Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТутимĕрТом Сойер темтепĕр курса çӳрениĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томАсаттесемСинкерКăвайт çутисемҪул пуҫламӑшӗ

Çичĕ хĕр


Астан хăйĕн шыври патшалăхĕнче савăнса çеç пурăннă. Унăн чи пысăк пуянлăхĕ — унăн çичĕ хĕрĕ. Чи асли — Стана ятлă. Хĕрĕсем вара пĕри тепринчен чипер пулнă. Шыв патши вĕсене питĕ юратнă. Кашни хĕрĕн уйрăм пӳлĕм, илемлĕ кĕпесем, хитре пушмаксем, йăлтăркка шăрçасем, хăлха çаккисем, сулă-çĕрĕсем… Астанăнни пек хитре хĕрсем патшалăхĕпе те никамăн та пулман. Ашшĕ хĕрĕсене куç пек сыхланă.

Астанăн Рина ятлă аппăшĕ пулнă. Çак усал та хытă чунлă хĕрарăм шăллĕ пуян пурăннине курайман, унăн пурлăхне ăмсаннă. Астанăн хĕрĕсене вара чунтан юратман. Рина шăллĕн патшалăхĕнче хăй хуçа пуласшăн çуннă. Астан вара аппăшĕн вăрттăн шухăшне пĕлмен, ун çинчен шухăшлама та пултарайман.

Пĕррехинче аппăшĕ Астан патне хăнана килнĕ. Шăллĕ ăна вăхăтлăха пурăнма тесе хăна пӳлĕмне вырнаçтарнă.

Пĕр кунхине Астан чи çывăх юлташĕ патне хăнана кайнă. Патшалăхне астуса тăма, хĕрĕсене пăхкалама Ринăна шанса хăварнă. Шăллĕ кайсанах çак хапсăнчăк хĕрарăм пĕтĕм патшалăха пăхса çаврăннă, чее куçĕсене выляткаласа куланçи тунă. Куç умĕнчи пуянлăха еплерех çавăрса илес-ши тесе кунĕн-çĕрĕн пуçне çĕмĕрнĕ.

Малалла

Ан кӳрентер


Чĕрчунсем, кайăксем, çĕленсем, пулăсем

Çĕр çинче авалтан — шăллĕсем çыннăн. Пĕлĕр!

Çавăнпах пуль йĕреççĕ çын евĕр вĕсем

Патакпа, сăмахпа кӳрентернĕшĕн тĕлсĕр.

Пуртăпа эс çапсассăн лаштра юмана,

Тымартан пуçласа çулçиччен чĕтренет вăл.

Çуркунне çĕçĕпе амантсан хурăна,

Вăл куççуль юхтарать — ыратать унăн нервă.

Уй-хире пăхмасан юратса ача пек,

Пуçланать кĕç эрози — уй-хирĕн суранĕ.

Пӳр пек пылчăк юхать çав суран тĕпĕпе:

Вăй ĕмет вăл çĕртен. Çухалать тĕс çаранăн.

Çамрăк тусăм! Юлташ! Ан васка пурттуна

Ӳсекен йывăçа амантма çĕклемешкĕн.

Ан васка, эс, этем, ятлама чĕрчуна

Шухăшне, кӳренсен, калама пĕлейменшĕн.

Çынсемпе чĕрчунсем Çĕр-планета çинче

Пурăнсан кӳршĕлле хирĕçӳсĕр те туслă,

Начар пулмĕ нихçан, капăрланĕ тĕнче,

Пурне те пурнăçра пулĕ çеç пысăк усă.

Çуркунне


Юр ирĕле пуçласан

Хурăн шывĕ вăранать,

Çĕр айĕнчи тымартан

Çӳлелле вăл туртăнать.

 

Йывăçсен кăчăкисем

Пăшăл-пăшăл тунипе

Çуйхашаççĕ кайăксем

Иртен каçчен — кунĕпе.

 

Çӳхелет юр кунран-кун,

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.

Шкулта çурхи каникул

Ачана савăнтарать.

 

Çамрăк, йăрăс хĕрупраç

Хатĕр капăр тумланма,

Каç пулсан хĕрсем клубра

Пухăнаççĕ ташлама.

 

Каччăсем клуб умĕнче

Илĕртеççĕ хĕрсене

Мотоциклсем çинче

Ярăнмашкăн уй çине.

 

Пуш, ака уйăхĕсем

Час вĕçеççĕ кайăк пек.

Ăшă çу килсе çитсен

Хĕрӳрех хĕртет ирпе.

 

Симĕс курăк хăпарать,

Кунран-кун çĕр ăшăрах.

Çеçкине чие çурать,

Авăтать куккук вăрах.

 

Пуçланать кĕçех ака,

Хир тулать çын сассипе.

Качака, ĕне, така

Хире тухнă кĕтӳпе.

 

Çырма тăрăх шăпчăксем

Янратаççĕ юррине.

Пит илемлĕ вăхăтсем

Пирĕн патра çуркунне.

Пахчаçă шухăшĕсем


Çуркунне эп лартрăм хурлăхан.

Хăярне те акрăм ăшăтсан.

Çимĕç ӳсессе чунран шанса,

Кашни кун шăвартăм савăнса.

Панулми те лартрăм кĕркунне,

Курăксем хăрса типес чухне.

Ĕненсе, çурхи кун килессе,

Хутăм кишĕре çĕре чиксе.

Хĕллехи кунсем килсе çитсен,

Çутçанталăк ыйăха ӳксен,

Кăшт эп мантăм сад-пахча çинчен:

Канас терĕм юр ирĕличчен.

«Тăван çĕршыв вăл юрату сăмахĕ кăна мар...»


Тăван çĕршыв вăл юрату сăмахĕ кăна мар,

Тăван çĕршыв вăл — чун-чĕрери сӳнми кăвар.

 

Тăван çĕршыв вăл кăшкăрса калаçни кăна мар,

Тăван çĕршыв — çынна савни те юратни, чухлар.

 

Тăван çĕршыв — аваллăха савни те тĕпчени,

Тăван çĕршыв — пуласлăха шанни те ĕненни.

 

Тăван çĕршыв — тăван çĕре акса тырпул туни,

Тăван çĕршыв тени — тăвансене савма пĕлни.

 

Тăван çĕршыв тени — çын кăкринче чĕре тапни,

Тăван çĕршыв — çак çĕр çинче этем пек пурăнни.

 

04.02.07.

Кӳлĕре


Эпĕ Чаканар ятлă ялта пурăнатăп. Тăван ялăм мана питĕ килĕшет. Улăх-çаран çинче черетпе кĕтӳ кĕтетĕп. Вăрмана кăмпана çӳретĕп. Çуллахи шăрăх кунсенче вара туссемпе кӳлĕре шыва кĕретĕп.

Пахчара та ĕç нумай. Пĕррехинче çапла йăрансене çумларăм та кӳлĕ хĕррине кайса çăвăнса килем-ха терĕм. Шывĕ тăрă, ăшă. Малтан пит-куçа çуса илтĕм, вара урасемпе шыва кĕрсе тăтăм. Çапла тăратăп шывпа киленсе. Сасартăк темĕскер ман урасене ярса тытрĕ те шывалла сĕтĕрме пуçларĕ. Мĕнрен те пулсан çакланасчĕ тесе алăсене тăсрăм — нимĕн те лекмерĕ. Мана шыв тĕпнех сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ. Тĕттĕм, сивĕ, сывлаймиех пулса лартăм. Кăшт вăхăт иртсен сывлама çăмăлланчĕ, ăшă пулса кайрĕ. Ман паталла пĕр пулă ишсе пычĕ.

— Эсĕ кам?

— Эпĕ çын. Кӳлĕ хĕррине çăвăнма килтĕм.

— Ман хыççăн пыр.

— Ăçта илсе каятăн мана?

— Çитсен курăн.

Пулă мана пĕр шăтăка ертсе кĕчĕ. Шалта шултра чулсем выртаççĕ. Чулсем тавра чечексем ӳсеççĕ, фонтансем пĕрĕхсе тăраççĕ, пулăсем ишсе çӳреççĕ. Чи пысăк чулĕ çинче икĕ пăт таякан пулă ларать. Аллинче — вăрăм туя.

— Эсĕ кам пулатăн?

— Эпĕ — Укçине. Кӳлĕ хĕрринче тăраттăмччĕ те мана сирĕн пулăсем шыва сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕç. Халĕ эп сирĕн умра тăратăп.

Малалла

Çумăр хыççăн


Ăшă çумăр çурĕ,

Çĕр шывпа йĕпенчĕ.

Васкамасăр утрăм,

Уçăлса, çулпа.

Ак, куратăп: иккĕн —

Ачапа ун амăш —

Сывламашкăн тухнă

Уçă сывлăшпа.

 

Кайăксем юрлаççĕ.

Йăл кулать хĕвелĕ.

Асамат кĕперĕ

Утăмлать инçе.

Чĕвĕл-чĕвĕл саслă

Пĕчĕк хĕрачашăн

Курăнать илемлĕн,

Чаплăн çут тĕнче.

 

Мĕн пурне курасшăн

Та тытса пăхасшăн,

Ĕмĕтсем çунатлă

Пĕчĕк чиперккен.

Тинкерсе пăхать вăл

Çĕр çине ачашшăн:

Уншăн çутçанталăк —

Уçă кĕнеке.

 

Ăмăртса вĕçеççĕ

Икĕ шурă лĕпĕш,

Çумăр хыççăн тухнă

Çĕр çине ăман.

Çăвăнса тасалнă

Курăксем сип-симĕс,

Питĕ илĕртеççĕ

Çаруран чупма.

 

Хĕрача хаваслăн

Кулчĕ, чĕвĕлтетрĕ.

Çутă ун пуласлăх,

Паянхи кун пек.

Шухăша кайса эп

Ерипен утатăп...

Каялла ачалăх

Килмĕ манăн тек.

«Иртнине тавăрса ман килесчĕ...»


Иртнине тавăрса ман килесчĕ,

Яшлăха таврăнасче тепре.

Ăçта йăнăш ман пулнă — пĕлесчĕ,

Тӳрлетесчĕ ăна çĕн ĕçре.

 

Хальхи ăсăмпала пурăнасчĕ,

Яшлăхри вăй-халпа савăнса;

Ырă ĕç темĕн чухлĕ тăвасчĕ,

Тăван халăхăма юратса.

 

Çут хĕвел нихăçан та тухаймĕ

Мальене йăлт манса анăçран.

Яшлăх пирĕн нихçан таврăнаймĕ,

Тараяс çук эпир ватлăхран.

 

Ватлăха та, эппин, хисеплер-ха,

Тен, вăл пирĕн чи хаклă кунсем.

Тумалли тем чухлех, кӳлĕнер-ха,

Çен ĕçе кăштах пур чух вăйсем.

 

02.02.2007.

«Текех ан кил, ан çыр тесе мана...»


Текех ан кил, ан çыр тесе мана

Савни ытла та хытă хурлантарчĕ.

Çапла калаççĕ тĕлсĕр айвана,

Мана та тĕлсĕрсен картне хăварчĕ.

 

Кӳнми чĕрем вутпа çунса тухать,

Мĕскер сапса ăна кăшт сӳнтерем-ши?

Пĕтĕм тĕнче çил-тăвăллăн юхать,

Анчах мана хăратаймасть вăл темшĕн.

 

Эй, çил-тăман, ташла ман пуç тавра!

Çил ачисем, алхасăр! тĕлсĕр-палсăр,

Эсир хускатнă вĕçсĕр шăв-шавра

Эп пулас çук нихçан та вăйсăр-халсăр.

 

Эсир манпа пĕр кăмăллă паян.

Апла пулсан, мĕн-ма хивре сикместĕр?

Чĕрем, вут пек çунса эс ан шуйлан,

Ан сик ытла, ăна-кăна пĕлмесĕр.

«Аякрисем санран писсен...»


Аякрисем санран писсен,

Савми пулсан,

Тĕнче тĕссĕрленсе çитсен,

Чун тăвăлсан —

 

Ан иккелен —

Кил çаврăнса:

Пĕрех кĕтетĕп!

Кăмăл таса,

Вăл иксĕлмен —

Эсĕ пĕлетĕн.

 

Юратупа вĕлтĕртетсе

Çунса тухсан,

Суя хитрелĕхсем иртсен,

Куç уçăлсан —

 

Ан иккелеи —

Кил çаврăнса:

Шанма пĕлетĕп!

Чуну таса,

Вăл иксĕлмен —

Эп ĕненетĕп!

■ Страницăсем: 1... 262 263 264 265 266 267 268 269 270 ... 796