Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕçпе çурлаЫтла та вăрттăн юратуҪавраҫилПирвайхи юратуÇамрăк ĕмĕтЙӳçĕ кулăАкăшсем таврăнаççĕ

Ĕмĕт çăлтăрĕ


Пĕррехинче шкул хыççăн киле таврăнсан эпĕ питĕ ывăннипе ыйха путнă. Тĕлĕкре ман пата таçти-таçти аякри ют галактикăран çын евĕрлĕ çăлтăр вĕçсе килчĕ. Вăл пĕтĕмпех йăлтăртатса тăрать, ытти ун çинче веçех çынăнни пекех — ури те, алли те пур, куçĕ, хăлхи — пурте вырăнтах. Анчах та малтанлăха эпĕ унран шиклентĕм, çав хушăрах тĕлĕнтĕм те. Калаçакан çăлтăр курман-çке ку таранччен! Калаçăва пĕрремĕш вăл пуçласа ячĕ. «Эпĕ Ăраскал ятлă. Сан пата Килĕшӳ планетинчен вĕçсе килтĕм», — терĕ вăл. Ăраскал каланă тăрăх эпĕ çакна ăнлантăм: çак çăлтăр кашни уйăхрах çĕр çинчен пĕрер çын илсе каять. Çав çынсене манăн çĕнĕ тус хайсен планетине илсе кайса килĕшӳллĕ мĕнле пурăнмаллине кăтартать, туслăх вăйĕн хăватне уçса парать. Çакăн хыççăн ют çĕре кайнисем пурте каялла таврăнаççĕ, пĕр-пĕринпе туслă, тавлашмасăр, харкашмасăр пурăнаççĕ, ырă ĕçсем кăна тума тăрăшаççĕ.

Çапла калаçнă хыççăн Ăраскал мана хăйĕн Телей карапĕ çине ларма хушрĕ. Эпĕ хирĕçлесе тăма хăяймарăм, лартăм. Куçа хупса та ĕлкĕреймерĕм — çитмелли çĕре çитрĕмĕр те. Ăраскал хăйĕн Телей карапĕнчен тухрĕ, ун хыççăн эпĕ те. Вăл мана Килĕшӳ планети тăрăх çулçӳреве çавăтса кайрĕ.

Малалла

Тăшмана тарăхни


(М.Юман алçырăвĕсене туртса илсен муталанни)

 

Касаматри ухмах сăвă

Пуç сăрТа ухма хĂма,

нИмĕр, çурТа пУр...

СаКасСăн чăрлаТакан

ПаÇак, СаТат, ЧикСур

тата ВатТи

Кĕтӳпе хир çапСан,

аНи,

Кам ТаНи камПа

КăçаТ ыркаса парăнман?

 

Ирĕкре вуласан çав сăвă

Пуçсăр та ухмах ăман,

Имĕр, çур, тап,

Урса кас, сăнчăрла,

Таканпа çакса тат,

Чик, сур тата ват,

Тикĕтӳпе хир, çап!

Сана никам та, никам —

Пакăçа, тыркаса —

Парăнман!

Тойтерек юрри


(«Ирĕкпе çăвăнатăп» трагедирен)

 

Ункă çумĕн утаççĕ

Хусахсем шарламасăр.

Утсене шăвараççĕ

Авăра антарса,

 

Хырчăкпа тасатса

Çилхерен ачашлаççĕ,

Иккĕ-виççе шăлаççĕ

Йĕтре — ярана.

 

Килпе çул хушшинчи

Уйрăлу алыхлаçĕ

Хупласа хурайман

Чĕрери сурана.

 

Пĕтĕм чун-кăмăлтан

Килте çеç юратаççĕ,

Килте хатĕр кĕтме

Ватăлса виличчен...

 

Чун юратнă çынсем

Куççуль витĕр юрлаççĕ

Пĕлĕтре вĕçекен

Кăвакарчăн çинчен.

 

Хура тур утсене

Йĕкĕтсем утланаççĕ —

Кăвакарчăн вĕçет

Çаврăнса пуç çинче.

 

1972, чӳк, 8.

«Ăшă çумăр шăпăртатрĕ...»


Ăшă çумăр шăпăртатрĕ,

Кăшт шăпланчĕç шăпчăксем.

Савнă тусăм пăшăлтатрĕ

Чи илемлĕ сăмахсем.

 

Калама та кирлĕ марччĕ,

Эпĕ туйрăм чĕрепе…

…Ырă шăршă çĕмĕрт сарчĕ,

Çумăр çурĕ çĕрĕпе…

«Салам, пуласлăх!..»


Салам, пуласлăх!..

Эп сана куратăп,

Хуркайăк пек веçетĕн ман умра.

Хăваласа çитес тесе чупатăп,

Эс çухалан мĕлке пек сывлăшра.

 

Салам, пуласлăх!

Эс çаплах çӳретĕн

Çӳлтен ӳкен шур тĕк пек ман тавра.

Сана тытас тесе алла çĕклетĕп,

Эс çухалан мĕлке пек сывлăшра.

 

Салам, пуласлăх!

Эс кунтах, пĕлетĕп.

Мана йĕкĕлтесе тек ан çӳре.

Ман ĕç нумай, ялан ĕçлетĕп,

Эс халлĕхе çӳре-ха тӳпере.

