Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТутимĕрУтартаĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Шевле çутиХĕрес хывнă хĕвелПахчапа мунча хуҫиХура çăкăр

Çăлтăрсем патĕнче хăнара


Пурăннă тет пĕр хĕр ача. Вăл Оля ятлă пулнă. Çиччĕмĕш класра вĕренет. Пĕрремĕш класранпах унăн дневникĕнче «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна. Ку ăнсăртран мар. Оля мĕн пĕчĕкренпех кĕнеке вулама питĕ юратать, сăвă çырма та кăмăллать. Унăн ĕçĕсем «Тантăш» хаçатра час-часах пичетленеççĕ. Вăл шкулти пур мероприятие те хастар хутшăнать.

Оля — сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, ыр кăмăллă та сăпайлă хĕр ача. Вăл юлташсенчен пуян. Вĕсем ăна хисеплеççĕ. Оля кашнинех йывăр самантра пулăшма хатĕр.

Пĕррехинче çуллахи ăшă каç вăл чӳречене яри уçса ячĕ те пĕлĕте пăхса ăна сăнама тытăнчĕ. Тӳпери хура кавир çине кам сапаланă-ши çап-çутă çалтăрĕсене? Ав, уйăх та шуса тухрĕ. Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе пытанмалла вылямаççĕ-ши? Уйăх вĕсен хуралçи тейĕн: пăхать, сăнать, тинкерет… Çав вăхăтрах пĕр çутă çăлтăрĕ куçран çухалчĕ. Çук, куçран çухалмарĕ вăл — ӳкрĕ. Çĕр çине ӳкрĕ. «Анне! — хăй те сисеймерĕ вăл, кăшкăрса ячĕ, — çăлтăр çĕр çине ӳкрĕ!» «Хĕрĕм, ун пек чухне мĕн те пулин ĕмĕтленмелле теççĕ», — сăмах хушрĕ амăшĕ. Оля васкасах ĕмĕтленме тытăнчĕ. Унăн вăтам шкула медальпе пĕтерсе медицина институтне вĕренме кĕрес килет. Врач пулса çынсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыватас килет.

Малалла

«Мăн вăрманти çĕршер уçланкăран...»


Мăн вăрманти çĕршер уçланкăран

паян асра пĕр пĕчĕкçĕ уçланкă.

Вăл тĕссĕр — ыттисем пек пулнăран.

Хитреччĕ — ма тесен асра пĕр çакă.

 

Чечеклĕ те çырлаллă виçкĕтес —

колхоз утарĕ çумĕнчех — виç утăм.

Илемлĕ — хăй илемлине пĕлмест.

Чĕлхесĕр — пурнăçра вăл хăй-çке тупсăм!

 

Сана мухтас килет, ачалăхри

йĕри-тавра çĕкленнĕ симĕс чатăр!

Сана пулах кăкăрăмри тăри

ырма пĕлмесĕр кĕвĕлет тăр! та тăр!

Икĕ сăвă


1

Çур кунĕ е кĕр кунĕ? — Пурпĕрех.

Уç сывлăшăн сивви тусансăр, нӳрлĕ,

Пас çутинче инçет те инçерех,

хевеллĕ çӳл тӳпе татах та çӳллĕ.

 

Ирĕкленетĕп эп те чĕлтĕр илемпе:

Ку илемре калас-и манăн: «Чун çук?»

«Тăванлă тес-и вăл туйăмсемпе?»...

Çырлахнă эп. Хуравламан ыйту çук.

 

2

Çырлахнă эс, ман кӳршĕм, ман пекех.

Анчах уйра ыран эс тырă вырăн. —

Хам кĕтесе вырнаçăп эп. Текех

хитре сăмах тупса çĕн сăвă çырăп.

 

Вуланă чух унта эс чун шыра,

мĕн-ма тесен, сан хăвăн та пур ирĕк:

суя йĕрке çиçмест-и сăвăра?

Унта ан пултăр пурпĕрехлĕх чирĕ.

Чухăн çын юрри


Анаталла-тăвалла,

Пирĕн ăçта каймалла.

Çитмен пурнăçран тарма,

Çăкăр чĕлли шырама.

 

Каяс пулсан тăвалла,

Лашана тăвармалла:

Пирĕн лаша пит ырхан,

Çиттĕр пуяна ылхан.

 

Лашана тăвармалла,

Каяймасть вăл тăвалла.

Мăшкăллать пире пуян,

Уншăн савăнăç паян.

 

Лашана шеллемелле,

Хамăрăн кӳлĕнмелле.

Пуян каять сиккипе,

Эпĕ утап пĕкĕпе.

 

Чухăн çыннăн пурлăх çук,

Пуян çыннăн ырлăх çук.

Çиес килет — çăкăр çук,

Укçа-тенкĕ тупма çук.

 

Урапана тăвалла

Туртса хамăн каймалла.

Шеллемелле лашана

Ярăнтарса нушана.

 

Анаталла-тăвалла,

Пуян кайрĕ тăвалла.

Пултăр тамăк ун валли,

Çăлăнăç — пире валли.

 

23.09.2007.

«Ăçталла вĕçетĕр пĕр канмасăр...»


Ăçталла вĕçетĕр пĕр канмасăр,

Пĕлĕтсем, шур тĕклĕ кайăксем...

Арпашатăр, кирлĕ çул тупмасăр,

Шухăшсем, тем тĕрлĕ шухăшсем.

 

Хăш чухне çӳле вĕçсе каятăр,

Тепĕр чух анатăр çĕр çине.

Хамăра та ăмăрт пек туятпăр,

Вĕçтерсе инçе шухăшсене.

 

Шухăш кăна мар иккен çунатлă,

Чун-чĕре çунатлă кайăк пек.

Ун çуначĕ чăнласах хăватлă,

Пит çӳле вĕçет пĕчĕкренпех.

 

Чăнласах та шухăшпа çитетпĕр

Уçлăха та тĕрлĕ тĕнчене.

Мĕн шухăшлани, туссем, пĕлетпĕр,

Тăрăшсассăн йăлт пулассине.

 

Шухăш, шухăш, эсĕ — шухă кайăк,

Сан хӳрӳ ытла та пит кĕске.

Санпала вĕçмешкĕн питĕ лайăх,

Таврăнмашкăн çеç пит йывăр-çке.

 

Çилхăван ут пек часрах тытасчĕ

Тĕрлĕ шухăша çăвархласа.

Вĕсене асамлă вăй парасчĕ,

Тăванах та халăха савса.

 

Ăçталла вĕçетĕр пĕр канмасăр,

Пĕлĕтсем, шап-шурă кайăксем.

Ан тертленĕр кирлĕ çул тупмасăр,

Шухăшсем, тем тĕрлĕ шухăшсем.

 

20.09.2007.

Петĕр Çимунчпа асамçă çăлтăр


Ытарайми илемлĕ вырǎнта вырнаçнă Çĕнкас ятлă чăваш ялĕ. Ял йĕри-тавра вăрман кашласа ларать. Çĕнкасăн кăнтăр енче вара, вăрманпа ял хушшинче — тăп-тарă шывлă тарăн кӳлĕ.Унта ял çыннисем пулă тытса ыр кураççĕ…

Вăрманлă, тулăх шыв-шурлă, çырма-çатраллă ку тавралăх. Ялта капмар çуртсем çӳлелле кармашса лараççĕ. Сыннисем çут çанталăк илемĕпе киленеççĕ, пурнăçри мĕнпур ырлăха туйса тăраççĕ… Пурнăç малаллах пырать, сиккипех чупать. Пĕр çын — тепĕр çынпа, пĕр ăру тепĕр ăрупа улшăнать.

Анчах сулнăкĕ те пур çав пурнăçăн. Çав сулнăкран пăрăнмасăр, такăнмасăр иртесси — кашни çын тивĕçĕ. Мал ĕмĕтли, чунпа çирĕппи çеç пурнăç çулĕпе патваррăн утать. Уншăн кашни чăрмав — этемлĕх вăйĕн тĕрĕслевĕ.

Çак ялти Петĕр Çимунч чун-чĕрипе çирĕп, малашлăха курса, ăнтăлса пурăнакан çын. Аттелĕх вăрçинче паттăррăн çапăçса çĕршер тăшмана леш тĕнчене ăсатнă. Çĕрлехи çапăçусенче те пĕр шикленмесĕр шав малалла талпăннă.

Пĕррехинче, пĕр юхан шыв хĕрринчи çуллахи ăшă каç, хăрушла çапăçу пулса иртрĕ. Татти-сыпписĕр пулемет шатăртатать, ăçта кирлĕ унта бомбăсем çурăлаççĕ. Петĕр Çимунч та пĕр тăхтаса тăмасăр тăшмансем çине граната хыççăн граната ывăтать. Часах тăшмансем Петерĕн «хĕрӳ кучченеçĕнчен» тăранса çитеççĕ те каялла чакаççĕ. Петĕр те хаш! сывласа ярать, юхан шыв хĕрне пырса тăрса:

Малалла

Çĕнĕ çул каçĕ


Урамра уяр. Клубра — тăман.

Ал çупни тăрать янăраса:

кам кăçал ĕçре юлхав пулман,

чыс тăваççĕ парнесем парса.

 

Çĕнĕ çул хавасĕпе çиçсе

ларакан çуртсен çутисенче

вĕлкĕшеççĕ те пас йĕпписем

çухалаççĕ каç сĕмлĕхĕнче.

 

Ушкăнăн сăпайлă ĕçченсем

салансан, çитсен хапха умне,

чарăнса итлеççĕ çăлтăрсем

шăппăн-шăппăн шĕнкĕртетнине.

«Урçа Микитçĕ тенĕ пек...»


Урçа Микитçĕ тенĕ пек

Мана çак тĕп хула.

Эпĕ чăвашăн тĕнĕпех

Пурнатăп пулмалла...

 

1965. юпа, 10.

Çурçĕр Осети, Орджоникидзе хули.

«Мĕскер сăмах вăл Мăтацминда?..»


Мĕскер сăмах вăл Мăтацминда?

Кашни çав сăрт çине утать.

Ун тăрринче халь ватă çын та

Хăйне туять иккен кăшт чинлă —

Унта Джугаш вилли выртать.

 

Çапла, вилли. Çапса антарнă

Тем мăннăш палăк — Сталина.

Тĕпне асра тытма хăварнă,

Хăйне унтан-кунтан кăкарнă...

Тек чĕртеймеççĕ пуль ăна?..

 

~~1965, юла, 8.

Тбилиси.

«Тинĕс те сăрт, ăшă та çутă...»


Омар Хаямран

 

Тинĕс те сăрт, Ăшă та çутă.

Канлĕх те ирĕк кăкăр тулли.

Пĕчĕк хуранăн çимĕçĕ тутă,

Пĕчĕк этемĕн те пур-мĕн кулли!

 

1965, ăвăн, 21.

Сочи. Хĕрлĕ Уçланкă.

■ Страницăсем: 1... 220 221 222 223 224 225 226 227 228 ... 796

Шухăшсем