Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӑшӑ ҫумӑрПахчапа мунча хуҫиАли-паттăрЙĕрсем çухалмаççĕТутимĕрЕркӗнÇич çунатлă курак

Асатте кĕпи


Ку тĕлпулу больницăра пулса иртрĕ. Эпĕ ун чух палатăра пĕчченех выртаттăмччĕ.

Пĕринче юнашарти кравать çине тин çеç операци тунă çынна пырса хучĕç. Медсестра каланă тăрăх, вăл йывăç тăрринчен ӳкнĕ. Урине хуçнă пулать вара. Сăнран пăхсан, хăй çап-çамрăк. Хура çӳçлĕ, типшĕм питлĕ. Халат айĕнчен хĕрлĕ кĕпе курăнать. «Шел ачана. Анчах мĕн тăвас тетĕн? Ача чух хам та пĕррĕ çеç мар ӳкнĕ. Вырт ĕнтĕ халь, мана юлташ пулăн», — шутларăм эпĕ. Епле ĕçсем пуçланассине пĕлнĕ пулсан, апла каламăттăм та-и, тен?

Каçхине, çывăрас умĕн, кăшт уткаласа çӳрес терĕм. Кӳршĕ ман пĕр хускалмасăр выртать. Сăнаса тăракан медсестра: «Тăна кĕмен-ха», — терĕ. Эпĕ, паллах, шăппăнрах, пĕр сас-чĕв те кăларас мар тесе, унталла-кунталла куçкалатăп. Ваттисем: «Инкек куçа курăнса килмест», — теççĕ. Утса ывăннă хыççăн кравать çинче «Ĕмĕр сакки сарлака» кĕнеке вуласа выртаттăмччĕ, сисмен те, çывăрнă кайнă. Тĕлĕк куратăп. Атăл, баржа, трап... Эпĕ те, Çтаппан пекех, вăйлă, ытти крючниксемпе пĕрле михĕ йăтнă та çырана тухатăп. Трап хăми вара темĕншĕн хытăран хытăрах авăнать. Халь-халь шыва персе анассăн туйăнать. Миххи тата тем пысăкăш. Йывăр. Малалла утас тетĕп, хăратăп. Çапла асапланаканскер, тăруках вăранса кайрăм.

Малалла

Чикĕре


Инçетре-инçетре —

Тĕтресем кунĕн-çĕрĕн.

Тăвăл çил тинĕсре

Хăвалать хумсене.

Пограничник-салтак

Çакăнти пирĕн çĕрĕн

Чиккине хураллать,

Шеллемесĕр хăйне.

Кунта шур вулкансем

Сывлăша тĕтĕрлеççĕ,

Кĕмсĕр-кĕмсĕр туса

Чĕтретеççĕ çĕре.

Пурпĕрех салтаксем,

Утса çирĕп, çӳреççĕ:

Чунпа вăйсăр пулма

Юрамасть чикĕре.

Тайăлса авăнать

Çилпелен çӳлĕ курăк,

Сарă хăйăр юхать

Атăсем хушшипе.

Çамрăк каччă утать

Чикĕпе. Çук çул урăх.

Чунĕ çеç кил енне

Туртăнать ĕмĕтпе.

Салтак


Юлчĕ ман казарма хыçăмра,

Ирĕке эп тухрăм — хулана!

Тротуар выртать, ак, умăмра,

Йăл! та йăл! кулать хула мана.

 

Хушса юрламалли:

Эп — салтак!

Каçчен эп ирĕкре!

Кăшт, пăртак

Вĕçме хушать чĕре.

Вăл паллашма хушать мана паян

Пĕр-пĕр хĕрпе, кам çепĕç те аван.

 

Ак, чупать-чупать умра проспект,

Илĕртсе чĕнеççĕ кафесем.

Ешерет парк симĕс вăрман пек,

Кĕр унта — пулмасть сана кичем.

 

Хумханать чĕрем ман кăкăрта:

Ирĕке тухнишăн савăнать.

Хаклама пĕлет ăна салтак,

Ирĕк сывлăш вăй парать чуна.

 

Салтака ан чар паян, патруль!

Ирĕкри çынна ан чăрмантар.

Сун ăна паян телейлĕ çул,

Чыс туса мана эс алă пар.

«Кашни чечек çак çĕр çине...»


Кашни чечек çак çĕр çине

Илем кӳме ӳссе ларать.

Кашни этем çут тĕнчене

Ыр ĕç тумашкăн çуралать.

