать пулса вара тĕнче кĕвви.

 

Çакă ырă, канлĕ шăплăхра

Тепĕр сасă илтĕнсе каять.

«Ки-ка-как» тесе пĕр самантран

Малалла

Çутă çăлтăрлă хирте


Хĕллехи тĕттĕм каçăм,

Ах, ытла эс вăрăм.

Ыйхăм таçта çĕтрĕ,

Шухăша мана путарчĕ.

 

Чӳречерен чĕнчĕ уйăх хăй патне:

Вĕç-хĕррисĕр çăлтăрлă уй-хир…

Тинкеретĕп вĕсене

Ăнланмастăп нихăшне.

 

Мĕн-ха ку? Тăхта, ăнлантăм:

Ак хур кайăк çулĕ,

Ку вара чи çутă çăлтăр —

Алтăр çăлтăр текенни.

 

Ваттисем каланă тăрăх

Кашни çыннăн пур-çке çăлтăр.

Апла пулсан, ытла ан тарăх,

Сан çăлтăру та пур-тăр.

 

Каялла эп çул çухатрăм:

Лапка-лапка юр пĕрчисем,

Тĕлĕнмелле асамçăсем,

Мана çултан-çке аташтарчĕç.

 

Çутă çăлтăрлă хирте

Пĕчченех эпĕ пыратăп.

Патша пекех хама туятăп,

Кĕретĕп çăлтăрлă пӳрте.

 

Унта чи ялкăшши куштаннăн

Ларать патша сакки çинче мăнаçлăн.

Пуçтарнă хăй тарçисене,

Ăнлантарать ĕçĕсене.

 

«Ăçта манăн куланай?

Пуш-пушах, ав, тĕпсакай!

Пухăр ман валли ясак,

Çула тухма такмак1!

 

Маншăн пурлăх вăл – пĕрремĕш:

Малалла

Çĕрулми уйĕнче


Çак пăтăрмах чăннипех те чăн пулнă тесе калас килет, тен çук, пĕлместĕп, пĕтĕмлетӳне хăвăр тăвăр. Анчах каласа параканни чун-чĕререн ĕнентерсе каласа пачĕ.

Совет самани вăхăтĕнче арăмĕпе упăшки пĕр çăлтăрлă çуллахи каç колхоз уйне çĕрулми вăрлама кайма шутланă. Шутланă — тунă, çĕрулмине миххе тултарма пуçланă. Хĕрсе пуçтарнă чухне сисмен те, çăлтăрлă тӳпе çап-çутă çуталса кайнă. Колхоз уйĕ кăнтăрлахи пек çап-çутă курăнса тăнă. Пуçĕсене çĕклесе пăхнă та хытсах кайнă: вĕсен çинче çап-çаврака формăллă «турилкке», айккисенчен вара çап-çутă пайăркасем вĕсем çине анаççĕ. Арăмĕ мăнтăрккаскер, лаплаттарса çĕре ӳкет те пуçне аллисемпе хуплать. Айккинелле пăхать те, хыткан упăшки çав «турилкке» çине пăхнă та тунката пек хытса кайнă. Çав вăхăтра арăмĕн пуçне пĕр хаçатра вулани аса килнĕ. Тахçан пĕр арçынна «турилккесем» хăйсемпе пĕрле илсе кайни. Çак хĕрарăм хăранипе кăшкăрса янă: «Вырт! Вăрласа каяççĕ! — тесе кăшкăрса упăшкине туртса ӳкерет. Хайхи «турилкке» пĕр виç-тăват минут пек тăрсан пач! çухалать, йĕри-тавра тĕттĕм пулса тăрать. Хăраса ӳкнĕскерсем çĕрулмисĕрех киле мĕнле çитсе ӳкнине астумаççĕ.

«Чечексем çинче мерчен те кĕмĕл...»


Чечексем çинче мерчен те кĕмĕл,

Ăшă çил çӳрет вĕçкĕнленсе.

Ирхине çапла ман уçă кăмăл,

Пахчана тухатăп тем кĕтсе.

 

Пытанса мерчен ĕçет саркайăк,

Шăпчăк тăсса ячĕ юррине.

Шăпчăкпа пĕрле юрласчĕ манăн,

Ас илетĕп эпĕ савнине.

 

Вăл та шăпчăк евĕрех юрлатчĕ,

Чунтанах саватчĕ вăл мана.

Пире мĕншĕн пурнăç уйрăлтарчĕ,

Мĕншĕн пилсĕр пулчĕ самана?!..

 

Çунатна парсам мана, саркайăк,

Шăпчăк, кăтартсам савни çулне.

Сулăп та çунат, вĕçсе эп кайăп,

Шыраса чун савнă пикене.

«Эп Икар пек çӳле вĕçмешкĕн ĕмĕтленнĕ...»


Эп Икар пек çӳле вĕçмешкĕн ĕмĕтленнĕ,

Эп ĕмĕтленнĕ çĕнĕ тĕнчесем уçма.

Пуласлăх вучĕпе мĕн ачаран хĕмленнĕ,

Асчахсенчен вĕреннĕ çĕнтерсе пыма.

 

Ĕмĕтленни йăлтах çитмере — эп пĕлетĕп,

Çаплах-ха хĕмленетĕп ĕмĕт вучĕпе.

Мĕн тăвайман ĕçе йăлтах тăвасчĕ тетĕп,

Пĕртен-пĕр куляну çулсем ытла васканипе.

 

Ĕмĕтсене, савса, мăнуксене паратăп,

Вĕсемшĕн эп пулатăп халь ăсчах.

Хама валли ват çын ĕçĕ шыратăп,

Эп ĕçсĕр пурăнмашкăн вĕренмен пачах.

 

02.05.2007.

«Каçхи тӳпе, мĕн-ма эс илĕртетĕн...»


Каçхи тӳпе, мĕн-ма эс илĕртетĕн,

Мĕн-ма ялан чĕнетĕн хăв патна?

Тен, шырама телей тĕнчи чĕнетĕн,

Кала эс чăннине, кала мана!...

 

Хама валли телей тĕнчи шырамăп,

Юратнă халăха телей парасчĕ ман.

Вара çак пурнăçра эп чăннипех лăпланăп,

Чĕрем те, чун та пулĕç канăçра, тăван.

 

01.05.2007.

«Утмасть никам та аслă шанчăксăр...»


Утмасть никам та аслă шанчăксăр —

Пайтасăр мар вĕт çут тĕнче...

Ăс-пуç кăна вылянтăр канăçсăр,

Тĕллевĕмĕр халь — мал енче,

Малтан мала, юлсан та хапăлсăр,

Пĕрех те халăх хушшинче!

 

Серепене ăс-хакăл парăнмĕ.

Суялăхран пĕрре писсен

Тĕллевсĕр нишлĕсем çеç макăрнă

Ултав серепине лексе —

Эпир, салтак пек, çанă тавăрнă

Çĕршыв вăй панине сиссе.

 

Кунçул урапине чараймăпăр —

Автансăр ялтисем патне

Эпир те, ыттисем те кайăпăр,

Анчах пĕлетпĕр чыс хакне:

Куçран перекене пуç таймăпăр,

Ӳкермĕпĕр чăваш ятне!

 

1973, кăрлач, 8.

■ Страницăсем: 1... 242 243 244 245 246 247 248 249 250 ... 796
 
1 Такмак — кожаная сумка, куда клали пищу в дорогу

Шухăшсем