Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕн-хур айĕнчеСана ҫырма сӑмах ҫитетПолк ывӑлӗҪул пуҫламӑшӗАтте пилĕКатӑлнӑ уйӑхКĕпер

Йăмраллă ял


Çак таврара кĕркунне кăçалхи пек йĕпе те сивлек пулнине Укахви пачах астумасть. Иртен пуçласа каçчен, каç кӳлĕм пуçласа ирччен татти-сыпписĕр çумăр çăвать; пĕр самантлăха чарăнать те çавăнтах тепĕр хут пуçласа ярать; çывăхри вăрман хыçĕнчен çăра пĕлĕтсем йăтăнса тухсах тăраççĕ. Хĕвел эрни-эрнипе çынсенчен пытанса пурăнать, темĕнле айăпа кĕнĕрен вĕсен куçĕ умне курăнма именет тейĕн. Урамра çĕрĕн-кунĕн йăмрасем кашлаççĕ; кĕрхи çил вĕсен юлашки çулçисене тăпăлтара-тăпăлтара илсе каять, виçĕ ял хушшинчи кӳлле ăçти-çукпа тултарасшăн пулнă пек, шыв çине ывăçĕ-ывăçĕпе çулçă сапать.

Укахви хăйсен пахчи вĕçĕнче, çаврака кӳллĕн çурçĕр , кукăрĕнче тăрать. Унран инçе мар валашкалла чавса тунă кимĕ, пĕтĕмпех шывпа тулса, хăрах пуçĕпе юшкăна тăрăнса кĕрсе ларнă. Çулла шыва кĕнĕ чухне унта ачасем ишетчĕç, халĕ ĕнтĕ вăл никама та кирлĕ мар, ак хĕлле кӳлĕ шăнса ларĕ те, кимĕ çаплипех чалăшшăн пăр хушшине хĕсĕнсе юлĕ.

«Çап-çут хĕвел çӳл ту хыçне васкавлăн анчĕ...»


Çап-çут хĕвел çӳл ту хыçне васкавлăн анчĕ,

Сĕм тĕттĕм каç васкать хуçаланма.

Ачалăхăм, каç пулнă пек, тарса пытанчĕ,

Асамлă утпала васкарĕ пуль канма.

 

Эс мĕншĕн тĕлĕк те пулин пулса килместĕн,

Самантлăха кăна памастăн çунатна?...

Эп саншăн пит тунсăхланисене пĕлместĕн,

Мана мĕн-ма нихçан илместĕн хăв патна?

 

Ачалăхăм, ачалăхăм, çунатлă кайăк,

Тепре килсе, вĕçсе эс çаврăн ман тавра.

Çӳçсем шап-шур пулсассăн та чунра пит лайăх —

Мăнукăм ман пекех чупса çӳрет умра.

 

30.04.2007.

Малтисене çитес тесе васкатăп...


Ăш хыпнă çулçӳревçĕ эп. Васкатăп.

Ку тарана çитсе утман çула

Ыттисенчен кая юлса тухатăп,

Халь тин шыратăп хам утмаçула.

 

Пĕлмен çĕрте çул юпписем нумай та,

Кăтартмăн-ши, ыр çыннăм, çул-йĕре?

Тен, эсĕ утакан çулпах эп кайăп,

Тен, иксĕмĕр утас çулсем пĕрре?

 

Шӳт ячĕшĕн тесе тавра уттармăн —

Тӳрĕ çула та çитес çук вăй-хал.

Çĕр чăмăрĕ çавра та вăл, мăнтарăн,

Çавра-тавра утмашкăн кун сахал.

 

Ахаль те ытахаллĕн иртрĕ вăхăт,

Вăр-варрăн тухаймарăм тапранса.

Малтисене çитесчĕ манăн, тăхăм,

Малтисемпех пырасчĕ талпăнса!

«Кама мĕн пӳрнĕ — пурте хăйĕн...»


Кама мĕн пӳрнĕ — пурте хăйĕн:

Кама — симпыл, кама — шерпет.

Кача тăвар та хылчăк-хăйăк

Мана çине-çинех тивет!

 

Мĕнех, мĕнех... Пулам тиркевсĕр —

Уяв çитет ĕççи иртсен.

Çак асапа чăтса хĕрмесĕр

Пĕлетĕп канлĕх килмессе.

«Хырай çумĕпеле пур хурăн та...»


Леонид Яковлевич Тянгова — сумлă та шанчăкпă юлташăма - ыр сунса

 

Хырай çумĕпеле пур хурăн та

Тăраççĕ шур пĕлĕтсене йăтса.

Ик ĕмĕр хушшинче эп пурăнтăм

Ик тĕрлĕ самана халне чăтса.

 

Пĕрийĕ тепринчен те хивререх,

Илемлĕрех пĕрийĕ тепринчен.

Эп вĕсене шайлаштарса пĕрех

Пĕр пурнăç тытса пытăм халиччен.

 

Кăварпала шыва пĕр вăхăтра

Тытма пултартăм пуль пĕр савăтра.

Тен çавăнпа Исмукăн ăратне

Турри çăлса пырать пуль ахăртне.

 

Нимле те мар çанталăк пуличчен

Мĕнле çанталăк пулнă халиччен

Çавăн пекех хивре вăл тăтăр-и,

Çавăн пекех хитре вăл тăтăр-и —

 

Мехел çитсе чĕлхеçĕм çĕтиччен

Юрлас юррăмсенче вăл юлтăр-и?

Çăлтăр


Çăлтăрсем питĕ илемлĕ, çутă. Эпир пурте çăлтăрсем çине пăхса киленетпĕр. Вĕсен çути куçа илĕртет. Çăлтăрсем пирки нумай пĕлес килет. Вĕсем мĕнле пулса кайни те шухăша ярать.

Ĕлĕк-авалах тӳпе çинче пĕр çăлтăр та пулман. Ирхине, кăнтăрла вăл çутă кăвак тĕслĕ, каçхине вара сĕм тĕттĕм тĕслĕ.

Пĕр пысăк вăрманта кӳлĕ пулнă. Унта илемлĕрен те илемлĕ хитре вутăш пикисем пурăннă. Анчах та вĕсен хӳресем мар, чăн урасемех пулнă. Каç пулсассăн вара вĕсем шыв хĕррине тухнă та илемлĕ, уçă сасăпа юрă юрланă, ташшине те ташланă. Ялти çынсем каланă тăрăх, çак вутăш пикесем çине хĕр пăхсассăн çав хĕр те вутăш пике пулса тăрать. те Енчен те арçын ача пăхсассăн вăл путса вилет.

Пĕррехинче пĕр çамрăк каччă çав вутăш пикесене питĕ хытă курас килсе каять. Каç пулсассăн вăл кӳлĕ патĕнчи йывăçсем хыçне пытаннă та вĕсем килессе кĕтсе ларнă. Кăшт тăхтасассăн, чăнах та, вутăш пикесем тухнă, хăйсен илемлĕ сассипе юрлама пуçланă, савăнса ташланă. Ирхи шуçăмчченех пулнă унта вĕсем. Каччи вара вĕсенчен куç илеймесĕр пăхса ларнă. Хĕвел пайăркисем курăнма пуçласан кӳлле таврăнма пуçланă. Анчах та самай хыçалта пыраканни йывăç хыçĕнче ларакан качча асăрханă. Вăл нихăçан та çынсене курман, çавăнпа та ытти вутăш пикисене ăна курнине каласа кăтарман. Кайран вара çав каччă çинчен пĕр май шутланă, кашнинчех хурланнă. Сасартăк унăн çынсемпе çĕр çинче пурăнас килсе кайнă. Пĕррехинче вăл кӳлĕрен тухнă та каччă кайнă çулпа утнă. Çак хайхи нумай çӳренĕ, анчах нимĕнле ял та тупайман. Таврăнма тивнĕ, мĕншĕн тесен вăл чылай вăхăт хушши шывсăр пурăнма пултарайман. Каялла таврăннă чухне ялти чӳречесен çутине курнă, кайран тин ял тепĕр енче пулнине ăнланса илнĕ. Вутăш пики питĕ хытă хурланнă. Вăл макăрса янă та хăйĕн аллисемпе шыва сирпĕтнĕ. Анчах та тумламсем каялла кӳлле ӳкмен, пĕлĕт çине хăпарнă, тӳрех çутатма пуçланă. Вутăш пикин пулайман ĕмĕчĕсем пĕлĕт çинче çутатнă. Çавăнтан пуçласа пĕлĕт çинче уйăх тата çăлтăрсем пур. Кашни пулайман ĕмĕт вара çăлтăр пулса тăрать те пĕлĕт çинчен пире çутатать. Каçхи тӳпепе киленнĕ чухне манса ан кайăр, мĕншĕн тесен пирĕн ĕмĕтсем те çавăнтах пулма пултараççĕ.

