Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемАсаттесемПограничниксемПурнӑҫ утравӗсемЕркӗнКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеКулăш кустăрми

Çынлăха — такăр çул


Ял юбилейĕн сценарине тĕрĕслесе ларакан Сергей Иванович шарт сиксе пуçне çĕклерĕ. Коридорта темĕн кĕмсĕртетни, вырăсла хытă калаçни, киревсĕр сăмахсемпе вăрçăнни илтĕнчĕ. Апайтурах! Ятлаçаканĕ хĕрарăм-çке. Алăк яриех уçăлса кайрĕ те, директор пӳлĕмне районти культура пайĕн пуçлăхĕпе унăн çумĕ кĕрсе тăчĕç.

— Мĕн пăрахса тултарнă унта?! Чутах такăнса ӳкеттĕмччĕ! — хĕремесленсе кăшкăрчĕ культура пуçлăхĕ.

— Ара, ремонт пырать-çке. Хăнасем пуçтарăннă тĕле кăштах тирпейлес тетпĕр.

— Пар-ха кунта сценарине! Пăхса тухам! — сассине тата хăпартарах калаçрĕ майра. — Так! Кунта ку кирлĕ мар! Кăна убрать! — турта-турта пăрахма тытăнчĕ пуçлăх.

— Чимĕр-ха, мĕн тăватăр эсир? — чарма тăрăшрĕ Сергей Иванович сассине пĕртте хăпартмасăр. — Сценари ял историйĕпе çыхăннă-çке. Эсир вара ун историйĕ пирки нимĕн те пĕлместĕр!

— Заткнись, дурак! — ахăрашрĕ майра. — Ак район пуçлăхĕ килтĕр-ха. Кăтартса парĕ сана, пуç мимине самантра вырăна лартĕ.

— Мана хăратма кирлĕ мар. Эпĕ район пуçлăхне мĕн кăмăла кайнине пĕлетĕп. Ун тавракурăмĕ пирĕннинчен чылай анлă. — «Пирĕннинчен» сăмаха çирĕппĕн, пусарах каларĕ директор.

Малалла

Çĕнни


Çĕнĕ кун шаккать чӳречерен.

Кун кунлас шут уçă та сипетлĕ.

Чĕрĕлĕх шывĕпеле чĕре

çăвăннă пекех вăй-хал çитетлĕ.

 

Ĕнерхи ĕç паяна юлман.

Паянхи те ырана ан юлтар.

Ирĕклĕ ăстаçă — чура мар —

ĕçĕнче чăн-чăн хаваслăх туптăр.

 

Тĕлĕнмест вăл хăй мĕн тунинчен.

Кăмăллă пулма сăлтавĕ пысак.

Тăрăшать ĕç меллĕ пуличчен,

ĕçĕнче ун — савăнăçĕ, чысĕ.

«Çурхи ăш каçсенче тӳпе пит капăр...»


Çурхи ăш каçсенче тӳпе пит капăр,

çăлтăрсемле тем çырнă ун çине.

Тĕнче ал пуснă ылтăнпа, курсамăр, —

хуркайăк çулĕ пек,

енчен енне.

 

«Часрах килсем курманнине курмашкăн», —

тĕнче паллисене ăшра вулап.

 

Çĕрле тӳпе путевка евĕр маншăн, —

тухмашкăн

йывăр, çăлтăрлă çула.

«Аса-илӳ тăрантасне эп лартăм...»


Аса-илӳ тăрантасне эп лартăм,

Вĕçтертĕм çиçĕм пек ачалăха,

Мĕнпур инкек-синкексенчен халь тартăм,

Чупса çӳреп çарран, епле паха.

 

Анне тин çеç пĕçернĕ тутлă кукăль,

Ытарайми вăл тутлă, çи те çи;

Хăй чăвашла тумланнă питĕ шукăль,

Кашни тĕррийĕ унăн чун уççи.

 

Анне куллийĕ çутă хĕвел евĕр,

Мана çӳçрен вăл ачашлать хуллен.

Каçар, анне, ача чухне пĕлмесĕр

Çакна кирлĕ таран хисеплемен.

 

Халь асăмра кăна çак ачаш алă,

Çапах анне тăрать пек умăмрах.

Ватăлнăçемĕн, ку вăл питĕ паллă,

Анне аса килет, ав, частарах.

 

Çапла, кашни эппр асра тытатпăр

Чунтан юратнă савнă аннене.

Ăна час-час куç умĕнчех куратпăр. —

Никам манмасть пуль хăй ачалăхне.

 

20.09.2007

«Кĕрхи илем килет, ав, тĕнчене...»


Кĕрхи илем килет, ав, тĕнчене:

Сăрлаççĕ йывăçсем çулçисене,

Акать шур хурăн çĕр çине

Юрла-юрла сап-сарă ылтăнне.

 

Çăка çулçи вĕлтĕртетсе ӳкет,

Çиле савса, шавлать кĕрхи вăрман.

Çулçисене тупас тесе пуçне пĕкет

Асатте пек аялалла юман.

 

Пĕр çамрăк тилĕ вăрманта çӳрет,

Вăл тĕлĕннĕ тĕнче улшăннипе.

Пакша васкавлăн йăвине кĕрет,

Вăл тĕл пуласшăн мар çак тилĕпе.

 

Çерçи кунтах сиккелесе çӳрет,

Кĕр туприпе вăл мантăрланнă пит.

