Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑЙытă тĕлĕкĕҪавраҫилХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Çил-тăвăлСуя телей

Чи çутă çăлтăр


Ашшĕпе амăшĕн питĕ илемлĕ хĕр ача çуралнă. Ăна Чиперпи ят панă. Унăн çӳçĕ хĕвел пек сап-сарă пулнă, йăлтăртатса тăнă. Куçĕсем вара… Янкăр тăрă пĕлĕт тĕслĕ, кăн-кăвак. Тути кĕлчечек пек хĕп-хĕрлĕ. Хитре çеç мар, ĕçчен те пулнă Чиперпи. Ашшĕ-амăшне те пулăшнă, урамри ачасемпе те выляма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем хушшинче вăл чи хитри, чи ăсли, чи маттурри пулнă. Çемьере урăх ача пулман. Çавăнпа та Чиперпи пĕчченех ӳснĕ. Кил таврашĕнче йытă та, кушак та тытман. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен хĕрне куç пек сыхланă, питĕ-питĕ юратнă. Сасартăк тем пуласран сыхласах çӳренĕ.

Пĕр каçхине çывăрма выртсан Чиперпин ниепле те ыйхи килмен. Пӳртĕнче тĕттĕм. Ашшĕпе амăшĕ, кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем, часах çывăрса кайнă. Чиперпи ыйхă вĕçсе кайнипе урама тухса кĕме шухăшлать. Урамра тӳлек çанталăк иккен. Çӳл тӳпере çăлтăрсем выляççĕ, уçă çил вĕрсе иртет, хушăран йытă сассисем илтĕнеççĕ. Пӳрт умĕнчи сак çине ларать те Чиперпи çăлтăрсене сăнама пуçлать. Ытла та илемлĕ-çке вĕсем: пĕри тепринчен çутăрах. Çăлтăрсемпе киленсе ларнă вăхăтра тăруках ун çывăхнех пĕр çутă çăлтăр ӳксе анать. Халиччен кун пеккине курманскер, хĕр ача тĕлĕннипе хытса кайнă пек пулать. Кăшт тăрсан пăхать те – пӳрт умĕнчи улмуççи айĕнче çăлтăр йăлтăртатса выртать. Тем хушăра çăлтăртан арçын ача пулса та тăрать. Чиперпи чĕнейми пулса ларать. Кăшт сывлăш çавăрса илсен вăтанарах та тĕлĕнерех çапла ыйтать: «Эсĕ кам пулатăн ара?»

Малалла

Инçетлĕх йыхăрать


Малашлăх çулĕпе инçе

Çичĕ пĕлĕт хушшипе —

вĕçетĕп тĕттĕм сĕмлĕхе.

Çут Уйăхпа Хĕвел патне.

 

Асамлă хатĕр — телескоп —

юлташăм пулчĕ вĕçевре.

Пин тĕрлĕ çăлтăр тĕнчине

курса эп савăнтăм чунтан.

 

Çитсе эп куртăм Марс çине:

чечекĕсем епле ĕлккен!

Кăвак тӳпе пек кӳлĕсем —

пăхсассăн витĕр курăнать!

 

Плутон çине те çитрĕм эп:

кунта мĕн тĕрлĕ хуласем.

Унта пĕр ырлăх çеç иккен-

çук вăрçăсем, хирĕçӳсем.

 

Часах эп тупрăм юлташсем

Çăлтăр туссем питех аван!

Çут Уйăхпа пытанмалла

вылярăм чунăм каниччен.

 

Пĕр-пĕринпе çав уçлăхра,

Пурнаççĕ туслăн çăлтăрсем.

Ав Алтăр çăлтăр куркипе

сапать телей пур уçлăха.

 

Манпа вĕсем сыв пуллашса

Йăл-йăл çиçеççĕ пĕлĕтре:

«Телейлĕ лăпкă пурнăçа

Çитер эс, тусăм, Çĕр çине!

«Чăваш пикисене телей сунатăп...»


Чăваш пикисене телей сунатăп,

Амаçынсен несĕлĕнчен вĕсем.

Вĕсен илемĕн вутĕнче çунатăп,

Вĕсем пур чух телейлĕ ман кунсем.

 

Вĕсем пуласлăха кĕпер хываççĕ,

Унта чĕнсе юратнă халăха.

