Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Икĕ пайлă лирикăллă комеди
Комедири çынсем:
Тамара — 22 çулхи хитре хĕр.
Анук — Тамара амăшĕ, 40 çулта.
Микка — 60 çулта, колхозник.
Альтук — 58 çулта, Микка арăмĕ.
Петĕр, Петр николайчă — вĕсен ывăлĕ, 25 çулта.
Настя — вĕсен хĕрĕ — 18 çулта.
Сантăр — колхозри шофер, 24 çулта.
Лена — колхоз кассирĕ, 23 çулта.
Уçтук — Лена амăшĕ, 40 çулта.
Мирун — 46 çулта, колхоз завхозĕ.
Ваççа — клуб заведующийĕ.
Хĕрарăм — 38 çулта.
Ĕç халь вăхăтра пулса иртет.
 Коля Корчакова, сăвă-юрă ăстине
Ан юрласам, пике, çумра
Салхуллă Грузи юррине эс...
А.С. Пушкин
Юрла, юрла хавас саспа,
Маттур салтак пек хаклă тусăм!
Эс каясла, эп — каясла
Утатпăр пусăм хыççăн пусăм.
Сассу янравлă та таса —
Пайтах сар хĕр асне хăварĕ.
Ăсатĕ-ха хапха уçсах
Пире Асанкасси тутарĕ...
Юрла, яш тусăмçăм, юрла!
Сан сăввупа чуна ăнланăп.
Çыран тулли Пасна урлах
Янравлă сассăна тăнлатăп.
Мĕн пӳрнĕ-ши пире унта?
Шыв леш енче мĕнле килпет-ши?
Кайма тивет пире кунтан
Салтак пек çаврăнса килмешкĕн...
15, юпа, 1963.
Пăчăрлă Пашьел.
 Ӳкĕтлесе ăрăслама та,
Пуçа пĕксе тархаслама та
Çитмест ни ăсăм, ни пĕлӳ.
Читлĕх чĕппи пекех туятăп.
Ăш пиçнĕ кайăкла куматăп.
Пуçăм тулли — пин тĕмсĕлӳ!
Темскер çитменĕ, тем асапĕ,
Çул тĕлсĕрри, чун хĕсĕрри,
Аваллăх ăрăмĕ — тĕрри...
Ăрăсласа ӳкĕтлеме те,
Пуçа усма та эп пĕлместĕп —
Айван-çке пуçăм мĕн тери!
1963, 9, юпа.
Пăчăрлă Пашьел.
Халь мĕн калам сана, айван тăванăм,
Халь сĕн сунам сана, ыр çын, пичче?
Санпа эп ай мĕн чухлĕ муталаннă
Çак вăрăм пурнăç урлăш-тăршшĕнче!
Вĕл-вĕл вĕçет те сарă-хăмăр çулçă
Çавăрăнса ӳкет хура çĕре.
Çапла-çке улшăнуллă тĕнчере:
«Чăнах та ĕмĕт çитрĕ, ĕмĕт тулчĕ,
Мĕскер шутланă — пурте-пурте пулчĕ»
Теекенсем сайра-хутра пĕрре.
Шуса килсессĕн анăçран сар пĕлĕт,
Сив пăр та, ăшă çумăр та сапать...
Мĕскер ăрăмлама-ши ĕнтĕ пĕлĕп —
Ăш-чик вăркать-çке, вут ăша хыпать,
Чĕрем те, атнă ут, ылмаш тапать.
Халь тем калас ĕнтĕ сана, тăванăм,
Халь тем тесе вăрçас сана, пиччем.
Тем тĕрлĕ путсĕр-нĕрсĕр хушшинче
Мĕне кура санпа эп муталаннă —
Çĕмрен пек харсăр ĕмĕт вĕçевне,
Мана турăсемех пилленине,
Мĕн-ма час-час эп суккăррăн тăлланă?
