Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвайт çутисемҪавраҫилХĕн-хур айĕнчеСулпикепе Валĕм хунÇил-тăвăлПограничниксемПолк ывӑлӗ

Çăлтăр çинчи ят


Мана Эридана тесе чĕнеççĕ. Эпĕ 15 çулта. Çак таранччен эпĕ нихăçан та асамлăха ĕненменччĕ, анчах пĕр пулăм ман пурнăçа пĕтĕмпех улăштарчĕ.

…Паян нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕ. Манăн çуралнă кун. Паян ман пата хăнана ачасем килмелле. Эпĕ ир-ирех тăтăм та сĕтел çине хатĕрлеме пуçларăм. Кайран эпĕ уçăлам тесе урама йĕлтĕрпе ярăнма тухрăм. Тулта паян ăшă, лăпкă çанталăк. Çӳл тӳперен хĕвел те кăшт кăна, йăваш та хăюсăр хĕр пек, хăйĕн ăшă пайăркисене çĕр çинелле ярать. Вара юр пĕрчисем темле асамлăн йăлтăр-ялтăр çиçсе манăн куçа илĕртеççĕ.

Эпĕ васкамасăр тăвайккинчен ярăнкаларăм та киле таврăнтăм. Вăхăт сисĕнмерĕ те, кăнтăрла та çитрĕ. Ман пата ачасем пуçтарăнчĕç. Эпир савăнтăмăр, юрларăмăр, ташларăмăр. Вăхăт каç еннелле сулăнсан ачасем килĕсене саланса пĕтрĕç. Каярахпа вара хăнана аслисем килчĕç. Вĕсем мана саламларĕç, парнесем пачĕç. Эпе вĕсемпе кăшт ларкаланă хыççăн каллех урама тухрăм.

Тӳпере уйăх çутатать, çăлтăрсем ялкăшаççĕ. Таврара шăп. Ман чунра темĕнле канăçлăх хуçаланать. Пуçа çĕклесе çăлтăрсене сăнама пуçларăм. Мĕн тĕрлĕ çăлтăр çук пуль унта: пысăкки те, пĕчĕкки те, тĕрлĕ кĕлеткесене аса илтерекеннисем те. Акă, умрах Алтăр çăлтăр. Эпĕ шкулта учитель каланине аса илтĕм. Çуллапа кĕркунне, çуркунне тата хĕлле курăнакан чи йăлтăртатакан çăлтăрсем пур вĕт-ха. Питĕ интереслĕ, çăлтăрсем те кашниех хăйсен вăхăтне пĕлеççĕ иккен. Хĕллехи çăлтăрсем хушшинче Сириус, Бетельгейзе, Ригель, Альдебаран пуррине астăватăп. Тӳпери çăлтăрсене шутласа та пĕтереймĕн.

Малалла

«Хурăнĕ те хырĕ епле çӳллĕ...»


Хурăнĕ те хырĕ епле çӳллĕ,

Ах, ытла та хăтлă таврара.

Тĕлĕрет вăрманти çавра кӳлĕ,

Канлĕ те пит лăпкă ман чунра.

 

Тыткăна илет кунта асамлăх,

Манăçлăх кунта хуçаланать.

Ăшă çил юрлать гимн асăнмалăх,

Çутçанталăк тĕлĕкре канать.

 

Çук пуçра нимле те шухăш-хуйăх,

Кӳлĕ хĕрринче сас-чӳ те çук,

Хăй патне чĕнет капăртма-уйăх,

«Кил, — тет, — пĕр никам та курман чух».

 

Ак чăнах та хăпарса эп кайăп

Уйăхăн çут кĕмĕл тĕнчине.

Çук ман нимĕнле те парăм-айăп,

Çавăнпа чĕнет вăл хăй патне.

 

Çук çав, эп хамран тарса каяймăп,

Хăтлăх-канлĕх те вăхăтлăха.

Чĕрери вута çунма — чараймăп,

Пурнăçа эп парăп савнă халăха.

 

Асăмра тĕнче илемĕ юлтăр

Чаплă сăвă-юрă хайлама.

