Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаТаркăнСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеХĕçпе çурлаТĕлĕнтермĕш юмахсемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке

Пĕр чустаран


Шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ сала урамĕпе Ирина Петровнăпа мăшăрĕ. Çанталăк тĕлĕнмелле ырă. Вăхăт каç енне сулăннă пулин те хĕвел хăйĕн савăк, ачаш куллине сӳнтермен-ха. Вăл çак килĕшуллĕ мăшăршăн савăннă пек йăл-ял çиçет. Аркадий Николаевич, çӳллĕ, кĕрнеклĕ, илемлĕ арçын, вăхăт-вăхăт пуçне мăшăрĕ енне тайса хăлхинчен темĕн пăшăлтатать. Ун сăмахĕсене итлесе Ирина Петровна янравлă куллипе ахăлтатса кулать.

— Хурах! Вĕлерет! Пулăшăр! — илтĕнчĕ çав вăхăтра инçех те мар.

Мăшăр çаврăнса пăхрĕ те аслă çулпа чупакан лăпăс-лăпăс тумланнă, çӳллех мар, çӳçне-пуçне сапаланă хĕрарăма курчĕ. Ун хыççăн «Беларусь» трактор çĕмĕрттерсе пырать. Акă вăл хĕрарăма хăваласа çитрĕ те чарăнчĕ. Ун ăшĕнчен çӳллех мар типшĕм арçын сиксе тухрĕ.

— Çынна ан култар-ха, Маюк. Атя лар çума, киле май кĕрлеттерер, — терĕ вăл палламан хĕрарăмпа арçын енне именерех пăхса.

— Киле-и?! Киле пымастăп вара! Эсĕ унта мана çыхса пăрахатăн! — кăшкăрашрĕ хĕрарăм урмăш сассипе. Вăл урă марри аякранах сисĕнет. Арçын алне сулчĕ те тракторĕ çине ларса малалла вĕçтерчĕ. Хĕрарăм урине тăр-рăс! тапрĕ, пĕтĕм вăйне пухса «Беларусь» хыççăн тапса сикрĕ. Акă вăл трактора хуса иртсе кайрĕ те икĕ аллине çунат пек сарса ун умне тăчĕ. Упăшки тракторне унталла-кунталла пăрасшăн — хĕрарăм çул çинчен каймасть.

Малалла

«Шурă çĕмĕрт çурăлсассăн...»


Шурă çĕмĕрт çурăлсассăн,

Сивĕ çил вĕрет ялан.

Çавăнпа сывлать вăл ассăн

Çеçкисем аманнăран.

 

Чечек евĕр çурăлсассăн

Чĕрере çĕн туйăмсем,

Çил вĕрмерĕ кассăн-кассăн —

Сиввĕн пăхрĕç куçусем.

 

Çĕмĕрт çеç мана ăнланчĕ,

Çупăрларĕ шăршипе,

Манпалла йĕрсе хурланчĕ

Шурă-шурă куççульпе.

«Эп сана пĕрре тĕл пултăм...»


Эп сана пĕрре тĕл пултăм

Йышлă халăх хушшинче.

Ман çине пăхса йăл! култăн,

Телей çиçрĕ куçсенче.

Малалла таçта васкарăн,

Утрăн хăвăн çулупа.

Эсĕ нимĕн те туймарăн,

Ах, мĕн турăн эс манпа?

 

Кам-ши эс?

Мĕнпе мана тухатрăн?

Кам-ши эс?

Эп канăçа çухатрăм.

Кам-ши эс?

Вăрларăн чĕрене.

Кам-ши эс?

Çухалтăн инçетре.

 

Халь ялан çӳретĕп эпĕ

Сан çинчен шухăшласа.

Эп туятăп, эп пĕлетĕп,

Эс кайман мана манса.

Урампа ялан утатăп

Çынсене куçран пăхса,

Эп шыратăп,эп шанатăп,

Хирĕç эсĕ тухасса.

 

Кам-ши эс?

Мĕнпе мана тухатрăн?

Кам-ши эс?

Эп канăçа çухатрăм.

Кам-ши эс?

Вăрларăн чĕрене.

Кам-ши эс?

Çухалтăн инçетре.

«Леш вăрман, ку çыран, çак çăлкуç...»


Л.П. Сергеев профессора

 

Леш вăрман, ку çыран, çак çăлкуç ĕмĕртен ĕмĕр пулнă

Вĕсем пулĕç татах — кунтан эпĕр кайсан та

Маçаксем йăх пуçарнă, ял лартнă, ӳстернĕ тырпулă

Пирĕнтен, тен, юлмасть икĕ пĕрчĕ тусан та...

 

Çук! Апла пулминех! Мĕн тесе-ха эппин тапаçланнă!

Мĕн мурне лаш курмасăр, пĕлмесĕр кунне те çĕрне

Кашни пĕрче сăмах тĕшшине сăвăрса асапланнă

Вĕсенче шыраса чăвашсен тава тивĕç ĕçне.

 

Чĕркуççи сыпписем утса тухнă çула систереççĕ

Тăвалла хăпарма çăмăл марччĕ, анма хĕнтерех

Мĕн çинчен шухăшлатăн паян, кĕреке тулли хакпă пиччеçĕм

Тăвалла, тăвалла çеç утма сывлăху çиттĕрех!

 

Çырмасен тăрринче çăлкуçсем палкаса вăй тапаççĕ.

Çурлатри тĕлĕнче хĕвелпе туй тăвать путене...

Ман санпа çак тĕнче тăрăх вĕçсĕр утасчĕ

Тусанра та курса тăван халăх йĕрне...

 

2004, çĕртме, 2

Муркаш.

«Этемĕн чун çуталнă кунĕ пур...»


Л.П. Сергеев профессора

 

Этемĕн чун çуталнă кунĕ пур.

Пурах, пурах ăс ялкăшнă сехет те!

Ăс-хакăлпа та чунупа маттур —

Эп сан умра тайма пуçа пĕкетĕп.

 

Чăваш чĕлхи тапать хĕвел патне,

Чăн чĕрĕлсе, вăл малашра кĕрлетĕр:

Чăваш ачи çĕртмен чăваш ятне —

Эп сан умра тайма пуçа пĕкетĕп.

 

Пĕлӳлĕх йывăр — ĕмĕр вăрăм мар,

Кашни куна Кепе картать пуль тетĕп

Мĕн тунине çулсем çине хутлар...

Эп сан умра тайма пуçа пĕкетĕп.

 

1999, çĕртме, 2

Шупашкар.

Андромеда çăлтăр


Каç пĕтĕмпех таврана хăйĕн виткĕçĕпе хупласа илнĕ. Пĕр сас-чӳ та илтĕнмест. Пурте пылак тĕлĕке путнă. Пĕр пĕчĕк хĕр ачан вара çак каç тем чухлĕ тăрăшсан та ыйхă килмерĕ. Хĕрачан ячĕ те сăн-сăпачĕ пекех илемлĕ — Андромеда.

Андромеда вунна пуснă сап-сарă вăрăм çӳçлĕ пĕчĕк хĕрача. Икĕ куçĕ Андромедăн икĕ пысăк ахах-мерчен тӳме евĕр çур питне карса илнĕн туйăнать. Мĕн пĕчĕкрен ăна çемье юратăвĕ çупăрласа ӳстернĕ. Андромеда ашшĕ-амăшĕнчен ытларах пĕрмай ĕçленипе курпунласа ларнă ватă Акулина кукамăшне юратнă Андромеда кукамăшĕ пек симĕс куçлă, кулли те унăн кукамăшне аса илтерет. Кулнă чухне сылтăм пит çăмартинче путăк тухать. Пĕчĕк чухне кукамăшĕ ăна çывăрма вырттарнă. Ăшă утиял ăшне лексенех Андромеда тӳрех урăх тĕнчене— юмах тĕнчине путатчĕ. Кашни каç çĕнĕ юмах каласа кăтартатчĕ Акулина хăйĕн пĕртен-пĕр юратнă мăнукне. Çак илемлĕ юмах тĕнчи пĕтес çук пек туйăнатчĕ Андромедăна. Анчах та пĕтĕм япалан вĕçĕ пур …

Пĕр каç Андромеда хăйĕн юратнă кукамăшне кĕтсе илеймерĕ. Акулина çав каç ĕмĕрлĕхех тĕлĕке путрĕ. Андромеда, çиччĕри хĕрача, ăнланса та илеймен хăйĕн кукамăшне çухатнине… Андромедăн куçĕ умне кукамăшĕн сăнарĕ тухса тăчĕ: пĕрмаях йăлтăртатса тăракан куçлă пĕчĕк ырă карчăк. Халĕ те вăл юнашар ларать пек туйăнать Андромедăна. Андромедăн ятне кукамашĕ чи пысăк та çутă çăлтăра асăнса хунă. Вăл Андромеда çак çăлтăр пекех ыттисенчен уйрăлса тăнине ĕненнĕ. Çӳллĕ те сарлака кантăкран Андромеда пичĕ çине çутă ӳкет . Вăл çара урай çине тăрса кантăк патне пычĕ. Кантăк хăлăпне тĕксенех Андромедăн çӳçĕсем çилпе хыçалалла вĕçсе кайса пилĕкĕ таран тăсăлса ӳкрĕç. Пӳлĕм тӳрех ăшă та уçă çилпе тулчĕ. Урамри курăк каçхи сывлăм ӳкнипе йĕпеннĕ. Андромеда умне нихăçан курман çав тери хитре те асамлă ӳкерчĕк тухса тăчĕ: уйăх алăк хăпăлĕ евĕр çакăнса тăрать тӳпере,пин-пин çăлтăр çулăм пайăркисем евĕр утиялпа сирсе илнĕн туйăнать тавралăха… Акă çăлтăр ӳкрĕ. Андромеда кукамăшĕ çăлтăрсем пирки каланине аса илчĕ: «Çăлтăр ӳкни вăл мĕн те пулин пулса иртнине пĕлтерет», тетчĕ вăл. «Ытла та лайăх-çке урамра каçхине», — тесе шутларĕ çеç Андромеда, таçта аякран çăлтăр питĕ хытă çутатса çывхара пуçланине сисрĕ. Туйăнать çеç пулас ăна. Анчах… Çăлтăр пысăкланса-пысăкланса пырать. Акă вăл Андромеда патне те çитрĕ. Вăл çăлтăр çутине пула куçне пĕр вăхăт уçаймасăр та тăчĕ. Куçне аранах уçсан вăл хăй умĕнче тем пысăкăш çăлтăр пек формăллă корабль курчĕ. Çурăмĕ çине унăн тар тапса тухрĕ,тĕлĕннипе хытса кайрĕ, куçĕсем тухса ӳкессĕн туйăнать.

