Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Мыскарари çынсем:
Якăп — хĕрĕх çулсенчи колхозник.
Кулине — унăн арăмĕ.
Вера — вĕсен хĕрĕ.
Валя — Вера тантăшĕ.
Петров — учитель.
Микула — Вера тусĕ.
Пĕрремĕш картина
Ял, урам. «Сельсовет» тесе çырса хунă вывеска. Инçех мар Вера тăрать. Ял Советĕнчен Петров тухать.
Петров. Тăхта-ха, Вера, кĕр-ха ял Советне.
Вера. Мĕн тума?
Петров. Кил-ха, санпа калаçмалли ггур.
Вера. Ой, васкатăп, çумăр килет, унччен фермăна çитмелле.
Петров. Эпĕ тытса тăмастăп, наччаслăха кăна.
Вера. Ну?
Петров. Кăçал каçхи вăтам шкул ĕçлеме пуçлать.
Вера. Вара?
Петров. Санăн вĕренме çӳрес пулать.
Вера. Вăхăт пулĕ-ши? Петров. Тупас пулать.
Урампа Валя пырать, Петровпа Вера тăнине курсан пытанса тăрса итлет.
Вера. Анне темле çав. Хиреç пулмĕ-ши?
Петров. Аннӳпе калаçăпăр.
Малалла
 Вăрман, вăрман, сăрт-ту илеме,
Ман ĕмĕтпе кун-çул ăшши!
Сĕм-сĕм вăрман, туйса илентĕм
Сан хӳтлĕхе ĕмĕр тăршши.
Куçран пăхать çĕмĕрт чечекĕ —
Манми савни, вăрман пики.
Сан имлĕхпе упрантăм эпĕ,
Ан хуйхăр, тусăм, ман пирки.
Сар мăйăр шĕшкĕлĕх аппаçăм,
Сар вĕрене пекех йысна,
Сире те тăвăлсем лăскаççĕ,
Сире те шут хурать хысна.
Пичче пек маншăн йăрăс каврăç,
Инке пек уртăш юнашар.
Сире те шелсĕр касса кайрĕç,
Сире те типĕтрĕ пушар.
Атте пек аслă юман паттăр,
Анне пек сапăр яш çăка.
Сире манран иртме вăй патăр,
Сас патăр маншăн ват çăхан.
Вăрман, вăрман, çĕршыв илемĕ,
Пур-çуклăхпа хевте ăшши.
Тавах вăрман! Хампа илетĕп
Сан хӳтлĕхе ĕмĕр тăршши...
1992, юпа, 28.
Шупашкар.
 Каçхи хуралçă çутă уйăх
Куçне чарса пăхать паян.
Ытла та йывăр пирĕн хуйăх, —
Нушаллă пурăнать тăван.
Ютран килсе йăлт пусмăрларĕç
Укçашăн çунакан мурсем.
Чăваш çĕршывĕнче юлмарĕç
Хĕн-хур, нуша курман çынсем.
Тăван çĕршыв чăвашшăн — тамăк,
Вăр-хурахсем валли — çăтмах.
Тĕнче йĕрки çапла пит япăх,
Саккун çырать халь вăр-хурах.
Килсе пире паян кам çăлĕ,
Чăваш тупайĕ-ши раскал?
Çакна пире паян кам калĕ,
Кам пулĕ пирĕн çăлакан?!
Каçхи хуралçă çутă уйăх
Шур капăртма пек курăнать.
Ытла та йывăр пирĕн хуйăх,
Чăваш тĕнчи пĕтсех пырать.
15.04.2007
 Тĕнчи лаши — çап-çут хĕвел те ырчĕ, —
Канать, манса ĕçе тухмаллине.
Тӳпе хура чернилпала çеç çырчĕ,
Куççуль тăка-тăка, кун йĕркине.
Хĕвел, мĕскершĕн эс ĕçе тухмастăн,
Кӳрентĕм-шим кăçал Çĕр-аннене?
Хăв куллупа тек ăшăтмастăн,
Пусатăн тунсăхпа этем чун-чĕрине.
Ялан пĕрпеклĕх йăлăхтарчĕ пулĕ,
Тен, кам пĕлет, кӳрентĕн пуль пире.
Атя, кӳренер мар.
Пуласлăх кулĕ
Пур-çукшăн такăнсассăн тӳпере.
Сана çеç мар, мана та питĕ кансĕр
Канмасăр ĕçлеме ялан çапла.
Çапах та пурăнар-ха кӳренмесĕр,
Ĕçре тупар телей-ăраскала.
Çула тухсам!
Мĕн пулнă — кивве юлтăр,
Ак кур: ирех эп хам ĕçре паян.
Канас тени текех асра ан пултăр,
Эпир çуралнă ĕçлеме ялан.
15.04.2007
 Хĕвел тухсан, çут çăлтăрсем тараççĕ,
Йĕрки çапла çак Çуттĕнчен.
Ыр çын патне ялан килсех тăраççĕ
Тем тĕрлĕ ĕçпелен çынсем.
Хĕвел ансан, çут çăлтăрсем тухаççĕ,
Йĕрки çапла çак Çуттĕнчен.
Ыр çын вилсен, çынсем пит хурланаççĕ,
Ыр çын ятне упраççĕ ĕмĕрсем.
10.04.2007
Хĕллехи çул улшăнсăх тăрать: е юр хӳсе каять ăна, е кĕтмен йĕпе-сапа çутатса ярать, çумăр хыççăн сасартăк шăнтса пăрахни те пулкалать; вара çул-сукмак таврашĕ пĕве пăрĕнчен те хăрушла шуçлакланса каять.