Эп кунта килни вăй пухни пултăр

Тăван çĕршĕн ыр ĕçсем тума.

«Поэзи вăл — ытарайми илемлĕ кайăк...»


Поэзи вăл — ытарайми илемлĕ кайăк,

Ун тĕкĕсем те, курăр, тем тĕслех,

Поэзипе, тăванăм, туслашни пит лайăх,

Анчах та вăл савмасть çав кашнинех.

 

Поэзипе туслашакан телейлĕ,

Ăна паратъ вăл хăйĕн илемне.

Поэзипе туслашакан илейĕ

Çут хĕвелтен те унăн çутине.

 

Çынна парать хăй çунатне поэзи,

Çут çăлтăрсем патнех çĕклет ăна.

Поэзипе туслашнă çыннăн ĕçĕ

Ялав пулса çĕклет саманана.

«Кĕçĕр тыткăнларĕ...»


Кĕçĕр тыткăнларĕ

Шур сирень шăрши,

Сан туту кăварĕ,

Аллусен ăшши.

 

Ăсранах яраççĕ

Ыр сăмахусем.

Тӳпере кулаççĕ

Ялтăр çăлтăрсем.

 

Шăпчăксем сунаççĕ

Иксĕлми кунсем.

Телейпе çунаççĕ

Тĕксĕм куçусем.

«Мĕншĕн эс çапла пăхатăн...»


Мĕншĕн эс çапла пăхатăн

Куç илмесĕр ман çине?

Мĕншĕн ассăн эс сывлатăн?

Мĕншĕн тунсăх куçсенче?

 

Мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕн?

Мĕн кĕтетĕн эс манран?

Мĕн çинчен шутлатăн эсĕ

Тинкерсе текех куçран?

 

Эс чĕнсемччĕ, тархаслатăп,

Е ан пăх эс ман çине.

Унсăрăн эп хам путатăп

Санăн тĕпсĕр куçсенче.

Асамлă Çăлтăрчăк


Темле ăнланмалла мар лăпкă çил варкăшнипе вăранса кайрăм пĕр ир. Кантăкран çутă хĕвел пайăрки йăпшăнса кĕнĕ те эпĕ çывăракан кравать пуçне çутатать. Апла паян хĕвеллĕ çанталăк пулĕ. Анчах та мĕн пулчĕ-ха ку? Мĕнле сасă е, хам та ăнланаймастăп, мĕн пулчĕ — вăратрĕ-ха мана? Кил таврашĕнче шăп, аннепе атте яланхилле ку вăхăтра картишĕнче ĕçлеççĕ ĕнтĕ...

Ăшă вырăн çинчен тăрас килмесĕр çĕклентĕм те пит-куçа йĕпетме тесе кухньăналла утрăм. Ак тамаша! Ку тата мĕн? Кăмака люшки çинче темĕн йăлтăр-ялтăр туса тăрать. Патнерех пырса пăхас-ха, мĕн япали ку тесе малалла утатăп. Куç умĕнчехччĕ-çке, халь вара ăçта çухалчĕ? Кăмакана хирĕç картишне кантăк пăхать те ун еннелле çаврăнатăп, никам та çутатмасть-ши тетĕп — нимĕн те çук. Ку тем ыйхăран вăранса пĕтейменни пулмарĕ-ши, пите сивĕ шывпа çăвас терĕм.

«Ара, эпир ачасемпе вăрмана каяс тесе сăмах татнăччĕ вĕт ĕнер каçпа. Ак тата, çывăрса юлмарăм пулĕ те?» — вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш. Васкаса пите типĕтетĕп те карас телефонпа Çеруш тусăм патне шăнкăравлатăп. Вăл та тин кăна тăнă иккен.

Тăхăр сехетре ял хĕрринчи Сысна пĕви патĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Эпир вăрманта гамак çакса ярăнмалли вырăн тăвасшăн. Тен, ĕлкĕрейсен, штаб та ăсталăпăр-и? Çеруш хăйпе пĕрле Валери шăллĕне те илме пулчĕ.

Малалла

«Йăпăлтатнăшăн орден параççĕ...»


