Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеУтартаПăва çулĕ çинчеÇавал сарăлсанКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЫтла та хитреччĕ ун чух çуркунне

Тăван кил


Кунĕпех пахчара ĕçлесе ывăннă Акулина аппа çуллахи душ айĕнче çăвăнкаларĕ те каçхи автобуса ĕлкĕрес тесе япалисене пуçтарма пуçларĕ.

— Аппа, апатланмасăрах ан пуçтарăн-ха, — пырса ыталарĕ Алевтина йăмăкĕ. Вăл, Акулинăпа пĕрле кунĕпех пахчара ĕçлесе ĕшеннĕскер, пӳрт çумĕнчи ансăр сак çине ларчĕ.

— Ывăнтăм эпĕ те, — пырса вырнаçрĕ ун çумне аппăшĕ. — Тем пекех вĕри чей ĕçес килет. Кунĕпе вĕретмен лĕп шыва лĕрккесе ăш-чик те кӳпсе кайрĕ.

— Газ пĕтнĕ тет вĕт кин. Вĕри апат та пулмарĕ ĕнтĕ сана валли.

Акулина çум курăкран тасалнă пахча çине савăккăн пăхса илчĕ.

— Алевтина, сăнаса пăхса ларатăп та, мĕнле тарăннăн сывлать çум курăкран тасалнă пахча. Тав тунăн чĕлтĕртетеççĕ пахча çимĕçĕн парка çулçисем. Хамăр лартса ӳстернĕ улмуççисем те пуç таяççĕ пире. Ăнса, тухăçлă пулмалла кăçал пахча çимĕçĕ, — сăмаха пăрса яма тăрăшрĕ вăл. «Чейне кипятильникпе те вĕретме пулнă-ха. Апатне те хатĕрлеме ан ӳркен. Çулла-çке. Лаçра тăракан такан çине пĕчĕк хуран çакса урамра турпас чĕртсе те пĕçерме пулать-çке. Çук, иртеймест çав йăмăкăм кинĕнчен», — шутларĕ хĕрарăм.

Алевтина аппăшĕн шухăшне ăнланать тейĕн.

Малалла

Элеги


Кĕркуннехи уяр тĕнче — мерчен.

Çавра чул пек вăл кăптăркка, тирпейлĕ.

Çаралнă вĕтĕ туратсем черчен.

Тӳпе çинчи вĕт çулçăсем шевлеллĕ.

 

Кĕркуннехи уç сывлăш — панулми:

пиçсе кӳпченĕ çăмхара — сипетлĕх.

Сывлатăн пĕчĕк ачалла — туллин.

Кулатăн мĕн кирли пурте çитетлĕн.

 

Кĕркуннехи виç уйăх — çулçӳрен.

Ал арчинче кĕпе-тумтирĕ пур ун.

Эс çаврăнса çеç пăхăн, вăл тӳрех

кăнтăралла кустарĕ: «Пур пул, пурăн!»

 

Кĕркуннехи самант таврăнмасла.

Пур тивĕçменлĕх, ватлăх, шухăш — тарăн.

Çил хускатсан йăмралăх анаслать.

Йĕпхӳ килет те — вăл йĕрет, мăнтарăн.

 

«Этем хĕр-ывăль ан кулянтăрах

çу — кĕтĕкшĕн, кĕр çулсăрришĕн», — тетĕп.

Асра халь сăвăç çырнă виç сăмах:

«Кĕркуннепе пит ăнăçлă ĕçлетĕп».

Халь пур чухне...


Ирхи пайăркасем илемлĕ

Ирхи хĕлхем шерпет пекех —

Чĕре çине сарçу килетĕ,

Вăя пухса ĕçлес килет!

Мĕскер мана вăл янкăр сивĕ,

Мĕскер мана вал янкăр пăс?

Лава тапса туртмалăх тийĕр,

Халь пур чухне тапса туртас!

 

Ачашшăн кăмăллăн, хисеплĕн

Çавра Хĕвел савать мана!

Ытти савакана пĕлместĕп

Савма пĕлетĕп эп хамах!

