|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 3-12-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Пысӑк этнографи диктанчӗ» акци иртӗ. Унта хутшӑнакансем ҫӗршыври халӑхсен культурине, историне, чӗлхине, йӑли-йӗркине мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Республикинче пурӑнакансем диктанта кашни ҫулах хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр акцие тӗрлӗ ӳсӗмри 9424 ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Акци икӗ форматпа иртӗ. Куҫӑн мар майпа – ҫынсем Раҫҫейри лапамсене килсе диктант ҫырӗҫ. Тепри – онлайн майпа. Диктанта национальнаяполитика.рф сайтра ҫырмалла. Кӑтартусем раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Конституци кунӗнче, паллӑ пулӗҫ. Тӗплӗнрех ҫак номерпе ыйтса пӗлме пулать: 8 (8352) 56-54-34 (Эдуард Александрович Краснов). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинче пурӑнакансене ҫитес ҫул, 2027 ҫул, валли тематика суйлама сӗнеҫҫӗ. Унччен маларах ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсенчен сӗнӳсем пухнӑ. Паян Олег Алексеевич ку ӗҫе вӗҫленине пӗлтернӗ. Вӑл кашни сӗнӗве интересленсе вуланине, ҫавӑн чухлӗ ҫын Чӑваш Ен пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханнӑшӑн савӑннине каланӑ. Экспертсем ҫынсенчен килнӗ сӗнӳсене систематизацилесе финала тухнӑ 5 вариантпа паллаштарнӑ. Вӗсем ҫаксем: Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ, Цифра пуласлӑхӗн ҫулӗ, Ҫемье йӑли-йӗркипе наставничество ҫулталӑкӗ, Амӑшӗпе ачин сывлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тараватлӑхпа туризм ҫулталӑкӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫаксенчен пӗрине суйлас тӗллевпе «Чувашия онлайн» порталта сасӑлав пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Йӗпреҫре пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ку коммуналлӑ авари пулнипе ҫыхӑннӑ. Вырӑнти влаҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхине 9 сехетре шыв пама чарнӑ. Вӑл сахалтан та 12 сехетре пулассине пӗлтернӗ. Администраци хӑш ҫуртсенче тата сеть мӗн чухлӗ сиенленнине тӗплӗн хыпарламан. Тӳре-шара коммуналлӑ аварие сирсен тӳрех шыв парассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Яндекс Карты сайтри сӑн Шупашкар хулинче виҫӗ арҫын ача валли атте-анне шыраҫҫӗ. Кун пирки Ленин районӗн администрацийӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗ пӗлтерет. Валерий 2011 ҫулта ҫуралнӑ. Калаҫма питех юратмасть пулсан та ырӑ крӑмӑллӑ. Унӑн инвалидность пур. Вӗренӳре ӑна аслисен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Сергей 9 ҫулта. Вӑл – ырӑ чунлӑ, лӑпкӑ, ҫынпа хутшӑнма юратакан, тавҫӑруллӑ арҫын ача. Вӑл йӗркене хӑнӑхнӑ, хӑйне тытма пӗлет, асӑрхаттарусене лӑпкӑнах йышӑнать. Евгений 2018 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – хастар, ҫынпа хутшӑнма юратать, лӑпкӑ ларма пӗлет. Унӑн тавракурӑмӗпе тимлӗхӗ аслисенни пекех. Арҫын ача тантӑшӗсемпе аван хутшӑнать. Виҫҫӗшӗн амӑшне те амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Ашшӗсем пирки пурин те ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑра сведенисем ҫук. Тӗпленрех 8 (8352) 23-40-17 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн Шупашкар хулинче 17 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ пӗлтерет. Кудряшов Константин Александрович юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Унтанпа унран пӗр хыпар та ҫук. Константин 184 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ ҫырӑ, куҫӗ ҫутӑ кӑвак тӗслӗ. Ҫав кун вӑл хура куртка, тӗттӗм кӑвак кофта, кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Константин Кудряшов ӑҫта пулнине пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 8 987 668 70 81 (Виктория). Сӑмах май, Шупашкарта 17 ҫулти тепӗр каччӑна шыраҫҫӗ. Мозгов Станислав Романович юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрле округӗнче браконьерсен ушкӑнне тытса чарнӑ. Вӗсен ҫумӗнче икӗ хир качакин тушки пулнӑ. Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци инспекторӗсем машинӑна тӗрӗслеме чарнӑ. Салонра водитель тата пассажир пулнӑ. Вӗсен ҫумӗнче сунар пӑшалӗ, каҫхине курмалли хатӗр тата сасӑсӑр пемелли хатӗр тупнӑ. Пассажирӑн пӑшалпа усӑ курма ирӗк те пулман. Ку кӑна мар-ха. Чи интереслине инспекторсем машина багажникӗнче тупнӑ. Михӗсенче икӗ хир качакин вакланӑ тушки выртнӑ. Вӗсене пеме ирӗк паракан документ вара вӗсен ҫумӗнче пулман. Операци вӑхӑтӗнче инспекторсем иккӗмӗш машинӑна та тытса чарнӑ. Вӑл тарма хӑтланнӑ. «Лада Вестӑна» виҫӗ сехетрен тытса чарса полици уйрӑмне илсе килнӗ. Унта та хир качакин тушкин пайӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул, 2027 ҫулта, Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкар хулинче тата Елчӗк районӗнче иртӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ указ проектне хатӗрленӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет пӗрлешӗвӗсен конкурсӗнче Республика кунне уявлама Шупашкарсӑр пуҫне Елчӗк округӗ тивӗҫнӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене 2027 ҫулта Акатуй тата Сабантуй, йӑлана кӗнӗ ытти мероприятие ирттерме сӗннӗ, Министрсен Кабинетне вара Елчӗк округӗнчи ялсенчи общество инфратытӑмне аталантарма грант пама. Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкар хулинче тата Шупашкар округӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Красноармейски округӗнче «Тутлӑ!» фестиваль иртнӗ. Ӑна «Ялта пурӑнма аван» конкурспа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Фестивальте финала тухнӑ ултӑ команда тупӑшнӑ: Карай, Вӑрманкас, Яманак, Упи, Пӑрӑнтӑк тата Йӗпрем ялӗсем. Вӗсем вырӑнти кухня апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ, жюри вара хакланӑ. Сӗтел апат-ҫимӗҫрен йӑтӑннӑ: пулӑ тата аш-какай деликатесӗсем, хуплу, хуран кукли, кавӑн ӑшӗнче пӗҫернӗ пӑтӑ, вӗлтӗренрен тата хыр йӗкелӗсенчен вӗретнӗ варени, курӑк чейӗсем… Ҫав вӑхӑтрах такмаксем юрласа, шӳтсем каласа савӑннӑ. Ӗҫленине кура пурне те хавхалантарнӑ: кашни финалистах 5-шер пин тенкӗ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru/ сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма преми панӑ. Екатерина Походкина «Берегиня села» (чӑв. Ял управҫи) регионти премие тивӗҫнӗ. Хӗрарӑма «Хозяйка земли» (чӑв. Ҫӗр управҫи) номинацире чысланӑ. Ӑна 100 пин тенкӗ преми пама йышӑннӑ. Екатерина Михайловна — тӑватӑ ача амӑшӗ. Вӑл — усламҫӑ. Упӑшкипе иккӗшӗ вӗсем пӗр пӗвене хӑйсен туса хунӑ та ҫавӑнта илемлетсе лартнӑ. Унта ларса канмалли илемлӗ кӗтес те пур, ярӑнмалли вырӑнсем те, хӳшӗ те. Пулӑ тытма юратакансем укҫа тӳлесен вӑлтапа пырса ларма пултараҫҫӗ. Район администрацийӗн пресс-служби хӗрарӑма ырласа хӑйсен сайтӗнче пӗлтернӗ май ӑна асамҫӑпа танлаштарнӑ, унпа мӑнаҫланнине палӑртса хӑварнӑ. «Ку наградӑна эсир чӑннипех те тивӗҫ», — тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн Чӑваш Республикинче каллех пӑшие ҫапса кайнӑ тӗслӗх пулнӑ. Хальхинче – Ҫӗмӗрле округӗнче. Ку юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 20 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫулӑн 103-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Пӑши ҫул ҫине чупса тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫул ҫинче ВАЗ2114 машина пынӑ. 22 ҫулти водитель тата икӗ пассажир – 2008 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ тата 2010 ҫулта ҫуралнӑ хӗр – аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ, пурте реанимацире выртаҫҫӗ, сывлӑхӗсем йывӑр. Халӗ Чӑваш Енри Патшалӑх атвоинспекцийӗ ку авари тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Аса илтерер: нумаях пулмасть Красноармейски округӗнчи Йӗпрем ялӗ ҫывӑхӗнче пӑши туристсен автобусӗ ҫапса кайнӑччӗ. Ун чухне, телее, никам та аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
