Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперХуркайăк çулĕЕркӗнЫтла та вăрттăн юратуПăва çулĕ çинчеТанатаЧапшăн пурăнмастпăр

Тĕрĕ


Темĕнле тăрăшса тĕпчесен те, çын чĕринче мĕн пуррине вĕçне çити пĕлсе çитереймĕн. Хĕр чĕри тесен вара, унта мĕн пулса иртнине уйрăмах ăнланма йывăр...

Çĕртме уйăхĕн варринче эпир, хаçат фотокорреспонденчĕпе иксĕмĕр, сухаçăсен республикăри конкурсне çитсе куртăмăр. Кун пек ăмăрту-конкурс малтанхи хут пĕр вунă-вуникĕ çул каярах Çавал шывĕ хĕрринче, Чăваш ялхуçалăх сăнав станцийĕнче, пулса иртнĕччĕ. Çак тĕлĕнмелле хитре тупăшу вырăнне кăçал та улăштарман иккен.

Вырăнĕ, чăн та, питĕ лайăх. Куç виçейми сарлака-сарлака çĕр лаптăкĕ Кĕçĕн Çавал хĕрринелле меллĕн вашăкланса анать. Конкурс ирттермелли анасене анаталла мар, вашăка урлă уйăра-уйăра панă. Çĕрĕç ăстисем, агрономсем, ăна-кăна чухлаççĕ çав. Унсăр мар. Ара, анаталла май сухаласан, çуллахи шалкăм çумăрсем вăхăтĕнче тăпрана шыв çурса анма пултарать. Хайхи эрози тенине кĕтсех тăр.

Эпир çитнĕ тĕле ăмăрту пуçланнăччĕ ĕнтĕ. Ман юлташ Панарин фотокор çула тухма хăвăртах пуçтарăнаймарĕ. Хатĕр-хĕтĕрĕ нумай-çке вĕсен, фотографсен!.. Пленки-качки унта...

— Нимех те мар, — аллине сулчĕ Панарин, эпĕ ӳпкелешнине сиссе. —Ăмăрту пĕтмен-ха. Кам çĕнтернине пурпĕрех пĕлĕпĕр. Мала тухнисене пьедестал çинче ӳкерсе илĕпĕр. Ку пирĕншĕн аванрах та. Чи вăйлин аллинче «Ылтăн пучах» кубок пулать. Вăт!

Малалла

Тав сăмахĕ


Пурăнма тăрать-и çĕр çинче? —

Çутçанталăк илемпе пуян.

Пит ачаш чун ун илемĕнче,

ăшă-ăшă çав чун хӳттинче, —

вăл пире те савнă пек туян.

 

Хуйхă-суйхă, ĕç-хĕл хушшинче —

ырнă, йывăрланиă шăплăхра,

шакăлтатĕ шăпчăк пĕринче.

Эс манса итле ĕç-хĕл çинчен —

сан валли юрламĕ вăл ыран.

 

Шав чĕре таппи хăлхасенче —

çаврăнса пăх, тусăм, анăçа:

кур, ав, инçетри хула çинче

хĕмлĕ анăç шуçăмĕ çиçет.

Çав кăна та — тунсăх манăçать.

 

Шăпчăк та çав анăç. Асăнта

пур тепри — ачалăху тата

ывăлун ачалăхĕ унта,

урăх ним те çук та, пурпĕрех,

çакăншăн тав ту тăван çĕре!

«Çил çаврăнать те çаврăнать...»


Маргарита Туринге юрăçа

 

Çил çаврăнать те çаврăнать,

Çул йыхăрать те йыхăрать.

Кама пулин те çул пулать,

Кама пулин те чун хушать —

Санпа мана, манпа сана

Инçе çула туртать.

 

Шап-шурă кĕмĕл чечекле,

Шап-шурă йăлтăр пĕрчĕкле

Çут тĕнчере илемлĕ чух

Хĕвел ăшшиллĕ ик куçу

Манпа сана, санпа мана

Телейлĕ çул сунать.

