Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.2 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев радиора ӗҫлекенсене професси уявӗпе республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче саламланӑ.

«Чӑваш Ен кӑҫал радиохыпарлавӑн ҫӗр ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Шӑпах пӗр ӗмӗр каялла, 1926 ҫулта, Шупашкарта пӗрремӗш хут чӑвашла радиокӑларӑм эфира тухнӑ. Унтанпа отрасль калама ҫук пысӑк ҫул утса тухнӑ – ҫирӗм точкӑллӑ пӗрремӗш радиоузелран пуҫласа хальхи вӑхӑтри цифра хыпарлавӗ таран», — тенӗ унта.

Олег Николаев Чӑваш радиовӗн кун-ҫулне пуҫарса яракансене тата ӑна пуянлатса пынӑ ҫынсене ӑшшӑн аса илнине палӑртса хӑварнӑ. Шӑпах вӗсем республикӑра пурӑнакансене ентешсен ӗҫри паттӑрлӑхӗ тата Андриян Николаевӑн легендарлӑ уҫлӑхри вӗҫевӗ ҫинчен каласа панӑ. «Сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗре пула пирӗн чӑваш литературипе музыкин классикӗсен сассисен хаксӑр «ылтӑн фончӗ» пур», — тенӗ Элтепер.

Хуласемпе ялсенче тата республика тулашӗнче пурӑнакан ҫӗршер пин итлекен валли «Чӑваш Ен – Раҫҫей радиовӗ», «Чӑваш Ен наци радиовӗ» тата «Тӑван радио» йӑлана кӗнӗ пекех эфира икӗ чӗлхепе тухнине те асӑнса хӑварнӑ.

 

Культура
МАХри "Хыпар-Вести Чувашии" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри "Хыпар-Вести Чувашии" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

«А зори здесь тихие» спектакле чӑвашла кӑтартӗҫ (16+). Кун пирки МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.

Спектакле ыран, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче кӑтартӗҫ. Ӑна И.С. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ Чӑваш халӑх театрӗн артисчӗсем лартӗҫ.

Спектакль Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи саманинчи ҫамрӑксен пурнӑҫне сӑнласа парать. Ҫамрӑк хӗрсем: Рита, Женя, Лиза, Галя, Соня – алла пӑшал тытаҫҫӗ, Васков старшина ертсе пынипе нимӗҫ диверсанчӗсене хирӗҫ тӑраҫҫӗ, вилӗмрен хӑрамасӑр ҫапӑҫаҫҫӗ.

«Ку спектаклӗн хӑйне евӗрлӗхӗсенчен пӗри – ӑна чӑвашла лартни. Ун пеккине кашни кун кураймӑн. Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кӑтартни те пӗлтерӗшлӗ», — пӗлтернӗ маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫра.

Спектакль 14 сехетре пуҫланӗ.

 

Культура
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Классика музыкине юратакансем валли Шупашкарта чаплӑ концерт пулӗ.

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.И. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Хусанти артистсем концерт лартса парӗҫ. Вӗсем — Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи Александр Протасов профессор класӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем.

Концертпа Шупашкара Семён Леонтьев, Кирилл Иванов тата Данила Беспалов музыкантсем килӗҫ.

Музыка каҫне концертмейстер тата ертӳҫӗ пулса Ангелина Рассказова йӗркелесе ертсе пырӗ.

Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Программа илемлӗ хайлавсенчен тӑрӗ.

 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Василий Дмитриев (Мӗтри Ваҫлейӗ) (10.05.1906-29.08.1977) физиолог, биологи наукисен кандидачӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ.

Вӑл Етӗрне уесӗнчи (халӗ Красноармейски районнее кӗрет) Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти педагогика техникумӗнчен, Н.К. Крупская ячӗллӗ Коммунистсен воспитанийӗн академийӗнчен, Ленинградри медицина институтӗнчен, В.М. Бехтерев ячӗллӗ институтри аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ.

1947-1950 ҫулсенче И.П. Павлов ячӗллӗ Ленинградри медицина институтӗнче преподавательте, 1950-1958 ҫулсенче Ленинградри педиатри медицина институтӗнче ӗҫленӗ. 1960-1964 ҫулсенче Ленинградри радиаци гигиенин наукӑпа ӑслӑлӑх институтӗнче ӗҫленӗ.

Физиологипе гигиена енӗпе 40 ытла аҫлӑлӑх ӗҫе ҫырнӑ. Вӑл пуҫ мимипе нерв тытӑмне тӗпченӗ, унӑн ӗҫӗсем ГДРта, Чехословакире, Болгаринче тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра пичетленсе тухнӑ.

Чӑвашла сӑвӑсем, калавсем тата очерксем те ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall111960967_2838
 

Культура
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра «Вӑрҫӑ ҫулӑмӗпе ҫирӗпленнӗ вальс кӗвви…» лекци-концерт иртнӗ.

