Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Мари Эл Республикинчи ӳнерҫӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл «Пӗрлӗх – тӗрлӗлӗхре» (выр. «Единство в многообразии») ятлӑ.

Экспозицире пӗтӗмпе 50 ӗҫ пулӗ. Вӗсене профессионал ӳнерҫӗсем кӑна мар, Мари Элти ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗнчи ҫамрӑк авторсем те ӳкернӗ. Курава килнисем классика живопиҫне тата графикине, иконопиҫе, наци тӗррин япалисене те курма пултарӗҫ.

Курав ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14 сехетре официаллӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. «Киҫтӗк тата сӑрӑ пулӑшнипе пирӗн пӗрлехи ҫӗнӗ культура диалогӗ ҫуралать, регионсен тата нацисен хушшинчи ҫыхӑну ҫирӗпленет», – тенӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн директорӗ Сергей Иванов.

Пурне те курава хапӑлласах кӗтеҫҫӗ!

 

Культура
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑличчен пӗр уйӑхран та сахалрах юлнӑ. Унччен вара театр ырӑ улшӑнусемпе паллаштарнӑ – вӗсен йыш хушӑннӑ.

Балета, опера солисчӗсен ретне тата музыкантсен оркестрне ҫамрӑк артистсем килнӗ. Улшӑну ытларах – балет труппинче. Театра пӗтӗмпе 10 артист ӗҫлеме килнӗ. Вӗсем Ваганов академийӗнчен, Пермьри тата Екатеринбургри хореографи училищисенчен вӗренсе тухнӑ.

Опера труппинче – виҫӗ ҫӗнӗ артист. Пурте ҫӗнӗ тени тӗрӗсех мар-ха. Мефодий Галкин оперӑпа балет театрӗнче унччен ӗҫленӗ, кайран урӑх ҫӗре кайнӑ. Халӗ вара ав таврӑннӑ. Тепӗр икӗ солистка, Эльза Исхакова тата Елена Клочкова, урӑх регионсенчен килнӗ. Никита Удочкин вара икӗ ҫултан тӑван театра таврӑннӑ. Халӗ вӑл – дирижер. Унччен вӑл икӗ ҫул Челепери патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗнче ӗҫленӗ.

Театр тата икӗ солист килессе кӗтет.

 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Улькка Эльменӗн «Ултав» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта ҫыравҫӑн икӗ повеҫӗпе («Ултав», «Тавӑру») икӗ калавӗ («Ваккат», «Ылхансӑр куҫҫуль») икӗ калавӗ кӗнӗ.

Ольга Геннадьевна 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Ярмушкӑри вӑтам шкултан, Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑрнар районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1990 ҫулта районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ, район администрацийӗнче тӗрӗслевпе йӗркелӳ пайӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫленӗ.

Пӗрремӗш сӑввисемпе калавӗсем, повеҫӗсем район хаҫатӗнче ҫапӑннӑ, «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Ҫилҫунат» журналсенче пичетленнӗ. Улькка Эльмен 2002 ҫултанпа Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ.

 

Культура
МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Хыпар» хаҫат «Ҫичӗ халӑх – ҫичӗ ахах» ярӑм пуҫарса янӑ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Роза Власова журналист тытса пырать.

Иртнӗ эрнекунхи номерте калем ӑсти ҫав ярӑмпа черетлӗ статья пичетленӗ. «Пурнӑҫ ҫӳпҫинче мӗн упранать?» ят панӑскерте автор ирҫесемпе мӑкшӑсен йӑли-йӗркипе, культурипе паллаштарнӑ.

Сӑмах май каласан, чӑваш хӗрӗсем мӗн авалтан арчапа качча кайнине эпир пӗлетпӗр-ха. Ирҫе мӑкшӑ хӗрӗсем ҫӳпҫепе качча каяҫҫӗ иккен.

Унсӑр пуҫне «Хыпар» журналисчӗ Мордва Республикине кайсан ирҫесемпе мӑкшӑсем ҫуллӑ, кӑшт тӑварлӑрах, калориллӗ апат ҫиме юратнине пӗлсе таврӑннӑ. Тата унтисем вир кӗрпине кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Ирҫесемпе мӑкшӑсемшӗн вир пӑтти тулӑхлӑх, пуянлӑх палли-мӗн.

 

Культура
МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Питӗрте Чӑваш Ен кунӗ пулассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: асӑннӑ хулари Чӑваш Ен кунӗсене ҫурла уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче ирттерме палӑртса хунӑ.

«Хыпар - Вести Чувашии» канал МАХра пӗлтернӗ тӑрӑх, «мероприятире республикӑн экономикӑри, вӗрентӳри, культурӑри, туризмри, медицинӑри, истори еткерлӗхне упраса хӑварас тата ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлас ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе паллашма пулӗ».

Асӑннӑ ҫӑлкуҫ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хыпарлани тӑрӑх ҫапла ҫырса пӗлтернӗ: «Питӗрпе Чӑваш Ене нумай ҫул туслӑ хутшӑнни, пӗрлехи истори, культура ҫыхӑнӑвӗсем, экономикӑри ҫирӗп партнерлӑх ҫыхӑнтараҫҫӗ. Чӑваш Ен кунӗсен вӑхӑтӗнче экономикӑпа суту-илӳ, наукӑпа техника, социаллӑ тата культура ӗҫтешлӗхӗ тӗлӗшӗпе 2028 ҫулччен ирттермелли мероприятийсен планне алӑ пусса ҫирӗплетӗҫ».

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл «Ҫичӗ аппа» (выр. «Семь сестер») ятлӑ.

Кӗнекене 30 юмах кӗнӗ. Вӗсене И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем каласа кӑтартнӑ. Кӗнекене хатӗрлекенӗ, вырӑсла куҫраканӗ тата литература тӗлӗшӗнчен якатаканӗ – медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Евгений Николаев профессор. Редакторӗ – Ольга Федорова, иллюстрацисем – Алексей Михаловӑн, хуплашкине ӳкерекенӗ – Сергей Орлов, кӗнекене илемлетекенӗ – Екатерина Васильева.

Юмаха каласа панӑ студентӑн ятне-шывне содержанире кӑтартнӑ. Кӗнекене Алжир, Бенгали, Индонези, Йемен, Колумби, Ливан тата ытти халӑх юмахӗсем кӗнӗ. Паллах, чӑваш юмахӗ те пур. Пур хайлав та тӗрӗслӗхе юратма, ӗҫчен пулма, аслисене хисеплеме тата пулӑшма вӗрентеҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш наци телерадикомпанийӗнче ӗҫлекен журналистӑн тата тӗпчевҫӗн Элтияр (чӑн ячӗ Алексей) Александровӑн черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл «Вуникӗ утӑм» ятлӑ.

Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене прозӑллӑ сӑвӑсем кӗнӗ.

Палӑртса хӑварар: пӗлтӗр ҫамрӑк журналистӑн тата тӗпчевҫӗн пӗрремӗш кӗнеки тухнӑ. Вӑл «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» ятлӑ. Ку кӗнеке Мускав хулинче кун ҫути курнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19426
 

Культура

Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программа пурнӑҫа кӗрет. Ӑна аякри ялсене культура ӗҫченӗ пулса ӗҫлеме ярас тесе шухӑшласа кӑларнӑ. Программӑна хутшӑнакансене шалусӑр пуҫне хушма укҫа парса хавхалантараҫҫӗ.

Чӑваш Енре кӑҫал вӑл программӑпа 20 специалиста суйласа илессине пӗлтернӗччӗ.

Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпа ялӗнче Юрий Петухов юрӑҫ ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Петухов — композитор та. Культура сферинче 25 ҫула яхӑн ӗҫлет иккен. «Тайпи» тата «Сударушки» фольклор ансамблӗсене ертсе пырать. Куракансем унӑн пултарулӑхне ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ. Пултаруллӑ арҫын Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче концерт пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-142632677_115210
 

Культура
Леонид Черкесов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Леонид Черкесов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хула кунӗнче дизайнерсен конкурсӗ иртнӗ. Пӗтӗм тӗнчери дизайнер ӑсталӑхӗн тата наци тумӗн I пӗтӗм тӗнчери конкурсне «Этно‑диалог — 2026» ят панӑ. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен ассамблейин Чӑваш Енри уйрӑмӗ йӗркеленӗ.

Конкурса хутшӑнакансем хулари «Пехет» агромаркетра (халӗ чылай мероприятире унта ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ) тӗрлӗ культурӑпа паллаштарма пухӑннӑ.

Дизайнер ӑсталӑхӗн тата наци тумӗн конкурсне Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑх туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Дизайнерсем халӑхӑн пуян эткерлӗхне паянхи кун ыйтнине кура кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.

Чӑваш эрешӗллӗ тум ҫӗлекенсем те ку конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑ.

Пултарулӑх мероприятине юрӑ-ташӑ ӑстисем те илем кӳнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall611349724_13423
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Культура тытӑмӗнче – лайӑх хыпар! Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ.

Театр куракансен ҫӗнӗ спектакльпе савӑнтарнӑ. Сцена ҫинче «История одного чуда» спектакль премьери иртнӗ.

Ку постановкӑра кулленхи ыйтусене ҫӗкленӗ: юрату, шанчӑклӑх темине хускатнӑ тата кирек мӗнле пулсан та асамлӑха ӗненмеллине кӑтартнӑ.

Палӑртса хӑварар: спектакльте тӗп рольсене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Владимир Григорьев, Венера Пайгильдина, Леонид Яргейкин, Чӑваш халӑх артистки Ирина Архипова, театр артисчӗсем Елизавета Лаврова тата Юрий Торговцев выляҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19407
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...474
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть