Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Арҫынна машина капочӗ ҫинче ярӑнтарнине ӳкернӗ видео социаллӑ халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ. «Ҫирӗплетсех калатӑп, эпир адекватлӑ ҫынсем» тесе ҫырнӑ ун айне.

Анчах полицишӗн ҫак каларӑш ӗнентерӳллӗ пулман-тӑр, вӗсем пассажира капот ҫинче ярӑнтарнӑ хӗрарӑма часах шыраса тупнӑ. Вӑл – Патӑрьелте пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм.

Ҫак хӗрарӑмӑн пассажира капот ҫине лартнӑшӑн 1 пин штраф тӳлеме тивӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл машинӑпа пынӑ чухне хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман. Куншӑн тепӗр 1,5 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

 

Республикӑра
usinsk.gosuslugi.ru сайтри сӑн
usinsk.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Ыран республикӑра – «типӗ саккун», нихӑш лавккара та эрех-сӑра сутмӗҫ.

Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫавна май мӗнпур лавккара эрех сутма чарнӑ. Сутма юраманни йышне алгоколӗн пур тӗсӗ те кӗрет: эрех, сӑра, сидр, сӑра коктейлӗсем. Чару кунӗпех вӑйра пулӗ.

Ку «типӗ саккунӗ» кафесемпе ресторансене кӑна пырса тивмӗ. Вӗсем сӗтел хушшинче уяв паллӑ тӑвакансене ҫавӑн пекех эрех-сӑра пама пултарӗҫ.

Аса илтерер: республикӑра ачасемпе ҫыхӑннӑ уявсенче лавккара эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ: Пӗлӳ кунӗнче, Юлашки шӑнкӑравра, Ӑсату каҫӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_273418
 

Республикӑра

Тунтикун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Атӑл тӑрӑх «Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ. Вӗсем Хусана тата Сӗвене ҫитӗҫ.

Шупашкарти юханшыв порчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Ҫӗнӗ Шупашкарти причалта хӗл каҫнӑ тата юсав тунӑ хыҫҫӑн «Валдайсене» шыв ҫине антарнӑ. Тунтикун вара вӗсем ҫула тухӗҫ.

Хусана кунне икӗ рейс тума палӑртнӑ: 8:00 тата 16:00 сехетсенче. Сӗвене вара ирхи 8 сехетре ҫула тухӗ, каялла – 14:30 сехетре.

Билетсене сутма пуҫланӑ ӗнтӗ. Аслӑ ҫынсем валли 800 тенкӗ тӑрать, 5 ҫултан аслӑрах ачасем валли вара – 400 тенкӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре икӗ ҫамрӑка Раҫҫей ШӖМ пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев чысланӑ.

Шупашкарти 16 ҫулти Матвей Дудкӑна тата 17 ҫулти Артем Иванова видеоҫыхӑну урлӑ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун чысланӑ. Вӗсем ҫынна пулӑшнӑ.

Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ каччӑ Сосновкӑра унччен судпа айӑпланнӑ 25 ҫулти арҫын ют хваттере кӗрсе кил хуҫи хӗрарӑмне хӗнесе укҫа ыйтнине асӑрханӑ. Вӗсем нумай шутласа тӑман – газ пӑрӑхӗ тӑрӑх хӑпарса хваттере кӗнӗ те арҫынна полици киличчен алхасма паман.

Палӑртса хӑварар: Артемпа Матвей колледжра вӗренеҫҫӗ, вӗсем спортпа туслӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_273385
 

Республикӑра
ru.pngtree.com сайтри сӑн
ru.pngtree.com сайтри сӑн

Канаш округӗнче 6 ача арпус ҫисе наркӑмӑшланнӑ та пульнцӑна лекнӗ. Вӗсене ӗнер каҫхине илсе ҫитернӗ.

Ҫакӑ паллӑ: вӗсем пурте пӗр ялта хӑнара пулнӑ, арпус ҫисен хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Ачасене пульницӑна вырттарнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп диетологӗ Алина Степанова каланӑ тӑрӑх, пиҫме вӑхӑт ҫитиччен арпус тата ытти культура сывлӑхшӑн сиенлӗ, унра нитрат тата ҫимӗҫе ӳсме пулӑшакан хими нумай пулма пултарать. Ун пек ҫимӗҫсене пула уйрӑмах ачасем йывӑр наркӑмӑшланаҫҫӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн. Алексейпа Юлия Комлевсем
«Контактри» сӑн. Алексейпа Юлия Комлевсем

Йӑлана кӗнӗ Туй фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Унта Чӑваш Енри ҫамрӑксене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ

Фестиваль Мускаври «Раҫҫей» наци центрӗнче утӑ уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивальте тӗрлӗ регионти мӑшӑрсем пӗрлешӗҫ, хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллаштарӗҫ.

Туй фестивалӗнче пӗрлешес текенсене ЧР юстици ӗҫӗсен патшалӑх службин ЗАГС уйрӑмне 56-51-19 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Аса илтерер: пӗлтӗр Туй фестивалӗнче Чӑваш Енри Алексей тата Юлия Комлевсем пӗрлешнӗ (сӑнӳкерчӗкре вӗсем).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_18876
 

Республикӑра

Чӑваш Енре кӗҫех, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, «БАРС» подразделени специалисчӗсем республикӑна пилотсӑр вӗҫекен аппаратсенчен хӳтӗлеме тухӗҫ.

Хӑйсен ирӗкӗпе ҫак ӗҫе тума килӗшнӗ ҫынсем уй-хир условийӗсенче хатӗрленӳ витӗр тухаҫҫӗ, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене тупса палӑртса вӗсене тӗп тума вӗренеҫҫӗ.

Пӗрремӗш смена ҫуллан пӗрремӗш кунӗнче службӑна тухӗ. Республика вӗсене йӑлтах тивӗҫтерӗ: техникӑпа, оборудованипе. Кунсӑр пуҫне ӗҫлеме хӑтлӑ условисем туса парӗ. Сергей Артамонов премьер-министр каланӑ тӑрӑх, мобильлӗ ушкӑнсене кӳршӗ регионтисенчен сахалрах тӳлемӗҫ.

Палӑртса хӑварар: отрядсене ҫар комиссариачӗ йӗркелет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29333
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар округӗнчи Тутаркасси ялӗнче пурӑнакан сусӑр ҫыннӑн енчӗкӗ ҫухалнӑ. Унта вара 40 пин тенкӗ тата паспорт пулнӑ.

Шупашкарти полицейскисем ку ӗҫе кам тунине ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Вӑл – 38 султи хӗрарӑм, ун патне хӑнана килнӗскер.

Оксана Самсон участковӑй тата оперативниксем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Вӑрра «йӗрӗпе» тупнӑ. Ҫак хӗрарӑм сусӑр ҫын ӑна шыв ярса панӑ чухне унӑн енчӗкне йӑтса тухса кайнӑ. Укҫана та, паспорта та хуҫине тавӑрса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_273302
 

Республикӑра
na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тӳре-шара VPN пулӑшӑвне туянассине пӗлтернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, Шупашкар районӗнчисем. Асӑннӑ муницпалитет округӗн администрацийӗ VPN пулӑшӑвӗшӗн 1,4 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр. Асӑннӑ ҫыхӑну каналӗ Пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службипе ҫыхӑнма кирлӗ иккен.

Асӑннӑ пулӑшӑвӑн пуҫламӑш хакне 1,4 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Унпа «Безопасный город» (чӑв. Хӑрушсӑр хула) камерисенчи даннӑйсене пама тата вырнаҫтарнӑ сиренӑсене ӗҫлеттерме усӑ курӗҫ. Даннӑйсене парас хӑвӑртлӑх ҫеккунтра 10-70 Мбитран кая пулмалла мар.

Пулӑшӑва 2026 ҫулхи ҫертме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2027 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кӳмелле.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр округӗнче тивӗҫлӗ канури арҫын инфаркт пулсан юханшыв хӗрринчи тӗмӗсен хушшинче икӗ талӑк пулӑшу кӗтсе выртнӑ.

Унӑн ури утма пӑрахнӑ, кӑшкӑрсан та никам та илтмен – шыв сасси таврара кӗрленӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра суд приставӗ Илья Блуднов ӗҫпе юханшыв хӗррине килнӗ, тӗмӗсен хушшинче темӗн хускалнине асӑрханӑ, такам йынӑшнине илтнӗ те патне пынӑ. Арҫынна курсан вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Ҫак ӑнсӑртран пулнӑ тӗлпулу ватӑ арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑ. Тухтӑрсем ӑна вӑхӑтра пулӑшса ӗлкӗрнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_273239
 

Страницӑсем: 1 ... 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, [20], 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, ...687
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