Мероприятие вулавӑшри «Туссен тӗл пулӑвӗ» клубра йӗркеленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗ Светлана Гурьева «На сопках Маньчжурии» (И. Шатров), «Амурские волны» (М. Кюсс), «Березка» (Е. Дрейзин) вальссем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫырнӑ тата кӗвӗленӗ «Играй, мой баян», «В лесу прифронтовом», «В землянке», «Моя любимая», «Синий платочек», «Случайный вальс» юрӑсем пирки те вӑл кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ.

Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа исккуство тата литература пӗрлӗхӗн правлени председателӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн яваплӑ секретарӗ Виталий Михайлов «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑтлав пурин те кӑмӑлне те кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall111960967_2839
 

Культура
Екатерина Ворошилова усӑ курма ирӗк панӑ сӑнӳккерчӗк
Екатерина Ворошилова усӑ курма ирӗк панӑ сӑнӳккерчӗк

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта музыка ертӳҫи пулса тӑрӑшакан Екатерина Ворошилова телепроект кастингне хутшӑннӑ.

Екатерина Владимировна «Раҫҫей 1» каналпа кӑтартакан «Ну-ка, все вместе!» кӑларӑма хутшӑнас тенӗ.

Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, малтан унта заявка памалла пулнӑ, паян унӑн Хусанта иртнӗ кастинга хутшӑнма тивнӗ.

Телекӑларӑма Николай Басков ертсе пырать, жюри ертӳҫи — Сергей Лазарев.

Шупашкар пикин иккӗмӗш тапхӑр витӗр тухма май килмен пулин те вӑл пӗртте пӑшӑрханса ӳкмен. «Ку маншӑн паха опыт пулчӗ. Ун пек проекта хутшӑнас тесен мӗн шута илмеллине малашне пӗлӗп», — хавхаланса таврӑннӑ пике.

Екатерина Владимировна куҫӗ начар курсан та алӑ ӗҫӗпе те аппаланса чунне уҫать.

 

Культура

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Константин Ивановӑн хайлавӗсене илемлӗ вулассипе республика шайӗнче конкурс ирттерет.

Ӑна классик ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса 4 ӳсӗм категорипе ирттереҫҫӗ: 1-5-мӗш классем, 6-8-мӗш классем, 9-11-мӗш классем тата студентсемпе аслисем. Унта хутшӑнакансен Константин Ивановӑн хайлавне е хӑйсем ун пирки ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуламалла: 2-5 минут.

Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чыслаҫҫӗ.

Конкурс пирки тӗплӗнрех Чӑваш патшалӑх драма театрӗн сайтӗнче пӗлме пулать.

 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ итлев ирттерет.

Ҫавна май унта чӑвашла лайӑх пӗлекен ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслесе пӑхма йыхравлаҫҫӗ. Мӗн туса кӑтартмалла-ха? Юрласа, сӑвӑ, монолог тата юптару каласа кӑтартмалла.

Итлеве курсӑн илемлӗх ертӳҫи, «Петр Фоменко местерскойӗ» театрӑн актерӗ тата режиссерӗ Юрий Титов ирттерӗ.

Актер пулас килет-и? Апла итлеве васкӑр! Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 (8352) 62-02-21.

Институтра вӗренӳ авӑнӑн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. Тӑватӑ ҫул вӗренмелле пулӗ. Чӑваш Ен студентсене стипенди тӳлесе тӑрӗ, общежитире вырӑнпа тивӗҫтерӗ. Диплом илсен артистсем Чӑваш патшалӑх драма театрне ӗҫлеме таврӑнӗҫ.

 

Культура

«Улӑп-2026: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» XIV-мӗш вӑйӑ-конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине халалланӑ.

Вӑйӑ-конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи — Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ (ертӳҫи — Иван Прокопьев) йӗркеленӗ.

Конкурса пурӗ 1313 вӗрентекенпе шкул ачи хутшӑннӑ. Унта Красноармейски, Вӑрнар, Комсомольски, Канаш, Шупашкар, Тӑвай, Вӑрмар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Элӗк, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсем тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисем хастар пулнӑ. Тутар Республикин Кив Саврӑш тата Альшик шкулӗсем хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_2813
 

Культура
Мария Петрова.
Мария Петрова.

Республикӑра «Чӑваш Ен мисӗ – 2026» конкурсӑн финалӗ иртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче пулнӑ.

«Чӑваш Ен мисӗ» ята хальхинче 16 ҫулти Мария Петрова тивӗҫнӗ. Вӑл Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗренет.

«Шупашкар мисӗ» ята Софья Петрова тивӗҫнӗ. Анастасия Окайкина «Чӑваш Енӗн 1-мӗш вице мисӗ» ята илнӗ. Светлана Гурьянова вара «Чӑваш Енӗн 2-мӗш вице-мисӗ» ята тивӗҫнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...464
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