Çавăн пек кунсенчен пĕринче, ӳкес марччĕ тесе питĕ асăрханса, каçăртарах пуçлă арçын йăкăш-якăш пускаласа пыратчĕ. Унччен пулчĕ-ши, кунччен-ши вăл сулкаланма тытăнчĕ. Аллинчи туллиех мар хутаçĕ çул хĕрринчи кĕрт çине ӳкмеллех вăркăнчĕ, хăй хыçалалла тайăлчĕ, тӳрленкелерĕ кăна — талт-талт пусрĕ те малалла, шап персе анчĕ ӳпнелле. Эх, кулатпăр эпир! Пĕри куçне шăлать, тепри варне тытса тăрать... Эрлене-эрлене тăчĕ те: «Мĕн ихĕретĕр?!» — тенĕн пăхрĕ пирĕн енне çаврăнса. Ун сăмсинчен юн йăрласах юхнине куртăмăр та — ихĕрме пăрахрăмăр. Вăл сăмси айне шăлса тасатмашкăн тутăр шырама тытăнчĕ пулас — кĕсйисене лăп-лăп тутарать. Тин кăна кулса тăнă чипер пĕр майра куçне чарса пĕр кана хытса тăчĕ те сăмса тутри туртса кăларчĕ:
— Ме, шăлăн, — терĕ ырă кăмăллăн. — Ан йĕрĕн. Тин çеç туяннă эпĕ ăна... Вĕр çĕнех...
— Тавтапуç, — терĕ çеç лешĕ айăпа кĕнĕн.
Тин кăна шăл йĕрсе тăнисенчен тепри инкекри çынна шуçлак çĕртен çавăтса тухрĕ.
Малалла
 (Чăваш конгресне йыхравлани)
Ăçта эсир, чăваш ачи-пăчи!
Сассăр пур-и таçти çĕрсенче?
Элле сире ютсен качи-мăчи
Сивĕтре-и тăван ăшшинчен?
Чарлан вĕçет аслă Атăл çийĕн
Килен-каян çынна ыр сунса,
Ăçта вĕçсе, чарлан, ăçта çитрĕн,
Ăçти тăван кĕтет тусăнса?
Хыпарна пар, тăван чăваш ачи,
Тапранса тух инçет çĕрсенчен.
Элле сана ютсен пулли-вăлчи
Сивĕтрĕ-им анне килĕнчен?
Килсе курма, тапран, чăваш ачи,
Чунтан кĕтсе пирĕн ăш вăркать.
Чарса тăмасть сана тĕнче шалчи —
Тăван çĕршыв килме йыхăрать!
Чарлан вĕçет аслă Атăл çийĕн,
Тăвансене кĕтет ыр сунса,
Ăçта çитсе кама чĕнсе килтĕн?
Ăçти тăван килет савăнса?
1992, юпа, 1.
Шупашкар.
 Çынна курас килсен чунтан —
Çыру яраççĕ виç сăмахлăн.
Анчах хут хаклă Хусанта,
Чулхулара, тет, чулĕ хаклă.
Çитсе эп куртăм та, унта
Хут-калем мар, туссем çеç хаклă!
Вăй-халăм кайнăччĕ вуçах
Çил-тăманра çула тухсассăн.
Шăнсассăн аслă, тет, вучах,
Шыв аслă, теççĕ, ăш хыпсассăн.
Ăнлантăм çул çинче анчах:
Вутпа шыв мар, туссем çеç аслă!
1984, Саранск.
 Г.З.Крылова
Ватăлнăçемĕн ватăлсах пыратпăр,
Тĕнче хапхи пĕчĕкленсе тăвăрланать.
Çапах та чăнлăх пурнăçра шыратпар,
Тем тĕрлĕ сăрăпа пуласлăх сăрланать.
Вăйсем куллен-кун катăлсах пыраççĕ,
Çапах утатпăр малалла та малалла.
Чĕре тапать, куçсем çаплах кураççĕ,
Тем чухлĕ ырă ĕç халь пирĕн тумалла.
Хăлат çӳл тӳпере вылянине куçлатпăр.
Вĕçесчĕ тетпĕр ун пекех тепре.
Тăван çĕршывшăн çĕнĕ ĕç пуçлатпăр,
Тӳпе-Атте, вăй-хал парсам пире.
Кашни ĕçе çĕршывăма пиллетпĕр,
Юратнă халăх — пирĕн талисман.
Инçе çĕре кайсассăн та килетпĕр
Часрах çуралнă кĕтессе, тăван.
Эппин, ĕçлер ватăлнине пăхмасăр
Куç курнă чух, чĕремĕр тапнă чух.
Нимле йывăрлăха, терте пăхмасăр
Çитес çĕре çитме вăй-хал тупайнă чух.
03.04.2007
Хĕвел куçа йамахтарать:
Пайăркисем ытла та каскăн.
Аппа пир тăрăхĕ сарать
Шур юр пек шур чаршав тумашкăн.
Ула кушак пек çул ула
Хуралчĕ Арапуç кĕперĕ.
Хуракăш çулĕ пек юлать
Сукмак, хир урлă хывнăскерĕ.
Пĕр ăшăтать, пĕр сивĕтет
Çурхи çанталăк — йăлăнтармăш,
Анчах ман чунăм хĕпĕртет:
Хĕртет хĕвел — çу кунĕн амăш.
Çак ирĕклĕ çурхи тĕнче
Улăштарать пек хамăра та, —
Эп пĕчĕк аслăк тăрринчен
Мĕн пур çут тĕнчене куратăп.
Аслă Арапуç
■ Страницăсем: 1... 248 249 250 251 252 253 254 255 256 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...