Мулкач, чĕвен тăрса, мана чĕнет:

«Атя, тăванăм, — тет вăл, — хуса çит!»

 

Усал сăр кашкăр аякра улать,

Те йĕр шырать, те амине кĕтет.

Хĕвел вăрман çине пăхса кулать,

Сăр кашкăра вăл хăй патне чĕнет.

 

Упа вырнаçнă йăвине кĕрсе,

«Ан кансерлĕр — тет, — çывăрма мана»

Хуркайăксем çӳл тӳпере йĕрсе,

«Сывпул!» — тесе çунат сулаç мана.

 

Турат çинче ларать пĕччен курак,

Çак илеме курса ӳкерчĕк пек.

Кĕрхи çак тĕнчере кĕтрет пурах,

Малалла

Лантăш шыраса çăлтăр патне çитрĕм


Кĕçех пирĕн аннен çуралнă кунĕ çитет. Мĕнпе савăнтарас-ши кăçал юратнă, хаклăран та хаклă аннене? Пĕлтĕр эпир ăна хитре уявпа саламларăмăр: аппа ӳкерме ăста, вăл анне валли тĕлĕнмелле эрешлĕ ӳкерчĕк сăнарласа пачĕ. Пичче каскалама юратать, вăл анне валли асамлă шкатулка ăсталарĕ. Атте вара çав кун аннене пачах та ĕçлеттермерĕ, кунĕпех хăй кăмака умĕнче тăрмашрĕ, уяв кĕреки валли кукăль-çăмах пĕçерчĕ, унсăр пуçне аннене çав тери илемлĕ тутăр парнелерĕ. Пирĕн анне ахаль те хитре, атте парнине çыхсан татах та хитреленсе кайрĕ. Эпĕ те кунĕпех аттене пулăшрăм, уяв ячĕпе аннене хам тĕрленĕ ал шăлли парнелерĕм. Уяв кĕрекинче аннене юрă-ташăпа савăнтартăмăр.

Манăн аннене хамăн парнепе çав тери тĕлĕнтерес килет. Мĕнпе тĕлĕнтерме пулать-ши ăна? Чылайччен шутларăм, нимĕн те шутласа тупаймарăм. Ним тума аптранипе пасара кайма пăхма шутларăм. Çывăхри пасарта хама килĕшекен тавар тупаймарăм та ахаль пасара мар, Хĕвел пасарнех кайса килме шутларăм. Мана Уйăхпи: «Хĕвел пасарĕнче тĕлĕнтермĕш парне тупса илме пулать», — терĕ. Вăл пасар кашни кунах уçă иккен.

Нумай шутласа тăмарăм, Хĕвел пасарне вĕçтерсе çитрĕм. Пасарта çăлтăрсем, астероидсем тата метеоритсем сутă тăваççĕ. Пасарĕ ялкăшса кăна тăрать, кирек мĕнле япала та туянма пулать, укçуна кăна ан шелле.

Малалла

«Пин те пĕр юр пĕрчи — пин те пĕр юрă...»


Пин те пĕр юр пĕрчи — пин те пĕр юрă —

пĕр сассăр ярăнать сив сывлăшра.

Тĕнче тин çеç тасатнă евĕр шурă.

Вăрман юрлать, уй-хир юрлать ăшра.

Çак юрăсем ана çине анаççĕ

вăтанчăклăн пĕри теприн çумне.

Вара уй-хир ĕçченĕсем калаççĕ:

«Тырпулă тулăх пулĕ кĕркунне».

«Çырма-çатраллă хĕсĕк Чăвашьенĕн...»


Çырма-çатраллă хĕсĕк Чăвашьенĕн

Тăвăр çĕрне-шывне мĕнле мухтас?

Эп ирĕке савма кăштах пĕлетĕп,

Чăваш тĕнчи аслишĕн хĕпĕртетĕп,

Эп çавăнпа çула тухма хавас!

Çул умĕн ӳпкелешни


Йыт çурипе ачашланса,

Кăвас ĕçсе выртас хăяккăн!

Килте ларас чухне хăятăп

Тулай çĕрте тĕнче касма.

 

Çулталăкра пĕрре çула

Тухман чухне шурса каятăп.

Тĕнчесĕр тăлăх пек туятăп,

Кăшлать ӳпкев вĕри чуна.

 

Мĕн кирлĕ, мĕн çитмест мана?

Мĕскер шыратăп инсетре эп?

Чăваш ăс-хакăлне кĕтретĕн

Кĕртесчĕ тетĕп ырана...

 

Сăмах татма,

Ăс-хал тупма,

Тăвансене пĕрле пухма,

Тулай чăваш патне çӳретĕп.

«Лĕпешпи тесе чĕнетчĕ...»


Лĕпешпи тесе чĕнетчĕ

Ача чух мана анне,

Çупарлатчĕ те çĕклетчĕ

Çӳлелле, мачча патне.

 

Эп вара ахăлтататтăм

Чи телейлĕ кулăпа,

Лĕпĕш евĕр сулкалаттăм

Мăшăр пĕчĕк аллăмпа.

 

Малалла вĕçме васкатап

Çутă ĕмĕтĕм патне,

Яланах туйса тăратăп

Эп анне юратăвне.

■ Страницăсем: 1... 221 222 223 224 225 226 227 228 229 ... 796

Шухăшсем