Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ирĕк çилЕркӗнЮрату ҫӑлкуҫӗШевле çутиПахчапа мунча хуҫиАсаттесемХĕрес хывнă хĕвел

Ăраскал çăлтăрĕ


Пĕчченех çӳрет Ваçук урамра. Хăйăр купи патне пырса пăхать. Унтан кӳлĕ хĕррине анать. Йĕри-тавра никам та çук. Мĕнле-ха капла? Каникул пуçланни икĕ эрне çитрĕ, ачасем çаплах кăнтăрлаччен çывăраççĕ. Ваçук вара çывăрса те тăранчĕ, те йăлăхрĕ: вăл ирхине те автансемпе пĕрлех вăранать, каçхне те тахçанчченех çăлтăр шутласа выртать. Кичем ăна…

Ваçук паян каллех çывăрса каяймасть. Лампа çутса кĕнеке вулас терĕ, анчах темшĕн ăна каялла хупса хучĕ те компьютер чĕртрĕ. Компьютерти вăйă та часах йалăхтарчĕ. Вара вăл яланхиллех кравать çине выртрĕ те чӳрече каррине сирчĕ. Çăлтăрсем çине тинкерсе пăхма тытанчĕ. Алтăр Çăлтăр… Акă мĕн ку? Алтăр Çăлтăрăн аври варринчи çăлтăрĕнчен пĕр çутă уйрăлчĕ те çĕр çинелле ӳкме пуçларĕ. Ӳкнĕçемĕн вăл пысăкланса пычĕ. Ваçук хăранипе тăрса ларчĕ. «Анне!» — тесе кăшкăрса ярас килчĕ ун, анчах темле вăй тытса чарчĕ ăна. Çутă çывăхри рашча çине ӳкрĕ. Ваçук взрыв сасси янăраса каясса кĕтсе хăлхине аллипе хупларĕ те куçне хупса пĕшкĕнсе ларчĕ. Анчах пĕр сасă та илтĕнмерĕ, взрыв та пулмарĕ. Рашча çийĕнче кăна шурă тĕтĕм мăкăрланни курăнчĕ.

Ача ир пуласса аран кĕтсе илчĕ. Автансем авăтсанах вырăн çинчен сиксе тăчĕ те рашча еннелле вĕçтерчĕ. Яштака хурăнсем витĕр пăхакан хĕвел çути ача куçĕсене йăмăхтарать. Çанталăк лăпкă, пĕр çил те çук. Ваçук темле интереслĕ, чуна çӳçентерекен япала тупасса шанчĕ, анчах çĕрле çăлтăр ӳкни çинчен систерекен пĕр паллă та пулмарĕ рашчара: йывăçсем сывах, курăк ем-ешĕл, кайăксем те яланхиллех хавассăн юрлаççĕ. Кăмăлĕ хуçăлнипе ача пуçне чикрĕ те каялла çул тытрĕ.

Малалла

«Сап-сар чечек çине пит тĕлĕнсе пăхса...»


Сап-сар чечек çине пит тĕлĕнсе пăхса,

Пĕр виççĕри ача кулать ахăлтатса.

 

Мĕскер вăл тупнă-ши тĕлĕнмелли унта?

Вăл кулнине курса, ăш туйăм ман чунта.

 

Ача куллипеле çак çутă тĕнчене

Куратăп Çӳл Тӳпе телей пилленине.

 

Туятăп эпĕ те хамра çут ăраскал,

Тен, пырĕ чăннипех те пурнăç халь кал-кал.

 

Кулсам татах, кулсам, ача, ахăлтатсах

Телей те ăраскал санпа çӳреччĕр яланах.

 

09.05.2007.

Çӳреттĕм эпĕ те ирĕккĕн...


Чĕвĕл чĕкеç пек кĕвĕллĕ

Сывпуллашу, калаçу.

Çамрăклăх савăк ĕмĕтлĕ,

Савăксăр çамрăклăх çук.

 

Кăлтăртăк-кăлтăртăк-кăлтăртăк,

Кăлтăртатать кустăрма...

Кăмăл хаваслăхне хăвăрттăн

Пуйăс васкать пусăртма.

 

Эпĕ те ирĕклĕ йĕкĕтчĕ,

Манăн та пурччĕ çунат.

Тĕтĕм те сĕрĕм пĕлĕчĕ

Татрĕ çӳрес çула.

 

Касрĕ суха та юпăнчă

Çил урхамахăма.

Мăн Çĕнтерӳ кăна юлчĕ-тăр

Чун ăшшине хăпартма.

 

Çӳрĕттĕм эпĕ те çулăмлă —

Темĕн хĕсет кăкăра:

Манăн хаваслăхпа çуммăнлă

Вăрçă суранĕ тăрать.

 

Кăлтăртăк-кăлтăртăк-кăлтăртăк,

Кăлтăртатать кустăрма

Эп ăсатмашкăн çеç юлнă-тăр,

Тен, асăнса пурăнма.

 

1978, ака, 28.

«Пулни те пурнăç мар...»


Кеварки пиччене (Г.П.Никитина, 1931-2003)

 

Пулни те пурнăç мар,

Кайни те канăç памĕ —

Килетпĕр пурнăçа

Хĕвел пĕрчи саламĕн.

 

Килетпĕр те ĕçлетпĕр,

Кашни кун ĕç те шухăш.

Этем пуласчĕ тетпĕр,

Курасчĕ савăну кăшт.

 

Мĕн тивĕçнĕ — йăлт картнă:

Фашизма хӳтернĕ,

Пӳрт лартнă, пусă алтнă,

Ача-пăча ӳстернĕ.

 

Мĕн лайăхĕ-начарĕ

Ламран лама йăлт куçĕ...

Турри пире каçарĕ,

Эпир — таса та уçă!

 

2003, ака, 4-6.

«Паспа витĕннĕ шур хурăн...»


Паспа витĕннĕ шур хурăн

Ним чĕнмест мана паян.

Шерепеллĕ тутăр унăн

Калама та çук пуян.

 

Сар хĕвелĕ питĕ савăк,

Шевле сапнă таврана.

Ав, пĕр тĕмĕ витнĕ мамăк,

Ытарма та çук ăна.

 

Ылтăнпа та, кĕмĕлпе те

Илемлетнĕ туратне.

Мĕн тĕмми-ши? Тен, пĕлетĕп?

Тен, пырса пăхас патне?

 

Тӳпере хĕвел йăл кулчĕ,

Хăлханах çитет тути.

Ку асамлă тĕмĕ пулчĕ

Çилпе хытнă армути!

Телей çăлтăрĕ


Эй, çынсем! Мĕншĕн эсир тăван çĕре юратми пултăр-ши? Сывлăш таса мар, пур çĕрте те çӳп-çап, йывăç-курăк та ешермест, чĕр чунсем те сахалланса юлчĕç. Çыннисем те салху, кичем. Мĕн тумаллине никам та пĕлмест. Вĕсем хăйсем айăплă-çке.

Çак çĕр пичĕ юхăннă вăхăтра пĕр çемьере пиллĕкмĕш ывăл çуралать. Ăна Ырван ят параççĕ. Вăл ăслă та тавçăруллă ача пулнă. Асламăшĕ ăна темиçе çул каялла çĕр пичĕ еплерех илемлĕ пулнине, çынсем пуян та телейлĕ пурăннине каласа парать. Ырван вара çав илеме куçпа та курман.

Каччă шутне кĕнĕ Ырван пĕррехинче сĕм çĕрле куçне темле çутă çинипе вăранса каять. Пăхать те — ун умĕнче палламан хĕрарăм тăра парать. Хăй шап-шурă кĕпепе, çӳçĕ сап-сарă. Ырвана çак хĕрарăм Турă пекех туйăнса каять. Яш каччă малтанах хăраса ӳкет. Анчах та çак хĕрарăмран темле ырăлăх тапса тăнине сиссе лăпланнă пек пулать.

— Эсĕ ан хăра манран. Эпĕ — Ырă Сывлăш, Çĕрпи тесе чĕнеççĕ. Мана Усал Вăйсем петересшĕн. Тархасшăн, çăлса хăвар мана. Эсĕ çеç пулăшма пултаратăн. Мĕншĕн тесен ăслă та ырă кăмăллă çынсем çеç çĕре упраса хăварма пултараççĕ.

— Эпĕ сана пулăшатăпах. Мĕнле пулăшмаллине кăна пĕлместĕп.

