Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томЫтла та вăрттăн юратуАсаттесемХĕçпе çурлаХĕрес хывнă хĕвелСар ачапа сарă хĕрХĕллехи каçсенче

Юханшыв арçурийĕ


Элĕк районне кĕрекен Мăн Этмен ялĕпе юнашар Выла шывĕ шăнкăртатса юхса выртать. Шывĕ янкăр тăрă, пулăсем ишсе çӳрени таçтанах курăнать. Юхан шыв хĕррипе çирĕк тата йăмра йывăççисем мăнаçлăн кашласа лараççĕ. Тарăнрах лакăмсенче ачасем шыва та кĕреççĕ. Ялти хĕрарăмсем çунă япаласене чӳхеме те çак юхан шыв хĕрнех утаççĕ. Çывăхрах кĕтӳ те пăхаççĕ, сурăххисене Выла шывĕнчех шăвараççĕ

Каç. Таврара шăп. Выла шăнкăртатса юхни çеç илтĕнет. Шыв шăппăн, васкамасăр юхать. Вăл сăпка юрри юрлать тейĕн. Ял çийĕпе çăлтăрсем пытанмалла выляççĕ. Çакна уйăх курчĕ те вĕсене сăнама, каçăн шăплăхне хураллама тухрĕ. Тĕлĕрет çуллахи лăпкă каç, лăпкăн сывлать вăл. Каçăн лăпкăлăхĕпе илемлĕхне ытараймасăр Кĕтерук та урама тухса ларчĕ. Ĕмĕтленме, малашлăх çинчен шухăшлама юратать вăл. Иртнине аса илме те манмасть. Шухăшăн çăмхине сӳтсе ларнă чухне ун патне ачаран пĕрле ӳснĕ хĕр-тантăшĕ Пăраски пырса тăчĕ, Пăраскипе юнашар майлашăнса ларчĕ, сăмах пуçарчĕ:

— Тусăм, мĕншĕн ĕнер вăййа тухмарăн?

— Май пулмарĕ.

— Сан савни текенни тухнăччĕ унта. Питĕ cалху çӳрерĕ, сансăр тунсăхларĕ пулас.

Малалла

Чирлĕ юман


«Çирĕп йывăç — юман» —

Тенине шав илтетпĕр.

«Урăх шухăш пур ман

Кун пирки», — тетĕп эпĕ.

 

Мĕншĕн халь юмансем

Пин-пиншерĕн хăраççĕ?

Хуп-хуран вăрмансем

Инçетрен курăнаççĕ.

 

Ку чухне вăрманта

Чакака та кураймăн.

Çук пакша та унта,

Шур мулкач асăрхаймăн.

 

Ĕлĕкрех ялсенче

Чĕкеçсем курнă эсĕр.

Халь вара çут тĕнче

Тăчĕ юлчĕ вĕсемсĕр.

 

Экологи йĕрки

Мĕн иккен эпĕр маннă.

Ĕнтĕ çавăн пирки

Чирĕ йывăр юманăн.

 

Удобрени хире

Хĕлĕн-çăвăн тăкатпăр.

Химикат та çĕре

Купипех купалатпăр.

 

Çын çиес тырпула

Имçамлатпăр пĕрмайăн.

Пĕр çавна çеç пула

Çук хирте тĕрлĕ кайăк.

 

Чарăнусăр тăксан

Химикат, удобрени,

Тăрса юлмĕ вăрман,

Хытă чул та тĕпренĕ.

Çурхи ĕçсем


Васкаса ĕçе утатăп,

Таврăнатăп е ĕçрен.

Ăнсăртран, ак, асăрхатăп:

Çеçкине çурать сирень!

Чарăнса, анчах, тăмашкăн

Вăхăт çук ун умĕнче!

Пур сăлтавĕ васкамашкăн:

Ĕç хистет мĕнпур енчен!

Ĕç те ĕç пĕр чарăнмасăр

Хăвалать çынна иртен.

Кун иртет асăрхаймасăр

Шур çеçкеллĕ çĕмĕрте.

Сăмсана кĕрсен сасартăк,

Ăнсăртран çеç ун шăрши,

Утмалла васкавлăн мар-тăк,

Чарăнатăн: «Ку мĕн-ши?

Ах, çеçке ку! Курăр эсĕр:

Умра-çутă çуркунне!»

Эпĕ пур, çакна сисмесĕр,

Курман та ун илемне.

Урасем каллех утаççĕ

Малалла. Ĕç хăвалать,

Çуркуннен асамлă каçĕ

Илĕртсен те — каймалла

Ман киле! Унта кĕтет-çке

Выльăх-чĕрлĕх картара.

Сыснисем нăриклетеççĕ.

Типет çĕрĕ пахчара.

Унта тислĕк йăтмалла ман,

Йăранне те тумалла.

Чавмалла çĕрне васкавлăн

Кĕреçе тытса алла.

Мотоблок е трактор хыççăн

Чупмалла алма ана.

Атту тăрăн-юлăн выçă

Лартмасассăн улмуна.

Илеме курмашкăн куçăн

Çук-çке вăхăт ниепле!

Çурхи вăхăт çапла, тусăм:

Чупмалла, ĕлкĕрмелле.

Каçхи çумăр


Кĕмсĕртетрĕ тӳпере. Унтан

Çил шавларĕ, аврĕ йывăçа.

Çапрĕ вăл чӳречерен тан-тан!

Вĕçрĕ çӳлелле çурса каçа.

 

Çиçĕм çиçрĕ васкаса çӳлте,

Шав çĕкленчĕ таврара тепре.

Çавăнтах тем пулчĕ пĕлĕте:

Килчĕ-анчĕ йĕпетсе çĕре.

 

Çумăр çурĕ, ак, курăксене,

Çул çинче пусарчĕ тусана.

Çапрĕ йĕпетсе чӳречене.

Парнелерĕ ырă сулхăна.

 

Сывлăш уçăлчĕ вара тинех,

Пăчă сывлăш сивĕнчĕ кăштах.

Çумăр çурĕ те çине-çине,

Ывăнса вăл чарăнчĕ часах.

 

Кĕç тавралăх ларчĕ шăпланса

Çумăр чарăнсассăн тумлама.

Юлчĕ çеç ун хыççăн тап-таса

Сулхăн сывлăш уççăн сывлама.

«Çутат эс, çăлтăр, йăлтăртат...»


Çутат эс, çăлтăр, йăлтăртат

Телейлĕн, ирĕккĕн, хавассăн.

Ман мар эс. Пурпĕрех çутат.

Сана курсан, ӳсет утасăм.

 

Эп çӳрекен çулсем тавра

Яланхиллех яшсем выляççĕ.

Сăмаххисем вăр-вăр çавра,

Вĕсемшĕн савăк çăлтăр каçĕ.

 

Сăнатăп та — иртеп кулса:

Пĕри теприншĕн евчĕ тейĕн!

Виç пуслăх кĕмĕле авса

Курнасшăн ылтăн-кĕмĕл тенкĕн!

 

А эсĕ, çăлтăрăм, çутат!

Сан çуттупа çынсем киленччĕр.

Çăлтăр çути ирччен кăна,

Эс, çамрăкскер, çавна пĕлсенччĕ.

Кăвакалсемпе шапасем


Кун каç еннелле сулăннă. Кĕтӳ кĕртмен. Эпĕ кăвакалсене Выла шывĕ хĕрне илсе кайрăм. Васкасах утрĕç вĕсем. Шыв хĕрне çитсен савăнсах кайрĕç. Тӳрех шыва чăмрĕç. Çунаттисемпе çатăлтатаççĕ кăна, шывпа сирпĕтмелле выляççĕ тейĕн. Кăвакалсене пысăк савăнăç çитрĕ. Пĕр хушă выляса чунĕсене кантарнă хыççăн манăн кăвакалсене шыв тăрăх тăвалла хăваласа каяс килчĕ. Урари пушмаксене хыврăм та çарран юхан шыва кĕрсе кайрăм. Сасартăк ман урасене темĕнле чĕр чун сĕртĕнсе кайрĕ. Эпĕ хăраса кайрăм, çĕлен пулĕ тесе шари! çухăрса ятăм. Шывран вăшт! кăна сирпĕнсе тухрăм. Кăвакалсем те эп кăшкăрнинчен хăраса пĕр çĕрелле пухăнса тăчĕç. Хам çавах кăвакалсене шыв тăрăх çӳлелле хăвалатăп. Нумаях та каяймарăмăр шывра тем ларнине асăрхарăм. Мĕнле чĕр чун пулнине пĕлес тесе ун патне çывхартăм. Шапа иккен. Пуçри карттуса хывса илтĕм те шапана кап! ярса тытрăм. Карттус айккинчен кăшт сывлăш кĕтĕр тесе уçса патăм. Çав вăхăтрах ман шапа шыва чăмпăлт! турĕ. Шыв пăтранчĕ. Шапана ăçталла кайнине курса та юлаймарăм. Çав хушăра мана кăвакалсем аса килчĕç. Ăçтарахра ишĕлтетеççĕ-ши тесе шыв тăрăх тăвалла тинкерсе пăхрăм. Вĕсем инçех каяйман, анчах темшĕн киле май çаврăннă, хăйсем темĕн тăрăшсах ĕçлеççĕ. Вĕсем патне васкарăм. Шапана ярса тытнă та кашни хайпăр хăй еннелле туртаççĕ: икĕ кăвакалĕ шапан пĕрер пĕççинчен, тепри — пуçĕнчен, ыттисем ăçтан кирлĕ унтан туллаççĕ кăна. «Эй! эсреметсем, мĕн хăтланатăр эсир унта? Шапа та сирĕн пек чер чунах вĕт? Унăн та пурăнас килет», — терĕм эпĕ. Ман сасса илтсе пĕр кăвакалĕ шапана кап! турĕ те — çăтса та ячĕ. Çапла шапа çухалчĕ. Хыççăн кăвакалсем çăвăнса тасалчĕç те вĕсене киле каясси пирки систертĕм. Пĕр кăвакал амийĕ ман пата пычĕ те: «Эпир киле веçсе каятпăр. Лар ман çине, вара часах çитĕпĕр? , терĕ». Эпĕ ним тăхтаса тăмасăрах хăпарса лартăм та Выла шывĕпе сыв пуллашса килелле вĕçтертĕмĕр. Пирĕн хыççăн ыттисем те вĕçсе пычĕç. Çапла вара киле туххăмрах çитрĕмĕр.

Типеççĕ юмансем


Каш! кашласа лараççĕ вăрмансем,

Илемлĕ те хитре ялан вĕсем.

Анчах паян типеççĕ юмансем,

Пĕр çулçăсăр вĕсен турачĕсем.

 

Çакна курсан ман чунăм хурланать,

Нимпе пулăшайманшăн юмана.

Шăтса вăл тухнă пин çул пурăнма,

Анчах пуçланă вăхăтсăр хăрма.

 

Шăваççĕ пĕлĕтсем çӳл тӳпере,

Сенкер тӳпе тĕсне тĕксĕмлетсе.

Вăрманăн симĕсне çав евĕрех

Тĕксĕмлетеççĕ типнĕ юмансем.

Шторм


Пĕлĕтсем, татăлса ӳкес пек,

Васкамасăр аяллăн шăваççĕ.

Чарăнмасăр, вĕсем кунĕпе

Çумăрне лăстăр-лăстăр тăкаççĕ.

Явăнать çавраçил шăхăрса

Йĕпе çĕр çийĕпе айĕн-çийĕн.

Шавлă тăвăл килет тулхăрса

Тинĕсрен. Çиçсе илчĕ, ав, çиçĕм.

Шыв çинче тĕксĕмленчĕç хумсем,

Çырана тапăнма вăй шырарĕç.

Кăпăкланчĕç хумсен умĕсем,

Килсе çапрĕç çĕре харăс-харăс.

Пăтранать çĕрпе тинĕс çинче

Сивĕ тăвăл, ак халь, шывпа хутăш.

Таврана вут сапса куçĕнчен,

Ӳхĕрет хум çинче шурă вутăш.

Çутçанталăк урса ахăрать.

Шторм шавлать, пĕр самант чарăнмасăр...

Анчах, пурпĕр пырать пĕр карап

Хумсем çийĕн, нимрен хăрамасăр.

«Эс мĕнле пурăнатăн-ши мансăр...»


Эс мĕнле пурăнатăн-ши мансăр,

Çамрăк чух юрату чĕртнĕ чун?

Эс пĕлесчĕ: мана та пит кансĕр,

Сан çинчен шухăш ман кашни кун.

 

Шухăшпа сан патна эп çитетĕп,

Ачашлатăп кăлкан çӳçӳнтен.

Ку вăл ĕмĕт кăна. Эп пĕлетĕп

Уйрăлса эсĕ кайнă пиртен.

 

Ку ман ĕмĕт пустуй, эс пĕлетĕн,

Тек кураймăп сана нихăçан.

Пурпĕрех паян кун та чĕртетĕн

Эс манра çĕнĕ вут-хĕм, тăван.

 

02.02.2007.

«Хĕл сиввинчен тарса, кунсем вăрăмланаççĕ...»


Хĕл сиввинчен тарса, кунсем вăрăмланаççĕ,

Хĕл тексĕмĕ, йĕрсе, сирет хăй чаршавне.

Çуркуннене кĕтсе, çынсем маттурланаççĕ,

Шур юр витет шур кĕмĕл хăй çине.

 

Хĕвел те чĕнтĕрне çӳлте çыхма пуçларĕ,

Çерçи те, савăнса, ташлать сукмак çинче.

Шап-шурă кăвакарчăн кулюклатма пуçларĕ,

Савантарать ăна хĕвеллĕ çут тĕнче.

 

Хĕвелшĕн савăнса, тапать чĕре те манăн,

Чунра чăнах та ăшă туйăмсем.

Килес çуркуннене кĕтсе те саламланăн,

Таçтан вĕçсе килеççĕ çĕнĕ сăвăсем.

 

01.02.2007.

■ Страницăсем: 1... 263 264 265 266 267 268 269 270 271 ... 796