«Хĕвелсĕр тĕксĕм кун хăямата васкать...»


Хĕвелсĕр тĕксĕм кун хăямата васкать,

Хура чĕкеç пек каç хуллен анать.

Хула каçхи хунарсене çутать,

Çамрăксене урамалла вăл йыхăрать.

 

Ватти кăна килтен тухасшăн мар,

Вăл ырламасть пĕрре те сĕм каçа.

Пуласшăн хĕвелпе вăл юнашар,

Анăçа мар, савать вăл Тухăçа.

«Çăп-çăмăл пĕлĕт пек кунсем шăваççĕ...»


Çăп-çăмăл пĕлĕт пек кунсем шăваççĕ,

Никам тытса чарас çук вĕсене.

Мĕн-ма вĕсем ватлăхалла васкаççĕ,

Кам панă вăш! çунат çав кунсене?...

 

Хапăлласах кĕтет вĕсене ватлăх.

«Ан килĕр-ха!» — тесе те каламасть.

Кунсемшĕн ватлăх чăнласах хăйматлăх,

Анчах та хăй пачах та ватăлмасть.

 

30.04.2007.

«Ик йывăç хушшинче çут уйăх...»


Ик йывăç хушшинче çут уйăх —

Тӳпе маччи çинчи çурла.

Вырма пуçланă кĕрхи уйăх,

Çак çурлака халь шанмалла.

 

Комбайн çук. Ăна, ав, ватнă.

Çухалнă кивĕ çурласем.

Колхозсене йăлтах аркатнă,

Таçтан килсе, çĕн хуçасем.

 

Пит кулянса, пăхать çут уйăх

Çӳлтен асаплă çĕр çине.

Мĕн тумалла халь çакă уйăн,

Кĕтсе тырра вырассине.

Йывăç куççулĕ


Эп кăнтăртан илсе килсеччĕ йывăç,

Ӳссе çĕкленчĕ дача-пахчара.

Мĕнле илем! Çулçи-турачĕ йăвă.

Пăхатăп та — куç-пуçăм алчăрать.

 

Кунсен черечĕ вăрăм, вĕçсĕр-хĕрсĕр —

Çул хыççăн çул чуптарчĕ сиккипе.

Анчах та йывăç тĕлĕнтерчĕ: «хĕсĕр»?

Кӳмерĕ савнăç пĕртте çимĕçпе.

 

Мĕне пула? Камра шырас-ши айăп

Çапла килсе тухнишĕн ун шăпа?

Ку ыйтăва нимле те хуравлаймăп

Пуçа хĕссе ватсан та шухăшпа.

 

Тăван çĕрне, тен, асилет салхуллăн

Кунта темле курсан та пархатар.

Лере мĕн чухлĕ тус-юлташĕ юлнă,

Пĕрне те халь кураймăн юнашар.

 

Чун-чĕрине çунтарнă тепĕр хурлăх:

Телейлĕ «амăш» кун-çулне паман,

«Ачи-пăчипе» киленсе сад тăрăх

Теветлĕ юрă шăратса курман.

 

Мана мĕн? Тутлă çимĕç параймасть тăк

Мĕскершĕн кирлĕ пуш илем пире?

Çак туйăмпа пĕррехинче сасартăк

Касса пăрахрăм йывăçа тĕпрен.

 

Ахлатрĕ мĕскĕн. Укрĕ лăстăр-лăстăр.

Тăр-тăр чĕтреннĕн туйăнчĕ тĕнче.

Сивлеккĕн сăрăлтатрĕ: «Ăссăр, ăссăр!»

Малалла

■ Страницăсем: 1... 244 245 246 247 248 249 250 251 252 ... 796

Шухăшсем