Чăвашлăх тĕнчине упраççĕ,

Асамлă çӳпçине хураççĕ пурлăха.

 

Чăваш пикисенче пуласлăх.

Хĕвел палли куратăп вĕсенче.

Вĕсен куçĕсенчи хаваслăх —

Телей палли кашнин чун-чĕринче.

 

04.05.2007

«Çурхи ăшă çумăр...»


Çурхи ăшă çумăр

Ир-ирех ташларĕ,

Сар хĕвел те кулчĕ

Хыççăнах вăл кун.

 

Çак куна курмашкăн

Çĕр çине васкарĕ,

Амăшне сас пачĕ

Пĕчĕк чĕрĕ чун.

 

Пĕчĕкçĕ пепкеçĕм

Çав тери чечен-çке,

Тĕлĕнсе пăхать вăл

Çут тĕнче çине.

 

Эп те тĕлĕнетĕп —

Тин кăна пĕчченччĕ,

Паянтан ак пултăм

Çĕнĕ çын — АННЕ.

 

Ӳс часрах патвар эс,

Пул ялан телейлĕ,

Аçупа аннӳшĕн

Савăнăç пулса.

 

Пурнăçра, тен, пулĕ

Çумăр та, хĕвел те,

Кай мала, пепкеçĕм,

Çирĕппĕн утса.

«Инçе çула тухмашкăн çитрĕ вăхăт...»


Инçе çула тухмашкăн çитрĕ вăхăт,

Юлать анне ыр çул мана сунса.

Куç патĕнчи пĕр пĕркеленчĕк тăрăх

Вĕри куççулĕ юхрĕ çуталса.

 

Ачисене курсан куççуль шăлаççĕ,

Ăсатнă чух та куç тулли куççуль.

Тĕкленнĕ чĕпписем килте лармаççĕ,

Вĕçеççĕ аякка, хывса çĕн çул.

 

Эх, аннесем, мĕнпе виçме пулать-ши

Чĕрӳсенчи хăватлă туйăма.

Ачи–пăчи мĕн-ма час-час манать-ши

Тăван киле çитсе савăнтарма.

 

Ача тени кайран кăна туять вăл,

Кайран пĕлет чĕре ыратăвне,

Хăйĕн пепки çунат сарса хăватлăн

Вĕçсе кайсан, манса кил ăшшине.

 

Çапла вăл пурнăç. Амăшсем кĕтеççĕ,

Куçĕсене шăлаççĕ тутăрпа.

Юратнă ачисем хулен ӳсеççĕ,

Васкаççĕ аякка çĕн кун-çулпа.

Элек


Каçĕ ырă та лăпкă. Кун пек ăшă, тӳлек, чуна тата ӳт-пĕве ачашшăн лăпкакан çуллахи каçсем юлашки çулсенче сайра пулаççĕ. Çанталăкĕ те саманине кура улшăнса пырать пулас. Хĕвел пăхнă чухнех, ахăр самана пуçланнă пек, таçтан хура пĕлĕтсем капланса килеççĕ. Çил çĕкленет, куç курми çавăрттарма пуçлать.

Нинăн чун-чĕринче те паян канлĕ мар. Утать вăл урам тăрăх пуçне усса. Нимĕн те савăнтармасть ăна халĕ. Мĕншĕн кайрĕ-ши вăл клуба пĕрех хут? Питех каяс та килместчĕ çав. Ун пуçĕ çине те хура пĕлĕтсем сасартăках йăтăнса анчĕç ав халĕ.

Калăн, çанталăк ун шухăшне вăрттăн итлесе тăнă тесе. Кĕмсĕр-кĕмсĕр, шатăр-шатăр турĕ те — тӳперен витререн тăкнă пек лӳшкеме пуçларĕ. Пӳрте тарса кĕнĕ çĕре хĕр çийĕнче пĕр йĕпенмен вырăн та юлмарĕ.

Васканипе Нина алăксене шаплаттара-шаплаттара хупрĕ пулас, сас-чĕве çивĕч туякан амăшĕ ялтах сиксе тăчĕ вырăнĕ çинчен.

— Темех пулман пулĕ те? Мĕн эс алăксене сан умăнта айăпа кĕнĕн хĕнетĕн?

