Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Шыв хăй çулне тупать, теççĕ. Сăмахĕ ку питĕ тĕрĕс-ха. Анчах...
Виçĕмçул пирĕн ялта тĕлĕнмелле патăрмах пулса иртрĕ. Йăлтах шыв пирки. Ун пеккипе чи ваттисем те астăваймаççĕ.
Пĕр ирхине, кĕтӳ хăваласан, çынсем ĕçе тухса кайсан, пирĕн ялăн аслă урамне урăм-сурăм машина ушкăнĕ килсе тулчĕ. Правлени умне пырса чарăннă агрегатсем хушшинче мĕнли кăна çук-тăр! Вĕсен ячĕсене те лайăххăн пĕлсе çитереймĕн. Тăпра пăраламалли хурçă каскăчлă пăрасем. Прицеплă грузовиксем çине тиенĕ шыв пăрăхĕсем. Вĕсене заводран тин çеç шăратса кăларнă тейĕн, çуллахи хĕвел питĕнче симĕссĕн те кăваккăн çуталса выртаççĕ. Тата темĕнле çӳллĕ тимĕр пусмасем пур. Тăватă кĕтеслĕскерсем. Кайрантарах пĕлтĕмĕр: унашкал пусма ячĕ вырăсла «буровая вышка» пулать иккен.
— Ăçта председатель? — хаяррăн ыйтрĕ лутрарах та тапчам арçын. Хăй, хулпуççи урлă офицер сумки çакса янăскер, темĕнле пысăк çар пуçĕ пек курăнать.
Хаяр çын умне колхоз агрономĕ, вăлах колхоз председателĕн заместителĕ, Василий Лукич Самарин хăюсăррăн тухса тăчĕ.
— Председатель Шупашкара кайнă-ха, — терĕ вăл тем айăпа кĕнĕн. — Паян таврăнмалла. Каçарăр та, эсир кам пулатăр?
Малалла
 Ман кашни çырăвах хуравлатăн йĕркеллĕ.
Иккĕ-виççĕ ларса эс çыратăн ăна.
Куç курмасть çав, ачам, анать пурнăç хĕвелĕ
Кин картмасть, мĕн тăвам, текелетĕн кăна.
Тусусем те йăлтах авланса мăшăрланчĕç,
Санпа тантăш çынсен сак тулли сар ача.
Ятлă-сумлă хĕрсем таврара сайраланчĕç,
Пăрчăкан пеккисем пуçтарнаççĕ качча.
Куç хывни те ку чух нумай хушă кĕтеймĕ,
Таврари тупкăчсем çул хываççĕ яла,
Сан пирки шутласах канăç вĕçрĕ ман, темĕн,
Кин кĕртесчĕ, ули, хам пур чух, кăçалах.
Ыттисен ачине çеç пăхса савăнатăп,
Санăнне те курасчĕ теетĕп текех...
Малалла ял хыпарĕ çинчен-и вулатăп,
Эс çыратăн мана ялпа кĕтнĕ пекех.
Ман кашни çырăвах хуравлатăн йĕркеллĕ,
Пĕр хутне виç кунта вĕçлесен те пĕрех.
Эс чĕнсессĕн, аннем, манăн шухăш çилхеллĕ,
Шавлă туй палăртма хирĕç мар ман чĕре...
1962, кăрлач, 6.
 1.
Çĕнĕ çĕр мĕнле тесе ыйтатăн...
Чăннипе вăл — пирĕн çак çĕрех:
Çумăрта ăна ашса çăратăн,
Шăрăхра вăл шăвăçпа пĕрех.
Чăвашри пекех вăл — шарт тăварлă,
Типĕ чух — виç хут та хытăрах,
Йывăрлăх-асаплăхпа пĕр варлă,
Çавăнпа-и, тен, тупăшлăрах.
2.
Çĕнĕ çĕр юла юпасси мар вăл,
Çапăçу вăл, чăн та çапăçу!
Кашни кунĕ йывăр та кăварлă —
Çĕнĕ çĕрĕн йӳнĕ хакĕ çук.
Ĕççинче çĕрле те çывăрмаççĕ,
Вылятмаççĕ — унта шилĕк мар.
Çĕнĕ çĕр — çĕршывăн тырĕ лаçĕ,
Тăкăнать унта тарпа тăвар.
3.
Иртышçум вăрманĕ алă сулчĕ,
Пирĕншĕн сар явлăк йывăр мар,
Вĕлтĕртетрĕ кĕрен-тĕрлĕ çулçă,
Вăркăш хыççăн çаврăнчĕ вăр-вар.
Те çитсе хĕрӳллĕн чуптăвасшăн,
Те пĕлесшĕн пирĕн ят-шыва?
...Паттăрсем киле тухса кайсассăн
Иртышçум хитре тумне хывать.
1959, юпа, 10.
Павлодар, Казахстан.
 Пĕрремĕш вĕрентекенĕме — ЧР тава тивĕçлĕ учительницине А.В.Александровăна.
Ачалăх асрах-ха. Сăмса нăш туртатпăр.
Палчас пирринчен кĕпе-йĕм те тата —
Салтак уринчеччĕ ун чух мĕнпур атă,
Пур тăлăх-туратшăн телей — çăпата...
Вăл вăхăт та иртрĕ. Эпир пысăкланнă.
Кам ӳснĕ, кам ӳкнĕ, кам тӳснĕ тип-шар.
Нуша пур чухне ачалăхри майлăн,
Пулсамăр, ăсчахăм, каллех юнашар.
Аннеçем-çĕршывăм тесе кĕл тăватăп,
Пĕкетĕп пуçа пилĕк айĕн авса.
Сире эп Турамăш пек аслă куратăп,
Саватăп сире çурхи кун пек таса!
1959, кăрлач, 31.
Анат-Кĕнер.
 Халь те мар, ĕлĕк те мар,
Чăн та мар, тĕлĕк те мар;
Пуçпала кăшт пушкарсан —
Суя мар, элек те мар.
Асатте ача чухне
Аттепе пĕр çулхине
Кайăка эп кайнăччĕ
Шурă Атăл улăхне.
Сунар пулчĕ пит пуян:
Вĕçмен хур, уксах куян,
Суккăр пăчăр тытрăмăр...
Унта мар-ха ĕç паян.
Çав тери инçе çĕре
Аташса çӳре-çӳре,
Касăлман Турта ялне
Лекме тивнĕччĕ пире.
Шыра Туп кил-çуртĕнче
Эпир çĕр çĕрленĕччĕ,
Сарăнман сентре çинче
Ак çакна итленĕччĕ.
1
Пĕр чăваш шăши ӳстернĕ:
Тем çитернĕ, тем ĕçтернĕ —
Шăши пулнă пăши пек,
Хăть суха ту шăшипе!
Çитĕнтернĕ те вăл пуснă,
Пасара сутмашкăн тухнă
Ун шăналăк пек тирне.
Хăй каланă çынсене:
«Кам çак мĕн тирне ăнкарĕ ―
Çав халех илме пултарĕ
Манăн çитĕннĕ хĕре».
Çук, пĕлмерĕç-ха тире.
Каяллах çакса вăл кайрĕ.
Анчах вĕçрĕ тир хыпарĕ,
Малалла
 Тăвайккинчи шкул çути Анюк чĕринче те ялкăшса илчĕ тейĕн. Хĕрача аллине ик еннелле сарчĕ те, вĕçме вĕренекен курак чĕппи евĕр хăлаçланса, чăнкă çыранран хăвăрт чупса анчĕ. Çырма урлă каçнă чӳхне ура айĕнчи кĕпер параппан пек кĕрленине пĕр самант итлесе пычĕ, унтан, урисене вăрăмрах ярса пусма тăрăшса, сăрта хăпарма тытăнчĕ. Сăртра — ушкăн ача. Çуйхашу, кулă. Тахăшĕ, авă, йĕрет те пулас. Анюкăн та çакă çӳллĕ тăвайккинчен вирхĕнсе ярăнас килет. Анчах...
Васкать хĕрача. Пилĕклĕ пальтине йӳле янă. Утнăçем пĕтĕм кĕлеткипе çаврăна-çаврăна пăхать хăй. Куçе умĕнче вĕт-шакăрсем, çырма тĕпĕнчи шăн кĕпер, хура йăмра... Çырма тĕпĕ çăлкуç тапса тăнă çĕрте хуп-хура.
Шкулта ăшă, çутă, урамринчен те шавлă. Коридор тăршшĕпех аслă классенче вĕренекенсем. Ушкăнăн-ушкăнăн тăрса тухнă. Анюк пĕр чарăнса тăмасăр кĕрсе каясшăнччĕ — пулмарĕ.
— Анюк, паян эсĕ чăваш хĕрĕн ĕлĕкхи тумĕпе ташлатăн теççĕ, — пӳлчĕ ун çулне Ванюк.
— Сана мĕн ĕç! — пăрăнма тăрăшрĕ Анюк. Арçын ача ăна тытса чарчĕ. Тем пулнă? Чăрлаттарсах пăхать хĕрача. Ванюк çĕнĕ хура костюмпа. Çырă çӳçне туранă... Тăрăхларах пичĕ таса... Куç харшисем тӳп-тӳрĕ. Куç шăрçисем тавра çутă пăнчăллă. Арçын ача хăйне ашкăнчăклă тыткалани хĕрачана килĕшмерĕ. Уменче тăракан ачана хытах тĕртсĕ ячĕ те, ун аллинчен вĕçерĕнсе, сцена хыçне чăмрĕ.
Малалла
 Урама пăхса чӳречерен
Эп тăрап. Тапать салху чĕрем.
Шак-шаклаттарса тротуара
Яш хĕрсем çӳреççĕ урамра.
Хушса юрламалли:
Эх, утасчĕ ман тротуарпа,
Чиперкке хĕре ыталаса!
Уйăх çутинче ăна каçпа
Киленесчĕ ăшшăн чуп туса!
Юрамасть анчах. Эп вĕт — салтак!
Кунсерен тăратăп хуралта.
Илĕртет пулсан та тротуар,
Йăлтăрать паян вăл маншăн мар.
Çывăхрах выртать, ак, тротуар.
Çамрăксем утаççĕ юнашар.
Ыталаççĕ ăшшăн пĕр-пĕрне,
Хумхатаççĕ манăн чĕрене.
Вăхăт иртĕ. Эпĕ те киле
Кайăп. Çитĕ маншăн та черет.
Кĕтсе илĕç аттепе анне.
Юратса ыталăп хĕрсене!
 Аса килет мана застава,
Салтак служби аса килет.
Океанри Шумшу утравĕ
Тĕлĕксене час-час кĕрет.
Унта мĕнпур енче те — тинĕс,
Мĕнпур енче те- океан.
Çил пулмасан — ун çийĕ тикĕс,
Карт! улшăнать штормсем тухсан.
Ту пек капмар хумсем шавлаççĕ,
Вун икĕ баллă çил вĕрсен.
Чул çырана атакăлаççĕ,
Кăпăкланса, шурса вĕсем.
Ӳкерес пек çилсем вĕреççĕ
Хĕлле. Алхаснă чух тăман,
Çынсем вĕрен тытса çӳреççĕ,
Ăна ямаççĕ алăран.
Çулла, çанталăк лăплансассăн,
Тĕтре хуплатччĕ ирсерен.
Алла тăссан та кураймастăн
Эс пӳрнӳне çак тĕтрере.
Йĕпе-сапасăр кун сахалччĕ
Шумшу утравĕ çийĕнче.
Хĕвел пăхсан — питех аванччĕ
Сентябрь уйăх вĕçĕнче.
Çанталăк лăпкă, шăп тăратччĕ
Çак вăхăтра пĕр-ик эрне,
Вара çисе тăранаканччĕ
Эпир шикша — хир çырлине.
Эп икĕ çул кунта ирттертĕм,
Алра тытса автомата.
Савăнăçпа нушаçăм-тертĕм
Тăрса ман юлчĕç çакăнта.
...Аса килет мана застава,
Сар хăйăр, чăнкă чул çыран.
Асран каймасть Шумшу утравĕ,
Тăварлă тинĕс, океан.
 Кама савать пуласлăх, ман пĕлесчĕ,
Унпа пуласчĕ туслă яланах:
Кашни ун сăмахне тӳрех илтесчĕ,
Утасчĕ вăл кăтартнă çулпалах.
Кашни этем çакна ĕмĕтленет пуль,
Анчах пуласлăх кашнине савмасть.
Кама, мĕн-ма савать пĕлме пулмасть пуль,
Пуласлăх никама та ним те каламасть.
Вăл ĕçлекен çынна савать, пĕлетĕп,
Ыр ĕç тăвакана вăл юратать.
Эппин, туссем, сире ĕçе чĕнетĕп,
Унта пире пуласлăх ытамлать.
23.02.07.
 Пурăнаймасть никам та икĕ ĕмĕр,
Чĕрĕлĕхĕн пĕртен пĕр ĕмĕр çеç,
Ни хурçă тăсаймасть ăна, ни тимĕр —
Хĕртсе шăварттараймăн тимĕрçе.
Ик ĕмĕрлĕ тăваймĕ ырă пӳлĕх,
Хама валли ик ĕмĕр ыйтиччен
Кĕске кунах тăвам-ха илĕртӳллĕ
Шухăшсемпе ĕçсен ытамĕнче.
■ Страницăсем: 1... 256 257 258 259 260 261 262 263 264 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...