 

Мĕскер мана сив тăвăл хумĕ

Ирхи хĕвел манпа пулсан!

Чăн хурçă шанчăк тăлăх юлмĕ

Чунра Хĕвел çути пулсан!

 

Иакинф Бичурин 220 çулне кайсан

1997, авăн, 10.

Халь ир кăна...


Çула иртнĕ кунпа виçместĕп

Халь ир кăна, халь ир кăна!

Ирхи хĕвел манран писместĕ,

Чĕнет! Тăрам та вăркăнам!

Мĕскер мана умри çил-тăвăл?

Мĕскер мана хура тăман?

Хĕвел ачи пулса эп тăтăм,

Хамран Хĕвел пĕрчи тăвам!

 

1957, авăн, 10.

Альпăрт Канаш патĕнчен тухсан.

«Караганда... Хура калта...»


Караганда... Хура калта...

Хура кăмрăк купи кунта...

Хурлăхăмăр çӳрет малта —

Тăрса юлаймăпăр унтан...

 

1974, ака, 16.

Чей мыскари


«Чей ĕçесчĕ пылпала...» — юрлать Светлана Асамат радиопа. Пылне тупăпăр-ха та, чейне ăçтан тупар-ши? Хальхи вăхăт пирки каламастăп эпĕ. 80-мĕш çулсенче вара, эпир студент пулнă вăхăтра, чей тупасси чăнах та кăткăс ыйтуччĕ. «Грузинский» текен чейне сутуçăсем хутран-ситрен сутма кăларкалатчĕç пулсан, «Индийскине» вара шиш! «снакомăйсене» çеç валеçетчĕç. Пире, паллах, грузи чейĕ çеç леккелетчĕ. Эй, уншăн та еплерех савăннă! Вырăссем калашле, студентсен апачĕ те «ирпе — чей, кăнтăрла — чайок, каçхине — чаище» вĕт. Çавăнпа та чей вăл студентсемшĕн — çур пурнăç. Пĕрер пачка талонпа чей лексен вара эпир леш, пĕрремĕш çăмарта тунă чăх пекех, савăнаттăмăр.

Пурччĕ çав «перестройка» вăхăтĕнче пĕр ырă йăла — аслă уявсем умĕн вăрçă ветеранĕсемпе Афган вăрçине хутшăннисене дефицитлă апат-çимеç паратчĕç: шурă эрех, кофе, инди чейĕ, пылак сĕт, кăлпасси те.

Çапла пĕррехинче ман савнă мăшăрăм киле хашкаса чупса çитрĕ те: «Вçо, — терĕ, темле паттăр ĕç тунă пек, — пĕр дефицит тупса килтĕм-ха, — тесе сĕтел çине темĕнле пачка кăларса лартрĕ. «Халех чей вĕрет, çиччас юлташăмпа инди чейне ĕçме килетпĕр, — тесе пӳлĕме мĕнле хашкаса чупса кĕнĕ, çавăн пекех каялла тухса вăркăнчĕ. «Юрĕ», — тесе çеç юлтăм эпĕ, нимĕн пулман пек. Хам ăшра вара пĕр шухăш: «Тин çеç леш грузи чейне вĕретнĕччĕ. Мĕн тумалла? Тăкма шел. Мĕнле совеçпе хальхи çителĕксĕр вăхăтра чей тăкан? Юлашкинчен мĕн пулать те мĕн килет терĕм. Тен, ăнланса та илеймĕç...

Малалла

«Иртнипеле Пуласлăх çыхăнаççĕ...»


Иртнипеле Пуласлăх çыхăнаççĕ

Эпир курман асамлă çиппеле.

Вĕсем хăй евĕр шупăр тăхăнаççĕ, —

Вĕсен тĕсне те пирĕн пĕлмелле.

 

Иртни савать хура тĕсе çеç темшĕн;

Пуласлăх туслă çутă тĕспеле,

Вăл тăрăшать пулас çапла илемшĕн,

Туслашаймасть пачах Иртнипеле.

 

Иртнипеле Пуласлăх туслашаймĕç,

Çунат хушать Пуласлăх çынсене.

Иртни çинчен иртсен усал калаймĕç,

Çапах та вăл усать çав çын пуçне.

 

Иртнипеле Пуласлăх Икĕ курăм,

Вĕсен, ав, тĕсĕсем те тĕрлĕрен.

Улăштарас тесе эп тем те турăм

Иртни хура тĕсне хам пĕлменрен.

 

Анчах хура тĕсне улăштармарĕ

Иртни çаплах хура тĕспе юлса.

Пуласлăх та нимех те каламарĕ

Эп аппаланнинчен ялан кулса.

 

Иртнипеле Пуласлăх çыхăнаççĕ

Эпир курман асамлă çиппеле.

Хăйсен тумне вĕсем улăштармаççĕ

Эпир пит йăлăнса ыйтнипеле.

 

25-26.09.2007

Кĕпер хывни


Çĕн Ӳселĕн варринче

Кукăр-макăр кукăрлса,

Юхать Сĕнче ыткăнса,

Çырансене чăп тулса.

Акана та тухмалла,

Ака туй те тумалла,

Часрах кĕпер хывмалла,

Хир еннелле пăхмалла.

Сĕнче чакса çитиччен

Кĕтсе тăма вăхăт çук,

Халăхпала тытăнсан —

Хăрамалли ним те çук:

Халăх сурать, — кӳл тавать,

Вăл тытăннă — ĕç пулать.

Ак Çĕн Ӳсел тытăнать

Çĕнĕ кĕпер хывмашкăн,

Пĕтĕм яла хускатать

Кĕпер патне пымашкăн,

Ял пуçлăхсем ял тăрăх

Чупкаласа çӳреççĕ,

Теçетниксем чаткă пек

Сиккелесе ӳкеççĕ.

Ватти-вĕтти мĕнĕпех

Шевле пекех выляççĕ,

Сĕнче икĕ еннипе

Икĕ эртел пулаççĕ.

Шыв хĕррине ик енчен

Хурт пек сырса илеççĕ,

Кĕпер хывма пурне те

Ушкăн-ушкăн пӳлеççĕ,

Кам мĕн ĕçлеме пĕлет,

Çавăн пек ĕç параççĕ,

Пăр хускалнă евĕрлĕ

Ĕç пуçласа яраççĕ.

Хăшĕ юпа çапаççĕ,

Хăшĕ йĕпсе шăтарать,

Хăшĕ-хăшĕ пĕр-пĕрне

Йывăç илсе тыттарать.

Пуртă сасси шăп та шап!

Шатăртатса çех тăрать,

Малалла

«Хутпа пуплерĕм...»


Хутпа пуплерĕм. Кăсăк япала.

Вăл малтанах, тен, чунсăрччĕ пуль, пушă.

Хута чун патăм: тус пул манпала,

анчах пĕлместĕп, туслăхĕ мĕн хушă.

«Июнь пуçламăш...»


Июнь пуçламăш. Тин-ха çутăлать.

Çуртсем те йывăçсем хушшипеле —

шап-шур тĕтре арпашăннă çипле

темле шав чӳхенет те çыхланать.

 

Автан сасси ир шăплăхне тулать.

Илтсен çак çĕнтерӳллĕ çĕр сасса,

усал-тĕсел тарать, тет, хăраса,

тен, çавăнпах тĕтре тĕл-тĕл кумать.

 

Тавралăх йăлт кĕлерĕнкĕ — шывра,

телей куççулĕ витĕр вăл кулать.

Йĕпе хуралт тăррисенчен тумлать,

шевле вылять вăраннă çĕршывра.

 

Куккук сасси те çитрĕ вăрмантан.

Ятарласа шутлар-и миçине? —

Вăл авăтрĕ çич хут çине-çине,

унтан хушса та пачĕ тепĕртак.

 

Июнь пуçламăш. Шуçăм — тӳпере.

Çак самантра, тăван, çапла кала:

кунçулшăн тавтапуç — ăраскала,

ĕлккен пулнишĕн тавтапуç — ире.

■ Страницăсем: 1... 218 219 220 221 222 223 224 225 226 ... 796

Шухăшсем