Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тăм ӳкнĕ ирСалампиПĕчĕк патшалăхКăвайт çутисемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКăвак çĕмренСуя телей

Кăçалхи калăм


Кирлĕ мар пире Мункун,

Пасхă, Инэчи!..

(Уйри ст[ена] хаçатĕнчен)

 

Вăрман хĕррине лăп кăна тăсăлса выртнă айлăма виçĕ ял кӳршĕ-аршăллă вырнаçнă. Çакă виçĕ ялтан иккĕшĕ — Сентĕр, пĕри — Шăхач. Виçĕ ялăн виçĕ чĕлхе, виçĕ ял виçĕ тĕслĕ калаçать, мĕншĕн тесен пĕр Сĕнтĕри — чăваш, тепри — ирçе, Шăхачĕ — вырăс. Чылайччен çак ялсем пĕр-пĕрне ăнланман теççĕ, анчах пурăна киле пĕр евĕр пурăнăç, пĕр пек хуйхă-суйхă вĕсене пĕр-пĕринпе паллаштарнă, виçĕ халăхăн пĕр ĕмĕт чăмăртаннă, чĕлхере те пĕр евĕр сăмахсем çуралма пуçланă. Акă ĕмĕр илтмен «колхоз» ятлă сăмах сиксе тухнă. Ку сăмах виçĕ чĕлхере те пĕр пекех илтĕннĕ, пурин шухăшне те пĕр майлах пăтратнă. Ку сăмах пыра киле виçĕ ялшăн та чăнлăх пулса тăнă, юлашкинчен çакă ялсенчен 145 килĕ «Сталинград» ятлă колхоза чăмăртаннă. Анчах пирĕн шухăш кун çинчен каласси мар-ха, пĕр пĕчĕкçеççĕ кăна пример урлă «Сталинград» çыннисем кам иккенне каласа парасчĕ пирĕн.

«Сталинград» çынни — тĕлĕнмелле чăрсăр этем. Унăн чăрсăрлăхĕ чи малтан — ĕçре. Ĕçре «Сталинград» çынни кирек хăçан та кал-кал та çиллес. Вăл пĕр ĕçе тирĕнсе ларсан хăй те асăрхаймасть, ун мĕнпур шухăшĕ-кăмăлĕ, мĕнпур сывлăше ĕçе парăнать, çав ĕçĕн вăйĕ, сулăмĕ пулса тăрать. «Сталинград» этемне, вăл ĕçре пулсан нимĕнле вăй та туртса илеймест, хăйсем калашле, çурăм хыçĕнче аçа çапсан та вăл хăнк та тумасть, мĕншĕн тесессĕн вăхăтра тунă ĕçĕн хакне «Сталинград» паттăрĕ лайăх пĕлет. Анчах та... халиччен пĕр вăй кăна çак харсăр этеме ĕçрен туртса илме пултарнă. Çака вăй Мункун ятлă пупнă, Сентĕр чăвашĕсем ăна Калăм тенĕ, шăхачсем Пасха ят панă, ирçесем Инэчи тесе чĕннĕ.

Малалла

«Эп илĕртӳллĕ лĕпĕш...»


Эп илĕртӳллĕ лĕпĕш.

Ман çул: çилпе-çилпе.

Вĕçетĕп эп сан çӳллĕш —

тĕнчемĕр çийĕпе.

Куçсем мана сăнаççĕ,

атя, ача, выляр.

Эп сан патра хăна çеç,

чечек çумне ларар.

Чечек çине пăхар-и?

Ан тив мана, ача.

Куçна кунта хăвар эс —

эпир лĕпĕш анчах.

«Пĕр хăв пĕлме кăна...»


Пĕр хăв пĕлме кăна:

художник ячĕпе

черчен юратăва

йĕнерлесе тухса

ăçта çул тытрăн эс? —

Парнас тăрне-и, тен...

Юратăву ăçта? —

Сул айккинче йĕрет.

Çĕр


Ирхи сулхăн çулпа

Хире тухрĕ бригада.

Çăмăл çил

Хирĕç çитрĕ таçтан аякран.

Аслă çĕр анаслать

Тĕтре витĕр хăватлăн,

Вăранать çĕр çапла

Çĕрлехи ыйхăран.

 

Вăранăть çĕр çапла.

Ялтан тухрĕ, ав, трактор.

Вăл васкать хирелле

Хĕвелпе ĕлкĕрме.

Ак эпир плугсене

Тĕрĕслетпĕр, лартатпăр,

Майлашсан,

Пулăшатпăр часрах пĕр-пĕрне.

 

Майлашсан,

Ĕçри çирĕп юлташлăх та пирĕн

Плуг тĕренĕ пек

Çивĕч те çутă, таса.

