Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӑшӑ ҫумӑрКушкă ачиÇăлтăрчăксемКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеЕркӗнСӳнми хĕлхемПирвайхи юрату

Çăлтăрсен туйĕ


Çăлтăрсем! Каçхине вĕсем пĕлĕтре çав тери нумай.Унта пĕчĕккисем те, пысăккисем те, çуттисем те, тĕксĕммисем те пур. Пысăк чăрăш çине гирлянда çакса янă пекех туйăнаççĕ çак çăлтăрсем.

Каç пулсан эпĕ вĕсене телескоппа пăхса киленме юрататăп. Пĕр каçхине манăн ыйхă килмерĕ, чун телескоп патне туртăнчĕ. Пуçларăм вара каллех çăлтăрсене сăнама. Акă мĕн асăрхарăм эпĕ çав каç. Икĕ çутă çутă çăлтăр пĕр-пĕрне хирĕç шăваççĕ. «Ну халь пырса çапăнаççĕ», — тесе шухăшлатăп хам ăшра. Телее, эпĕ шухăшланă пек пулмарĕ. Пĕр-пĕрин патне çитсен вĕсем чарăнчĕç те çаврăнма пуçларĕç. Унччен те пулмарĕ ытти çăлтăрсем вĕсене çаврашкана çавăрса илчĕç, унтан тата тепĕр çаврашка. Пуçларĕç вара çак икĕ çаврашкари çăлтăрсем варринчи икĕ çăлтăр тавра çаврăнма.Пĕр вунă минут çапла çаврăннă хыççăн çавракари çăлтăрсем пурте çутă йĕрсем хăварса айккинелле вĕçсе кайрĕç. Çак самант салют янă вăхăтри пекех туйăнчĕ мана. Икĕ çутă çăлтăр çаплипех юнашар тăрса юлчĕç.

…Унтанпа çулталăк çитрĕ ĕнтĕ. Темшĕн манăн паян каллех телескоп патне чун туртăнать.Чĕре мана улталамарĕ. Телескоп витĕр эпĕ каллех çак икĕ çăлтăра асăрхарăм. Вĕсем паянхи кун та юнашарах. Вĕсен йĕри-тавра питĕ пĕчĕк çаврашкара питĕ вĕтĕ çăлтăрсем вырнаçнă.Эпĕ пĕлтĕр çак вăхăтра çăлтăрсем пĕрлешсе туй тунине куртăм пулмалла. Паян вара вĕсен пĕчĕк çăлтăрĕсем те нумай. Телей пултăр сире, çутă çăлтăрсем.

«Эс каларăн мана юрататăп тесе...»


Эс каларăн мана юрататăп тесе,

Чĕрери туйăмна пытармарăн.

Тӳпери çăлтăрсен çутинчен ирттерсе

Ик куçу çунчĕ харсăр кăваррăн.

 

Ачаран вăйăра пĕрле ӳснĕ туссем,

Пур ĕçре те ялан çума-çумăн…

Шутламанччĕ çапла юнашар утнăçем,

Сан чунра çуннине вăйлă çулăм.

 

Эс каларăн мана юрататăп тесе,

Сар хĕвел шевли пек ăшшăн култăн.

Эпĕ сапрăм сив шыв, кăвара сӳнтерсе:

— Каçарсам… Эс ытла кая юлтăн…

«Ах, ытла та пит илемлĕ...»


Ах, ытла та пит илемлĕ

Çуркунне ирпе.

Эпĕ çеç, савни, пĕлетĕп

Тертленеп чирпе.

 

Эс сиплевçĕ пул, савниçĕм,

Кил кунта ирпе.

Пул эс вут-хĕм, пул эс çиçĕм,

Кĕрешме чирпе.

 

Санпала пĕрле çĕнтерĕп

Пĕтĕм чир-чĕре.

Çунат хушăп та вĕçтерĕп

Тăшман çук çĕре.

 

Ах, ăçта ун пек çĕр пур-ши,

Калĕ кам çакна?

Ах, мĕнле унта çитер-ши,

каласам мана.

 

...Çут хĕвел шевли, ав, кĕчĕ

Ман пата ирех,

Савнă тусăм пулчĕ тăчĕ

Ман умма кĕçех.

Çăлтăрсем пуплеççĕ чăвашла


Пĕринче тĕл пулнă çăлтăрсем.

Ай, мĕн чухлĕ тӳпере вĕсем!

