Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш кӗнеке издательствинче Улькка Эльменӗн «Ултав» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта ҫыравҫӑн икӗ повеҫӗпе («Ултав», «Тавӑру») икӗ калавӗ («Ваккат», «Ылхансӑр куҫҫуль») икӗ калавӗ кӗнӗ.
Ольга Геннадьевна 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Ярмушкӑри вӑтам шкултан, Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑрнар районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1990 ҫулта районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ, район администрацийӗнче тӗрӗслевпе йӗркелӳ пайӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫленӗ.
Пӗрремӗш сӑввисемпе калавӗсем, повеҫӗсем район хаҫатӗнче ҫапӑннӑ, «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Ҫилҫунат» журналсенче пичетленнӗ. Улькка Эльменӗ 2002 ҫултанпа Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ.