Аслă çĕр!

Эпир юрă пуçларăмăр вирлĕн,

Юра кайрĕ хир тăрăх

Çилпе выляса.

 

Юрă кайрĕ çилпе.

Трактор çитрĕ вăр-варрăн.

Вăл пуçларĕ

Çĕре хускатма тĕпĕнчен.

Çĕр вĕрет, хумханатъ

Сарлакан та пит тарăн.

Трактористка кулать,

Çут хĕвел — питĕнче.

 

Трактористка кулать.

Плугсем пирĕн те харăс

Тутăхми хурçăпа

Касса кĕчĕç çĕре.

Лашасем пĕр кавар

Тракторпа пĕрле кайрĕç,

Хурçăпа лаша пулчĕç

Пĕр вăй тĕнчере.

Малалла

Тракторист вилĕмĕ


Ватăр иккĕмĕш çул.

Кĕрхи çăлтăрсăр каç.

Кĕрхи тарăн çĕртме —

Парти лартнă задача.

Чĕмсĕр йывăç —

Вăрман хĕрринчи катăркас.

Трактор шавĕ.

Унта тракторист — шиксĕр каччă.

 

Хурçă ут

Хăй мехеллĕн кĕрлет, тулхăрать,

Кăкринче ун —

Хаяр вут-кăвар, чăрсăр çулăм.

Уй-хир урлă утать вăл,

Сулмаклăн пырать,

Каç сĕмне пăлхатать

Çĕнтерӳллĕн, хăюллăн.

 

Йĕп чиксен курăнми

Кĕрхи çăлтăрсăр каç.

Мотор шавĕ ӳсет,

Чĕтренет çĕр талккишĕ.

Анчах...

Лăпкă вăрман хĕрринчи катăркас

Вăрттăн тем пытарать —

Мĕн амак, мĕн шалчи-ши?

 

Пысăк фара çути

Инçете ывтăнать,

Тракторист кунта ним те,

Пĕр ним те сисмерĕ.

Катăркас

Çатăртатрĕ хайхи хыттăнах,

Çиксе тухрĕ унтан

Виçĕ йĕксĕк тискеррĕн.

 

Тракторист сисеймерĕ...

Ун пуçĕ çине,

Выçă кашкăр асавĕ пек тăрăнчĕ пуртă.

Тракторист çĕре ӳкрĕ.

Вара пĕчченех

Трактор кайрĕ утса

Малалла

Пиртен пĕри


Канашран Юхмана çитес чух сулахаялла пĕр Треньел ятлă ял юлать... Ялкор юлташăм! эхер те çав асăннă яла лекмешкĕн тĕл килсен тӳрех Антон Лапшин ăçта пурнать тесе ыйтăр. Вара сире çак маттур ачана наччасрах тупса парĕç, вăл сире мĕнпур кăмăлтан тарават кĕтсе илĕ. Хырăмăр выçă пулсан — çăкăр парĕ, канăç кирлĕ тăк — кантарĕ, çитменнине тата хăйĕн ял-йышĕ çинчен тĕлĕнмелле халапсем те ярса кăтартĕ.

Антун хамăр çын, эпĕ ăна мĕн ачаранах паллатăн. Халĕ вăл вăтам пӳ-силлĕ вун çичĕ çулхи йĕкĕт. Акă ун çине пăхса илетĕн те — мĕнпур йăвашлăх, мĕнпур пек лăпкă кăмăл çак çамрăк ачана вырнаçнă пулĕ тетĕн. Ни пĕвĕ-сийĕнче, ни сарă çаврарах питĕнче — ниçта та ытлашши «çĕвĕ-çакă», кăмăла тавăрса тăракан кăльтим-мальтимлăх çук, — ун кашни пусăмĕ шайлашăннă майăн, ун кашни сулăмĕ — вăхăтлă, вырăнлă. Ăçтан-ха çак ем-ешĕл çамрăк ачан хăйне хăй кун евĕр тытмашкăн пĕлни? Кам вĕрентнĕ ăна, ăçта вăл ӳснĕ? Тинкеререх пăхсассăн анчах çак çамрăкăн чӳхенми лăпкă кăвак куçĕсенче аякра-аякра, инçетри шевле пек, çиçĕнсе тăракан вăрттăн кăвара куратăн. Ку кăвар вăл те çамрăклăх çути, те тин çех аталанма пикеннĕ чĕри хĕлхемĕ. Çак кăвар — çутă хĕлхем — Антун калаçнă майăн е пĕр çывхарса килет, вара пĕтĕм çамрăк сăна çутатса ярать, е каллех аяккалла тарса вăрттăн çех йăмăхса тăрать.

Малалла

Çĕçпĕл Мишшине


Çуркунне çитмен-ха вăрмана,

Вăранман-ха юр хĕл ыйхинчен.

Малтанхи кăвак чечек кăна

Тухнă шăтарса юр айĕнчен.

 

Çеçпĕл ятлă çав кăвак чечек,

Вут çĕмрен пек тухнă ирĕке,

Тиенсен те ун çине инкек —

Инкекре те вăл çурать çеçке.

 

Килĕштернĕ çеçпĕл Мишшана,

Хăй валли вăл илнĕ ун ятне.

Пурнăçра Илем пулсан кăна

Ырлăх килĕ, тенĕ, тенчене.

 

Ырлăх килес çук вăл самантрах,

Уншăн кĕрешес пулать вăрах.

Хĕрхенмесĕр хăвăн сывлăхна,

Хĕрхенмесĕр хăвăн пурнăçна.

 

Сан шăпу та, сăвăç, çавнашкал.

Тĕп тăвасшăн пулчĕ те усал

Парăнтараймарĕ пурпĕрех,

Ĕмĕре эс юлтăн çеçкере.

«Турат çинчен тумламăн татăлать...»


Турат çинчен тумламăн татăлать

çур уйăхчен апрель яланхилле.

Пăр пьедестал çинчи юр Атăлта

хăварĕччĕ ялан-ялан хĕлле.

 

Хăравçă пек тӳрккес,

çак ĕмĕтпе

юр тумламсем тумланине тăнлать.

Вăл халлĕхе тĕреклĕ,

пĕтĕмпех

асал курса вилес Лаокоонла1.

 

Хĕвел хĕртме,

тумлам ӳкме васкать.

Тен, çавăнпах художник Атăлтан

шур чĕмсĕрлĕх халь-халь çухаласла

çине-çинех вăрттăнлăхсем вăлтать.

Светланăна, ӳкĕнсе


1

Кăтра пепке, ман пиллĕкри ачам,

тетрадь тытса санпа пĕрле ларуçăн,

чечек çеç ӳкересчĕ ман, анчах

вăл пултăрччĕ сан евĕр çутă куçлă.

 

Чечекĕм, сан шухăшусем — питре:

хаваслă туртăну пур чух — пĕр тĕслĕ,

ун пек чухне эс канăçсăр-хитре,

лăплантăн та, ак, ютшăнтăн йĕреслĕн.

 

Каятăн та, сан пиншаку юлать, —

пăта çинче йăл çулăм тĕслĕ куртка.

Тенкел çинче сан пуканӳ кулать.

Çавах эп пĕччен мар, вĕсем халь пур-тăк.

 

Ирпе килсе каçпа каятăн эс.

Ялйыш тек тĕлĕнмест ĕнтĕ, пĕлеççĕ,

Йышран килcе йыша каятăн теç.

Маттур, чечек: ан пул эсĕ пĕчченçĕ.

 

Эс мар-çке, хĕрĕм, чунăм ман йĕрет.

Начар та эпĕ, лайăх та. Мĕн тăвăн?

Аннӳ сана пит тĕрĕс ӳстерет.

Аннӳ ăстăнĕ пулĕ тăрĕ хăвăн.

 

Ялйыш ăстăнĕ пулĕ тăрĕ сан.

Аван ку питĕ. Тĕрĕс ку. Чечĕкĕм,

ан ютщан та ан макăр, татăлса.

Чечекĕм.

 

2

Ман пата эс пурнăç пек килен,

ман телей каять санпа пĕрле.

Малалла

«Май каçĕ — чĕлтĕр симĕс фейерверк...»


Май каçĕ — чĕлтĕр симĕс фейерверк.

Ман уçă чӳрече курăмĕнче

акаци тĕмĕсем, лере — тирек,

яш-кĕрĕм — уçайман клуб умĕнче.

 

Эс тухрăн.

Упăшкаллă çын.

Пĕччен.

Кино курма килетĕн курăнать.

Яш чух санпа эп пулнăччĕ чечен.

Халь çĕнĕ туйăм хĕсрĕ ман чуна.

 

Хыпса илсе, çапла шутлатăп зп:

эпир пĕри теприншĕн ют пулман,

çул иртнĕçем манăçманни те шеп —

çулна пӳлсе тухам-и сан умна?

 

Шӳтлер-кулар та, ырнăн ал сулар.

Анчах эс — арлă, эп текех яш мар.

■ Страницăсем: 1... 212 213 214 215 216 217 218 219 220 ... 796
 
1 Мифологири персонаж

Шухăшсем