 

Салам, пуласлăх!

Эс йăлтах куратăн,

Кашнин ĕçне виçетĕн эс пĕлсе.

Хăв аллуна мана тăсса паратăн,

Çакна эп тивĕç пултăм ĕçлесе.

 

12.07.2007

Çĕр çине ӳкнĕ Çăлтăр тата гороскопăн 12 уççи


Тахçан ĕлĕк-авал пĕлĕт çинче питĕ нумай çăлтăр пулнă. Вĕсем питĕ илемлĕ ялкăшнă. Çынсем вара çӳле пăхса чунтан хĕпĕртенĕ, çăлтăрсен çутинче юрлас килнĕ, вĕсене курсан пуçа тайнă. Тĕлĕнмелле илемлĕ пулнă çăлтăрсем!

Чи асли вĕсенчен — Уйăх, ытти çăлтăрсем ăна пăхăнса тăнă. Анчах та çак илемлĕ çăлтăрсем хушшинче тепĕр Çăлтăр пулнă. Вăл хăйне питĕ мăнна хунă, эпĕ пуринчен те чиперри, — тенĕ. Çак Çăлтăр Уйăх вырăнне ларма ĕмĕтленнĕ. Уйăх çавăн çинчен пĕлсен ăна тавăрма шутланă. Çăлтăра вăл пĕлĕт çинчен çĕр çине антарса янă.

Çĕр çинче çак Çăлтăр илемлĕ, йăлтăр-ялтăр çутатса тăракан хĕр пулса тăнă. Пуçланнă вара çав самантран хĕрĕн çут тĕнче тăрăх çӳресси. Çĕр çинче тем тĕрлĕ нуша курса пĕтсен вăл тинех хăй йăнăшне ăнланнă. Уйăхран каçару ыйтнă, анчах Уйăх ăна çапла каланă:

— Эсĕ каялла таврăнма пултарăн, енчен те эсĕ гороскопăн 12 уççине пурне те пĕрле пуçтарса мана кӳрсе паратăн пулсан. Ун чухне шухăшласа пăхăп, тен каçарăп та. Тупаймастăн пулсан яланлăхах çĕр çинче юлăн.

Малалла

Макăр, макăр, аннем


«Ята çĕртместĕп» драмăран, 1959

 

Макăр, макăр, аннем,

Макăрсан чун лăпланĕ.

Ман сăн-пит тусанне

Юлашки хут тасат.

 

Уйрăлатăп, аннем,

Тĕл пулми эп каятăп.

Эп кайни лайăхрах

Ку тискер çĕршывран.

 

Пурăнни пурнăç мар!

Пусмăрларĕ тăшманăм.

Тăшмана тустарма

Ман çитмерĕ хăват...

 

Çитĕ, çите, аннем!

Урăхран тек ан макăр!

Макăрса тăшмана

Çĕнтерме майĕ çук.

 

Чăтнине, пĕлнине

Халăха эсĕ калăн.

Вăл тăвать кирлине

Пурнăçра кирлĕ чух.

 

Эп каятăп, аннем!

Каяс марччĕ те çавă,

Çунас марччĕ вутра,

Путас марччĕ шывра...

 

Ах, аннем, тек ан макăр!

Пуçăма тахçанхи пек

«Çывăр, çывăр» тесе

Саппунпа кăшт хупла.

 

Эп каятăп, аннем...

Эп пăрахмăп сана


«Ята çĕртместĕп» драмăран, 1959

 

Пулин!

Асли кĕçĕнне пăрахсан та,

Савни тантăшне пăрахсан та

Эп пăрахмастăп сана!

Тăван тăшмана сутăнcан та,

Юлташ ютсене сутăнсан та

Эпĕ сутмастăп сана!

 

Пулин!

Çут тĕнче кутăн çаврăнтăр!

Пулин!

Хĕвелпе уйăх çапăнтăр!

Пĕрех эпĕ манмăп сана!

«Савнă çыннăм эсĕ манăн...»


Савнă çыннăм эсĕ манăн,

Чĕрене епле ăнланăн?

Кам эс маншăн? Тур çырни?

Тен, ылханăвĕ? Парни?

 

Чун суйлать мĕне кура?

Куçĕ симĕс е хура?

Кăмăл-туйăмне пăхса,

Е пачах куçа хупса:

 

— Акă вăл! — тесе калать,

Çулăмпа çунма хушать?

Тĕл пулсассăн савнă чун

Мĕншĕн каç та янкăр кун?

 

Мĕншĕн ман чунри кăвар

Саншăн çеç, теприншĕн мар?

Çуралать пин-пин ыйту…

Тен, вăл çакă — юрату?

«Эс вăран паян хĕвел тухнă чух...»


Эс вăран паян хĕвел тухнă чух,

Кур, епле сапать вăл шевле.

Ман ума ялан сар хĕвел пек тух,

Йăлтăр куллуна парнеле.

 

Тух паян вăййа çăлтăрсем тухсан,

Ав, выляççĕ куç хĕсмелле.

Çăлтăр куçсемпе ман çине пăхса

Иксĕлми телей парнеле.

■ Страницăсем: 1... 234 235 236 237 238 239 240 241 242 ... 796

Шухăшсем