Алтăр çăлтăр йăлтăр çутатать,

Çурçĕр çăлтăрĕ те хĕм сапать.

Ала çăлтăр шутсăр илĕртет,

Шурăмпуç ятли куçне хĕсет.

Кĕвентеллĕ çăлтăр та кунтах…

Пĕтереймĕн ас илсе йăлтах.

Ак пуçланчĕ шавлă калаçу.

Кашнинех чĕлхийĕ пыл та çу!

Çăлтăрсем пуплеççĕ чăвашла!

Эх, ытла та кăсăк пулмалла!

«Ман ят пек хитри кунта çуках, —

Тет пĕри телейлĕн ялкăшса, —

Чăвашла ят хунине пулах

Çутатасчĕ ĕмĕр савăнса…».

Çăлтăрсен калаçăвне илтсе

Кăмăл тулчĕ манăн çав тери.

Ĕмĕтпе çӳрерĕм эп çĕтсе…

Пит илемлĕ çăлтăрсен тĕнчи!

Ман енне куç ывăтрĕ пĕри,

Унпала ав ăмăртрĕ тепри…

Вĕсене никам та ят паман!

Чăвашла ятсем шырасчĕ ман…

Ялтăраççĕ пуçăм тăрринче

Хам ят панă çутă çăлтăрсем.

Киленеççĕ вăйă картинче

Илемпи, Мерчен те Пиневер…

Çутă пултăрччĕ чăваш тĕнчи,

Ĕмĕрех янратăрччĕ чĕлхи!!!

Йышĕпе те çăлтăр пек пуян

Халăхăм ан хухтăрччĕ паян.

Çут ăраскаллă пултăр халăх


Паян пуçра тем тĕрлĕ шухăш.

Чуна та тăвăр пӳлĕмре…

Чӳречерен куç хĕсрĕ уйăх.

Вăл та пĕччен-ши тӳпере?

Каçхи тĕнче те илĕртӳллĕ.

Çут çăлтăрсем ав пинĕпе.

Çĕн уйăха санарăм эпĕ,

Çут кĕмĕл сапрăм йăлипе.

Пĕр васкамасăр утрăм-утрăм

Тĕнче хĕрне çитес пекех.

Хам халăхăм çинчен пуç ватрăм.

Йăх-несĕле ман пĕлмеллех…

Ак йăлтăр çутă çăлтăр ӳкрĕ.

Умра çуталчĕ авалхи.

Сăвар, Пăлхар, манми Пӳлерĕ…

Алмуш, Челпир та Ылттăнпик…

Пӳлер çунать…Мĕн тер пуянлăх

Кĕл пулчĕ ĕнтĕ тĕппипе.

Ман йăх çине тиенĕ хурлăх

Тутар-монгол эшкерĕсем…

Çакна йăлтах асра хăварăп.

Çитерĕп ачамсем патне.

Аваллăхсăр малашлăх çуккă.

Ав шуçăм та килет иккен.

 

Мĕн пулчĕ ку? Е çутă çăлтăр

Пулса çиçеç-ши паттăрсем?

Ман Чăваш ен нихçан ан куртăр

Нимле инкек, ыр тăвансем.

Çĕр-шывсăр халăх пулĕ тăлăх.

Пăлхар шăпи ан килтĕрех…

Çут ăраскаллă пултăр халăх

Чăваш енре мĕн ĕмĕрех!

Тав сана, Вĕçекен турилкке тусăм!


Ĕлĕк-авал пĕр ялта пурăннă тет пĕр ача. Çав ачана Ваçук тесе чĕннĕ тет. Вăл улттăмĕш класа çӳренĕ тет. Анчах та вăл киле панă ĕçсене вĕренме пачах та юратман. Хăш чух вăл шкулти уроксене те кĕмен, тĕрлĕ сăлтавсем тупса туха-туха тарнă. Ашшĕ-амăшне те Ваçук пĕртте итлемен, вĕсем мĕн хушнине час-часах манса кайнă е юри туман. Çапах та вăл питĕ мухтанма юратнă. Пĕр-пĕр пĕчĕк ĕç тусан та, тĕслĕхрен, кушака сĕт ярса парсан та, Ваçук хăйне çав тери пысăк ĕç тунă пек тыткаланă. Вăл уншăн калама та çук хĕпĕртенĕ, юлташĕсем умĕнче мухтаннă, хăйĕн ĕçĕ çинчен пĕтĕм яла пĕлтернĕ. Ун хыççăн вара вăл пĕр эрне пек пĕртте ĕçлемен, диван çинче эпĕ ывăннă тесе çеç выртнă. Пĕр сăмахпа каласан, питĕ юлхав ача пулнă Ваçук.

Хăйсен ывăлĕ питĕ начар ача пулса çитĕннишĕн ашшĕпе амăшĕ çав тери пăшăрханнă. Пĕррехинче вĕсем Ваçука çапла каланă:

— Ах, ачам-ачам, капла юлхав пулсассăн сан пата пĕрре каçхине Вĕçекен турилкке килет те сана çăлтăр çине илсе хăпарса каять.

—Вĕçекен турилккесем пуррине эпĕ ĕненместĕп вара, ăна ăсран тайăлнă çынсем кăна шухăшласа кăларнă, — тӳрккессĕн хуравланă Ваçук.

Малалла

«Сыватăшрах сывпуллашма тӳр килчĕ...»


М.Я.Сироткин профессора асăнса

 

Сыватăшрах сывпуллашма тӳр килчĕ.

Лутра мучи, тăп-тăпăлкка чăваш

Мана епле хаваслăн кĕтсе илчĕ —

Тытса пĕр тăчĕ, утрĕ те кăшт-кашт,

 

Вара ĕç-пуç çинчен ыйтса тĕпчерĕ:

Мĕн-мĕн шутланă, мĕн ĕçлемелле?

Ăс виçейми асланнăччĕ тĕнчемĕр,

Таçта çитме васкассăм килмелле!

 

Пире чармарĕ пульница таврашĕ,

Шутларĕç пулĕ сывалать тесе...

Ватти, хăйне кăшт самайрах туйса-ши,

Калаçрĕ пит хĕрӳллĕн тимлесе.

 

— Яш чухсенче, — каларĕ, хамăр шелсĕр,

Каярахпа, хай, вăхăт каçармасть,

Кунçул никамăн та килмест виçесĕр,

Яшши картмасть ăна, ватти — манмасть...

 

Хастарччĕ шухăш, анлăччĕ тĕнчемĕр,

Эп туй ачи пек, вăл — туйпуç хăта...

Асрах-ха сăмахху, аслă пиччемĕр:

Сывлăха мар — упратăп вăхăта!

 

1972, чӳк, 8.

«Паян эс питĕ аякра...»


Паян эс питĕ аякра,

Вĕçсе çитеймĕн самантра.

Пĕлетĕп, çитĕн пурпĕрех,

Е сĕм-çĕрле, е ир-ирех.

 

Эп çухатмастăп шанчăка,

Пĕлетĕп, уçăн алăка.

Пĕрех, нумай ан кĕттерсем,

Эп тунсăхланине сиссем.

 

Каллех тухатăп çул хĕрне,

эс çук чухне пĕр кун — эрне.

Савăнтармасть çурхи илем,

Эс çук чухне ытла кичем.

 

Кил хăвăртрах, ан кĕттерсем…

«Шăннă кантăкран шаккарĕ...»


Шăннă кантăкран шаккарĕ

Сивĕ çил-тăман,

Сан çинчен кăна юрларĕ

Иртенпех паян.

 

— Саншăнах вăл тунсăхланă, —

Терĕç сив çилсем,

— Сан сăнна кăна упранă,

Эс ăна кĕтсем.

 

Юр пĕрчи те тем каласшăн

Çаврăнчĕ хитрен.

Сан аллу пекех ачашшăн

Сĕртĕнчĕ питрен.

 

Кунĕпех тулта юрларĕ

Сивĕ çил-тăман,

Шăннă кантăкран шаккарĕ:

— Эс ăна ан ман!

Çип


Çип çинче тăратăп мар-и, çип çинче,

Вăрăм пек вăл курăнать, анчах çинçе.

 

Хытă карăннă вăл, çавă хăратать:

Татăлса кайма сасартăк пултарать.

 

Кансĕр ун тăрăх шайлашăнса утма,

Тӳрĕ кевтене те пуçăма тытма.

 

Хĕвелтухăçĕнчен анăç еннелле

Манăн ансăр çиппĕм тăрăх иртмелле.

 

Хыçалта — мĕн пулни, пуласси — умра,

Эпĕ халĕ варринче тăрап вара.

 

Пит тĕрексĕр, чӳхенсе тăрать тĕнче —

Çип çинче тăратăп эпĕ, çип çинче.

■ Страницăсем: 1... 232 233 234 235 236 237 238 239 240 ... 796

Шухăшсем