Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Эпĕ çăлтăрсем çине пăхса ĕмĕтленме юрататăп. Каçсерен вĕсем тӳпере ялкăшма пуçласан вĕсем çине пăхса тĕлĕнетĕп. Мĕн тĕрлĕ çăлтăр çук-ши пĕлĕт çинче! Хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак, çав хушăрах пурте çап-çутă, кăпăшка юр пеккисем те пур, пурте ман çине тĕлĕнсе пăхаççĕ, эпĕ те хирĕç кулатăп. Сивĕ-ши, ăшă-ши вĕсем? Алла тытса курас килет. Алла кĕмеççĕ çав вĕсем, чăннипе вĕсем питех те пысăк теççĕ, çĕр çинчен пăхнăран çеç пĕчĕк пек курăнаççĕ иккен. Пĕлĕтре çăлтăр нумайланса кайсан вĕсем çĕр çине ӳкеççĕ иккен. Пĕррехинче шăпах çав самант пулнă, ман пуç çине пĕр пĕчĕк çăлтăр сиксе анса ларчĕ те, ман чун савăнса кайрĕ, юрлас килет, ташлас килет, пурне те парнесемпе савăнтарас килет! Эпĕ савăннине кура манпа пĕрле урамри мĕнпур чĕр-чун ташша ячĕ, эх сикетпĕр, эх ташлатпăр, кам мĕнле пултарать, çапла авкаланать, кушакпа йытă, сурăххи те, сысни те, лаши те кунтах. Лаша çине пурте пĕрле хăпарса лартăмăр та хайхи çăлтăр патне хăнана кайса килтĕмĕр, çăлтăрсене питĕ чаплă концерт лартса патăмăр. Вĕсем пире пĕр хутаç эреш парнелерĕç, эрешне хамăр ялти пур çынна та валеçсе парса савăнтартăмăр.
Çăлтăр çĕр çине ӳкнине курсан хăвăн ăшра ĕмĕт каламалла, вара эс ĕмĕтленни пурнăçланать теççĕ ваттисем. Эпĕ те çăлтăр ӳкнине курса çак калав конкурса хутшăнтăр тесе ĕмĕтленсе ĕлкĕртĕм.
 Çĕмĕрт тĕслĕ куçсене
Пĕр самант та манаймастăп.
Сан çинчен ялан шутлап.
Чĕрери туйăмсене
Хут çине кăлараймастăп,
Çав кӳрет мана асап.
Тĕксĕм каç çак пӳлĕмре
Шур хута эп варалатăп
Пушă сăмахсем çырса.
Эрнерен иртет эрне,
Саншăн çеç эп тунсăхлатăп,
Вăрттăн куççуле шăлса.
Мĕн çырни — йăлтах суя:
Сăмахпа уçса калаймăн
Чĕрере мĕн пуррине.
Пурпĕр манмăп эп сана.
Çутă ĕмĕтĕм эс манăн,
Чун çунтармăш ĕмĕрне.
 Шыв юхать, шыв юхать,
сивĕ шыв.
Тутлă вăл, тăрă вăл,
эс астив.
Тем çинчен калаçать
кунĕпе.
Сар хĕвелĕ вылять
шевлипе.
Тем çинчен калаçать
ир те каç.
Эс нихçан ан шăплан,
эс калаç.
Илтĕп эп шавунта
тус çинчен.
Тен, çӳрет ман пекех
пĕр-пĕччен.
Тен, вăл маннă мана
тахçанах?
Тен, кĕтни те ăна
кăлăхах?
Урăххишĕн çунать пуль
чĕри?
Пурпĕрех калаçсам,
юрĕ-и?
Шыв юхать, шыв юхать,
Сивĕ шыв.
Ман куççуль те çапла
сивĕ-ши?
Çук, анать вăл пите
çунтарса.
Калаçсамччĕ манпа.
Пул таса.
 Юратăва эп упрама тухатăп,
Тытатăп аллăма эп çутă хĕç.
Пытан, тăшман. Пурĕпĕрех тупатăп.
Ку пулĕ ман чи пархатарлă ĕç.
Юратăва варалама памастăп,
Касатăп хĕçĕмпе тăшман пуçне.
Элекçĕ сăмахне шута хумастăп,
Çăхан сăхса шăтартăр ун куçне.
Кĕвĕçекенсемпе эп туслашмастăп,
Çунат ыйтатăп кайăк-кĕшĕкрен.
Çӳле вĕçме пачах та хăрамастăп,
Савни вĕçет пулсассăн манпалан.
Пĕрле, савни, юратăва упратпăр,
Кĕрешĕве тухатпăр уншăнах.
Телей тĕнчи эпир пĕрле шыратпăр,
Ăна эпир, савни, тупатпăрах.
08.08.2007
 Ан тив мана эс, кашкăр.
Эп санăн тăвану.
Эп сан пекех пĕччен сĕм вăрманта.
Сана курса, тупатăп йăпану,
Санпа чухне çеç лăпкă ман чунта.
Ан тив мана эс, кашкăр.
Атя-ха калаçар.
Ман кăмăл уçăлать калаçура.
Эс ан хăра, манран ан тар, ан тар,
Эп çăлăнăç щыратăп халь санра.
Ан тив мана эс, кашкăр.
Эп санăн тăвану.
Эп сан пекех пĕччен çак тĕнчере.
Ĕçре кăна тупатăп йăпану,
Нихçан пĕтмест çав тунсăх чĕрере.
Ан тив мана эс, кашкăр.
Пĕрле ĕмĕтленер.
Пуласлăх пур-и пирĕн çĕршывра.
Ăçта кайса эпир телей кĕтер,
Телей, тен, çук та пуль пуласлăхра.
06.08.2007
«...Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса...» —
илемлĕн, туйăма палăртса вулать вĕрентекен. Аркаш, çывăрса тăранайманскер, Нина Васильевна вулакан сăвва тăнласах пымасть-ха.
«...Килчĕ ырă çуркунне,
Килчĕ,ячĕ ăшăтса...»
— Аркаш, малалла эсĕ вула-ха, — хушрĕ вĕрентекен. Аркаш хаш сывларĕ те аран-аран тухакан сассипе вула пуçларĕ.
— Çитет, малалла хамах вулатăп, — куçлăх çийĕн пăхрĕ вĕрентекен. Аркаш каллех хаш сывларĕ те тӳпенелле пăхрĕ. Унта вăрăм хӳреллĕ ракета курăнчĕ. «Эх, манăн çав ракета çинче халь пуласчĕ...», — шутларĕ арçын ача. Унăн куçĕ сисĕнмесĕрех хупăнма пуçларĕ, Аркаш майĕпен парта çине пуçне хучĕ те: «Эх, ма-ши эпĕ халь ракета çинче мар...», — тесе пăшăлтатрĕ. Ыйхă ăна пушшех путарса лартрĕ.
...Аркаш куçне яр уçса ячĕ. «Ăçта-ши вара эпĕ?» — тĕлĕнчĕ вăл. «Эпĕ урокра марччĕ-и вара? Ăçта Нина Васильевна? Ăçта манăн класс? Чим-ха, мĕн çинче выртатăп вара эпĕ?»
Малалла
 Пĕрле пулма çырман пуль Турă,
Çапла, çырман.
Апла пулсан, мĕн-ма тĕлпулмалла вăл тунă
Кама-ши кирлĕ чĕрери суран,
Вĕри суран?
Каллех куççуль юхать пит тăрăх
Хыт çунтарса.
Мансăр пуçне никам ан куртăр урăх,
Çын сисиччен илем ăна шăлса,
Ярам кулса.
Пĕрле пулма çырман çав Турă,
Чăнах çырман.
Çапах пире тĕлпулмалла вăл тунă.
Сана нихçан эп манмăп,
Эсĕ те ан ман,
 Тусăмсем, куçран калăр та татăр,
Сирсе ярăр ăшри йывăра.
Ан хĕрхенĕр мана, ан ынатлăр,
Манăн шанчăк — сирте те хамра.
Пирĕн ĕмĕт çĕмрен пек пулсанччĕ,
Вăй тупсанччĕ мала çул хывма —
Йĕксĕксем хура чунлăн ăмсанччăр,
Кĕвĕçсе вăрăнтарччăр сăмах.
Павраса çӳрĕçин çăтал-çатăл,
Тиркĕçин! Тăрăхлатпăр кăна.
Вĕсен мар хĕвелпе аслă Атăл,
Çĕр çинче эпир пурте пĕр тан.
Хирĕнсех тапаçланччăр хăяккăн,
Мĕн усси, пайтисем пулмасан?
Вăйпа мар, ăс-тăнпа çын хăватлă
Мулпа мар, кăмăлпа çын пуян.
Шухăш-туйăм хăлат пек çунатлă
Кĕрешӳ ăша сапрĕ кăвар.
гпхенĕр мана, ан ынатлăр
Ан хĕрхенĕр мана, ан ынатлăр —
Сурана çыхса ярăр вăр-вар.
1972
 Кĕтекенни кĕтетчĕ,
Килессине пĕлместчĕ.
Кĕтмен çĕре пĕрех те
Çитес тесе вĕçтертĕн...
Мĕн-ма сăхлантăн, каччă?
Хитре патне васкарăн —
Лашу выртать урлаççăн,
Çĕкленейми кĕлернĕ...
Кĕтекенни пĕлмерĕ,
Астаркăчу килмерĕ...
Выртатăн халь хăраххăн
Тăпра ыталаса!
Ахаль васкарăн, каччă
Тĕлне пĕлми васкарăн!
Чипер куçсем хăварчĕç
Сисми улталаса...
1962, авăн, 15.
Шăмăршă-Асанкасси
1961, чӳк, 14,
Каçал - Асанкасси.
 Салтак ачине, Денис Гордеева
Аннесем иртнине асăнма кăштах маннăччĕ,
Ар алли çуккине сисми пулнăччĕ çеç —
Эсĕ кайрăн тухса — ватăсен пурнăç шанчăкĕ,
Ал сулса ял-йыш юлчĕ хапха умĕнче.
«Ывлăм, чунăм, ан кайччĕ», — темерĕ аннӳ те...
Куççульне типĕтсе, пăхса тăчĕ пăртак.
Шухăшларĕ пуль вăл — ӳссе çитрĕ ман ывăл,
Халăха сыхлама пулса тăчĕ салтак.
Уйрăлу йывăрне сăмахпа палăртмасăр
Ват çынла хытарса пăшăрханнă чунне,
Кун ирттермĕ, паллах, вăл сана асилмесĕр —
Инçетре эс ан ман ун таса кăмăлне.
Килме вăхăт çисен вăл сана кĕтсе илĕ
Аçуна вăрçăран кĕтсе илнĕ пекех.
...Унăн шурă çӳçне вылятать Кĕтне çилĕ,
Иывăр пуçĕ çине юр ӳкминччĕ текех.
1961, чӳк, 14,
Каçал - Асанкасси.
■ Страницăсем: 1... 227 228 229 230 231 232 233 234 235 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...