— Ой, анне, каçар, — пырса ыталарĕ хĕрĕ амăшне. — Çумăр лӳшкет тулта. Витĕрех йĕпентĕм.

— Ну, юрĕ-çке. Тумна хăвăртрах улăштар, атту шăнса пăсăлатăн. Пылпа чей ĕçме ан ман.

Малалла

«Пурлăх-ырлăх та ĕçкĕ-çике...»


Пурлăх-ырлăх та ĕçкĕ-çике,

Хапсăну та суя тĕрек

Шырасассăн — пурне те çитĕ,

Ăмсансассăн — чунах кĕрет.

 

Манлăх-санлăх кӳрен йăпанăç

Кăмăла мăнтăрпа витсен

Çын ăсне хупăрлать те канăç —

Чун кăвайчĕ сӳнет иккен.

 

Кĕрлесе тăракан кунçулăн

Кĕрешӳ те пур, пур хисеп.

Ялкăшать те сӳнет вĕт çулăм

Вăйлă çулăм хурасшăн эп.

«Тĕнчене килмешкĕн каснă алăк...»


Тĕнчене килмешкĕн каснă алăк

Тĕнчерен кайма та хупăнмасть.

Турă панă аслă çутçанталăк

Пирĕн ĕмĕтрен те аслă власть.

 

Çавăнпа çут тĕнчене мухтатăп,

Хăмсармастăп хĕç çапса çынна,

Тăвăл кăларасшăн çил акмастăп,

Сӳс явмастăп çĕрçĕн-пурçăна.

 

Е мала тухасшăн е юласшăн

Хирĕнмерĕм хирĕç туратла —

Пурнăçăм, тасалăха, тархасшăн,

Вăхăта татса ан тухатла!

 

Вăхăт кирлĕ ырă ĕç тумалăх,

Вăхăт çитмесессĕн ĕç ăнмасть:

Тĕнчене килмешкĕн каснă алăк

Тĕнчерен каймасăр хупăнмасть.

Мăрăлккапа Çутăлкка


Мăр-мăр-мăр кушак çури

Тулта канлĕн çывăрать,

Ирхи сар хĕвел шевли

Унпа тимлесех вылять.

 

Ак вăл Мăрăлккан куçне

Вăйпах уçма тăрăшать,

Мĕскĕн кушак çурине

Пĕртте канăçне памасть.

 

Ах, пĕрре те Мăрăлккан

Уçас килмест-çке куçне,

Тутлă çывăрнă çĕртен

Татас килмест ыйхине.

 

Хĕвел ачин, Çут Шевлен

Пĕртте çывăрас килмест,

Мăр-мăр кушак çурипе

Татах вылясси килет.

 

— Уçам çеç-ха куçăма,

Лектеретĕп кĕç сана,

Чĕрнем çивĕч, туххăмрах

Лекĕн эсĕ тыткăна, —

 

Çапла хытă тарăхса

Сиксе тăчĕ Мăрăлкка,

Кап тытасшăн Шевлене

Пулчĕ малти урипе.

 

Çук, Шевле те ухмах мар,

Тарчĕ пĕлĕтсем хыçне.

Кĕçех, тепĕр самантран

Татах тухрĕ ун умне.

 

Çавăн пек Мăрăлккапа

Кун ирттерчĕ Çут Шевле.

Тĕттĕм каç хуçи килсен

Тин çухалчĕ тӳпере.

 

— Халĕ канлĕ ыйхăпа

Çывăрăп тинех выртса, —

Шухăшларĕ Мăрăлкка

Малалла

«Мĕнле илемлĕ эсĕ, ялăм...»


Мĕнле илемлĕ эсĕ, ялăм,

Пуян ем-ешĕл йăмрапа.

Чĕри васкамĕ-çке никамăн

Çак вырăнтан инçе кайма.

 

Хур-кайăксем те çур çитсессĕн

Вĕçсе килеççĕ кăнтăртан,

Çавăн пекех пире те эсĕ

Туртатăн хăв патна ялан.

 

Мĕнле илемлĕ эсĕ, ялăм,

Ӳссе пырсамччĕ çулсерен.

Мĕнле вара сана мухтамăн,

Мĕнле юратмăн чĕререн!

■ Страницăсем: 1... 240 241 242 243 244 245 246 247 248 ... 796

Шухăшсем