Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 1
Пăрланнă çăпатисемпе шаплаттарса, Иркка чупса çитрĕ, шӳрпе шăрши сарăлнă пӳрте раштав сивви илсе кĕчĕ.
— Анне, анне, — терĕ вăл, сывлăшне çавăрмасăрах, — Вилюксен стутенси килнĕ. Эпĕ Вилюксем патне кайса курам-и?
— Халь килчĕ-и? — ыйтрĕ тĕпел кукринчен апат пĕçерекен амăшĕ.
— Халь килчĕ. Пар лашапа. Ямшăкĕ лапсăркка тăлăп тăхăннă. Пӳрте кĕрсе тăмарĕ, укçине илчĕ те каялла вĕçтерчĕ.
— Тин килчĕ пулсан, чăрмантарса ан çӳре, хĕрĕм. Вăл шăннă та пулĕ, килте калаçмалли те нумай-тăр.
— Çук, стутенсă шăнман вăл. Унăн та тăлăпĕ лапсăркка. Çуна çинчен анчĕ те тăлăпне йӳле ячĕ...
Турăш кĕтесĕнче кĕнчеле арласа ларакан аппăшĕ йĕрĕлчеллĕ йĕкине пĕтĕрме чарăнсах кулса ячĕ:
— Пирĕн Иркка пурне те курать вара. Каснă-лартнă хыпар хутаçĕ ĕнтĕ.
— Чăнах, аппа! Тăлăпне йӳле ячĕ те — тумтирĕ хура пуставран çав, умĕнче икĕ рет çап-çутă тӳме. Картузĕ какартлă.
Ку сăмахсене вара Иркка аллисемпе хăлаçлансах каларĕ.
— Ан чăрмантарса çӳре вĕсене, — терĕ амăшĕ.
— Анне, эпĕ пĕччен кĕместĕп. Хамăр кас ачисем пурте кĕретпĕр, терĕç.
Малалла
 Шыв-шур та, вут-хĕм те пĕр евĕр —
Хастар çынсене çеç савать.
Хавшак-тăк чуну — шыва ан кĕр:
Сив юхăм туртать те анать.
Эп куртăм пĕр хĕр Атăл урлă
Хăюллăн ишсе каçнине.
Сăнарăм, ăмсантăм, пил хутăм,
Чунтан ырă сунтăм хăйне.
Вут-хĕм те, шыв-шур та пĕр евĕр —
Маттур çынсене çеç савать.
Хавшак-тăк чуну — вута ан кĕр:
Вут-çулăм хуплать те авать.
Шанатăп, çав хĕр çулăм витĕр
Пĕр шиксĕр пырать — чĕн кăнă.
Сăнарăм, мухтарăм. Ман
илĕм Пин хут хăват патăр ăна.
 Хĕвеллĕ çуттĕнче вуниккĕ çапрĕ,
Танлашрĕ кун çĕрпе. Чун савăнать.
Юратнă çĕр çине ăш çумăр акрĕ
Савса çӳлти тӳпе. Халь хăй канать.
Пĕр пĕлĕт çук çӳлте çуса тасатнăн,
Хĕвел кулли анне кулли пекех.
Аш çил вĕрет çурçĕрелле, васканăн,
Сивве канмасăр хăвалать текех.
Шур юр таврипелех йăлтах хуралнă,
Атăлалла васкать вăл шыв пулса.
Сар пикесем епле хитре тумланнă,
Чĕре юрлать вĕсем çине пăхса.
Кӳлюклатса çӳрет шур кăвăкарчăн,
Чим-чим çерçи те сиккелет кунтах.
Пĕр систермесĕр ешĕл пустав сарчĕ
Хĕвел питтиллĕ сăрт пĕр-ик кунтах.
Ав, йывăçсем тӳпенелле пăхаççĕ,
Хĕвел ăшшишĕн питĕ савăнса.
Часах, часах сĕткенпеле тулаççĕ
Вĕсем, папка кăларасса шанса.
Çурхи тĕнче, ытла та эс илемлĕ
Пĕр пĕтĕм ытарми чечек пекех.
Кашни куну хитре ӳкерчĕксемлĕ,
Саркун çĕршывĕнчи тĕнче пекех.
17.03.07.
 Пуласлăх — икĕ енлĕ тĕкĕр.
Унтан пăхатăн — унтине куратăн,
Кунтан пăхатăн — кунтине куратăн.
Пуласлăх — икĕ енлĕ тĕкĕр.
Хăш çулĕпе паян утмаллине
Ăна эс, тусăм, хăв суйласа илĕн.
Ăçта çитсе телей тупмаллине
Пĕлсен, килне, тен, çаврăнса эс килĕн.
Хăш çулĕ кӳрĕ чăн телей сана,
Ăна пуласлах çеç пĕлеет пулĕ.
Хăш çулпала мĕн тĕрлĕ самана
Санран, йăнăшнине курсассăн, кулĕ.
Çулна пĕлсе эс тупайман пулсан,
Унпа телей хĕвел шевли пек анмĕ.
Хăш çулĕ кирлине пĕлсе утсан,
Сана телей кĕтсе илмешкĕн манмĕ.
Пуласлăх — икĕ енлĕ тĕкĕр.
Унтан пăхатăн — унтине куратăн,
Кунтан пăхатăн — кунтине куратăн.
Пуласлăх — икĕ енлĕ тĕкĕр.
16.03.07.
 Ыттисем пекех çарран эп чупнă
Ача чух ялта, çу питтипе.
Çав çулсем ӳксе ăçта-ши юлнă,
Тĕл пуласчĕ тепĕр хут ман вĕсемпе.
Тепĕр хут анне çумне ларасчĕ,
Калаçасчĕ савнă аттепе.
Пĕчĕк ача пек ачашланасчĕ,
Савăнса çӳресчĕ вĕсемпе.
Юрă вĕсемпе пĕрле юрласчĕ,
Савăнасчĕ халь ачалăхпа.
Ташă аттепе пĕрле ташласчĕ,
Шкулалла чупасчĕ сумккапа.
Транккилле çерем çинче вылясчĕ,
Сăвăсем çырасччĕ ачалла.
Тĕлĕкре тем-тем асам курасчĕ,
Ĕмĕтпе вĕçесчĕ кăйкăрла.
Ах, ачалăх, манăçми ачалăх,
Çурхи шыв юххи пек самана,
Асăмра хăвартăн асăнмалăх
Тĕкĕр пек асаилӳ кăна;
Йывăр пулнă, пурăннă пит выçă,
Пурĕпĕр саватăп эп сана.
Тепĕр хут ыран килес пулсассăн,
Кĕтсе илĕп савăнса кăна.
Çук çав, таврăнмасть тепре ачалăх,
Мал енче туяллă ватлăх çеç.
Пулĕç-ши кунсем кăшт савăнмалăх,
Эх, çакна пĕлет пуласлăх çеç.
15.03.07
 Çураласса эпĕ патша саманинче, Арапуç çырми вĕçĕнче, чул тăвайкки çамкинче, вăтам хресчен çемйинче çуралнă теççĕ. Пирĕн атте иккĕ авланнă иккен, малтанхи арăмне вăл Пăвакассинчен, Аслă Кавал леш енчен, туянса килнĕ. Туянтарса янă çав ман аттене! Çураçма кайсан йăмăкне кăтартнă та аппăшне лартса янă. Хĕвел ансан, тăман тухсан йăмăкĕ вырăнне аппăшне тăлăп тăхăнтартнă та ăсатнă. Ирхине тăраççĕ, куçа уçса пăхаççĕ. Ак, тамаша! Чиперкке вырăнне — чĕмеркке. Ял кулли! Шăлна çырт та пурăн. Анчах вăл нумаях пурăнайман, икĕ ача çуратсан вилнĕ. Вара атте тепре авланса янă. Малтан Якур çуралнă, кайран — Хреçтук, виççĕмĕшĕ эпĕ пулнă. Атте çиме ларас умĕн те, сĕтел хушшинчен тухсан та хĕрес хуратчĕ. Анне вара усал сăмахпа ятлаçма мар, шуйттан тесе те каламастчĕ. Пĕр шуйттан тесен икĕ шуйттан çуралать тетчĕ. «Ай-уй, çынсем пăсăлсах пыраççĕ, — тетчĕ кукаçи те. — Патша çук, тытакан çук, турра манчĕç, антихристсем çавăрса илчĕç».
