Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеПурăнас килетÇăлтăрчăксемӐшӑ ҫумӑрÇич çунатлă куракТăм ӳкнĕ ир

Трубина Мархви


Совет саманинче писателе тухнă пĕрремĕш чăваш хĕрарăмĕ Марфа Дмитриевна Трубина 1888 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнче çуралнă.

Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1903–1909 çулсенче вăл Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Кунта вăл К, Иванов, Н. Шупуççынни сăвăçсемпе, Ф. Павлов, С. Максимов, П. Пазухин музыкçăсемпе, чăваш культурин ытти паллă çыннисемпе тĕл пулнă, тĕнчери классикла литературăна çине тăрса вуланă.

Хăй каланă тăрăх, унăн чи пирвайхи юратнă писателĕсем Н. В. Гоголь, И. С. Тургенев, Л. Н. Толстой пулнă. А. В. Кольцов поэзийĕпе çунатланса, вăл сăвăсем çырма пуçланă. Унтан пĕчĕк калавсем çуралнă. Çак чи малтанхи произведенисенех И. Я. Яковлев асăрханă, ырланă, татах çырма хавхалантарнă.

Октябрьти революци хыççăн чăваш литератури пĕтĕм совет литературипе пĕрле тĕрекленнĕçемĕн тĕрекленсе пырать. Трубина Марфи пултарулăхĕ те анлăн аталанма тытăнать. Совет влаçĕн пĕрремĕш уйăхĕнчен пуçласа вăл Аслă Куснар шкулне ертсе пырать, çавăнтах хăйĕн пĕрремĕш кĕнекисене кăларма хатĕрленет. 1919 çулта Хусанта Трубина Марфи пухса йĕркеленĕ «Чăваш юмахĕсем» ятлă халăх произведенийĕсен кĕнеки тухать.

Малалла

Ан макăр, аннеçĕм, ан макăр


Аннеçем, каллех ятлаçатăн...

Мĕн-ма? Ăнланмастăп пачах.

Çаплах-и мана эс шанмастăн,

Çаплах-им эп пĕчĕк ача?

 

Ӳстертĕн асап-хурлăх витĕр,

Аттесĕр. Телейсер. Çукпа.

Чунпа юратса пăхса илтĕн,

Вара халĕ мĕншĕн чутлан?

 

Çын пултăр та пурте салантăр,

Пĕри те юлмасть кил валли

Тесен те — хăть макăр, ан макăр

Калле шухăшлаймăп халь тин.

 

Ача çитĕнет те каять вăл,

Çĕршывăм шăпи — ман çĕклем.

Çынна юрăх пулăн-ши, ывăл,

Теместĕн-им эсĕ, аннем?

 

Чĕрӳ темĕнле ыратсан та,

Каçар та юл çирĕп шанса —

Вăхăт çитет — вара сан та

Килет ывăлу çаврăнса.

 

Ун чух эдир пулăпăр паттăр,

Ун чух юхтăр пирĕн куççуль!

Халь чарăн, аннеçĕм.

Çул такăр. Умри ĕçĕм манăн темчуль...

 

1957, çурла, 31.

Браконьер


Сунарçă эп. Браконьерсем

Манран хăраççĕ. Çаратаççĕ

Вăрмансене çак ирсĕрсем,

Чĕрчунсене персе тытаççĕ.

Вĕсен тĕллевĕ — аш-какай,

Мулкач тытса çини — моралĕ.

Çакна пулах пуль эп пĕрмай

Путсĕрсемпе вăрçатăп халĕ.

Пĕррехинче çапла, хĕлле,

Каç пуличчен тăман уларĕ.

Тĕттĕмленсен вара — çĕрле

Чӳречерен такам шаккарĕ.

Тухсассăн куртăм: ку — Йăван,

Юратнă арăмăн пĕр шăллĕ.

Машинпалан Йăван: «Аван!

Уç хапхуна, йысна, пит шăнтăм...»

Çынсем килсессĕн хăнана

Чун-чĕререн эп савăнатăп.

«Часрах кĕр! — терĕм Йăвана, —

Мĕнле çулпа? Епле пурнатăн?»

«Пурнатăп лайăх. «Москвича»

Малтан шала кĕртесчĕ. Тытрăм

Паян эп виçĕ мулкача!

Иртен вара, йысна, пит выçрăм».

Чăнах, куратăп — салонра

Выртать пăшалĕ ун хăяккăн.

Тар çуннă шăршă аякран

Çапать. Выртать мулкачĕ акă

Куç умĕнчех. Вăт ку ача!

Чĕрчун тытма ăста-мĕн! Кулă

Питрен çухалчĕ: мулкача

Шеллемесен этем, мĕн пулĕ?

«Кхе-кхе! Кĕрер çурта, Йăван!»

Малалла

Хĕлле


Майĕпен кунсем кĕскелчĕç,

Вăрăмланчĕç çĕрĕсем.

Шуралса уйсем çĕнелчĕç,

Килсе çитрĕç сивĕсем.

Хирсем тăрăх чупкалаççĕ,

Ăмăртса, çил ачисем.

Мерчен пек йăлтăртатаççĕ

Ӳкнĕ чух юр пĕрчисем.

Шур сухаллă Хĕл мучийĕ

Сăмсана тек чĕпĕтет.

Вĕлтĕр-вĕлтĕр юр пĕрчийĕ

Çăвара вĕçсе кĕрет.

Куккук канмасăр авăтатчĕ


Куккук канмасăр авăтатчĕ

Сип-симĕс тулăх йăлăмра,

Сан куçусем теме сăнатчĕç,

Тăраттăн эсĕ ман умра.

 

Ăшă та лăпкă çурхи каçчĕ,

Çăлтăр сапатчĕ çутине.

Савни килне кĕме васкатчĕ,

Паратчĕ сылтăм аллине.

 

Хумханнипе алли чĕтретчĕ,

Çӳхе тути кулатчĕ ун.

Икĕ кăвак куçĕ пăхатчĕ

Манран ыйтса чăн юрату.

 

Сана савса сăмах эп хушрăм,

Паллашрăм çывăхрах ун чух.

Тен, астăватăн та пуль, тусăм,

Анчах халь эсĕ кунта çук.

 

Шап-шурă, шурă пăрахучĕ

Ока шывне ик еннелле

Сирсе илемлĕн ишсе пычĕ,

Тухайрĕ Атăл çинелле.

 

Пăрахут пек кунсем иртеççĕ,

Вăхăт шăвать, вăхăт иртет.

Çак кунсене эпир манмастпăр,

Тĕл пулусем юлаç пирте.

Петте пулăшу ыйтать


Уроксем пĕтсенех Петте класран пуринчен малтан тухса чупрĕ. Килĕнче те апатланнă хыççăн кăшт çеç ларчĕ. Васкасах пальтине тăхăнчĕ, хура çӳçне якаткаласа шурă кубанкине пуçĕ çине чалăшрах лартрĕ, алăк патне пычĕ.

— Ăçта каятăн? — ыйтрĕ тирĕк-чашăк çуса тăракан амăшĕ.

— Пăр çине кунькипе ярăнма, — терĕ Петте.

— Уроксене хатĕрле-ха, вара кай.

Петте амăшĕ çине хура куçĕпе кăмăлсăрланса пăхса илчĕ.

— Кунĕпе шкулта ларнă хыççăн уçăлмалла та мар-и вара?

— Каях эппин, — килĕшрĕ амăшĕ, — анчах нумай ан çӳре. Аçу района бригадирсен пухăвне кайнă. Эпĕ выльăхсене хупсан клуба лекци итлеме каятăп. Шăллусем каçхине пĕччен ларма хăраççĕ.

— Юрĕ, анне, кăшт ярăнсанах килетĕп.

Петте тухса кайрĕ. Юнашар пӳртĕн кантăкĕнчен шаккарĕ.

— Атя, Михаç, пăр çине ярăнма!

Хапха умне сарă пуçлă ача свитер вĕççĕнех чупса тухрĕ.

— Эпĕ пăр çине халех пыраймастăп. Тамарăна çунашкапа туртса уçăлтарнă хыççăн хăшпĕр уроксене вĕренетĕп, аннене выльăхсене тирпейлеме пулăшатăп, вара — пăр çине!

Михаç шурă çăматăллă урисемпе тăпăртаттарса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Петте пăр çине вĕçтерчĕ.

Малалла

Çăханпа çерçисем


Кайăксен çапла йăла:

Анать персе аяла

Çерçи часах çĕр çине,

Курсан çăхан вĕçнине.

Сассине парать: «Чĕрик!»

Çурăлас пек ун чĕри

Кăкăрта тĕпĕртетет,

Хăраса çерçи чĕтрет.

Çӳлте вĕçнĕ чух çăхан

Хăпараймĕ нихăçан

Çерçи уçă тӳпене.

Лăпчăнсан çеç çĕр çумне

Пурăнайĕ вăл вăрах

Хур курмасăр, лăпкăрах.

Çĕкленсессĕн çӳлелле

Çăхан сăхĕ çĕленле.

Анчах мĕн ку? Çерçисем —

Ĕмĕрхи хăравçăсем,

Ушкăн-ушкăн пĕрлешсе,

Хăвалаççĕ çăхана!

Тарать лешĕ вăрмана.

Кĕрхи çеçке


Асăрхатпăр: хăш чух кĕркунне

Çĕмĕрт-йывăç çурать çеçкине.

Курăнать шуралса инçетрен,

Сĕртĕнет çывăхра вăл питрен.

 

...Юратать çын хăй çамрăк чухне,

Ыталать вăл хитре хĕрсене.

Пурнăç урлă иртсессĕн çулсем,

Чунĕнче ун чакать вут-хĕлхем.

 

Тĕлĕнес мар, анчах, çынсенчен,

Ватăлсан: «Юратап», — тенинчен.

Ăнланар: вĕсен те кĕркунне

Çурнă пуль чунĕсем çеçкине.

«Ĕçре пиçсе тарланă кăкăр...»


Ĕçре пиçсе тарланă кăкăр

Тухасшăн анлă уй-хире:

Ăша уй-хир сассисĕр тăвăр,

Вăл çук-тăк — канăç çук пире.

 

Шăрши те хаклă тăван çĕрĕн,

Йӳç тĕтĕмĕ те — чĕр сипет.

Çавна ăнланнăран-ши чĕррĕн

Хăватланса чĕре сикет?

 

Вăрманĕ, улăхĕ, шыв-шурĕ,

Тĕтрийĕ, пĕлĕчĕ, ăрши —

Йăлтах — çак çĕр çинче мĕн пурĕ —

Тăван çĕршывăмăр ăшши.

 

Тăван çĕрте сукмак та тӳрĕ,

Телей те хĕвелпе пĕрех...

Пĕр ӳркенмесĕр, пырăп, çӳрĕп,

Юратăп хамăрăн çĕре.

«Çăлтăрăн — ялкăшмалла»


Çăлтăрăн — ялкăшмалла.

Сан — мана юратмалла!

 

Хурăнăн — кашламалла.

Сан — мана юратмалла!

 

Шăпчăкăн — юрламалла.

Сан — мана юратмалла!

 

Тинĕсĕн хумханмалла.

Сан — мана юратмалла!

 

Сан — мана юратмалла.

Ман-и? Ман — савăнмалла.

■ Страницăсем: 1... 259 260 261 262 263 264 265 266 267 ... 796

Шухăшсем