Йăпăлтатнăшăн орден параççĕ

Турăш пек сăмса урлă пăхса,

Пуп чĕлхин аллилуй парачĕ

Çаврăнать таврипех юхса.

 

Урлă сиввĕн пăхса хак памашкăн

Ахăртнех, тăнлă пуç кирлĕ мар.

Ма вĕсем полицейски пуласшăн?

Кăшкăраççĕ: Ан чĕн, сĕт çăвар!

 

Улпутсем ухмах чух эсĕ кĕлмĕç,

Ĕçлекеншĕн хисеп те юлман,

Сăлĕхсем пурнăçа тĕс кĕртеймĕç,

Пыл хурчех пыл пухать-çке, тăван.

 

Улпутсем хуплани-им хăрушă,

Улпутсем мухтанни-им паха?

Çакă пурнăç тӳнтерлĕ те пушă,

Пуçлăхра ăслă çын та сахал...

 

1974, чӳк, 8

«Хăшпĕр чухне шутлатăп та — пит вăрăм пурнăç...»


Хăшпĕр чухне шутлатăп та — пит вăрăм пурнăç,

Тепĕр чухне ытла та хăвăрт вăл иртет.

Нумай пурăннипе, тăванăм, эс ан курнăç;

Ыр ĕç туман пулсан сана мĕскер кĕтет?

 

Пит вăрăм пурнăç мĕн парать, тăванăм,

Чуну ыр ĕç тума хушмасть пулсан?

Ыр ят хăв хыççăн эс пачах хăвармăн

Инкек тӳсекене те пулăшман пулсан.

 

Тепри сахал пурнать, кĕске кунçулĕ

Метеор пек çунса иртет вăштах,

Анчах ун ырă ĕçĕ палăк пулĕ,

Ятне те халăх упрĕ яланах.

 

Кам ырă ĕç тăвать — çавна савать пуласлăх,

Пуласлăх кашнине тĕрĕслесе виçет.

Ыр ят этемшĕн пуринчен те аслă,

Ыр ят вăл çăлтăр пек ялан çиçет.

 

18.07.2007

«Кармал паттăр хĕçĕ евĕр çиçрĕ çиçĕм...»


Кармал паттăр хĕçĕ евĕр çиçрĕ çиçĕм

Витререн тăкать çĕре тӳпе маччи, —

Çумăр çунине мĕнле виçепе виçĕн,

Çаруран чупса çӳрет ачи-пăчи.

 

Çуллахи ăш çумăр пит сипетлĕ теççĕ,

Манăн та ташлас килет ун айĕнче.

Те чăнах та ачасем мана кĕтеççĕ

Хăйсемпе пĕрле чупмашкăн çумăр айĕнче.

 

Вĕсене курса-ши таврăнчĕ ачалăх,

Эп чупса тухатăп ăш çумăр айне.

Ал çупать кулса таврари пĕтĕм халăх,

Маннă, тет, писатель хăйĕн ватлăхне.

 

16.07.2007

«Шăварса шывпа, илеме савса...»


Шăварса шывпа, илеме савса,

Ӳстерсеччĕ эп чечексем.

Хам çинчен манса, сар хĕре савса,

Иртсе кайрĕ ман яшлăх çулĕсем.

 

Чечеке савса, киленсе пăхса,

Татаймарăм çав хăй ани çинчен.

Сар хĕре савса, питĕ вăтанса,

Калаймарăм çав юрату çинчен.

 

Çитрĕ кĕркунне, шанчĕç чечексем,

Пахчара текех çук илем.

Çитрĕç черетпе ватлăх кунĕсем,

Кăвар пек çунать ман чĕрем.

 

Çитес çул каллех акăп чечексем,

Илеме курса савăнĕ чĕре.

Таврăнмаççĕ çав яшлăх кунĕсем,

Савас çук текех сар хĕре.

 

Юратан пулсан, тусăм, ан вăтан

Юрату çинчен калама.

Унсăрăн ман пек ӳкĕнĕн кайран,

Ан вăтан яш чух юратма.

 

15.07.2007

■ Страницăсем: 1... 233 234 235 236 237 238 239 240 241 ... 796

Шухăшсем