 

Хăй тивĕçне туман этем —

Ним усăсăр шыв юхтарни.

Хăй тивĕçне туман этем —

Çил çук чухне çил кăларни.

 

Ыр ĕç туни — илем кӳни,

Çут тĕнчене савăнтарни.

Ыр ĕç туни — телей кӳни,

Пуласлăха çывăхартни.

 

Ыр ĕç тăвасчĕ, тусăмсем!

Ĕçре, тăванăм, Улăп пул.

Эй, Турăçăм, вăй-хал кӳрсем,

Ĕçлемелли татах тем чул.

 

22.02.07.

«Аваллăхра пуласлăх эп шырарăм...»


Аваллăхра пуласлăх эп шырарăм,

Аваллăх çулĕ — кукăр, тӳрĕ мар.

Пĕрле утма юлташ эп тупаймарăм,

Никам пулмарĕ, курăр, юнашар.

 

Аваллăхăн çулне эп пурпĕр тупрăм

Паттăрсемпе туслашрăм çула май.

Çул йывăр пулчĕ, пурпĕрех эп утрăм

Пуласлăх йĕрĕ тупрăм пит нумай.

 

Çав йĕрсемпе кайма тӳрех эп чĕнтĕм

Анчах каймарĕç унпала çынсем.

Пĕччен кăна пуласлăха эп кĕтĕм,

Унта эп тупрăм çĕнĕ юлташсем.

 

Çав туссемпе аваллăха тĕпчетпĕр,

Кĕпер хыватпăр аслă çул çинче.

Чăвашсене хамăрпала чĕнетпĕр,

Халь пирĕнпе утать мĕнпур тĕнче.

 

21.02.07.

Аваллăх ахрăмĕ


Пĕррехинче эпĕ, каникула килнĕ студент, пахчара ĕçлесе ывăннă хыççăн, канма тесе, урама тухрăм. Каç пулса çитеймен. Кунта, вăрăм каска çинче, вĕт-шакăрсемпе пĕрле шурă сухаллă ватăсем, хĕрарăмсем, йĕкĕтсемпе хĕрсем. Ĕç кунĕ хыççăн кашни урамра вара çавăн пек — çынсем хăйсем тĕллĕнех, калаçса татăлмасăрах, пĕр çĕре пухăнма юратаççĕ. Мĕн кăна каласа кăтартмаççĕ-ши унта пĕрне-пĕри? Кама кăна сӳтсе явмаççĕ-ши тата? Шăтăк кимĕ çине лартса яманни пĕр çын та юлман пулĕ тетĕп. Хĕрсем çепĕç юрăсем юрласа ярсан, урама урăхла сăн çапать. Ун пек чух такам аллийĕ ял çине асамлăх варкăшĕ сапса тăрать тейĕн. Ачи-пăчи вара вĕçĕмсĕр хăйсен тем тĕрлĕ вăййине — шак чулла, тытмалла, пытанмалла — выляса, тĕттĕмчченех йĕри-тавра чупса çӳрет.

Эпĕ çитнĕ çĕре çынсем хальхинче те темĕнле юмах ярса ларатчĕç. Юмахĕ-мĕнĕ, ача-пăча каланă-курнă тăрăх калаçаççĕ иккен. Курнавăш вăрманĕнчи Çĕлен çырминче темĕнле пы-ысăк тискер кайăк пурăнать имĕш; выртмана çӳрекен ачасем пĕвере крокодил пек хăрушă пулă курнă. Хăйсем вара, шĕвĕрккесем, хăранипе тарса пĕтнĕ. Нихăшĕ те тĕплĕн каласа кăтартма пĕлеймест. Шыври шуйттан та шыври шуйттан теççĕ. Кам мурĕ пĕлет вĕсене? Те суяççĕ, те чăнах çавнашкал тĕлĕнтермĕш курнă? Ватă çынсем пуçĕсене сулкалаççĕ, хăйсем çакна май авалхи халапсене аса илеççĕ. Эпĕ те, крокодил пек пулă çинчен каланине илтсен, шухăша кайрам. Кам пĕлет, тен, тĕрĕс те? Калаççĕ-çке Шотландире, Лох-Несс кӳллинче, темĕнле пысăк шыв чĕрчунĕ пурăнать тесе. «Курнă çынсем» унăн фотоӳкерчĕкĕсене те пичетре кăтарткаларĕç. Тĕрлĕ йышши аппаратпа шыраса пăхнă хыççăн, нимĕн те тупайман пирки, çав хыпара «çăвар тутине сая яни» терĕç. Тĕлĕнтерни те манăçа тухрĕ. Гималай тăвĕсем çинче вара çӳлте, «юр çыннисем» те çӳреççĕ пулать. Тĕнчере пытанчăк кĕтессем пурах ĕнтĕ. Çынсем пĕлмен, курман вырăнсем.

Малалла

«Качака-и йытă? Сурăх-и кушак?..»


Кӳршĕри Иван Настайкина

 

Качака-и йытă? Сурăх-и кушак?

Выльăх-чĕрлĕх çук та — килхушши пушах.

 

Тытса кайрĕç, мĕскĕн, юлашки чуна:

«Недоимка» пĕттĕр тереçĕ кăна...

 

Этемре пĕрех те талпăну пурах —

Алла илтĕн эсĕ шĕшлĕпе пăра,

 

Атă та çăматă, çилĕм те пăта,

Хырăм тăрантмалăх тытасах пулать.

 

Пăшатан та шĕшлĕ, йытă та кушак.

Çĕтĕкрен тухаймĕ хуçăлнă шăм-шак.

 

Куланай курпунлă хăварать, пичче,

Пирĕн хĕсĕк пурнăç Турă аллинче!

 

Пулас мар ăста та хăть перехутчен!

Мĕн тăвар-ши ĕнтĕ халь, Йăван пичче?

 

1957, чук, 7

Салтаккасси

Тăван тавралăх


Ытарми тăван тавралăх, 

Куç тулли кунти илем! 

Мĕн чул хурăнлăх, йăмралăх, 

Кӳлĕсем, юхан шывсем. 

 

Мĕнле çын-ши хĕпĕртемĕ 

Ешĕл тумлă садсенче. 

Чун-чĕре мĕнле çĕкленмĕ 

Туслă халăх çемйинче! 

 

Ăшă, çутă пур çĕрте те, 

Пур кĕтес те ешерет. 

Пуринпе те киленетĕп, 

Кăмăл савнăçпа хĕрет. 

 

Эх, çĕршыв! Тăван тавралăх, 

Куçăмран кайми сăнсем. 

Шурă хурăнлăх, йăмралăх —

Юмахри пек вырăнсем.

Каратэ


Кĕрешӳ — каратэ!

Эпĕр паттăр пурте!

Вăй авать тимĕре,

Кăкăрта юн вĕрет.

Пухса пĕтĕм вăя

Ăмăртатпăр. Кия!

Пух вăйна чăмăра!

Чул тĕпренĕ вара,

Саланса çĕр çинче —

Сан аллу айĕнче.

Ан юл эсĕ кая!

Ос, туссемĕр! Кия!

Хура тĕс — пиçиххи,

Пуринчен вăл пахи!

Эс ăна тăхăнсан

Паттăр улăп пулан!

Çӳлтен-çӳлĕ шая

Улăхатпăр. Кия!

Бокс


Тытăçаççĕ ик боксер.

Эп — пĕри.

Хăшĕ пулăпăр призер,

Калĕ ринг.

Юнăмра — адреналин.

Вăл вылять.

Çапăçма мана валли

Вăй хушать.

Ман пружина-урасем

Вăйсăр мар.

Çавраçил пек алăсем

Те хастар.

Сулахай алла мала

Эп тăсса,

Унталла та кунталла

Вылятса,

Сиккелетĕп путекле,

Боксерла

Малалла, айккинелле,

Каялла.

Тепĕр алă васкамасть

Сылтăмра.

Анчах хатĕр вăл çапма

Самантрах

Çапăçакана манпа.

Вĕрет юн.

Çӳлĕ градус çавăнпа

Тытăçун.

Тăкăнать шăпăртатса

Тарăм ман.

Вăл кĕрет куçа касса

Çамкаран.

Анчах та ку — ним те мар.

Çак чармасть

Ринг çинче хĕрсе, хастар

Çапăçма.

Залран тренер вĕрентет:

- Пĕшкĕн! Çап!

Çав тери курас килет

Унăн чап.

Эп кĕретĕп тапăнса

Малалла,

Хăвăрт, харăс вылятса

Ик алла.

Лекет çапни мана та

Питĕмрен.

Вăйĕ умри боксерта

Пур иккен!

Акă, раунд пĕтрĕ. Гонг

Малалла

■ Страницăсем: 1... 257 258 259 260 261 262 263 264 265 ... 796

Шухăшсем