Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пĕчĕк патшалăхХӗвел мулкачӗсемКĕмĕл кĕперÇăлтăрчăксемӖмӗр вӗренПулать-çке пурнăçраТăм ӳкнĕ ир

Ахтупайпа Вутăшпи юратăвĕ


Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Анук чăваш искусствипе ӳнер тĕнчине питĕ кăмăллать. Кăштах ирĕклĕрех вăхăт тупăнсанах алла хура чул (кăранташа çапла калать вăл, кара — хура; таш — чул сăмахран пулнăран) сăрлама пикенет. Ĕлккен ӳкерчĕксемех калăплать. Çак кунсенче вара чиперкке ӳнер музейне çитсе курчĕ. Владимир Агеевăн монгол-тутарсем Пӳлере илни пирки ӳкернĕ картини умĕнче чылайччен тăчĕ.

Аслă Пӳлер калама çук хитре те хăтлă хула. Шурă чул çурчĕсем кашни расна. Çынсем кунта шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Хула таврашĕнчех вăрман кашлать. Унта арçурисем пытанмалла выляççĕ, пĕри теприне шыраса тупсан ахăлтатса кулаççĕ. Е çĕрле вăрмана килекенсене шарт сикмеллех хăратаççĕ. Чике старик-шур сухал тĕлне пулсан кăтăкласа вĕлерет. Вăрман варĕнчи çутă кӳлĕре вутăшсем пурăнаççĕ. Вĕсем шутсăр чипер хĕрсем. Хĕрĕх хĕр — пĕр тăван. Вĕсем шывран тухса типшĕнсен пулă хӳри вырăнне урасем ӳссе лараççĕ. Çак асамçăсене асламăшĕ мĕн пур ăсталăха вĕрентсе хăварнă.

Вутăшпи ятли вара тата та илĕртӳллерех, тавçăруллăрах. Пĕррехинче Аслă Пӳлер тăрăмĕ (кнеçĕ) Ахтупай хăйĕн вĕшле йыттисене ертсе сунара мулкач тытма каять. Акă унăн анчăкĕсем куянсене хăваласа кӳлĕ патнех çывхараççĕ. Анчах мĕн амакĕ? Кĕске хӳресем йĕп пек çухалаççĕ. Вĕшлесем шыв хĕрринче ниçта кайма аптăраса тăп чарăнса тăраççĕ. Ахтупай та пашкаса çитет çак вырăна. Унччен те пулмасть таврана шупка сăн карса илет те шывран ахах-мерченĕн çуталакан пике — Вутăшпи тухать. Çамрăк кнеç ăна пĕрре курсах юратса пăрахать. «Мулкач тусăмсене мĕншĕн кӳрентеретĕн?» — хăтăранçи тăвать вăл патвар йĕкĕте. Ав, кам хăтарнă иккен тискер чĕр чунсене! Вутăшпи вĕсен чĕлхине кăна мар, кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетĕвне те ăнланать çав. «Эпĕ вĕсене пĕрре те персе пăрахас шухăшлă мар. Сунар йĕрки çапла», — тӳрре тухма тăрăшать Ахтупай.

Малалла

П. Афанасьева


Юбилейĕнче каланă сăмах

 

Ай, çап-çутă пĕлĕтсем шăваççĕ...

Ай, килсе çапать кĕç пăр та юр...

Сар кунпа ылмашăнать кĕр каçĕ —

Çыннăн та тем тĕрлĕ пурнăç пур.

 

Сан çулу та тикĕсех выртмарĕ,

Капăр роза ун çинче шăтман.

Шутласан, поэт шăпи çак мар-и? —

Чун çуннисĕр вăл та çуралман.

 

Юрĕ. Тĕксĕм сăрăсем çухалччăр

Асилӳн пытанчăк тĕпĕнче,

Урăх тĕслисем çиçсе çуталччăр

Вĕçсе иртнĕ çамрăклăх çинчен.

 

Чун туртни пире илсе çитерчĕ

Тутарсен чи чаплă хулине,

Аслă шкулăн савăнăçĕ-терчĕ

Йăлт витерчĕ яш чĕресене.

 

Вăхăтăн пулаттăмăр та шухă,

Пур пĕрех картран вĕçерĕнмен.

Тепĕр чух айван пулсан та шухăш,

Пач шухăшламасăр çӳремен.

 

Пĕр тĕллев, пĕр ĕмĕт те çак çеçчĕ,

Сăмахпа хăйса каламанни:

Тивĕçлĕ çынсем пулса ӳсесчĕ,

Тăнăç çеç тăринччĕ самани.

 

Усалпа ырра сăнанăçемĕн

Пуç çине ӳкетчĕ ĕмĕрхи:

Маçаксем юрланă кĕвĕ-çемĕ,

Малалла

«Хăйпе хăй хирĕçет, йĕрет çурхи çанталăк...»


