Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.8 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
Мария Петрова.
Мария Петрова.

Республикӑра «Чӑваш Ен мисӗ – 2026» конкурсӑн финалӗ иртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче пулнӑ.

«Чӑваш Ен мисӗ» ята хальхинче 16 ҫулти Мария Петрова тивӗҫнӗ. Вӑл Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗренет.

«Шупашкар мисӗ» ята Софья Петрова тивӗҫнӗ. Анастасия Окайкина «Чӑваш Енӗн 1-мӗш вице мисӗ» ята илнӗ. Светлана Гурьянова вара «Чӑваш Енӗн 2-мӗш вице-мисӗ» ята тивӗҫнӗ.

 

Культура
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкул пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкул пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Асамат вулавӑсем - 2026» мероприяти иртнӗ. Вӑл Шупашкарти 13-мӗш вӑтам шкулта пулнӑ.

Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен ачасем те хутшӑннӑ. 7-мӗш класра вӗренекен Виктория Козлова тата Ольга Павлова чӑваш чӗлхипе литературин учителӗпе Людмила Кирилловӑпа хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла илемлӗ тумланса кайнӑ. Чӑваш поэчӗпе тӗл пулни ачасемшӗн чӑннипех пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ.

Светлана Васильевна ачасене хӑйӗн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫырас ӑсталӑхӑн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Вӑл хӑйӗн сӑввисене илемлӗ вуланине ачасем ҫӑвара шыв сыпнӑн итлесе ларнӑ.

Светлана Асамат ачасен ыйтӑвӗсене те кӑмӑлтан хуравланӑ. Вӗсем вара тем пирки те ыйтса пӗлме ӑнтӑлнӑ.

 

Культура
«Варкӑш» ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Варкӑш» ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» клубӗнче «Нарпике ӑраскалӗ» романа сӳтсе явнӑ.

Кӗнеке авторӗ — Валентина Кириллова (литературӑри псевдонимӗ – Тимӗр Алюш Вали). Роман пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.

Романта автор 1900-2023 ҫулсенчи пурнӑҫа ҫутатса панӑ. Кӗнекери тӗп сӑнар – Нарпике. Хӗр туслӑ та нумай ачаллӑ, ҫирӗп ҫӗмьере ҫуралса ӳснӗ. Тӑван яла юратаканскер агронома вӗренсе тухать. Анчах ӑна телей курма пӳрет-и-ха?

Сӑмах май каласан, автор пурнӑҫра мӗн пулса иртнине кунсерен дневника ҫырса пырать иккен. Кайран ун тӑрӑх ӑна ҫырма ҫӑмӑл.

Кӗнекене хаклама писательсем, журналистсем, учительсем тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем пурте тенӗ пекех романа ырласа та мухтаса каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_3360
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри ансамбль Екатеринбургри фестивале хутшӑнса 2 млн тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах — Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Парне» халӑх фольклор ансамблӗ пирки.

Фестивале Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи 16 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем куракансене тӗрлӗ халӑх юрри-ташшипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ.

Жюри пайташӗсем «Парне» ансамбле грант пама йышӑннӑ. Артистсем каланӑ тӑрӑх, ку укҫапа вӗсем сцена ҫине тухмалли тум ҫӗлӗҫ, музыка инструменчӗсем тата тӗрлӗ реквизит туянӗҫ. Ҫавӑн пекех ку грант вӗсесне Чӑваш Енри округсене тата Раҫҫейри регионсене тухса ҫӳреме пулӑшӗ.

Сӑмах май, Шупашкарти ансамбль фестивалӗн гала-концертне хутшӑнӗ. Вӑл кӑҫал кӗркунне Мускавра иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_18544
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре 10 культура ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун валли 28,5 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Ку укҫапа пысӑках мар ялсенче культура ҫурчӗсене аталанма пулӑшӗҫ: Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай округӗнче культура ҫурчӗсем пулӗҫ.

Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем туянӗҫ, сӗтел-пукана ҫӗнетӗҫ, юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Ҫакна йӑлтах куракансемшӗн тата пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн хӑтлӑ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18345
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Черетлӗ театр сезонне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫеҫ вӗҫлӗ.

Кӑҫалхи ҫулла артистсем «Боспорские агоны» пӗтӗм тӗнчери авалхи ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшӑнӗҫ. Унта вӗсем Чингиз Айтамтов пьесипе лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартӗҫ. Крымри куракансем чӑваш театрӗн ӗҫне утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кайса курайӗҫ. Эпос драмине унччен театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӗнче «Чи лайӑх спектакль» тесе йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл патриотла спектакльсен «Za жизнь» IV пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗнче те палӑрнӑ.

Ҫурла уйӑхӗнче артистсем Мускавра иртекен «Территория будущего» форум-фестивале хутшӑнӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 5 тата 9-мӗшӗсенче вӗсем «Нарспи» спектакль сыпӑкне «Зарядье» паркра кӑтартӗҫ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян ирхине Вӑрмар поселокне «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ҫитсе чарӑннӑ. Вӑл килесси пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. .

Вӑрмарта «Ҫӗнтерӳ пуйӑсне» курма станцире ҫӗр-ҫӗр ҫын пухӑннӑ. Ку йышра ачасем те, аслисем те пулнӑ.

Пуйӑсри курав пуян: тӗнчипе паллӑ «Катюша» тата «Т-34» танк, ГАЗ-76Б джип, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи экспозицисем. Паян Вӑрмар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем салтак пӑтти те ҫинӗ.

Аса илтерер: «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухнӑ. Маршрутра пӗтӗмпе – 29 станци, пӗри – Вӑрмарта. Унта вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра ҫитнӗ. Вӑрмарта вӑл 40 минут тӑнӑ.

Пуйӑс маршрута ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чулхуларах вӗҫлӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Чӑваш Енре пилӗк вырӑнта чарӑннӑ: Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш, Шупашкар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_18528
 

Культура
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗҫен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗҫен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри балет артистне нумаях пулмасть тава тивӗҫлӗ ят панӑ.

Кунта сӑмах Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн балет артисчӗ Антон Алимов пирки пырать. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ҫав ята вӑл хореографи ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата пултарулӑхра нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ.

 

Культура

Шупашкарта кӗҫех виҫӗ чӗлхепе кӑларнӑ словарьпе паллаштарӗҫ. Хӑтлава Чӑваш чӗлхи кунне халаллӗҫ.

Кӗнекене кӑларакансем словарь справочник пек кӑна мар, культурӑри ҫулпуҫ пек те пуласса шанаҫҫӗ. Унти сӑмахсене чӑвашла, вырӑсла тата эрменле ӑнлантарнӑ. Эрмен пайне кириллицӑллӑ транскрипципе те ҫырнӑ. Ҫавна май ӑна нумайӑшӗ ӑнланма пултарӗҫ.

Кӗнеке иллюстраци тӗлӗшӗнчен те пуян. Унта Раҫҫей тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи тата Чӑваш халӑх ӳнерҫи Миша Григорян ӳкернӗ 40 яхӑн картина кӗнӗ.

Хӑтлав ЧР Наци вулавӑшӗнче ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулӗ.

 

Культура
«Хыпар - Вести Чувашии» МАХри каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Хыпар - Вести Чувашии» МАХри каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пушкӑртстанра «Ачалӑх тӗнчи» ача пахчисенчи шӑпӑрлансен фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.

«Хыпар - Вести Чувашии» МАХри каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ хулинче Пионерсен керменӗнче йӗркеленӗ, ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Пушкӑртстанри пысӑк та туслӑ ҫемье ҫулталӑкӗсене халалланӑ.

Уява хула администрацийӗнчен, Ӗпхӳрен, Кармаскалӑ районӗнчен хӑнасем пырса ҫитнӗ.

«Конкурса хутшӑнакансем чӑваш наци костюмӗсемпе паллаштарса вӗсем ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех сӑвӑ-юрӑ янӑранӑ. Фойере вара ача-пӑча учрежденийӗсем хатӗрленӗ тӗлӗнмелле курав иртнӗ. Садиксемпе пӗрле Ҫтерлӗ районӗнчен ҫитнӗ Ольга Патраева пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсене кӑтартнӑ. Авӑркас районӗнчен килсе ҫитнӗ Ефимовсен ҫемьи пурне те тӗлӗнтернӗ», — пӗлтернӗ эпир маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.

Канала ҫырӑнас

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ...467
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть