Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Енре хӑйне евӗр хурт-кӑпшанка асӑрханӑ. Вӑл – горбатка-буйвол. Унччен кун пек хурт-кӑпшанкӑ пирӗн тӑрӑхра вуҫех пулман.

Горбатка-буйвол – Ҫурҫӗр Америкӑран. Анчах вӑл 100 ҫула яхӑн каялла Европӑна та лекнӗ. Акӑ халӗ ав Чӑваш Республикине ҫитнӗ. Заповедникре ӑна чукун ҫул патӗнче асарханӑ. Специалистсем вӑл пуйӑспа килнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Горбатка-буйвол симӗс тӗслӗ, 1 сантиметр таран калӑпӑшлӑ. Вӑл сикме те, вӗҫме те пултарать. Ҫӗршыври кӑнтӑр регионсенче вӑл сӑтӑр тума пуҫланӑ ӗнтӗ – панулмипе груша турачӗсем ҫине ҫӑмарта хурать, ҫавна пула йывӑҫсем чирлеҫҫӗ.

Халӗ пирӗн ӑсчахсем ӑна сӑнаҫҫӗ: вӑл заповедник вӑрманӗсенче пурӑнса кайӗ-и е курӑклӑ ҫӗрте кӑна юлӗ-и? Хальлӗхе ӑна умлӑн-хыҫлӑн икӗ хут тупнӑ. Эппин, горбатка-буйвола кунта питех япӑх мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30668
 

Республикӑра
МАХри progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри арҫын 5 миллион тенкӗ выляса илнӗ.

Телейлӗ ҫын инҫе ҫула ҫӳрекен водитель иккен. Ку енӗпе вӑл 16 ҫул ӗҫлесе илсе пурӑнать.

Лотерея билечӗпе укҫа выляса илнине арҫын тӳрех пӗлмен те иккен. Хӑш чухне билета килте манса хӑварнӑ, тепӗр чухне киоск хупӑннӑ вӑхӑт тӗлне пулнӑ...

«Пӗлтӗр эпӗ хамӑн юбилея паллӑ турӑм. Тен, ку укҫа — шӑпа кая юлса панӑ телей пулӗ. Кая юлса пулин те тем мар», — хавхаланса каласа кӑтартнӑ арҫын телейлӗ лотерея билечӗ пирки.

Арҫын хӑй туса лартнӑ пӳртре пурӑнать. Нумаях пулмасть вӑл унта мунча туса лартнӑ. Выляса илнӗ укҫа пулӑшнипе водитель киле газ кӗртесшӗн тата арӑмӗпе канма кайса килесшӗн.

Сӑмах май каласан, кил патне газ илсе ҫитерме патшалӑх та пулӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ_6NKxwHjU
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Нимӗҫ овчарки, Виджи ятлӑ йытӑ, вӑхӑтлӑх усрамалли изоляторта службӑра пулнӑ. Вӑл 9 ҫул тултарсан ӑна тивӗҫлӗ канӑва янӑ. Чӑваш Республикин ШӖМӗн кинологи службин центрӗ ун валли ҫӗнӗ хуҫа шыранӑ.

Виджие илес текен нумай пулнӑ. Анчах кинологсем ун валли хуҫана тӗплӗн суйланӑ, ӑна лайӑх пӑхчӑр тенӗ.

Халӗ Виджи Муркаш округӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗнчи лаша ферминче пурӑнать. Ҫӗнӗ хуҫа каланӑ тӑрӑх, йытӑ ҫӗнӗ ҫӗре хӑвӑртах хӑнӑхнӑ, чӗрчунсемпе туслашнӑ. Халӗ вӗсемпе хаваспах вылять.

Виджи шӑпишӗн пӑшӑрханакансене ҫӗнӗ хуҫа хӑйӗн патне хӑнана чӗнет.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен ют ҫӗршыв турисчӗсем йышлӑ килекен 10 регион шутне кӗнӗ-мӗн. Кӑҫалхи ҫур ҫулта пирӗн республикӑна ют ҫӗршывсенчен пурӗ 860 пин (!) ҫын килнӗ.

Чӑваш Ен ертӳҫисем ку хыпара хавхаланса пӗлтернӗ май туристсем валли инфраструктура туса панипе сӑлтавланӑ.

«Про Город Чебоксары» хаҫатҫисем вара тӳре-шарана ӗненме васкаманни сисӗнет. «Ҫапах та уҫӑмлах мар-ха: вӗсене Чӑваш Енри илем илӗртнӗ-ши е кунта укҫа ӗҫлесе илме май пурри-ши?», — тесе пуҫ ватнӑ кӑларӑмӑн МАХри каналӗнче.

Чӑваш Ене ҫеҫ мар, ытти региона та мигрантсем килме юратнине пӗлетпӗр-ха. Хӑйсем ӗҫлесе пурӑнма ҫеҫ мар, ачи-пӑчипе, ашшӗ-амӑшӗпе, арӑмӗсемпех килеҫҫӗ. Ача ҫуратсан пособи илсе пурӑнма май пурри, пульницӑсенче тӳлевсӗр сиплени те илӗртет пулӗ...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ_2DkvcPEo
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Канаш хулинче пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм ҫурт-йӗре найм мелӗпе илнӗшӗн тата коммуналкӑшӑн укҫа тӳлесе пыман. Парӑмӗ вара ӳссех пынӑ, 564 пин тенкӗрен иртнӗ.

Хӗрарӑм парӑма хайӗн ирӗкӗпе татма шухӑшламан та. Ҫавна май пристав унран 55 пин тенкӗ исполнительнӑй сбор шыраса илме йышӑну тунӑ. Ҫапла пӗтӗмӗшле парӑм 619 пин тенке ҫитнӗ.

Пристав ҫак хӗрарӑмӑн харпӑрлӑхӗнче мӗн пуррине те тӗрӗсленӗ. Унӑн Канаш варринче пӗр пӳлӗмлӗ хваттер пур иккен. Пристав ун ҫине арест хунӑ. Хӗрарӑм хваттере сутса ярса парӑма татасран хӑраса ӳкнӗ пулмалла – пӗтӗм парӑма ҫийӗнчех тӳленӗ.

Кун хыҫҫӑн хваттере арестран кӑларнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан Кирилловсем ҫак кунсенче «тимӗр туя» паллӑ тунӑ.

Виталий Кириловичпа Людмила Яковлевна 65 ҫул каялла ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 2 хӗр ӳстернӗ. Халӗ икӗ мӑнукпа тата пӗр кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Иккӗшӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех Шупашкар, республика аталанӑвӗшӗн ӗҫленӗ. Людмила Яковлевна Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче вӑй хунӑ, Виталий Кириллович вара Ятарлӑ ҫыхӑнура фельдъегерь пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗсем, вӑрҫӑ ачисем. Иккӗшӗ те Хисеп грамотисене, Тав ҫырӑвӗсене пӗрре мар тивӗҫнӗ.

Мӑшӑра «тимӗр туй» ячӗпе ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн ятӗнчен саламлӑ открытка панӑ. Саламлатпӑр мӑшӑра!

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмре 11 ҫулти икӗ ача тантӑшне хӗненӗ.

Ку пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрача пушмак тӑхӑннӑ чухне «вӗсен вырӑнне» ларнӑ иккен. Куншӑн ҫав икӗ ача ӑна хӗнесе пӗтернӗ.

Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗ тесе район прокуратури суда ҫак ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен 50-шар пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ, анчах компенсаци виҫине 8 пин таран чакарнӑ.

Ашшӗ-амӑшне ачисене тивӗҫлӗ воспитани паман тесе административлӑ майпа та явап тыттарнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Куславккари халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу паракан центр ӗҫченӗсем ватӑ ҫынсене пахчара ӗҫлесе те пулӑшаҫҫӗ. Чылай ватӑ тивӗҫлӗ канура ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлесе чунне кантарать. Анчах ҫулсем иртнӗҫемӗн алла кӗреҫе-матик тытма йывӑртарах.

Кун пек чухне вӗсем патне социаллӑ ӗҫченсем килеҫҫӗ. Вӗсем йӑрансене ҫумлаҫҫӗ, шӑвараҫҫӗ, ҫимӗҫсене пуҫтараҫҫӗ. Капла ватӑсем те питӗ хавхаланаҫҫӗ, вӗсен татах ӗҫлес килсе тӑрать.

«Людмила Валерьевнӑна пахчара ӗҫлесе пулӑшнӑшӑн тав тӑвас килет. Пӗччен туса ҫитерме йывӑр пулӗччӗ», – тенӗ Нина Алексеевна Кадырова.

Хальхи вӑхӑтра Куславккари халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу паракан центрта 14 социаллӑ ӗҫчен тӑрӑшать. Вӗсем муниципалитетри 80 ытла ватӑ ҫынна пӑхса тӑраҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Строительство материалӗсене суд приставӗсем арестлесен Красноармейски округӗнче пурӑнакан 48 ҫулти арҫын кӗске вӑхӑтрах алимент парӑмне татнӑ.

Унӑн 11 ҫулти хӗрӗшӗн алимент тӳлемелле. Анчах вӑл укҫа куҫарса пыман, парӑм вара пухӑннӑ та пухӑннӑ. Ӑна татма васкаман вӑл.

Суд приставӗ киле пырса административлӑ протокол ҫырма хатӗрленнӗ. Вӑл кил картишне пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн керамблоксем пуррине асӑрханӑ та вӗсене тӳрех арестленӗ. Кун хыҫҫӑнах арҫыннӑн парӑма татма укҫа тупӑннӑ. Ҫапла вӑл хӗрӗ умӗнчи парӑма тӗппипех татнӑ.

 

Республикӑра
vk.ru/wall-197770755_25502 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/wall-197770755_25502 сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Совхознӑй поселокра лаша спорчӗн енӗпе Чӑваш Ен кубокӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн лаша завочӗн 100 ҫулхине халалланӑ.

Уяв программине тӗрлӗ енлӗ мероприятипе пуянлатнӑ, ҫавна май унта янаварсен ӑмӑртӑвӗ ҫеҫ мар, концерт та пулӗ.

Концерт курма юратакансем валли икӗ сцена хатӗрлӗҫ: рок-сцена тата поп-сцена.

Рок-сцена ҫине ҫак коллективсем тухӗҫ: «ДМЦ | Дороги Меняют Цвет», «TattooIN Band | Татуин ушкӑн», «ДОНЭРА», «Ё» ушкӑн, «Румба комикс», «Габарит», «ПРИЧИНА ПАДЕНИЯ», «Маньяна».

Тӗп сцена ҫинче ҫаксем пулӗҫ: «The Hatters», «Браво», «Газан», «Малов», «Беz Б».

Лаша ӑмӑртӑвне те, концерта та тӳлевсӗрех кӗрсе курма пулать. Уяв программи 14 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-197770755_25502
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ...687
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та