Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.4 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫак хитре сӑнӳкерчӗкре — Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Калкассинчи чарӑну. Ку илеме Станислав Маков ӳнерҫӗ тунӑ. Вӑл ҫак ялта пурӑнать.

Ҫынсем ыйтнипе Станислав Маков чарӑнӑва ӳкерсе хитрелетнӗ. Ку чарӑнуран шкул ачисем автобуспа вӗренме ларса каяҫҫӗ. Ҫавӑнпа Станислав Маков ӳкерчӗксене шкул темипе ҫыхӑнтарнӑ. Унтах «Учись! Мечтай! Твори!» тесе ҫырнӑ.

Шкул ачисем питӗ кӑмӑллӑ. Халӗ автобус кӗтсе тӑма та кӑмӑллӑ.

 

Республикӑра

Асӑрхануллӑрах пулӑр: республикӑра ҫитес кунсенче шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ. Кун пирки Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ.

Ҫу уйӑхӗн 15-19-мӗшӗсенче Шупашкарта сывлӑш температури климат норминчен 7 градус пысӑкрах пулӗ. Ку тапхӑрти норма вара – 12-13 градус ӑшӑ.

Мӗн те пулин сиксе тухсан васкавлӑ оперативлӑ служба номерӗпе шӑнкӑравлӑр: 112.

Аса илтерер: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе республикӑра пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май вӑрман ҫывӑхӗнче тата ытти вырӑнта кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_18772
 

Республикӑра
realty.rbc.ru сайтри сӑн
realty.rbc.ru сайтри сӑн

Елчӗк округӗнче арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑм хӗрӗ умӗнче сӑмахпа хӑртнӑшӑн 10 пин тенкӗ тӳлӗ.

Нумай ачаллӑ амӑшӗ упӑшки пулнӑскер ӑна хӗрӗ умӗнчех сӑмахпа кӳрентернӗ тесе прокуратурӑна кайса заявлени ҫырнӑ. Ведомство административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд ӗҫе пӑхса тухсан арҫынна 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Унтан прокуратура хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ, упӑшки пулнӑскертен 10 пин тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла арҫыннӑн сӑмахпа кӳрентернӗшӗн арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма 10 пин тенкӗ тӳлемелле.

 

Республикӑра
nobl.ru сайтри сӑн
nobl.ru сайтри сӑн

Халӗ Чулхула облаҫне хӑвӑртрах ҫитме пулать – Сӑр урлӑ понтон кӗпере уҫнӑ.

Чулхула правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мамешево – Нават – Ҫӗмӗрле – Чӑваш Ен чикки» автоҫул ҫинче кӗпер урлӑ машинӑсен яма тытӑннӑ. Вӑл кӳршӗ регионти Пильна районне Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле хулипе ҫыхӑнтарать.

Кӗпер тӑршшӗ – 156 метр. Чулхула облаҫне тавран каяс тӑк 120 ҫухрӑм парӑнтармалла. Кӗпер урлӑ вара – 50 ҫухрӑм кӑна.

Палӑртса хӑварар: понтон кӗпере 2024 ҫулта подрядчик юсанӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ поселокӗнчи почтальон Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлет. Вӑл – Алевтина Кирюкова.

Тӗнче тетелӗнче сасӑлав пуҫланнӑ ӗнтӗ. Эппин, Алевтина Кирюковӑшӑн сасӑлар! Сасӑлав ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырать. Ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: vk.com/app7198399_-49069650.

Алевтина Кирюкова почтальонра 3 ҫул ытла ӗҫлет. Вӑл хаҫат-журнал валеҫет кӑна мар, ял ҫыннисем патне апат-ҫимӗҫ те илсе ҫитерет, коммуналлӑ тӑкаксемшӗн те тӳлеме пулӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18435
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн7-мӗшӗнче, Вӑрнар поселокӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫутнӑ.

Ҫулӑма ятарлӑ ҫар операцине мобилизаципе кайнӑ Алексей Павлов чӗртнӗ. Вӑл шӑпах халӗ отпуска килнӗ.

Палӑртса хӑварар: Вӑрнарти Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм республикӑра 16-мӗш пулнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть ҫулӑма Елчӗкре ҫутнӑ. Ҫитес вӑхӑтра Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма Улатӑрта тата Сӗнтӗрвӑрринче ҫутма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-200774676_14607
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Елчӗкре Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм йӑлкӑшма пуҫланӑ. Вӑл республикӑра – 14-мӗш ҫулӑм.

Мероприятие ЧР культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫулӑмӑн пайне Елчӗке Шупашкарти Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑмран илсе ҫитернӗ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм Вӑрнарта, Комсомольскинче, Сӗнтӗрвӑрринче тата Улатӑрта йӑлкӑшма тытӑнӗ.

Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм Раҫҫейри 12 регионта ҫутӑлнӑ.

 

Республикӑра
Пелегейӑн архивӗнчи сӑн
Пелегейӑн архивӗнчи сӑн

Республика кунӗнче Шупашкара Пелагея килӗ. Вырӑс юррисене юрлаканскер Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивалӗн гала-концерчӗ хыҫҫӑн сцена ҫине тухӗ. Концерт Хӗрлӗ тӳремре пулӗ.

Кӑҫал та «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Руҫ ӑстисем» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртӗҫ. Ҫавӑн пекех ытти мероприятисем пулӗҫ.

Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Шупашкар округӗнче иртӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑн тӗп уявне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Татьяна Кортукова килнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикинче инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑнас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Ку паян пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннипе ҫыхӑннӑ.

«Штабра йышӑнусем турӑмӑр, республика пӗлтерӗшлӗ инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑнасси пирки ыйтӑва пӑхса тухатпӑр», — тенӗ республика вице-премьерӗ Сергей Артамонов.

Аса илтерер: паян шкулсене дистанци мелӗпе вӗренме янӑ, Шупашкарта общество транспортне вӑхӑтлӑха ҫӳреме чарнӑ. Халӗ экспертсем тӑкака шутлаҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра 16 ҫын аманни пирки пӗлтереҫҫӗ. Шел те, пӗр ҫын вилнӗ.

 

Республикӑра
МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейскинче «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисемшӗн ӑмӑрту иртнӗ. Старта ҫӑмӑл атлетсем тухнӑ.

МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл атлетсен эстафетине кӑҫал Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Республикинчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

Ӑмӑртӑва садике ҫӳрекенсен, шкул ачисен, предприяти-организацире ӗҫлекенсен, ветерансен пӗрлештернӗ 23 команди хутшӑннӑ.

Спортсменсене Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев, «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакторӗ Валентина Багадерова ӑнӑҫу суннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксемпе, дипломсемпе, медальсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...668
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть