Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Пĕчĕк Анюкăн пĕчĕк ĕмĕчĕ пулнă тет. Вăл хăй пĕчĕккишĕн питĕ куляннă, унăн часрах çитĕнес килнĕ, кунсăр пуçне вăл çăлтăрсене алăпа тытса курасшăн пулнă. Кашни каç çăлтăрсем пĕлĕт çине уçăлма тухсан пĕчĕк Анюк та урама тухнă, вĕсем вылянине тĕлĕнсе сăнанă. Лешсем тата Анюк хăйсене пăхса тăнине курсан унран кулнă евĕр пĕчĕк хĕрача умĕпе сиккелесе иртнĕ, пĕри пуçран çапса иртсе каять, тепри çӳçрен туртса илет, виççĕмĕшĕ питрен чуп туса илет. Анюк вăтанса килне чупса кĕрет. Анюкăн вĕсене çав тери тытасси килет, ниепле те тытаймасть. «Çăлтăра алăпа тытса курсанах эпĕ те çитĕнĕттĕм», — тесе кулянать тет пĕчĕк хĕрача. Анюк хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланасса çав тери кĕтет.
Пĕррехинче каçхине, çывăрас умĕн, Анюк амăшне:
— Анне! — тесе хаваслăн чĕнет.
— Мĕн, пĕчĕк хĕрĕм? — тет амăшĕ.
— Эс çăлтăрсене тытса курнă-и?
— Çук , вĕсене тытаймастăн, — тĕлĕнсе те кулса каларĕ амăшĕ.
— Мĕншĕн?
— Вĕсем питĕ çӳлте, — пĕлĕтри çăлтăрсем çине пăхса ассăн сывларĕ амăшĕ.
— Манпа выляма кашни каçах килеççĕ-çке вĕсем, çав тери çӳлте пулсан мĕнле пирĕн пата килме пултараççĕ çăлтăрсем? Эп вĕсене тытасшăн, вĕсем тыттармаççĕ. Манăн пĕр çăлтăрне те пулин тытса пăхас килет, вĕсенчен пĕри те каçпа çĕр çине çĕр каçма юлмасть-ши?
Малалла
 Çут хĕвел мана чуптурĕ,
Пачĕ хăйĕн сиплĕхне.
«Кам мана савать — сип курĕ», —
Терĕ хăйĕн пехилне.
Çут хĕвел, сана саватăп,
Эс пур чух тĕнче хитре.
Юрă сан çинчен юрлатăп,
Пурăнан эс чĕрере.
Чĕрере хĕвел упратăп,
Сивĕре вăл ăшăтать.
Телее ĕçре куратăп,
Ĕмĕтсем ман — тӳпере.
 Çур хĕвелĕ шевлелетнĕ
Йăрăс яхтă вуллине
Сан хĕрлӳк пуçу мĕлтлетнĕн
Куртăм эпĕ ирхине.
Чăтлăхра аташнă çил çеç
Çĕклентерчĕ-тĕр ăша,
Ахăр, тĕлĕксем пуль килчĕç
Ман пуçа, ман шухăша.
Сан сăну асра ан юлтăр,
Кайтăр тĕпсĕр манăçа
Тейĕп те — сăмахăм пултăр —
Урăх шанмăп хам куçа!
...Ӳлĕмрен курас пулсассăн
Хĕрлĕ, хăмăр, сар тĕсе
Шухăшлăп çавах хавассăн
«Шурă тĕслĕ вăл» тесе.
1963, çу 15, 17.
Пăчăрлă Пашьел.
 Шура йăмăкăма
Хĕл илемĕ чăлтăр шурă,
Хăв та шурăччĕ йăлтах.
Çавăнпах-тăр кăмăл турăн
Шур упа пек турата.
Ун чухне вăрман турачĕ
Çăмламасчĕ ман пекех.
Çил-тăман вăл кăларатчĕ
Кăшт пырса тивсессĕнех.
Шур тасалăхăн пичечĕ —
Иксемĕр ăмсаннăран —
Халĕ çĕмĕртсем çинче çеç
Упранайнă хушăран.
Юлашки çеçкийĕсем те
Тăкăнаççĕ ерипен.
Тен, эсех тухса силленĕ,
Урăххи ал хывнă, тен.
 Катăк пуртă,
Тутăх лум.
Хытă çыртăк.
Çĕтĕк тум.
Выçса кайрăн —
Хуп кăшла.
Пуçна тыт та —
Шухăшла:
Чăштăр чаштăр
Сĕм вăрман —
Кам халь кашкăр,
Çав — пуян!
Хӳрем татăк,
Эп — куян:
Эс вăрлатăн —
Эп курман!..
3.01.1963.
Асанкасси, Шăмăршă.
 1
Ямшăк Михали пенĕ пуля Варламăн ĕнсинчен кĕрсе хăлха патĕнчен шăтарса тухнă. Анчах çак çĕрме пуянăн татах усал ĕçсем туса пурăнма елчелĕ пулнă. Вăл, кашкăр сывлăхлă çын, тăнне çухатнă пулсан та, юнлă йĕр хăварса, улăм купи айĕнчен шуса тухнă. Тихха ăна вилĕмрен çăлнă. Анкартинче пăшал сасси илтĕннĕ самантра Тихха урампа пынă, хурал пӳртĕнче, йăсăрланакан чĕлĕм тĕтĕмĕнче, сăмах-юмах итлесе ларнă хыççăн килне кайма тухнă, пăшал сассине илтсен, ахаль те мулкач чĕреллĕскер, сехри хăпнипе вăл тăп чарăнса тăнă. «Ырра мар ку, темле cехмет сиксе тухрĕ пулмалла», — тесе шухăшланă Тихха, качака сухалне чанк тăратса. Хăй хуçине юрас тенĕ йытă туйăмĕ ăна канăç паман. Вăл Варлам çурчĕ умне пырса тăнă, анчах çынсен ыйхине сирме хăяйман, каллĕ-маллĕ пăхкаласа, анкартинелле утнă, пырса çитнĕ те карта урлă каçма тăнă чух кăчăрт-кăчăрт ура, сасси авăн вучахĕ çинчи тăманана шуйхатнă. Кайăк ихĕрсе кулса янă та Тихха пуçне çуначĕпе перĕнес пекех вĕçсе иртнĕ. Тихха хăранипе вĕрлĕк çине лăпчăнсах ларнă, унăн ӳчĕпе пĕрле вĕрлĕк те чĕтреннĕ. Вăл темиçе хут «пĕсмĕлле!» тесе сăхсăхса илнĕ те анкартинчи капансем хушшине кĕрсе пытаннă. Анкарти вĕçнерех ларакан улмури пăтĕнчен инçе мар юр çинче тем хуралса выртнă. Тихха хăранипе те шăннипе чылай вăхăт ĕнтĕркесе тăнă, чĕре тапни те илтĕнекен шăплăхра вăл хура япала умне йăпшăнса пынă. Варлам пуçĕпе юра тĕкĕнсе ӳпне выртнă, унăн туллатнă кĕрĕкĕ çинче, çутă пăнчăсем пулса, çаврака йĕс тӳмесем йăлтăртатнă... Ку тӳмесене апăрша Тихха лайăх астунă. Варлам хĕрĕнкĕ чухне ăна пĕрре кăна хăртман: «Эсĕ çак тӳмесен хакне те тăмастăн», — тесе кăшкăрнă.
Малалла
 Шăпа урхамахĕ çук пĕлĕт çинче,
Ăна утланма та, кӳлме те пит йывăр.
Этем ăраскалĕ çӳл ту тăрринче,
Унта утмалли çулĕ-йĕрĕ те тăвăр.
Епле шырасан та телей-ăраскал,
Кашни çын çӳл ту тăррине хăпараймĕ.
Телей пулмасан пурнăç пымĕ кал-кал,
Шăпа-урхамах чĕлпĕрне çын тытаймĕ.
Туссем, пурпĕрех пуçсене усар мар,
Ĕçлер те ĕçлер, кулянни хыçа юлтăр.
Кашни çутă куншăн чунтан савăнар,
Телей-ăраскал тупăнни çакă пултăр.
11.03.07
 Чунпа чухăн çыншăн тĕнче те пит чухăн,
Курма вăл пĕлеймĕ тĕнче илемне.
Чуну пуян чух çеç пуянлăх эс пухăн,
Эс курăн тăванлăх епле хитрине.
Укçа-тенкĕ мар вăл этемшĕн пуянлăх,
Пуянлăх этемлĕхшен тунă ĕçсем.
Укçа пуррине чапа тухăн паянлăх,
Ыран тăрса юлăн çара çерçи пек.
Кашни ыр ĕçе нимĕнпе те виçеймĕн,
Вăл ĕмĕрлĕх пурлăх, пуянлăх сана.
Чунпа чухăн çын çакна пурпĕр пĕлеймĕ,
Виçи унăн ылттăн та кĕмĕл кăна.
Чунпа пуян çыннăн ыр ĕç нумай пулĕ
Вăл çыншăн, этемлĕхшĕн парĕ чунне
Ун ячĕ историре ĕмĕрлĕх юлĕ,
Çĕршывăмăр манмĕ ун ĕçĕсене.
18.03.07.
Коля тухрĕ картишне
Чăхсене апат пама.
Темĕн пулчĕ лешсене —
Тытăнчĕç ахăлтатма.
Вăт-тăк Коля пултарать,
Чăхсене те култарать:
Ун пĕр уринче çăматă,
Тепринче — резина атă.
Курнă та çакна автан,
Акă, тăрăхлать кăна:
— Эсĕ çĕлĕк вырăнне
Чашăк ларт-ха пуç çине.
Тăхăн юбка... Шăлавар —
Кирлĕ мар,
Ăна хывар.
Кай вара çапла шкула —
Ай-ай мыскара пулать!..
Коля пек тирпейсĕрсем
Сирĕн çук-и, тусăмсем?
Юратрăм харăс ик хĕре —
Пĕлмерĕ канăçа чĕре.
Пĕрне йăпатрăм çурçĕрччен,
Чуптурăм теприне ирччен.
Кил çук кушак пек, çĕр каçа
Çӳрерĕм эп касран каса.
Ĕнер ирпе ик хĕр пĕрле
Килсе те кĕчĕç ман киле.
Ик куç тулли ик хура хĕр
Хăшне калас:
— Эс тух! Эс кĕр!
Ик арăмпа ман пĕр пӳртре
Пурнассинчен хăрать чĕре.
Усал хылар утпа çӳрет,
Ялйыш пĕлсен, пит-куç пиçет.
Атте-анне, ах, сисиччен,
Мĕнле хăпас ку хĕрсенчен!
Тăр-тăр сиксе чĕтрет шăмшак
Мĕн тумалла! Унччен-и ак...
Çат! çупрĕç те мана питрен,
Хĕрсем тасалчĕçĕ пӳртрен.
■ Страницăсем: 1... 254 255 256 257 258 259 260 261 262 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...