Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăрман ачисемВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртХӗвел мулкачӗсемХурапа шурăЙĕрсемЧипер АннаЙӳçĕ кулă

Перестройка


Килнелле утнă май Александр Трофимович хăй юратнă юррине юрласа пычĕ: «Чи илемлине-е-е, чи илемлине-е-е», — ĕнĕрлерĕ вăл. Акă вĕсен подъезчĕ патĕнчен инçех те мар виçĕ çамрăк пĕр ачана тăпăлтараççĕ. Хĕнекенсем хушшинче Александр Трофимович паллакан ача та пур: вун пиллĕкри Коля — ĕçтешĕн ывăлĕ. Вăл хĕнекенсене чарма пăхать ахăр.

— Пăрăн кунтан! Атгу хăвна лекет! — кăшкăрчĕ çӳçлемес пуçли, патвар кĕлеткелли. Унтан çаврăнчĕ те Кольăна сулмак чăмăрĕпе тăрăслаттарчĕ.

— Эй! Эй! Ачамккăсем! Илемлĕ мар, арçынла мар темиçен пĕр çынна тапăнни! — чарма пăхрĕ çамрăксене Александр Трофимович.

— Хăй айăплă! Туртмалли парăр, вара хĕнеместпĕр.

— Эпĕ туртмастăп. Сире те çав йытă çимен япаларан писме хушатăп.

— Ха! Итлĕр-ха, итлĕр, писме хушать пире! Кам эс кунта мĕн тумаллине хушма! — тесе лач! сурчĕ лăпăс-лăпăс пуç. — Атьсемри, туртмалли памарĕ — хĕнетпĕр! — аллисене ирĕке ячĕ услап.

— Так! — кăшкăрчĕ те арçын икĕ каччăна çавăрса тытса пĕр-пĕрин çумне çамкисемпе шаклаттарчĕ. Нач! илтĕнчĕ сасă. — Тасалăр куç умĕнчен! Ачасем урамра çӳремелли вăхăт тахçанах иртсе кайнă.

Малалла

«Наманган улмисем çинчен...»


Наманган улмисем çинчен

Эс юрлаттăнччĕ — астăватăп...

Юррисем сахал мар-тăр тĕнчен —

Енĕсем пурпĕрех тăваттă!

 

Тăват енлĕ Тĕнче çинчен

Каллĕ-маллĕ утса шутлатăп:

Çывăхри те пулать инçе,

Инçине те çумрах туятăп.

 

1974, ака, 14.

«Аван-и, Душанбе, Айни хули!..»


Аван-и, Душанбе, Айни хули!

Ятарласа вĕт килтĕм инçетрен.

Мана ята сан чайхана пур-и?

Реххетленсе ларас пĕрре хитрен...

 

Кунта ман курмалла Каратая,

Едгорие курса калаçмалла.

Шираз ăстисене пуçа таям,

Вĕсемсĕр тунсăх чунăма, паллах...

 

1974, ака, 11.

«Авалхи Самарканд — маçаксен кĕреки...»


Авалхи Самарканд — маçаксен кĕреки,

Несĕлсен тĕп хули, тĕп урамĕ.

Çакăнтах пуль-ха çав чăвашсен кĕнеки —

Вĕсене пуç таймасăр юрамĕ...

 

Тĕррисем хамăрла, япали хамăрла,

Анчах мĕншĕн ятне манса кайнă?

Хурланса та йĕрсе хăть мăрла ан мăрла —

Вăтăр ĕмĕр пире пусмăрпа хăваланă.

 

1974, ака, 9.

Регистан («Хăйăр карти»).

«Каçхи тĕнче хуçи çут уйăх...»


Каçхи тĕнче хуçи çут уйăх

Çăлтăрсене кĕтӳ кĕтет.

Кайса пĕтмест этемĕн хуйăх,

Хăçан çав, калăрсам, пĕтет.

 

Пĕри хуçаланать тискеррĕн,

Тепри чура пек тертленет.

Ытла тискер алли эсрелĕн,

Этемлĕхе вăл пĕтерет.

 

Хуçасене Эсрел ят пачĕç

Çынсем хальхи саманара.

Çав хуçасем юхтарчĕç-ячĕç

Çынсен пуласлăхне шывра.

 

Ылхан кăна вĕсене çиттĕр,

Çук каçармашкăн вĕсене.

Тĕрĕслĕхпе тасалăх килтĕр

Часрах çак хурлă çĕр çине.

 

Каçхи тĕнче хуçи çут уйăх

Пит кулянса пăхать паян.

Çак çĕр çинче мĕн чухлĕ хуйах,

Хăçан вăл пĕтĕ-ши, тăван?!

 

25-26.09.2007.

Çăлтăр


Пурăннă тет пĕр çутă Çăлтăр. Вăл çăлтăрсенчен чи çутти пулнă, яланах тўпере пĕр-пĕччен çўренĕ. Унăн Çĕр çине çынсем патне кайса вĕсем мĕнле пурăннине курас, пĕлес килнĕ. Хăйне валли юлташ тупма ĕмĕтленнĕ. Анчах унта кайма çулĕ çав тери инçе пулнă. Çавăнпа та вăл çул çине пĕччен тухма шикленнĕ.

Çĕр çинче те пĕр пĕчĕк хĕр ача пурăннă. Ăна Урине тесе чĕннĕ. Унăн юлташсем пулман, çавăнпа вăл хăйне валли туссем шыранă. Кашни кунах юлташ тупма ĕмĕтленнĕ. Хăй çинçешке, урисем сусăр пулнă. Урисем ыратнăран ытлашши утсах çўремен. Вăл тăлăх-турат пулнăран ача çуртĕнче пурăннă.

Кунсем, çулсем иртеççĕ. Пĕчĕк Çăлтăр чылай çитĕнчĕ. Малтанах шутласа хунă ĕмĕтне пурнăçлас тесех тарăшрĕ. «Çынсем патне çитсе куратăпах», — тесе çула тухрĕ. Çул çинче тĕрлĕ пăтăрмахсем сиксе тухрĕç, анчах та вăл йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах çирĕп утăмсемпе таплаттарса утрĕ, юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ:

 

«Эп пыратăп çулпала

Юрăсем шăрантарса.

Хăрамастăп никамран,

Шав утатăп малалла.

Малалла

«Çерçи те тутă, тет, тĕлĕкĕнче...»


Çерçи те тутă, тет, тĕлĕкĕнче.

Пĕр шанăçcăр кам пурăннă тата?!

Эпир кашни харкам хăй пӳлминче

çил вылясран хăратпар, тупата.

 

Апла-капла-и, ма пуçна усан! —

çурхи нӳр типеймен-тĕк, ĕççынни

ака-суха тума кая юлман

çурхи нӳр пек — чунри вăй-хал тени.

Çăлтăр патне кайса курни


Тĕлĕнетĕп эпĕ çав тери.

Мĕнех пур-ши çавă тӳпере?

Кам пурăнать, вăл мĕн тăвать?

Мĕншĕн тӳпе янкăр кавак?

Мĕншĕн хĕвел ăшшăн пăхать?

Ыйту мана шутлаттарать.

Пит тупсăмне пĕлес килет.

Çынсем вĕçеççĕ космоса.

Тĕпчеççĕ темĕн те унта…

Çӳл тӳпене сăнатăп каçсерен.

Йăл-йăл çиçеççĕ çăлтăрсем.

Мĕн чуль вĕсем?..

Алчăрасах каяççĕ ман куçсем.

Хура кавир çине

Сапаласа тултарнă-çке такам:

Çутти, сарри, кăвакки…

Ман çăлтăр та унтах.

Çап-çутă, питех те йăлтăркки.

Куçне хĕсет мана чунтан.

— Килсем, — тет вăл, — ман патăма

Пулсам хăна.

Чун тапăртатса тăрать.

Пулса курас килет

Çӳл тӳпери тусăм панче.

— Тем пек эп кайăттăм унта.

Анчах та çулĕ пит инçе.

— Ална тăссам, — калать юлташ, —

Эс маншăн çывăх хурăнташ…

Çиçĕмле хăвăртлăхпа

Илсе çитерчĕ хăй патне.

Çӳлтен пăхатăп аяла.

Шыратăп хамăн ялăма.

Ман ялăм курăнать çӳлтен

Пĕр пăнчă пысăкăш кăна.

Мĕн чухлĕ çăлтăр тӳпере!?

Малалла

«Йĕрсĕр-палсăр каятпăр, ята хăвармасăр...»


Омар Хаямран

 

Йĕрсĕр-палсăр каятпăр, ята хăвармасăр,

Çут тĕнче пурăнать вăл татах пин-пин çул...

Кунта ĕлĕк пулман, малашне те пулмастпăр,

Ни усси, ни сиенĕ пиртен юлас çук...

«Афрасиаб ванчăкĕсем çинче...»


(Вăтам Азири типтертен)

 

Афрасиаб ванчăкĕсем çинче

Çара уран ятарласа та утрăм.

Куршак-чулмек çине картнисенче

Мăн маçаксен паллисене эп тупрăм.

■ Страницăсем: 1... 219 220 221 222 223 224 225 226 227 ... 796

Шухăшсем