Хăйпе хăй хирĕçет, йĕрет çурхи çанталăк,

Пĕрре чĕнет çут хĕвеле, тепре хуса ярать.

Телейĕм килессе шанса, уçатăп алăк,

Анчах та вăл, ултавçă-кайăк, таçталла тарать.

 

Мĕнле кĕртес ăна хам йăвана, тăванăм?

Ана мĕн кирлĕ?

Мĕн савать?

Çакна ăçтан чухлас?

Ытла та хурлăхлă, инкеклĕ кунăм манăн,

Ăна мĕскер парса, парнелесе улăштарас?

 

Йăмра çулçисемпе шавлать, ав, шĕпĕл-шĕпĕл,

Шур кăвакарчăн тем шырать, чупса çӳрет.

Çук манăн ĕнчĕ те ахах, çук ылттăн-кĕмĕл,

Çакна пĕлсе, çурхи çанталăк хирĕçет, йĕрет.

 

27.03.2007.

«Пин-пин аллисемпе тӳпе чĕнет мана...»


Пин-пин аллисемпе тӳпе чĕнет мана,

Темле парне сĕнесшĕн пуль тесе шутлатăп.

Пĕлесчĕ тĕрĕсне, тен, туйăнать кăна,

Çапах тӳпенелле чунпа эп туртăнатăп.

 

Пин-пин çул ĕлĕкрех ман ламтайсем çапла,

Çӳл тӳпене çити шутланă çĕкленмешкĕн,

Унта телей тупасшăн пулнă пулмалла,

Анчах телей пĕлет ытла та кĕттермешкĕн.

 

Пин-пин аллисемпе тӳпе чĕнет мана,

Эх, туйăнать унта телей кĕтсе илессĕн.

Асамлă ик çунат кам парĕ-ши мана,

Чăн-чăн телей тупайăп-ши унта çитсессĕн.

 

26.03.2007.

«Сив хĕл шур юр пĕрчисене акать...»


Сив хĕл шур юр пĕрчисене акать,

Хăй таврăннă тесе-ши пĕлтересшĕн.

Шурут — ман Çилçунат — таçта васкать,

Ман ĕмĕтри тĕнчесене çитесшĕн.

 

Хĕле вăл юратмасть, тăпăртатать,

Çурхи хитре кунпа хавасланасшăн,

Сив хĕл çине пăхса вăл хăртлатать,

Шур юр пĕрчисене те хăваласшăн.

 

Ăçтан пĕлет Шурут ман кăмăла,

Эп те çапла хĕле кăмăлламастăп.

Аслаттейсем çӳренĕ мăн çула

Тупса, Саркун çĕрне тухасшăн.

 

Саркун çĕршывĕнче ялан хĕвел,

Ман ывăннă чуна савса ыталĕ.

Мăн асатте мана валли тĕпел

Хатĕрлесе: «Килех!» — тесе, тен, калĕ.

 

Атя, Шурут, вăш çил пек вĕçтерер,

Сив хĕл пире хăваласа ан çиттĕр.

Саркун çинчен пурне те пĕлтерер,

Кам ывăннă, унта çитсе вăй илтĕр.

 

25.03.07

Хуняма


Икĕ пайлă, ултă картинăллă мыскара

 

Комедири çынсем:

Серахви — инженер, декретлă отпускра.

Трахви — Серахви упăшки, 25 çулта, заводра ĕçлет, Халăх театрĕнче вылякан артист.

Кулюк — Серахви амăшĕ.

Чĕшлук — Трахви ашшĕ — пенсионер.

Ира — заводра ĕçлет, халăх театрĕн артистки.

Режиссёр — халăх театрĕн режиссерĕ.

Каччăсемпе хĕрсем.

«Ялта-и пурăнатăп, хулара-и...»


Ялта-и пурăнатăп, хулара-и —

Çил-тăвăл хыççăн, янкăр ирхине,

Нимле ĕçе пĕлмен пек, аяраййăн

Хавхаланса тухатăп çул çине.

 

Лаштра юман ыйха сирсе вăраннă,

Турат çинчен ахах сапать ума.

Шап-шур аçамлă капансем мăраннăн

Хăтланкалаççĕ çĕлĕк тăхăнма.

 

Вĕсем мана паллаççĕ те пуль, ахăр!

Кĕтсе илме утаççĕ пек кал-кал.

Утма çулсем кунта çулла тап-такăр,

Хĕллесенче утас текен сахал.

 

Шел мар хĕлле çухалакан сукмакăм,

Çур килĕ те, каллех якалĕ çул.

Çул айккине кăçал мĕн-мĕн-ши акăп —

Акса ӳстермелли татах тем чул!

 

Çулсем-йĕрсем тавралăхра вĕç-вĕçсĕр,

Тăван сукмак çеç ĕмĕрлĕх асра.

Шухăшсене сирсе, утатăп ĕçсĕр

Юманлăх çуммипе, çӳлти касра.

 

Иртни çинчен те, пуласси çинчен те

Шутланăн туйăнать шап-шур вăрман.

Тивлет пиллессĕн уçăлать инçетĕм —

Çак канлĕхе ютра нихçан курман.

Тухмастăн асран


Çӳретĕп, сăнатăп. Пĕлетĕп юта та.

Сăрт-ту çӳллĕшне-и курса ăмсанатăп,

Кăвак тинĕсе-и саватăп пăхса,

Тăван сăрт-варпа-улăхпа мухтанатăп —

Çĕршывăм нихçан та тухмастăн асран!

 

Çӳретĕп, куратăп. Кĕретĕп юта та.

Король керменне-и виçсе уткалатăп,

Патша çуртĕнче-и ларатăп пăхса,

Эп мăн асаттен çĕр пӳртне астăватăп —

Çĕршывăм, ниçта та тухмастăн асран!

 

Çӳретĕп, чыслатăп. Итлетĕп юта та.

Хула барĕнче-и «ĕç-тавăç» калатăп,

Йăл-ял ресторан-и кĕрлет шавласа,

Эп хамăр лаçри сĕтеле астăватăп —

Çĕршывăм, ниçта та тухмастăн асран!

 

Çӳретĕп, паллатăп. Пиллетĕп юта та.

Ăсчах сăмахне-и типтерлĕн тăнлатăп,

Тăрлай хуравне-и тăратăп чăтса,

Тăван халăхпа чĕререн мухтанатăп,

Çĕршывăм, нихçан та тухмастăн асран!

 

1968, ака, 5

Англи, Эвон çинчи Стратфорд.

«Мĕншĕн касрĕç манăн çуната...»


Мĕншĕн касрĕç манăн çуната,

Кам хăрарĕ эпĕ вĕçесрен?

Кам ытла хуçаланать кунта,

Кам хăрать çĕршыв çĕкленесрен?

 

«Эпĕ мар» та «Эпĕ мар!» тесе,

Шавлашаççĕ тĕрлĕ пуянсем,

Çавăнтах тата пуяс тесе,

Çаратаççĕ çĕршыва хăйсем.

 

Тĕрлĕрен политиксем çӳлте

Тем тĕрлĕ шавлаççĕ ушкăнпа.

Эх, ларасчĕ те вĕсен килте,

Е кăшт канашласчĕ халăхпа.

 

Вĕлереççĕ выçă çынсене,

Ваттисемшĕн тамăк çĕршывра;

Пусмăрлаççĕ хĕр-пикесене,

Ачасем йĕреççĕ урамра.

 

Ах, ытла та халăх нушара,

Никама никам илтмест паян.

Путсĕрсем лараççĕ çав влаçра,

Вĕсене çитмест хура ылхан.

 

Мĕншĕн атте турă тӳперен

Курман пек пулать-ха çаксене?

Шалчи хăçан тулĕ путсĕрсен,

Мĕншĕн çĕр çăтмасть-ха вĕсене?!

 

Çук, шанатăп: терĕслĕх пурах!

Путсĕрсен шалчи, ак, тулатех.

Иртĕхеймĕ ĕмĕрех хурах,

Халăх куççуль тăкмĕ ĕмĕрех.

 

Кар! çĕкленĕ вăйлă тăвăл пек,

Аçа çапнăн çапĕ вĕсене.

Малалла

Сенкер сĕмлĕх


(Иннокентий Анненскийрен)

 

Тарăн юр тултарнă пирĕн урама,

Сенквр сĕмлĕх юр çинче чупать пĕрмай.

 

Чӳречем енне вĕлт пăхрĕ те пĕрре,

Эп ăнлантăм: тахçанах вăл чĕремре.

 

Тархасларăм эпĕ, йăлăнтăм ăна:

«Кĕрсе кур-ха, сенкер сĕмлĕх, пул хăна.

 

Тахçанхи тунсăхăма эс сирес çук,

Хăвăнне сирер-и, тусăм, пĕрле чух!»

 

Аякран сасси ун килчĕ ерипе:

«Юратан пулсассăн пырăн-ха йĕрпе.

 

Авăр çийĕн çӳхе пăр сенкерленет,

Вĕçнĕ хыççăн унта канăн пĕр сехет.

 

Ăшăра пире хальччен никам курман...

Кам хăюллă та кам ирĕк, çавă ман».

■ Страницăсем: 1... 252 253 254 255 256 257 258 259 260 ... 796

Шухăшсем