Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

СинкерСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеПирвайхи юратуИлле ТăхтиСана ҫырма сӑмах ҫитетСăвăсемпе поэмăсемХусан

Туй мыскари


Хулари чи пысăк, чи чаплă ресторанта паян туй халăхĕ пуçтарăннă. Кĕркунне енне сулăннă пулин те, çанталăк сарă хĕр пек ачаш куллине сапалать те сапалать. Лайăх вăхăт суйласа илнĕ туй валли Алешкинсемпе Митрофановсен çемйисем. Кĕркунне питĕ тулăх килчĕ кăçал. Ресторана та чи аваннине суйларĕç. Кун пек ресторанта кашниех туй кĕрлеттереймест — хакĕсем питĕ хытă çыртаççĕ. Апла пулин те черечĕ пысăк. Анчах та хулари район пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрăшакан Кирилл Николаевич Митрофановшăн ку пăтăрмах пулмарĕ. Алешкинсем те сумсăр çынсем мар. Çемье пуçĕ Олег Петрович çав районтах вырнаçнă пасарăн директор çумĕ пулса вăй хурать.

Чаплă туй кĕрлемелле паян. Алешкинсем чăвашсем. Хĕрĕ вара вырăс çемйине кин пулса кĕрет.

— Туя хамăр тăвансенчен Мускавра тĕп инженер пулса ĕçлекен виççĕмĕш сыпăкри пиччене кăна чĕнетпĕр. Унăн арăмĕ вырăс. Пысăк вырăнта ĕçлет, — сассине хăпартсах каларĕ Мария Яковлевна, Олег Петрович арăмĕ, туя кама чĕнессине палăртнă чухне.

— Ара, хампа пĕртăван аппапа пиччене те чĕнместпĕр-и? — йăвашрах сасăпа ыйтрĕ Олег Петрович.

— Санăнне те, манăнне те чĕнместпĕр. Чăваш сăмахĕ ан тухтăр туйра. Тата вĕсенчен мĕн усси? Пĕри те туйра пин тенкĕрен ытла хурас çук.

Малалла

«Çулсем иртнĕçемĕн пит-куçăм çине...»


Çулсем иртнĕçемĕн пит-куçăм çине

Çапать те çапать пичетне чунсăр ватлăх.

Вăйсем те тараççĕ тĕнче хĕррине,

Пулмасть çав ĕçре ĕлĕкхи вăй-хăватлăх.

 

Тăвас тенĕ ĕç ĕлĕкхи пек нумай,

Ăс-пуç та тĕреклĕх илсе вăйлăланнă,

Ĕçне кура кăшт ыр ят-сум илнĕ май

Пуласлăх мĕскер кĕтнине те ăнланнă.

 

Ĕçлесчĕ апла юлашки хал тупса,

Тăван халăха ăраскаллă тăвасчĕ.

Эппин, атте-Турă çакна йăлт курса,

Тата кăшт кунçул та вăй-хал хушса парччĕ!..

 

09.06.2007.

«Лăпланчĕ тăвал...»


Лăпланчĕ тăвал. Тухрĕ çутă уйăх.

Ăш çил пĕр касă вĕрчĕ кăнтăртан.

Çанталăка пула иртет-ха манăн хуйăх,

Ăш çил — савни саламĕ аякран.

 

Савни саламĕ — маншăн чăн-чăн сиплĕх,

Ман юрату хитре хĕвел пекех.

Савни пур чух нимле усал çĕнеймĕ

Мана.

Çакна шанатăп тем пекех.

 

Тăшман усаллăхĕ вăл — иртнĕ тăвăл,

Ăш çил вĕрсе çĕнтерчĕ тăвăла.

Пулас кунсем пулаççĕ пуль-ха çăмăл,

Тек курмăп çул çинче ултавçă-усала.

 

07.06.2007.

«Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…»


Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…

Яланах ман умра

Çĕмĕрт пек куçусем,

Яланах чунăмра

Йăл куллу, аллусем.

Яланах эс манпа,

Яланах юнашар.

Мана çăмăл санпа —

Аллуна мана пар!

 

Эп тăсатăп алла,

Уçăлаççĕ куçсем…

…Эп пĕччен, манпалла —

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…

«Туй пĕркенчĕкĕ евĕр шур юр...»


Туй пĕркенчĕкĕ евĕр шур юр

Хĕл-пике хăй валли хатĕрлет.

Сар хĕвел айĕнче, авă, кур,

Ылтăн-кĕмĕл çиппе тĕр тĕрлет.

 

Эрешлет чӳрече тăрăшса,

Пăрлă чăнтăр çыхать каçсерен.

Çутă уйăх пăхать чалăшса

Çăлтăр сапнă хура тӳперен.

 

Ăсатса хăй кĕске ĕмĕрне

Тунсăх юрă юрлать хĕл-пике.

Вăхăт çитĕ кайма, ун чухне

Йĕрсе ярĕ вăл сив куççульпе.

 

Туй тени вăл хаваслă иртет,

Кĕр-кĕр шавлĕç уйсем, çырмасем.

Туй кӳми иртсе кайнă çĕрте

Шăтса тухĕç кăвак çеçпĕлсем.

Сыв пул, юратăвăм


Лариса подъезд алăкне хытă шаплаттарса хупнипе вахтăра ларакан вырăс хĕрарăмĕ шартах сикрĕ.