 

Кун çаврăнать те таврăнать,

Çул пĕрлешет те уйрăлать.

Кампа пулин те çул ăнать,

Кампа пулин те чун юрлать —

Манра санран, санран манра

Чун юратни юлать.

«Ту айĕнче ларать Тăвай...»


Ту айĕнче ларать Тăвай,

Тăвайккирен анать ун хурлăх

Лав-урапа тӳнет пĕрмай,

Автобус вĕçнĕ карлăк урлă...

 

Тӳрлет эс ку çула тавай!

Тек пĕттĕр çак нуша çĕклемĕ.

Кĕперлĕ, чĕнтĕрле Тăвай,

Пулатăнах çĕршыв илемĕ.

 

2002, чӳк, 6.

Рубайисем


Шывсен, пĕлетĕр, пур кашнин çăлкуç,

Çак пурнăç та — чăн вĕренӳ, ăс-пуç.

Чик нӳхрепе эс айăп-кăлтăкна

Пуян, илемлĕ, ăслă пурăнма.

Тăмастăн çирĕп — ан вĕрент çынна,

Чăн пурнăç йывăр ĕмĕр-ялана.

 

Паян пулсан та тĕрлĕлĕх хакра

Мăн асаттен чăн йăлине упра.

Тĕреклĕ никĕс те тымар пулсан

Нихçан хăрамăн вăрçă-харçăран:

Нӳкер пек тăрĕç те вĕсем ума,

Шăпа çĕмренĕ тăрăнмĕ чунна.

Ахаль ан пурăн, пурăн пур тума,

Вĕрен ялан — малаш енне утма.

Аçу-аннӳн таса ятне упра,

Юрат виçесĕр — пулĕç канăçра.

 

Мухтатăп эп Турра савакана

Ятне тумасăр — чĕрепе, чунпа.

Илемлĕ мар, телейлĕ пул тени

Кашниншĕн пултăр пурăнăç шăпи.

Кĕске çак пурнăç — çырăннă шăпа,

Турра кĕл ту веç вĕçленме ырпа:

Ун тараси çине çитсессĕн эс

Сан япăха ырру çĕнтертĕрех.

 

Эп вĕрентместĕп, эпĕ вĕренеп,

Тĕнче ăсне те ытама илмен.

Пĕлесчĕ: мĕн-ши пурăнăç тĕшши:

Эрех-ши, ăс-ши, манăн çылăх-ши?

Сире сунап телей эп, тăвансем,

Малалла

Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке


Анук пӳрте кĕчĕ те малалла иртме хăяймасăр алăк патĕнчех чарăнса тăчĕ. Кунашкал вăл Микулана качча тухнăшăн ашшĕ тилĕрсе ятлаçнă вăхăтра та именмен.

Сантăр, хĕрĕ кĕнине çав самантрах асăрхарĕ пулин те, ун еннелле çаврăнса пăхмарĕ, пĕр сăмах чĕнмесĕр сӳсмен юсаса ларчĕ.

Амăшĕ çеç хĕрĕ çине яланхи пекех савса пăхрĕ.

— Турă çырлахтăр, Анук, — лăпкăн та çепĕççĕн чĕнчĕ Наçтик, — мĕн ара эсĕ, ют çын пек алăк кутĕнчех тăратăн? Ирт тĕпелелле. Ав, унта лар!

Ашшĕ сиввен кĕтсе илнĕ хыççăн амăшĕ ăшă кăмăлпа йышăнни Анука ыррăн хурлантарчĕ, куççуль кăларчĕ.

Наçтик Анук куççульне курчĕ те хăраса ӳкрĕ. Пуç тайма юратман, хăйне тивĕçлĕ тытма хăнăхнă çирĕп кăмăллă хĕрĕ ахальтен макăрмасса аван пĕлет вăл. Акă кĕрӳшĕ шыва пăрахнă чул пек çухални тăватă уйăх та ытла иртрĕ ĕнтĕ. Унтанпа пĕринчен тепри хăрушăрах та хурлăхлăрах мĕнле кăна халап çӳремерĕ-ши ял тăрăх! Ку инкек-синкексем Анука вут çине пăрахнă евĕр çунтарсан та, вăл пĕр тумлам куççуль кăлармасăр тӳссе пурăнать. Халь ун куçĕнче куççуль курăнчĕ пулсан, темле ытла та пысăк, тӳсейми инкек сиксе тухни паллах. Анчах мĕнле инкек-ши?

— Анук, мĕн пулнă сана? Ма макăратăн?

Председатель çĕрле


Вăл тăрать — çамрăк çын. Ун ури айĕнче —

Аслă çĕр. Ун çинче — çурхи каç, мĕльюн çăлтăр.

Аллинче — чĕр тăпра. Тĕнчерен тĕлĕнсе,

Çамрăк çын — председатель тăрать.

Ан тив, тăтăр!

Ун çинче — çурхи каç, мĕльюн çăлтăр.

 

Вăл çӳренĕ паян хир тавра. Мĕн иртен

Пуçласа каçченех тĕрĕсленĕ, тĕпченĕ.

Халь тăрать вăл канса, вăл чунтан хĕпĕртет.

Халь вăл лайăх туять: çĕр хăвачĕ çĕкленнĕ!

Кăнтăрла тĕрĕсленĕ, тĕпченĕ.

 

Инçетре тракторсем, Вĕсене парăнать

Аслă çĕр, тулăх çĕр те мĕнпур çутçанталăк.

Уй-хирте çĕнтерӳçĕ юрри янăрать...

Чылайччен ман герой тăчĕ чунĕ канмалăх,

Пăшăлтатрĕ: «Мухтав, çутçанталăк!..»

 

Вара утрĕ киле. Халь ăна килĕнче

Куç хупмасăр кĕтет çамрăк арăмĕ-тусĕ.

Çăлтăрсем тӳперен йăлтăраç киленсе,

Уй-хир урлă мăнаçлăн утать çĕнтерӳçĕ.

Килĕнче — çамрăк арăмĕ-тусĕ.

 

Çĕнтерӳçĕ утать. Шухăшпа пăлханать.

Çĕр хăватла сывлать: «Тулăх пулĕ тырпулă!»

Ешĕл тумлă хире тухакан хапхана

Ват хуралçă уçать.

Малалла

«Савни валли чунра пасар эп уçрăм...»


Савни валли чунра пасар эп уçрăм,

Унта сутма тем чухлĕ тавар тупрăм.

 

Пыл евĕр тутине чуппа туса паратăп

Мĕнпӳр таварăма, хам çап-çара юлатăп.

 

Анчах та вăл, мана сутса, пытанчĕ

Тăшман килне, мана паян йăлт манчĕ.

 

Чечек пек тутисем тарăхупа ун тулчĕç,

Ман ĕмĕтсем çапла вĕçеймесĕрех юлчĕç.

«Эп мĕншĕн кулянни сана пач кирлĕ мар...»


Эп мĕншĕн кулянни сана пач кирлĕ мар,

Çапах, савни, мана паян эс шанчăк пар.

 

Эс ан ятла мана, ман юрату — кăвар,

Атя-ха паянтан çав кăварта çунар.

 

Пĕччен çунни, пĕлетĕп, питĕ час сӳнет,

Савнипеле савни çунни чăн юрату кӳрет.

«Çурла уйăх çӳлте, пит хитре кĕрхи каç...»


Çурла уйăх çӳлте, пит хитре кĕрхи каç,

Ман савни ман патра, куçĕсем йăл кулаç.

 

Ларчĕ вăл ман умма, телей кӳчĕ мана,

Вăл пур чух улшăнать çак тискер самана.

 

Хĕвел пек ун тути, ялтăрать, пĕçертет,

Ман чуна-чĕрене тыткăна вăл илет.

 

Тутинчен чуптуни — симпылпа им ĕçни,

Унпала калаçни — ăраскаллă пулни.

■ Страницăсем: 1... 215 216 217 218 219 220 221 222 223 ... 796

Шухăшсем