Малалла

Ăсату сăмахĕсем


Пиччене — Муркаш райĕçтăвкомĕн председательне Сергей Никитина (1927-1976) тискерĕн вĕлерсен каланисем

 

* * *

Вăрçа кĕрсе яш ĕмĕре ирттертĕн,

Вутра çунса вĕçлерĕн кунçулна.

Пуçланă ĕçшĕн пурнăç шеллемерĕн,

Пуçна таймарăн сĕмсĕр тăшмана.

 

Чыса пĕрре те алăран ямасăр

Ĕçлерĕн эсĕ халăх ĕçĕнче.

Яту сан пурăнĕ асран каймасăр,

Сана юратĕ ирĕклĕ тĕнче.

 

Çулра ӳкме пулать кĕтми сасартăк,

Анчах утсассăн тĕрĕслĕх патне,

Элеклĕ наркăмăш та, вут-кăвар та

Аркатаймасть этемĕн ыр ятне.

 

Антив, сана çунтарчĕç, çакрĕç, çапрĕç —

Этем вилсен те — ырă ят вилмест.

Эсĕ юнпа шăварнă ĕçен чапĕ

Çĕршыв кĕрекинче çĕре ӳкмест.

 

* * *

Вĕсемшĕн эçĕ — каснă касăк,

Юлташ пулма пăрахнăскер.

Эсĕ куçран каланă сасă

Вĕсемшĕн çыртăк пек кĕске.

 

Вĕсем чĕнмеççĕ те илтмеççĕ,

Чулланнă чĕрисем йăлтах.

Малалла

«Троллейбусра ларса пыратăп...»


Троллейбусра ларса пыратăп.

Чунра ман пушă та кичем.

Шухăшсемпе асапланатăп,

Илĕртеймест çурхи илем.

 

Ак майĕпен пуçа çĕклерĕм:

Ман çинелле шăтарасла,

Пĕр тĕлĕнсе, тепре ӳпкевлĕн

Пăхать ик-виç çулхи ача.

 

Вăл пăхрĕ-пăхрĕ те йăл! кулчĕ

Ларса пыруçăн амăшпе.

Сасартăк чĕрене тем пулчĕ,

«Чупа пуçларĕ» сиккипе.

 

Ача кулли чуна çутатрĕ,

Кичемлĕх кайрĕ саланса.

…Вăл ал сулса мана ăсатрĕ,

Хăвартăм эп те ыр сунса.

«Ир-ирех çил ачисем...»


Ир-ирех çил ачисем

Купаларĕç шур кĕртсем.

Çул çинче те юр аван-

Çын утать аран-аран.

 

Çилсем шухă та маттур,

Сирпĕтеççĕ йĕплĕ юр.

Чашлаттарчĕç ак питрен,

Юр мар,тейĕн, ку — вĕлтрен.

 

Çул çинчен аташтарса,

Е тĕртсе, такăнтарса,

Çак çилсем мĕн çĕрлеччен

Йĕкĕлтерĕç çынсенчен.

 

Анчах этеме вăр-вар

Хăратмашкăн çăмăл мар.

Ватти юршăн хĕпĕртет,

Тырă лайăх пулĕ, тет.

 

Ачасем те пит хавас:

— Йĕлтĕр ыранах сырас!

Ахаль мар çил ачисем

Купаларĕç шур кĕртсем.

«Хăнана çут уйăх аннă...»


Хăнана çут уйăх аннă

Пирĕн хăтлă пӳлĕме.

Тутлă ыйхă тыткăнланă

Манăн пĕчĕк хĕрĕме.

 

Ак, сăпка юрри юрланăн

Мăрлатать хура кушак.

Çывăрать пепкеçĕм манăн,

Пултăр тĕлĕкӳ пылак.

 

Çутă сăн парнелĕ уйăх,

Телей сунĕç çăлтăрсем.

Нихăçан ан курччĕр хурлăх

Каç пек тĕксĕм куçусем.

 

Ырă суннине ăнланнăн

Пĕчĕк хĕрĕм йăл кулать.

Хăнана çут уйăх аннă.

Шăппăн çеç сехет шаккать.

■ Страницăсем: 1... 239 240 241 242 243 244 245 246 247 ... 796

Шухăшсем