Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хурашаш

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Алякинсен ҫемйи Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи — 2026» конкурсра Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ.

Кӑҫал конкурса пӗтӗм ҫӗршывран 11 800 ҫемье хутшӑнать. 485 финалистран вӗҫленӳ тапхӑрне чи лайӑх 89 ҫеье тухнӑ. Вӗсем — федераци тапхӑрӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсем. Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хурашаш ялӗнчи Алякинсен ҫемйи «Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫемйи» номинацире лауреат пулса тӑнӑ.

Светлана Валериевна хӑйӗн хӗрӗсемпе Анастасийӑпа тата Екатеринӑпа пӗрле Мускавра виҫҫӗмӗш кун лӑпкӑ канса ҫӳрет. Вӗсене интереслӗ экскурсисене, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ.

Ӗнер каҫхине пысӑк сцена ҫинче Светлана Валериевна хӑйӗн хӗрӗпе Екатерина пӗрле халӑха «Амӑшӗпе хӗрӗ» сӑнарлӑ ташӑ кӑтартнӑ. Ӑна халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ.

Паян вӗсемшӗн чи яваплӑ самант ҫитнӗ — Патшалӑх Кремль керменӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ҫемьесене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чыслӗҫ.

 

КӐР
11

Чутай музейне йӗркелекен ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет
■ Ð“алина Зотова | 11.01.2018 20:04 |

Персона
Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский
Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский

Хӗрлӗ Чутай район историйӗнче ырӑ йӗр хӑварнӑ паллӑ та сумлӑ ҫынсен ячӗсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри — Шорово ялти хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Толстов-Атнарский — СССР журналисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ (1965), Крал Хлмец хулин хисеплӗ гражданинӗ (Чехословаки, 1969), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1987), Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ (1997).

Валериан Толстов Тихӑнушкӑнь, Хурашаш, Хӗрлӗ Чутай шкулӗсенче вӗреннӗ, Шупашкарти Николаев Хури ячӗллӗ педагогика техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах та унта 1931 ҫулта ял хуҫалӑх институтне йӗркелеме пуҫланӑ, техникума Ҫӗрпӗве куҫарнӑ, Валерианӑн Ҫӗрпӳри педагогика техникумне вӗҫлеме тивнӗ. 1933-мӗш ҫултанпа унӑн тӗрлӗ шкулсенче ӗҫлеме тивнӗ, ҫав шутра 1940-мӗш ҫулхи нарӑспа 1942-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗччен Штанашри вӑтам шкулта географипе биологи, геологипе минеорологи предмечӗсене вӗрентнӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе Румыни, Венгри, Чехословаки, Польша ҫӗрӗсене ирӗке кӑларассишӗн ҫапӑҫнӑ, Ҫӗнтерӗве Германире кӗтсе илнӗ, 1945 ҫулта ӑна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе, чылай медальпе наградӑланӑ, 1985 ҫулта — Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе.

Малалла...

 

Никӗс янӑ самант
Никӗс янӑ самант

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗнтӗркасси культура ҫурчӗ умӗнче Пӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ Некей паттӑра халалланӑ палӑка хатӗрлеме пуҫланӑ.

Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсемпе депутачӗсем виҫӗ кун тӑрӑшрӗҫ — малтанхи кун хӑрнӑ улмуҫҫисене касрӗҫ, тымарӗсене кӑкларӗҫ, кайран вара никӗс ярса палӑка вырнаҫтармалли тӗпе кирпӗчрен купаларӗҫ. Халӗ ӗнтӗ палӑка вырнаҫтармалли ҫеҫ юлать.

 

Некей — Пӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ чӑваш. 1774 ҫулта вӑл Пӑкачавпа пӗрле Кӑрмӑш хулине илме хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн, Пӑкачав Улатӑр енне кайсан, чӑвашсене ҫӗклес тӗлӗшпе чӑваш ҫӗрне таврӑнать. Хусантан ҫитнӗ ҫар Кӑрмӑша ярса илсе унӑн тусӗсене тыткӑна илнине пӗлсен вӑл хулана ҫитет, юлташӗсене ҫӑлать. Хулара ҫирӗпленеймен хыҫҫӑн Сӑр хӗррине куҫаҫҫӗ. Некей малалла та вӗсене хирӗҫ янӑ вырӑс салтакӗсене хирӗҫ хастар кӗрӗшет, ҫарсене пысӑк шар кӑтартать.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын