Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вĕлле хурчĕ — ылтăн хуртХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхӐшӑ ҫумӑрХура çăкăрАкăшсем таврăнаççĕЙӳçĕ кулăИлем

Çĕпĕр сивви


Манăн кӳршĕ Афанасий Ефимович Ефимов çитмĕл çул тултарчĕ. Ăна çав ятпа Хисеп грамоти памалла туни çинчен эпĕ радиопа илтрĕм. Указне ирхи хыпарсемпе пĕрле вуласа пачĕç.

«Хисепе тивĕçлĕ çын, — савăнса шухăшларăм хам ăссăн. — Халăх ĕçĕнче нумай ĕçленĕ, нумай хура-шур курнă. Пурнăç ăна апла та, капла та авса пăхнă, пурпĕрех хуçайман. Çӳçĕ кăна чарлан çуначĕ пек чăпарланса юлнă. Анчах хăй çирĕп-ха. Сухалне тăтăшах хырса тăнипе сăнĕ-пичĕ кĕре те çап-çутă курăнать. Çийĕ-пуçĕ те яланах типтерлĕ».

Манăн çав самантрах, кӳршĕм патне кайса, ăна çуралнă кун ячĕпе ырă сывлăх сунассăм килчĕ. Вăхăт илĕм-тилĕм ир пулнипе кăна чарăнса тăтăм. Чăн та, пирĕн икĕ килйыш пĕрпĕринпе питĕ çывăххăн хутшăнса пурăнать. Ирне-каçне уяса тăрасси çук. Парас-илесре те халиччен чăрмав пулман. Эпир, Афанасий Ефимăчпа иксĕмĕр, час-часах шахматла тытăçатпăр, çав хушăра пирĕн арăмсем диван çинче сăмах-юмах вакласа лараççĕ. Е тепĕр чух тăватсăмăр пĕр сĕтел хушшине ларатпăр та доминолла çапатпăр. Çук, халиччен пирĕн хушăмăрта хура кушак иртсе курман.

Эпĕ Афанасий Ефимăч патне кăнтăрла тĕлнелле кĕтĕм. Вăл, куçлăх тăхăннăскер, пысăк пӳлĕм варринчи çавра сĕтел хушшинче ларатчĕ. Арăмĕ, Анук аппа, яланхи пекех, кухньăра тем тăрмашать. Вĕсен икĕ пĕчĕк мăнукĕ тепĕр пӳлĕмре çуйхашса выляни илтĕнет.

Малалла

«Килсе çитет те çуркунне...»


Килсе çитет те çуркунне —

хуçаланма пуçлать.

Тӳпе хывать сăркка тумне,

кăвак тĕсе куçать.

 

Киоск урам кĕтесĕнче,

пĕрремĕш лĕпĕш пек,

çунатланать хĕвел çинче,

çиçет улт-çич тĕспе.

 

Асфальт типет юр шывĕнчен.

Çилпе тусан куçать.

Е курăнаççĕ кĕленче

ванчăкĕсем куçа.

 

Каçпа хуткупăс ирĕлет.

Çуртсен кĕтесĕсем

тапса сикеççĕ хирелле,

пире хĕсе-хĕсе.

 

Утаççĕ иккĕн. Ушкăнпа.

Хуллен е сулăмрах.

Чĕвĕлтетеççĕ е гопак

тĕвеççĕ урамрах.

 

«Урамсенче мĕн-ма шăпах

çуркуннепе, халь тин,

нихçан пулман йăваш хакпа

сутаççĕ апельсин?»

 

Асăрхамаççĕ, çирĕмре

çуркуннепе кашни —

Çĕр чăмăрĕ çинче пĕрре,

кашни — тĕнче патши.

 

Кăшт аслă çеç эп.

Çуркунне çитнишен те хавас.

Куратăп эпĕ ун чунне,

мана вăл — палламасть.

«Çамрăклăху тарасшăн-и санран...»


Çамрăклăху тарасшăн-и санран,

Ăна часрах ярса тыт ураран.

 

Çамрăк чухне юратмалли çинчен ан ман,

Çамрăклăха манатăн чăн юрату тупаймасан.

 

Юратупа туслаш, ун ытамне кĕр пĕтĕмпех,

Вара пулатăн çамрăк эсĕ мĕн ĕмĕрӳпех.

«Хĕвелсĕр кунхине çуралчĕ юрату...»


Хĕвелсĕр кунхине çуралчĕ юрату,

Хĕвеллĕ пулĕ кун тесе тупа ан ту.

 

Тăшманпала кĕрешрĕм аслă урамра,

Юлташлăх туйăмне шырарăм эп санра.

 

Анчах тупмарăм пулăшу. Эс çук çумра.

Иккĕленӳ ун чух çуралчĕ ман чунра.

 

Ăнлантăм пурнăç чăнлăхне эп çавăн чух:

Хĕвел тухман куна хĕвеллĕ тăвас çук.

Чи тутлă çимĕçлĕ çеçкеçĕм


Эп Сан валли кĕпе çĕлетĕп

Тур панă чунăм çиппинчен.

Ырми-канми ăна тĕрлетĕп,

Сĕвем тухмасть чун йĕппинчен.

 

Çут тĕнчене манса ĕçлетĕп —

Тĕлĕннипе çут тĕнчерен.

Шавлатăп, савăнап, кĕрлетĕп —

Хумсем чӳхеннĕн тĕрлĕрен.

 

Тăван чĕлхеçĕм — ман кĕпеçĕм,

Çут тĕнчере пĕрре кăна.

Чи тутлă çимĕçлĕ çеçкеçĕм

Хăват парать — тулса юна!

 

Вăл пулмасассăн — эпĕ юнсăр,

Эп — тăлăх, хуçăлнă турат.

Ĕмĕрлĕхех юлатăп чунсăр —

Шутлатăп та — чĕре сурать!

 

Вăл пур чухне — эп чĕрĕ, сывă,

Ман ятăм та хитре — чăваш!

Çавна пулах кăварлă сăвă,

Нихçан пулман эпир йăваш!

 

Мĕн ачаран çакна пĕлетĕп,

Çакна шанатăп виличчен!

Чĕлхе валли кĕпе тĕрлетĕп —

Тур панă чунăм çиппинчен!

Чулланнă чĕресем


Пирĕн ял пысăках мар, çавăнпах пулĕ масар та пĕчĕк лаптăк çеç йышăнать. Мĕн чухлĕ çын унта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă-ши? Масар çине çимĕкре кайсан чĕре ыратса каять. Юлашки çулсенче унта çамрăксем нихçан вăранайми ыйхăпа çывăраççĕ. Эх, пурнăç! Ăçта çитсе çапăнтăмăр. Ашшĕ-амăшĕсем ачисене хăйсенчен малтан пытараççĕ. Мĕнле чăтăмлăх кирлĕ вĕт-ха ачуна хăвăн аллупа çĕре чикме!

Паян ял халăхĕ масар çине нумайăн пухăннă. Тепĕр çынна йышăнчĕ паян пĕчĕк масар. Çынсен куçĕсенче, уйрăмах хĕрарăмсен куççуль типме пĕлмерĕ. Мĕншĕн вăхăтсăр çĕре кĕчĕ-ши пĕчĕк чун? Мĕншĕн пурнăçран ытла хăвăрт уйрăлса кайрĕ? Пуринчен кайран масар çинчен кукăрăлса ларнă пĕчĕк карчăк тухрĕ. Тутăрне çамки çине антарса лартнă. Тӳрех тавçăрса илетĕп: вилнĕ çыннăн çывăх тăванĕ. Карчăк майĕпен кăштăртатса çынсем хыççăн утрĕ. Эпĕ, унпа юнашар пыраканскер, кăштах хуйхине пусарма тесе калаçма шутларăм: «Праски кинеми, ытла çавăн пекех ан татăлăр-ха. Вилнĕ çын хыççăн каяймастăн ĕнтĕ, чĕррисен пурăнмалла...» Кинеми ассăн сывласа илчĕ те чуна ыраттаракан сасăпа калаçа пуçларĕ: «Ах, хĕрĕм, хĕрĕм... Мĕн тăвас ĕнтĕ ман?! Мĕнле пурăнас малалла? Камшăн? Ман мăнукăм пурăнма та тытăнманччĕ вĕт-ха.» Кинеми сасартăк кушăрканă аллисемпе çӳлелле çĕклесе такама ылханчĕ:

Малалла

«Мухтанчăклăх пирки шутла эс чир тесе...»


Мухтанчăклăх пирки шутла эс чир тесе,

Чăнах чирлеттерет вăл сан патна килсе.

 

Пылак эрех сыпса, пуçна кăшт минретсе,

Мухтанчăклăх чирлеттерет хăй ытамне илсе.

 

Çулу çинчи кашни çынра эс туслăх ан шыра,

Чăн-чăн тусна çухатăн çавă шыравра.

 

Ĕнер мĕн пулнине пĕччен чух аса ил,

Инçе çула кайсан, таса чунпа эс килне кил.

 

Чăн-чăн тусу кĕтет сана хăв килӳнте кăна,

Усал сăмахпала, тăван, ан кӳрентер ăна.

 

Хăв мухтанма пĕлнипеле ан курнăçлан,

Тусу ялан таса чунпа пулнипеле мухтан.

Тăрипе хамăр çинчен


Уçăлăхчĕ, ир уççиччĕ!

Шуçăмпа вăран, тăри,

сывлăмпа питне çăвинччĕ,

çунатне тӳрлет юри.

 

Çак çарансăр, çак тӳпесĕр

пит кичем çут тĕнчере.

Шăрантар, ырма пĕлмесĕр,

пĕр çавна хушать чĕре.

 

Уçăлăхчĕ, ир уççиччĕ!

Тăр та тух эс урама.

Çынсене куçран пăхинччĕ.

Пĕл çынсемшĕн пурăнма.

«Кун çути ăсаннă майăн...»


Кун çути ăсаннă майăн

сасăсем те лăпкăрах.

Пĕр хăлат çеç — ырнă кайăк —

çиле май вĕçет вăрах.

 

Чăрсăр чунлă кайăк ырнă.

Ырнă — айăпа хураймăн —

тĕттĕм çеç ăна халь ырлăх.

Канăçлăх çитни çеç лайăх.

Ыраш пуссинче


Ыраш пусси — çырансăр тинĕс

Ун урла туп-тӳрĕ йĕрпе

Ишет сенкер автомашина

Ĕçчен разведчик-катер пек.

 

Ем-ешĕл тинĕс анлă, тарăн,

Кунта вăл ирĕк самана!

Парти райкомĕн секретарĕ

Пăхать те питĕ савăнать.

 

Уй-хир курма юри вăл тухнă

Çак çутă çуллахи ирпе.

Çул хĕрринчи парка çеç ухлĕм

Машннăна пит ерипен

 

Утьăккалла ярăнтарасшăн

Ухлать хăй хумĕсем çинче.

Йĕри-тавра хавассăн, ăшшăн

Кулать, çиçет ирхи тĕнче.

 

Тăван хирте — тăван индустри,

Уй вăйĕ пирĕн алăра!

Герой педаль çине кăшт пусрĕ,

Машина чарăнчĕ вара.

 

Геройăм тухрĕ. Çĕн тырпулă

Пуç тайрĕ çĕнĕ этеме.

Этем хăвачĕ сывă пултăр

Ĕмĕтленме те çĕнтерме!

■ Страницăсем: 1... 214 215 216 217 218 219 220 221 222 ... 796

Шухăшсем