Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Пысăках мар пӳлĕмре пĕр хĕрачапа виçĕ арçын ача. Пĕри сылтăмра темле приборпа аппаланать, ыттисем — телевизор умĕнче.
«Çирĕммĕш ĕмĕрти гипотеза паян кун та кивелмен-ха, — янăрать диктор сасси. — Этемлĕх тăватă миллион çулта.
Галактикăсем вара пурте пĕр вăхăтра, пилĕк миллиард çул ĕлĕкрех, пуçланса кайнă. Çут тĕнчери хăшпĕр пла-нетăсем çинче ăстăн енчен тăвансем пулсан, вĕсем те пирĕн Çĕр çыннисен тантăшĕсемех. Паллах, аталану тап-хăрĕ кашнийĕн хăйне майлă иртме, маларах кайма е каярах юлма пултарнă...»
 Умра тăшман, хыçра куштан...
(Халăх юрринчен)
Хура тискер иккен тавралăх анлăшĕ,
Хыçра куштансемпе умра тăшман тăрать.
Мĕн-ма эпир çак вăхăтра çуралнă-ши?
Усал тĕнче яш пуçсене çисе ярать.
Нуша çине нуша курса хурланмăттăм
Ту айккинчи шĕшкĕ тĕмми пулас пулсан,
Пĕр авăнса, пĕр тӳрленсе хумханăттăм
Сарă хĕрсем мăйăр татма пырсан...
1957, авăн, 27.
Салтаккасси.
 Ан хăртăр, тусăмсем, аманнă чечеке,
Сиплевлĕ шыв сапса ăна сыватăр.
Телей кĕтни паян ан пултăр инкеке,
Усаллăха ырри ялан таптатăр.
Усаллăха кунта никам та юратмасть,
Ырри валли çунат ӳстертĕм эпĕ.
Кам çунатпа — çав çеç юратăва манмасть,
Вăл пур инкексене çĕнтерĕ тетĕп.
Хăртмарăм эп, туссем, аманнă чечеке,
Сиплевлĕ шыв сапса ăна сыватрăм.
Телей кĕтни, тăван, пулмарĕ инкеке,
Юратăва шанса усаллăха таптарăм.
20.02.07.
 Çак çĕмĕрте эп лартрăм сан валли,
Мĕскершĕн эс ăна пырса татмарăн?
Ман юрату, курсам, тĕнче тулли,
Пĕр эс кăна çавна пачах курмарăн.
Ӳстертĕм сан валли чечек акса,
Анчах ăна парнелĕх эс илмерĕн.
Телей, тен, тупăп терĕм эп савса
Сана, пикеçĕм, Эс мана кĕтмерĕн.
Хам чĕреме сана парнелесе,
Мĕн пурнăç тăршшĕпех эп утăп терĕм.
Анчах таçтан кĕтмен сив çил вĕрсе,
Санра юратăва часах сӳнтерчĕ.
Эп халь пĕччен.
Хаяр хĕл таврара.
Аçта кайса, эп ăшă кĕтес тупăп.
Юратăва хăварăп эп хамра,
Телей тупас тесе эп утăп, утăп.
19.02.07
 Килĕшӳпе чăн юрату элемĕ
Çĕклерĕм эп пăлхавлă чунсенче.
Элем çинчи мĕнпур тĕнче илемĕ
Ыр туйăмсем çуратĕ, терĕм, халăх чĕринче.
Ман элеме малтан пурте мухтарĕç,
Кашни тытасшăн пулчĕ элеме.
«Ăна курсассăн тăшмансем йăлт тарĕç,
Нимле усал çыпçăнаяс çук этеме!»
Çак сăмаха айван ăспа ĕнентĕм,
Çухатрăм пулмалла эп тимлĕхе.
Пылак сăмахсене илте-илте килентĕм,
Йăлт мантăм эп пулас терт-хĕнлĕхе.
Те çавăнпа, те урăхпа элемĕм
Самантлăх ӳкрĕ манăн çĕр çине.
Варланчĕ пыльчăкпа тĕнчен мĕнпур илемĕ,
Кашнийĕ манчĕ хăйĕн сăмахне.
Эп пурĕпĕр хам элеме çĕклерĕм,
Анчах та çыпçăннă мĕнпур пыльчăксене
Эп тасатмашкăн ун чухне пĕлмерĕм,
Те кĕтрĕм пулĕ хам юлташсене.
Анчах никам та ман пата пымарĕ,
Эп юлтăм элемпе хам пĕчченех.
Ана эп пыльчăкран хам пĕчченех тасатрăм,
Тепре çĕклерĕм çӳллĕ ту çинех.
05.02.07.
Вĕл вĕçет тӳпере юр пĕрчи —
Çĕн юмах парнелет Хĕл Мучи,
Йыхăрать Çĕнĕ çула йăл кулса,
Кив çула ăсатать ал сулса.
Хутаçне тултарса теттесем
Юр пике юрату çеç сунать.
Килсе çитрĕç асамлă кунсем,
Кивĕ çул пирĕнтен уйрăлать.
Хăвăртрах эс килсем, Çĕнĕ çул,
Сан умра яр уçах юрлă çул!
Хăвăнпа илсе кил ăнăçу,
Пурнăç пултăр ялан пыл та çу!
Саламлаççĕ пире юратса
Хĕл Мучи, Юр пике, Çĕнĕ çул.
Симĕс чăрăш тавра çаврăнса,
Ташласа-юрласа йăлтăр кул!
 1
Хĕвел ансан йĕпхӳ çума пуçларĕ те тул çутăлсан та чарăнмарĕ. Лакăм-тĕкĕм шывланчĕ, çул-урам йăпăлкаланчĕ.
Каймалли çыннăн каймаллах. Эпир те çула тухрăмăр.
Хăвăрт çӳреме юратакан Ваçук, прокуратура шоферĕ, паян васкамасть, машинăна асăрханса тытса пырать. Куçне самантлăха та çул çинчен илмест. Сăмахламасть те. Эпĕ те чĕнместĕп. Шухăшлатăп. Шухăшлатăп кăна-и?! Тертленетĕп те. Пиллĕкмĕш талăк ĕнтĕ, сĕрĕм тивнĕ евĕр, пуç кашлать. Çĕрле те йĕркеллĕ çывăраймастăп. Ăш вăркать, чĕре ыратать. Ĕçĕм те йăпану кӳмест. Никампа та курнăçас килмест.
Çапла пĕр кĕтмен çĕртен хавшарăм, япăхрăм, йăлт минрерĕм. Хĕн-асапĕ вара акă мĕнрен пуçланчĕ.
Хăнăхнă йăлапа ир-ирех Атăлта шыва кĕрсе тухрăм. Йăмăхса çĕкленекен хĕвелпе киленсе, тăвайккинелле улăхаттăм. Сасартăк ятран чĕнсе сывлăх сунчĕç:
— Юра, салам.
Эпĕ сасă илтĕннĕ еннелле çаврăнса тăтăм. Ак тамаша! Ман умра Инна тăра парать. Чĕрене сахал мар çунтарнă Инна. Хĕрлĕ кĕрен платье тăхăннăскер, ирхи хĕвел çутинче вут кĕлти пек туйăнса кайрĕ. Ун пуçĕнче çӳхе кăвак тутăр, сулахай аллинче — пĕчĕк сумка. Сылтăм аллипе арçын ача çавăтнă. Хăй тавра тата туллиех ача-пăча, галстуклăскерсем.
Малалла
 Ĕненес килмест пĕртте:
Çăвать çумăр январьте!
Çăвать пирĕн тăрăхра!
Юхать, калăн, пăрăхран!
Йĕпетсе уя-хире,
Хăпарать çăра тĕтре.
Тытăркийĕ пĕтнĕрен,
Тăкăнать шыв тӳперен.
Вăл юра ирĕлтерет.
Мĕне çакă пĕлтерет?
Шухăшлатăп эп хамла:
— Январь сивĕ пулмалла!
Хĕрĕх градус сивĕрен
Хĕлле ĕлĕк тĕлĕнмен.
Сивĕ çук паян анчах:
Ешерет хирте калча.
Шыв юхать шăнкăртатса,
Çул çинчи юра татса.
Ак мĕнрен тĕлĕнмелле!
Кĕркунне паян? Хĕлле?
 Уяр та сивĕ кун. Хĕлле.
Шап-шурă юр выртать. Чĕлле.
Пите сив сывлăш чĕпĕтет.
Анчах кĕрес килмест пӳрте.
Ман инçете каяс килет —
Хальччен çитсе курман тĕле:
Горизонтри тусем хыçне,
Виçсе пăхмашкăн инçĕшне.
Вĕлтĕртетет юр илĕртсе.
Урасенче ман — йĕлтĕрсем.
Чупма васкаççĕ урасем
Инçетелле. Умра — тусем.
Вăрман çинче — шап-шурă пас.
Ман ун çине килет пăхас.
Ытараймасăр илемне,
Чăмас килет вăрман ăшне.
Ак, вирхĕнетĕп васкаса.
Сив сывлăш уçă та таса.
Сывлатăп çăмăллăн унпа
Эп, киленсе уяр кунпа.
 Сапаланса, шур юр, лап-лап,
Уй-хирсене килсе хупларĕ,
Пĕр-ик кунран çилсем шавларĕç:
Инçе-инçе, халь тин, çулла!
Хĕл кунĕ çитрĕ таврана,
Шап-шурă юрпалан тĕрлерĕ,
Чӳречене те эрешлерĕ.
Хупларĕ тунсăх ман чуна.
Çул тытрăм эп вăрман енне,
Шăвăнтарса вĕр-çĕнĕ йĕлтĕр.
Вĕçсе лараççĕ вĕлтĕр-вĕлтĕр!
Юр пĕрчисем ман хул çине.
Çук тӳпере халь çук хĕвел:
Вăл пĕлĕтсем хыçне пытаннă.
Уйсем-хирсем юрпа капланнă,
Çил чĕпĕтет, кĕрет хĕве.
Ӳксе йăвантăм юр çине —
Пĕр йĕлтĕр тăрăнчĕ, сасартăк.
Ăна туртса çеç эп кăлартăм —
Чечек лекейрĕ куç умне!
Вăл, курăнса юр айĕнчен,
Çав самантрах, каллех, пытанчĕ...
Анчах, ман кăмăл лайăхланчĕ.
Сыв пул, чечек, çуркуннеччен!
■ Страницăсем: 1... 258 259 260 261 262 263 264 265 266 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...