Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрлĕ тюльпанХĕллехи каçсенчеКушкă ачиПирвайхи юратуКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеКатӑлнӑ уйӑхПолк ывӑлӗ

Çăлтăр çинче пулни


Шăплăха у-ӳ-ӳ-ӳ! текен сас сирчĕ. Ку тăмана пулĕ-ха, тесе шутларĕ арçын ача. Унтан тем кĕррррр! туни, кайран çунат сасси илтĕнсе кайрĕ. Паян Куçук ӳплене кĕмерĕ, ӳпле çумнерех тин çулнă курăка сарчĕ те çавăнтах выртрĕ. Çак çарана мĕн пĕчекренех çулма çӳренине ас тăвать Куçук. Ку çĕр ĕлĕкех ун мăн аслашшĕн пулнă. Вăл хесметре тăнă чух пĕр, юрă юрлама юратакан ратник çыннине, сăрнай ăсталаса панă. Кайран вара пурте вăл ăстаçă пулнине пĕлеççĕ. Ăна тĕрле япаласем ăсталаса пама ыйтаççĕ. Ун мăн аслашшĕ шăпăр, тӳнкки, сĕр пĕрре мар ăсталать. Çакăн хыççăн вара вулăс старости ăна Атмал çаранне, шăп çак çарана парнелет те. Кунтах хесметри салтаксем тарăн кӳлĕ чаваççĕ. Кӳллине те Куçук аслашшĕ ячĕпе параççĕ — Ялаç кӳлли ятлă вăл.

Çаран хĕррипе ӳсекен йывăçсене пурне те пĕлет Куçук. Ак, сарлака та патмар юман, çинçе пилĕклĕ хурăн, чылай çырла тунă пилеш. Кӳлĕ хĕрринче вара, «çурмалла хурама», унăн вулли икĕ пая пайланнă: пĕри — хăрса хуп-хура пулса ларнă, тепри — ем-ешĕл. Ку вырăнта ĕлĕк чӳк тунă. Вăл Киремет вырăнĕ пулнă. Çак тĕлĕнмелле хурама çинчен Куçук ашшĕпе чылай калаçнă, темле шухăш патне те çитнĕ, юлашкинчен, çиçĕм çапна пуль, терĕç. Çăлтăрлă пĕлĕт çине, çап-çутă çутатакан Хур кайăк çулĕ çине пăхса выртатчĕ вăл. Ак пĕр çăлтăрĕ вĕçсе анчĕ, ак тепри. Ыранхи кун çулсан, çак Атмал утти пĕтет те, ашшĕн сăмахĕсене аса илет арçын ача. Ӳплере тахăшĕ ӳсĕрсе илчĕ. Унта Куçук ашшĕпе амăшĕ тата вушшăмĕш класа куçнă аппăшĕ çывăраççĕ. Куçук каллех хурама çинчен шутласа тĕлĕрсе кайрĕ.

Малалла

«Тухаçа пăхатăп...»


Тухаçа пăхатăп. Мĕн илсе килет

Хĕвелтухăç пирĕн несĕлсем валли?

Çут хĕвел тухать, тӳпе ăна чĕнет,

Вăл сĕнет ăна тӳпе патшин палли.

 

Анăçа пăхатăп. Мĕн кĕтме пулать?

Анăçран тухаççĕ ăмăр пĕлĕтсем,

Эп пăлханнине курса, хĕвел кулать:

«Вăрçăран ытла хăраççĕ-çке çынсем!»

 

Кăнтăра пăхатăп. Ăшă çил вĕрет

Ашшăн ыталать вăл ӳт-пĕве, чуна

Пĕр кĕтӳ хуркайăк кунталла килет,

Кашни чĕрĕ чун савать Чăвашстана.

 

Çурçĕре пăхатăп. Янкăр çӳл тӳпе.

Хĕл Мучи унтан ярать салам пире:

«Ытлашши ан савнăр ăш çил вĕрнипе,

Сив çиле эп тăрататăп, пĕлĕр, черетре...»

«Чăваш ялĕ ыйхăра...»


Чăваш ялĕ ыйхăра,

Çутă уйăх ун çинче.

Уйăх сапнă çутăра

Пит асамлă çут тĕнче.

 

Шурă юр та халь пăхсан

Кăн-кăваккăн курăнать.

Тӳпере карталанса

Ушкăн çăлтăр çаврăнать.

 

Мана урăх кирлĕ мар

Нимĕнле асам çĕрсем,

Чи хитри,ак, ман умра —

Тăван ялăн çутисем.

 

Çил ачи, эс ан вăрат,

Ан шакка кантăксенчен,

Чăваш ялĕ çывăрать,

Ан шавла эс пĕр-пĕччен.

 

Ырă тĕлĕк тĕлленех,

Ялăм, уйăх çутипе.

Ыран тăрăн эс ирех

Тăнăç пурнăç шавĕпе.

«Анне пĕçернĕ çăкăра...»


Анне пĕçернĕ çăкăра

Алла илетĕп эпĕ,

Шап-шур алшăллипе вара

Асăрханса витетĕп.

 

Шăрши ун хăвăрт сарăлать

Пӳртри пур пӳлĕм тăрăх.

Чĕре хаваслăхпа тулать –

Çĕн çăкăрпа пӳрт тулăх.

 

-Юратнă кăмăллă аннем.

Канса илсем пĕр хушă.

Анчах пĕçернĕ çăкăрсем

Сан аллусем пек ăшă.

 

Кун каçипе ĕçре ялан,

Çĕр тĕрлĕ ĕç тăватăн.

Ак, халĕ те кăмакаран

Çĕн çăкăр кăларатăн.

 

Çемçе те техĕмлĕ çăкри

Сĕтел çинчен ан кайтăр,

Ялан-ялан ватти-вĕтти

Ун умĕнче пуç тайтăр.

«Ылтăн пусă варрипе...»


Ылтăн пусă варрипе

Утмаçул выртать.

Вĕлкĕшет шап-шур кĕпе,

Хĕрача чупать.

 

Çапăнаççĕ хулсенчен

Йывăр пучахсем.

Куç хĕсеççĕ пур енчен

Утмăлтуратсем

 

Тап-таса сенкер тӳпе,

Курăнман тăри.

Кĕмĕл çумăр ӳкнĕ пек

Шăранать юрри.

 

Аттесен çĕрĕсене

Çарурран виçсе,

Ача чупрĕ мал енне

Кайăк пек вĕçсе.

 

Ман ачалăхăн тĕнчи

Кайрĕ пуль унпа,

Ылтăн тулă хушшинчи

Ансăр сукмакпа.

Телей кӳрекен юрату


Авăнăн пĕрремĕшĕ. Паян ирпе кĕр енне кайнă хĕвел те юлашки шевлисене ачасене парнеленĕн савăнăçлăн пăхать. Çăвĕпе те ача-пăча сасси ир-ирех янраман. Паян кĕтӳ хăваланă хыççăнах ачасен сассине илтме пулать. Çук-ха, пурте те мар, ытларах пĕрремĕш хут шкул алăкĕн хăлăпне уçакан ачасем ир-ирех тăнă. Хĕвел хăйĕн ăшшине çĕр çине сапалама тытăнсан шкул форми тăхăннă, аллисене чечек çыххисем тытнă ачасем шкулалла утма тытăнчĕç.

Кăçал Алиса шкул пĕтерни виççĕмĕш çул. Ытти çулсенче çакăн пек ӳкерчĕке сăнасах кайманччĕ вăл. Ытла та тунсăхлăн курăнать-çке ку. Халь çĕнĕрен тепĕр хут шкул парти хушшине ларĕччĕ вăл. Мĕншĕн васканă-ши вăл шкул пĕтерме? Ах, епле хăвăрт шкултан вĕренсе тухса каяс килетчĕ унăн. Чăн та, ăсату каçĕ хыççăн тепĕр куннех Шупашкара тухса кайнăччĕ вăл. Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Кăçал виççĕмĕш курса куçрĕ. Пĕлӳ кунĕ хыççăнах Шупашкар районĕнчи пĕр яла çĕрулми кăларма илсе каятпĕр терĕç те, пĕр икĕ кун ытларах килте пурăнса юлас-ха терĕ. Çавăнпа паян шкула каякан ачасем çине тунсăхлăн пăхса ларать.

— Çук, капла мар, иртерех каяс пулĕ хулана. Общежитие вырнаçнă пулсан та, юлташсемпе паллашас. Тен, çĕннисене ярса панă. Темлисем лекеççĕ-ха тата. Çĕрулми çине тухса кайиччен çĕннисене курса юлас, — çакăн пек шухăшсемпе çула пуçтарăнма тытăнчĕ.

Малалла

Амăшĕпе ывăлĕ


Çапăçу хирне ăсатрĕ амăш ывăлне.

Çĕнтерсе килме пиллерĕ паттăр çарпуçне:

 

«Турăпа пĕрле ялан пул. Вăл сыхлатăрах.

Çĕнтерӳпеле эс таврăн, ывлăм, хăвăртрах...»

 

Çĕршыва сыхлама кайрĕç паттăр ывăлсем,

Вĕсене килте кĕтеççĕ ватă амăшсем.

 

Тăшмана çапса аркатрĕç юнлă вăрçăра,

Çарпуçне çĕмрен амантрĕ пĕр çапăçура.

 

Амашне часах пĕлтерчĕç нукерсем çакна,

«Эс пехил пани пит кирлĕ», — терĕçĕ ăна.

 

Ăмăрткайак пулса вĕçрĕ амăш ун патне,

Куççульпе çуса тасатрĕ ывлĕн суранне.

 

Çавăнтах суран ӳт илчĕ, сиплĕ вăй тупса,

Ывлĕ амăшне тав турĕ, сывалса тăрса.

 

...Амăшне паян мухтатăп хамăн сăвăра,

Ывалне телей сунатăп çакă пурнăçра.

 

03.05.2007.

«Çумăр умĕн шыв-шур хуп-хура...»


Çумăр умĕн шыв-шур хуп-хура,

Çул юппи курăнмасть тăвăл витĕр.

Вăрçă хирĕ выртать пек умра,

Паттăрсем йыхăраççĕ пек: «Килĕр!»

 

Эп туятăп хама салтакла,

Пĕтĕм йăх пирĕн — вăрçă салтакĕ.

Аслисем хывнă çул-сукмака

Манăн аттăм та сулăмлăн тапĕ.

 

Несĕлсем юн юхтарнă çĕре

Йыш тĕппин пуç таймашкăн пур тивĕç

Çавăнпа çулăмланнă чĕре

Туртăнать тăвăлпа вута хирĕç.

 

Шалкăм çумăр çапсан пĕр-ик кас

Тăвăл иртĕ те — пĕлĕт çуталĕ...

Каймаллах! Чун ыйтни вăл — приказ.

Каймасассан, Çĕршывăм мĕн калĕ?

«Пурăннăçемĕн кăткăсрах кунçулăмăр...»


Пурăннăçемĕн кăткăсрах кунçулăмăр —

Пăшăрхану та, шухăш та нумай.

Хĕвеллĕ-и кунсем е çиллĕ-çумăрлă —

Куç хăнăхать витĕртерех курма.

 

Усалсĕмпе ырсем, чеелĕхпе тӳркăмăл

Ик çар çынни пек хирĕç тĕл пулсан

Тытăçăва кĕрсе каймашкăн çăмăл —

Тăрас килмест сив турăш пек пăхса.

 

Чее ăсчахсене эп ăмсанмастăп:

Ирсĕрлĕхе курмиш этем — усал.

«Пĕлместĕн пурăнма» тесе ан асăн,

Суя килпет туянмăп чыс сутса.

 

Çак çĕр çинче çулсем нумай та аслă.

Çулсем хĕресленеççĕ тĕл пулса.

Кашни çул юппинчех, çĕн алăк каснăн,

Виçсе хаклатăп пĕтĕм пурнăçа.

Манăн çăлтăр


Кашни çын çуралсанах

Хăй çăлтăрĕ çуралать,

Çавăнпа та яланах

Вăл ăна куç пек сыхлать.

 

Эпĕ те хам çăлтăрпа

Кашни каçах тĕл пулап.

Пурнăçăм шăпи çинчен

Чун уçса унпа пуплеп.

 

Пин-пин çăлтăр хушшинче

Манăн çăлтăр ялкăшать.

Çакă çутă тĕнчере

Мана турă пек сыхлать.

 

Ман çăлтăрăм, ĕмĕр çун,

Манпа юнашар эс пул.

Мана тĕрĕс çул эс сун,

Манран нихăçан ан юл.

■ Страницăсем: 1... 241 242 243 244 245 246 247 248 249 ... 796

Шухăшсем