Малалла

«Ытла та йывăр пирĕн пурнăç...»


Ытла та йывăр пирĕн пурнăç.

Эп куратăп

Выçса, ыйткаласа çӳрен ачасене.

Çакна курни ярать халтан.

Çапах тупатăп

Хамра çĕн вăй, кĕтсе çĕн кун килессине.

 

Ăçтан çĕршыв çак инкеке тупма пултарчĕ

Камсем килсе çаратрĕç пирĕн халăха?!.

Чи путсĕрри леш тĕнчене кайса халь тарчĕ

Ыттисене часрах ярасчĕ тамăка.

 

Кашни çаратакан явап тытмашкăн тивĕç

Паян тăван çĕршыв та халăх умĕнче.

Хăçан таса та ырă пуçлăхсем те килĕç

Пурсăмăра çăлмашкăн хамăр çĕр çинче.

 

Пуласлăх çук тесе пире халь хăратаççĕ,

Пуласлăха кĕтни те, теççĕ, кăлăхах.

Чуралăх тĕнчине ĕçлекене чышаççĕ,

Тертлентереççĕ пуçлăхсем халь халăха.

 

Ытла та йывăр пирĕн пурнăç.

Эп куратăп

Çаплах çаратакан тискер пуçлăхсене.

Пуласлăха çитме пĕрех çĕн вăй тупатăп,

Чĕкеç пулса вĕçетĕп тӳпене.

 

05.08.2005

«Тĕрĕслет кучух чĕлхемĕр...»


Л.П. Сергеев профессора

 

Тĕрĕслет кучух чĕлхемĕр

Пирĕн кăмăлпа тăна:

Те ӳсме çуралнă эпĕр,

Те кăнса выртма кăна...

 

Тавăратпăр, çавăратпăр,

Павăратпăр мухтанса.

Ĕç тума тăрсассăн хамăр

Чăлханатпăр такăнса...

 

Пур-ха пирĕн профессура

Шупашкар кĕрекинче:

Пĕри — вăкăр, тепри — сур;

Виççĕмĕш — сив кĕленче!

 

Тĕслĕх пек пыратăр Эсĕр

Тĕп чĕлхе уй-хирĕпе,

Ĕç ĕçлетĕр ӳркенмесĕр

Çĕкленсе çĕн ĕмĕтпе.

 

Çул кĕскелмĕ çĕнтермесĕр

Паянхи пăтăрмаха.

...Юлас çук чăваш чĕлхесĕр,

Тухас çук вăл ухмаха!

 

1998. çĕртме, 2

Шупашкар.

«Аçунилле кун-çуллă эс, профессор...»


:::: Л.П. Сергеев профессора

Аçунилле кун-çуллă эс, профессор,

Утатăн вăл пилленĕ çул-йĕрпех!

Вĕрентĕн-ӳсрĕн хутсăр-кĕнекесĕр,

Халь — кĕнекеçĕ эс, аçу пекех.

 

Салтак-аçу ачасемпе çӳренĕ,

Ларттарнă шкул, вĕрентнĕ саспалли.

Паян эс ху — шкулсен тĕрĕслекенĕ,

Санра çăмăлланать аçу алли.

 

Ĕçчен салтак шăпиллĕ эс, профессор,

Пыратăн пархатарлă çул-йĕрпе.

Ăс-хакăл тӳпине çĕнсе илмесĕр

Вĕçертмĕн алла илнĕ чĕлпĕре.

 

Эпин, этем ĕçчен ятне ямасть-тĕк,

Ашшĕ ятне ямасть-тĕкки этем —

Ун пек çынна Çĕршывăмăр хаваслĕ,

Тăван чĕлхе те парĕ вут-хĕлхем.

«Турăмăр иккĕн пусма...»


Ĕмпичче мăнукне — Николай Артемьева

 

Турăмăр иккĕн пусма,

Йывăçран мар — тимĕртен.

Пулчĕ вăл çăмăл, тăсмак —

Парне пек пулчĕ пиртен!

 

Ун тăрăх çӳле вĕçсе

Хăпарчĕ вĕтти-ватти!..

...Иксĕмĕр татах ĕçсен

Пĕтет пуль алă латти?

 

2004, çу, 22

■ Страницăсем: 1... 229 230 231 232 233 234 235 236 237 ... 796

Шухăшсем