— Мĕн, тĕнче пĕтмест пулĕ те? — йĕкĕлтерех ыйтрĕ вăл вырăнĕнчен çĕкленсе. — Пуринчен кая юлса килетĕн тата алăка та йĕркеллĕ уçса хупма тăрăшмастăн.

Пичĕ тăрăх вĕри куççуль юхакан хĕр нимĕн те чĕнмерĕ, иккĕмĕш хута чупса хăпарчĕ.

— Э-хе-хе! Вун икĕ сехет вахтăра ларнă вăхăтра мĕн кăна курмастăн, мĕн кăна илтместĕн-ши çак хĕр упраç пурăнакан общежитире, — мăкăртатрĕ çулланнă вахтер кĕмĕлленнĕ çӳç пайăркине пурçăн тутăрĕ айне майласа чикнĕ май. Хăй теме аса илсе йăл-йăл кулса илчĕ. Çулĕсене пăхмасăр илĕртӳлĕхне çухатман хĕрарăм пысăк кăвак куçне мăч-мăч тутарса кофтипе юбкине майларĕ. Унтан тĕкĕр умне пырса вăр-вар çаврăнкаласа илчĕ.

— Эх, çамрăклăх! Пĕрре кăна сана каялла çавăрса килесчĕ. А-а-а, тепĕр тесен япăхах иртмен-ха вăл манăн. Мĕн чуль каччă ăшне вут хыптарман-ши эпĕ, — сасăпах савăнчĕ майра.

Лариса хăй пурăнакан вун виççĕмĕш номерлĕ пӳлĕм алăкне шаплаттарса хупрĕ. Пĕр пăта çинче кăна тытăнса тăракан аялти тăпса тухса ӳкрĕ те, алăк пĕтĕм иккĕмĕш хута кисретсе урайне ӳкрĕ. Хĕр салтăнмасăрах кравать çине тӳнчĕ. Пулĕмре вăл ӳлесе макăрни илтĕнчĕ.

Малалла

Чăваш ачи


Ырă тăвас тесех тапаçланатăп,

Сисместĕп те — шарттин пăркăчланатăп!

 

Вара мана лăска-лăска ватаççĕ,

Пуç тӳпине шăртла-шăртла яраççĕ:

 

Лаша вăрри пулас ман пĕреххут,

Ун чух манпа чĕрре те кĕрес çук!

 

Каяççĕ пăрăнса. Каллех тăратăп.

Чунра сӳнмен тĕллев патнех утатăп.

 

Пĕр çулĕн хапхине вăрт-варт хупаççĕ,

Теприн çине упа таппи хураççĕ...

 

Кĕлмĕç чăпти тăвасшăн-мĕн манран.

Пулмасть. Мăнаçлăх пысăкрах хамран.

 

Ман пек этем сахал-ха чăвашра.

Пĕри — павра, тепри армак е кутшăра.

 

Вăлтаççĕ хушăран, тăна кĕртеççĕ:

Алай-алай тесен, хисеплĕ пулăн теççĕ...

 

Халь кам вара эс? Килсĕр карачи!

Никам та мар-тăр. Эп — чăваш ачи.

 

Никам та мар-тăр, ах, чăваш ачи...

Ни хам та мар. Тăрах, чăваш ачи...

Сана кĕтеççĕ.

 

1988, пуш. 29.

Шупашкар.

«Пăрланнă кантăк эрешне сăнарăм...»


Пăрланнă кантăк эрешне сăнарăм:

Шап-шурă улăх тухрĕ куç умне.

Чупать пек курăк хумĕ ярăм-ярăм,

Шух çил турать ун кĕмĕл кăтрине.

 

Йăлтăртатса выртать асамлă улăх,

Сукмак чупать е сивĕ шыв юххи…

Такам васкать пек çакă улăх тăрăх,

Те эсĕ пултăн çав, те урăххи.

«Тĕнче хупланчĕ шур юрпа...»


Тĕнче хупланчĕ шур юрпа,

Мăрьесенче сив çил улать,

Çанталăк хушнă вăхăтра

Ноябрь вĕçленсе пырать.

 

Ноябрь вĕçĕ — хĕл пекех,

Кĕр уйăхне ас илтермест.

Ман кантăка халь Юрпике

Тĕрлет ялан, кун сиктермест.

 

Хĕвелĕ ялкăшса пăхсан

Çунать шур юр вут-хĕм пекех.

Вĕçет çӳлте, ав, шур тусан

Кăшт сивĕ çилĕ вĕрнипех.

 

Ноябрь юрĕ кăпăшка,

Вăл пит илемлĕ те ачаш.

Пăхсам, туртать халь çунашка

Урам тулли ача-пăча.

«Çап-çамрăк хурăн, курăр...»


Çап-çамрăк хурăн, курăр,

Черчен те тап-таса.

Паян кĕрхи сив çумăр

Ярать ăна çуса.

 

Çил вĕрнĕ май çав хурăн

Турать кăтрисене,

Сар тутăрне салхуллăн

Сарать сив çĕр çине.

 

Паян салху пулсан та,

Шанать вăл, малашне

Сар хурăнăн та, ман та

Пулать чăн çуркунне.

■ Страницăсем: 1... 237 238 239 240 241 242 243 244 245 ... 796

Шухăшсем