Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫемьсем

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Елчӗкре пурӑнакан Викторовсем пӗрлешнӗренпе 65 ҫул иртнӗ. Ҫак сӑлтавпа вӗсем уяв кӗрекине тӑванӗсемпе пухӑннӑ.

Алексей Аексеевичпа Евдокия Алексеевна ҫемье ҫавӑрсан хӑйсен кил-ҫурчӗ пирки ӗмӗтленнӗ. Ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ – пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӗсем ҫурт хӑпартнӑ. Виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ вӗсем. Халӗ ултӑ мӑнукпа, виҫӗ кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Алексей Алексеевич «Прогресс» колхозра нумай ҫул тӑрӑшнӑ: трактор бригадирӗнчен пуҫласа склад заведующийӗ таран ҫитнӗ. Евдокия Алексеевна бухгалтер пулнӑ: сӗт-ҫу савутӗнче 20 ҫул ӗҫленӗ, унтан – район администрацийӗнче. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та кадастр бюровӗнче виҫӗ ҫул вӑй хунӑ.

2012 ҫулта Викторовсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орден медальне тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31886
 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй тата Чӑваш Енри профессионал медиаторсен ассоциацийӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ.

Документа ачасен хӳтӗлевҫи Алевтина Федорова тата ассоциаци президенчӗ Екатерина Саламатова алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Медиатор тӗллевӗ — тавлашуллӑ ыйтӑва суда ҫитмесӗр, калаҫса татӑлса, пӗр-пӗрин шухӑшне шута илсе тата тӗпе хурса татса пама вӗрентесси.

Ҫемьере ӑнланманлӑх сиксе тухсан та калаҫса татӑлнине нимӗн те ҫитмест. Шӑпах ҫав ыйтупа ӗҫлӗҫ те профессилле медиаторсем. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ассоциаци прездиденчӗ чылай ҫул юристра ӗҫленӗ, унӑн психологи пӗлӗвӗ те пур.

 

Хулара

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче ӳсекен ачасем валли кӑҫал та «Помоги собраться в школу!» (чӑв. Шкула пуҫтарӑнма пулӑш) акци ирттерет.

Акци ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл ирхи 10 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен пырӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисем валли шкул формине, кӗпе, ача-пӑча ытти таварне суйласа илме пултарӗ.

Ачаллӑ ҫемьесене Шупашкарти 324-мӗш Стрелоксен дивизийӗн урамӗнчи 21А ҫуртра вырнаҫнӑ Ҫемье МФЦинче кӗтеҫҫӗ.

Ыйтса пӗлмели телефон номерӗсем: 8 (8352) 51-02-68, 51-29-77.

 

Пӑтӑрмахсем

Комсомольски тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм ачисем умӗнче 2 миллиона яхӑн тенкӗлӗх алимент парӑмӗ пухса тултарнӑ. Тӗрӗсрех каласан, парӑм 1,8 миллион тенке ҫитсе кайнӑ.

Ултӑ ача амӑшне халӗ пуҫиле майпа явап тытарма йышӑннӑ. Унӑн юсанмалла ҫулталӑк ӗҫлеме тивӗ, ҫав вӑхӑтра тупӑшӑн 5 процентне патшалӑха тытса юлӗҫ.

36 ҫулти хӗрарӑм официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемен, вӑхӑтлах вырнаҫса тупӑш курнине хӑйне валли тӑкакланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

с

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӗрне ҫӳҫрен сӗтӗрнӗ, ӑна хӗненӗ, ятран та чӗнмен.

Чи ҫывӑх икӗ ҫын хушшинче пӑтӑрмах, тӗпрен илсен, 57-ри хӗрарӑм эрех ӗҫме юратнӑран пӗрмай сиксе тухнӑ. 14-ри хӗрачана амӑшӗ ӳсӗрри килӗшмен, вӑл ҫавӑншӑн тарӑхнӑ, амӑшне ҫавӑн пирки куҫранах каланӑ. Хӗрарӑма ҫавӑ кӑмӑлсӑрлантарнӑ, вӑл хӗрне ҫӳсрен ярса илме юратнӑ, хӗненӗ.

Халӗ хӗрача опекун патӗнче пурӑнать. Хӗрарӑма 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма, сӑнав вӑхӑтне 3 ҫуллӑха палӑртнӑ. Хӗрне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 1суд хӗрарӑма 0 пин тенкӗ укҫа тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Шулю ялӗнче Нина Егоровнӑпа Иван Николаевич Крыцовсем пӗрлешнӗррене 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем виҫӗ хӗр ӳстернӗ: Светлана, Марина тата Лидия. Паяни кун вӗсем тӑватӑ мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Крыцовсем ӗмӗр тӑршшӗпе колхозра ӗҫленӗ. Иван Николаевич 40 ҫул водительте вӑй хунӑ. Нина Егоровна вара колхозница пулнӑ.

Крыцовсем иккӗшӗ те - Ӗҫ ветеранӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_11819
 

Раҫҫейре

Чӑваш Енре пурӑнакан Шишовсен ҫемйине ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Мускава пырса курма чӗннӗ.

«Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» тата «Мухтавлӑ амӑшӗ» орденсемпе чысланисене Мускава пырса курма ҫӗршыв ертӳҫи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ онлайн-тӗлпулу вӑхӑтӗнче йыхравланӑ. Ҫавсен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 9 ачаллӑ Шишовсем те пулнӑ.

Ачасен амӑшӗ Ольга Шишова «ФедералПресс» корреспондентне тӗлпулу питех те ӑшшӑн ирсте кайнине пӗлтернӗ май пӗчӗк ачасем валли те, аслисемшӗн те кӑсӑкли нумай пулнине палӑртса хӑварнӑ. Хӗрарӑма Мускав хӑйӗн чиркӗвӗсемпе килӗшнӗ иккен. Эрне хушшинче ҫемье тӗрлӗ экскурсире пулса курнӑ.

Президент валли ҫемье тӑмран кӗнеке евӗр япала хатӗрлесе илсе кайнӑ. Ун ҫине тарӑн та ҫирӗп тымарлӑ, йӗкелсемлӗ, нумай туратлӑ юмана ӳкерсе хунӑ. Ҫийӗнчен тата Владимир Путин калашле, «Раҫҫей — пысӑк ҫемье», — тесе ҫырса хунӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 22

1873
153
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1922
104
Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1975
51
Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та