Эп хирĕç тăнă вăрă-хурахпа,
Эп татăк çăкăр панă кĕлмĕçе те.
Ларса калаçнă тăп-тăр ухмахпа,
Ак халь ăсчахсемпе сим-пыл ĕçетĕп.
Таса пирĕштисем пек пикесем те
Малалла
Шăп. Нимĕн те чĕнмест киленĕçлĕ тĕнче:
Сенкер те ылтăн çил вăркăштарать тавралăх.
Кăтра пуçне тайса тем шухăшлать туйралăх.
Юхмасть пекех Çавал хăвалăх хӳттинче.
Ытарлă тăплăхра, ăс-хавалне пытарнăн,
Ĕшеннĕ Улăпла сăртсем канмашкăн ларнă.
Вуншар çиппе тĕртсе тĕрленĕ пек ката:
Сарри те симĕсси, шур кĕмĕл, йĕс те пăхăр,
Ахахĕ те ĕнчи... Туссем, курсамăр, пăхăр —
Мĕн пурĕ ылмашса, çиçсе тăрать кунта!
Асамлă сăрăсем, тĕлĕнмелле ӳкерчĕк —
Çак мар-и çут тĕнчен чи сулăмлă кĕтречĕ!
Шур пĕлĕт ластăкки — мăнаçлă тӳпере.
Пĕчченçĕ çул çӳрен... ăçта выртать ун çулĕ?
Тен, тĕрĕслĕх çĕрне çитме вăл тухнă пулĕ.
Ку ĕнтĕ — ĕмĕрхи. Çав астарать пире.
Çын ăсĕпе чунне çавах-çке кунĕн-çĕрĕн
Тек малалла туртать, чĕнет хистевлĕн, чĕррĕн.
Пуçламăшĕ таçта. Вĕçне те пĕлме çук.
Вĕçет пек тем пĕрмай, анчах та çук вĕçни те.
Йăл çутă сăрхăнать черчен сенкерлĕх витĕр,
Ни кулă янрамасть, ни пăшăл калаçу...
Тăрна картийĕ пек, çунатлă та салху кăшт,
Малалла
 1
Юра çиекен çурхи çил хĕвел ансанах хускалчĕ те пĕр самант та лăплана пĕлмерĕ, нарăс уйăх хыççăн та чаксах кайман сивĕ хĕл тĕнчине çиленнĕ пек хирсенче тулашса çӳрерĕ, ялти йывăç тăррисене силлерĕ, вĕсен кĕленчерен тунă пек янраса тăракан турачĕсене чăнкăртаттарса тăчĕ. Çĕрле хура пĕлĕтсем тулса çитмен уйăха хуплаççĕ, уйăхĕ хăрах мăйракипе те пулин хура пĕлĕте шăтарса çĕре çутатма ирĕке тухать — хура пĕлĕтсем явăнса иртсе каяççĕ, вĕсен вырăнне урăх пĕлĕтсем пырса çитеççĕ, каллех уйăхпа выляма тытăнаççĕ.
Йĕлмекасси тахçанах ыйха кайнă. Ял варринчи хурал пӳрчĕн тăваткал кантăкĕнче анчах çутă пур. Вулăсра шавлă съезд пулса иртнĕ хыççăн ял Совечĕ суйланă, председателе Хĕр-Ваçкана лартнă, çыру ĕçне илсе пыма Уçкана уйăрнă, вак-тĕвек суту тăвать пулин те, Совет членне Антун кĕрсе кайнă. Вĕсем виççĕшĕ, халăх саланса кайсан, табак туртса тултарнă, йӳçĕ тĕтĕм шăрши сĕвĕрĕлсе пĕтмен, пушанса юлнă хурал пӳртĕнче заседани ирттерме юлнă. Пĕрремĕш заседани! Хĕр-Ваçка ялта кунĕпе чупса та, кунта ларса та ывăннă, урай хăмисене йывăç урипе таккаса çӳрет, сĕтел хушшинче ларакан Уçка умне пыра-пыра тăрать. Антун сак çине тăсăлса выртнă, пĕр аллине пуç айне хунă.
Малалла
 Темĕн чухлĕ юрламан ман юрă
Чĕрере, савни пек, пурăнать.
Хăшĕ вĕсенчен çут тĕнче курĕ,
Хăшĕ юрланмасăр пытанать.
Вĕсенчен чылайăшĕ хаваслă,
Тунсăхли те, тусăм, сахал мар.
Хурлăхлă юрри калать: «Эп — аслă!
Чи малтан мана, тет, асăнар!»
Мĕншĕн-ха çапла хаваслă юрă
Пытанать, ав, ыттисем хыçне.
Çумăр евĕр тунсăх юрри çурĕ
Тасатас тесе çын хуйхине.
Хурлăхли вара, чăнах та, аслă,
Итлемест нихçан та никама,
Чĕререн тухать тарса каяслăн,
Тăвăл кăларса хуçаланать.
Хурлă юрă мĕншĕн-ха юрлатпăр,
Мĕншĕн макăртатпăр тăвана?
Чăннине паян эпир калатпăр:
Ку юрра юрлать çак самана.
23.03.2007.
 Пасна çинче тĕтреллĕ хум тăрать,
Хырсем çине хĕлхем ӳкет вут айĕн.
Чĕрем шайхуллă, шухăшăм кăра,
Тухса пыратăп, кам мана чарайĕ?
Савни те çук, саваканни те çук,
Çак вăрманта чĕре сури тупаймăн!
Асап вĕçне çурса тăкам ку чух,
Тухса пыратăп, эс мана чараймăн!
1963, 6, юпа.
Асанкасси кăпере.
 Мĕн тери аван çанталăк,
Шет хитре!
Мăн каска, карта та алăк,
Ик витре.
Пĕрене çинче мăнаçлă
Качака,
Мăйраки манирсĕр каçăр,
Çаврака.
Çӳллĕ мар пек хыçри алăк
Кĕперри.
Унта пур-ши темле касмăк
Чĕмери?
Пурте лайăх, пурте ырă,
Тупата!
Эс кĕтсессĕн эпĕ пырăп
Самантах!
1963, ака, 19.
Пăчăрлă Пашьел
Пултăм çăлтăр тĕнчинче,
Кунтан питĕ вăл инçе...
Унта ушкăн вăй вылять:
Куç хупать е куç пăвать.
Ман çăлтăр та унта пур,
Ĕненместĕн, акă, кур:
Вăл мана кăна савать,
Хĕвел пек пулса çунать.
Çăлтăрăн ман ят та пур,
Маншăн халь вăл Çутартур.
Йăлтăр-йăлтăр çутатать,
Мăчлатать те çухалать.
Ак каллех вăл çитрĕ те,
Хăйĕн çине лартрĕ те
Илсе кайрĕ çӳлелле,
Кĕртсе лартрĕ тĕпеле.
«Ку тĕнче ак çутăрах,
Лăпкăрах та ăш ăрах», —
Çăлтăрăм мана калать,
Хăй патне юлма хушать.
«Юлаймастăп эп кунта,
Килех кайăп çĕр хута», —
Терĕм те Çутартура
Тухрăм ансăр пăлтăра.
Вăл текех хирĕçлемерĕ.
— Ĕмĕтӳ сан çиттĕр, — терĕ.
Чĕрене хыптарчĕ вут,
Пехиллерĕ виçĕ хут.
Анса çитрĕм те çĕре,
Тин лăпланчĕ ман чĕре.
Пурăнма кунта та лайăх
Санпала пĕрле чух халăх…
Çăлтăр çунă тӳпере
Пулса куртăм тĕлĕкре.
Ку ман çăлтăр, лешĕ-сан
Вĕсем пурте пĕртăван.
■ Страницăсем: 1... 253 254 255 256 257 258 259 260 261 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...