Ачасем шкула кайма пуçларĕç. Мана та анне пиртен сумка çĕлесе пачĕ. Атте тускапа крихвил туянчĕ. Ун чухне хут тавраш çителĕклĕ пулман. Хайхи ялти шăкăр-макăрсем çырма хĕрринче ларакан тайăлса кайма пуçланă шкула пухăнтăмăр. Партăсем хушшине вырнаçрăмăр. Учитель кĕчĕ те сывлăх сунчĕ. Лартать — тăратать, лартать — тăратать... Вĕрентме тытăнчĕ. Автан пекки — «А» пулать. Пĕкĕ пекки — «Б» пулать. Турчăка пекки — «Г» пулать. Çурла пекки — «С» пулать. Ункă пекки «О» пулать. Интереслĕ иккен вĕренме, ăна-кăна пĕлме. Унтан: «Тĕнчере мĕн чупать?» — тесе ыйтать. Ачасем: «Лаша, сурăх, качака путекки, сысна çури», — теççĕ. Эпĕ: «Пăсара чупать», — тетĕп. Ачасем ахăл-ахăл кулса ячĕç. Учитель пычĕ те ман пата, хăлхаран тытрĕ те: «Эсĕ, ачам, вĕренме килнĕ е култарма-асма, аннӳ хыçне кайса вырт-ха», — Тесе тĕртсех кăларса ячĕ. Эпĕ шкултан тухрăм та макăра-макăра килелле чупрăм.
Малалла
 Ан ларт, аннем, ума эс кученеçĕ,
Ан хыпалан — эп хăнана килмен.
Ывăлусем тăван киле килеççĕ
Чунĕсенчи çылăхсене сирме.
Хуплу, икерчĕ ан пĕçер, тархасшăн,
Çĕр çывăрмасăр ан вĕрет сăра.
Лар юнашар, калаçăпăр ачашшăн,
Калас сăмахăм капланса тăрать.
Асар-писер кунсен асап тăманĕ
Ларса шуралчĕ пирĕн пуç çине.
Аннеçĕм, ĕнтĕ эпĕ ачашлам-и
Пире ӳстернĕ ват аллусене?
Салтаккасси.
 Халăх юрри майлă
Атăл айне анас терĕм,
Йывăр пулчĕ хăпарма.
Савнă туса тупас терĕм,
Йывăр пулчĕ уйрăлма.
Çунат хушса вĕçес терĕм,
Йывăр пулчĕ таврăнма.
Савнă туса курас терĕм,
Йывăр пулчĕ шырама.
Питĕ нумай шырарăм,
Тупрăм савнă тусăма.
Анчах тусăм палламарĕ,
Кайрĕ урăх урама.
Атăл айне анас марччĕ,
Хăпармаллине пĕлсен.
Савнă туса тупас марччĕ
Уйрăлмаллине пĕлсен.
 Эп килтем тĕнчене сап-сар чечексемпе,
Çут тĕнчене илем кӳресчĕ терĕм.
Эп юрату çуратрăм хам юррăмсемпе,
Кашни çынна телей кӳресчĕ терĕм.
Кашни килте сап-сар чечекем упранать,
Вăл пуррипе эпир халь мухтанатпăр.
Ман юррăма илтсе, кашни çын савăнать,
Ăна эпир кашни кунах юрлатпăр.
Сап-сар чечекĕмсем упранччăр яланах,
Çут тĕнчене вĕсем хитрелĕх кӳччĕр
Ман юррăмсем юрланччăр яланах
Тăвансене вĕсем телей, çут ĕмĕр кӳччĕр.
26.02.07.
Пăхатăп ĕмĕрсен тĕпне:
Чул хушшинче çунать кăвайтă;
Пĕр кайăкăн шултра тĕкне
Ачин çӳçне тиресшĕн ватă;
Пĕлместĕп эп ун чĕлхине,
«Вăш-ваш!» тенине çеç тăнлатăп.
«Çав кайăк тĕкĕ пек вăш-ваш,
Çуначĕ пек вăш-ваш вĕçмешкĕн
Эс хуш тĕреклĕ, çăмăл аш!» —
Тесе ватти йăхне пиллесшĕн.
Ман шухăшпа çав çын — чăваш,
Эп çавăнтан тымар илесшĕн.
Кĕреп истори тĕпелне,
Ун çӳпçине ӳпĕнтеретĕп:
Чăвашăн ылтăн-кĕмĕлне
Курас тесе ĕмĕтленетĕп.
Пăрахнăччĕ эп тĕлĕнме,
Халь тепĕр хут ак тĕлĕнетĕп.
Мĕн чухлĕ несĕл, йăх, ăру —
Весь, меря, чудь — пуртан çукланнă!
Картман картне, çырман çыру,
Çĕртен пĕр йĕрсĕрех çухалнă...
Чĕлхемĕрте пур пултару,
Эпир пулмах, пулмах çуралнă!
■ Страницăсем: 1... 255 256 257 258 259 260 261 262 263 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...