Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Пурăннă тет пĕр ялта пĕр хĕр упраç. Вăл кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ: кил-çурта тасатнă, пахчара çĕр ĕçĕпе тимленĕ, картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхе пăхнă. Ăна ларса канма та вăхăт çитмен. Çавăнпа та унăн тус-юлташĕсем те пулман. Вăл вун саккăр çеç тултарнă-ха. Çап-çутă сăнлăскерĕн икĕ пит çăмарти çинче йĕкĕр путăк палăрнă. Икĕ çăлтăр евĕр куçĕ сенкер-сенкер тĕспе йăлтăртатнă. Çӳçĕ вара мулине çиппи пек сап-сарă пулнă. Çавăнпа та-и, тен, Сарпи тесе ят панă ăна ашшĕ-амăшĕ.
Хĕрĕ çемьеллĕ пулма пиçсе çитнĕ тесе ашшĕ-амăшĕ ăна качча пама шут тытнă. Кашни кун тенĕ пек вĕсем патне евчĕсем пыраççĕ. Анчах та Сарпи никама та килĕштермен. Пĕри сăмах ваклама пĕлмест, тепри хăйне тытма пĕлмест. Виççĕмĕшĕн чунĕ ытла та чурăс тенĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕ çакăншăн питĕ кăмăлсăрланнă.
Пĕррехинче, пахчара ĕçленĕ чух, карта хĕрринчи çулпа пĕр каччă иртсе пынă. Вăл Аксар ятлă пулнă. Аксар Сарпи маттур ĕçленине асăрханă, ăна килĕштернĕ.
Хайхи каччă кашни кунах çак пахча хĕррипе иртсе çӳреме пуçланă. Унăн тем пекех çак хĕр упраçăн ятне те пулин пĕлес килнĕ.
Пĕр хĕвеллĕ те савăк кун хăюлăх çитерсе Аксар хĕр патне пырса чарăнчĕ. Сарпи такам хăй çине пăхнине асăрхарĕ те унăн пичĕ çырла пек хĕрелсе кайрĕ. «Эс мĕн тимлесех пăхатăн вара ман çине?» — терĕ вăл. Каччă вара пĕр сăмах чĕнмесĕр тăчĕ — чĕлхине çăтса янă тейĕн. Унтан тем шухăшласа илчĕ те кĕсйинчен хут кăларса ун çине темиçе сăмах шăрçаларĕ.
Малалла
 Пултăм эпĕ Кавказра,
Кавказ халь те ман асра.
Тӳпенех-çке перĕнеççĕ
Унăн çӳллĕ тăвĕсем.
Тусенчен çӳле вĕçеççĕ
Чăрсăр ăмăрткайăксем.
Пулса куртăм эп Крымра,
Крым паян та ман умра.
Ăшă тумлă Хура тинĕс
Акăш-макăш сарăлать.
Лăпкă чух — тӳлек те тикĕс,
Пит кăра вăл тăвăлра.
Пултăм эпĕ Çĕпĕрте,
Ăна манмăп ĕмĕрте.
Вĕçĕпе хĕрри ăçта-ши
Кашкăр каçайми тайган?
Ăнсăртран чăнах аташăн,
Шаларах кĕрсе кайсан.
Пултăм Балтика çинче,
Тăван çĕрĕн хĕрринче.
Çулла ăшшăн илĕртеççĕ
Сĕт пек шурă каçĕсем.
Вашават кĕтсе илеççĕ
Ырă кăмăллă туссем.
Çĕр çинче нумай кĕтес,
Пур çĕре ăçтан çитес?
Пĕчĕкрен шкулта вĕрентĕм,
Тăрăшрăм — йăлтах пĕлес!
Анчах эп таçта çитем те,
Чи ырри — тăван кĕтес.
Кунта хумлă тинĕс çук,
Çӳллĕ сăрт-тусем те çук.
Вĕсен тăрринче ахахăн
Çуталмасть ĕмĕрхи юр.
Пурперех çурална ялан
Хăйне май илемĕ пур.
Малалла
 Манмастăп эпĕ халиччен
Пĕр хĕллехи куна:
Аттемçĕм граждан вăрçинчен
Çитсеччĕ тин кăна.
Пӳрте кĕрсе хывăнсанах,
Салтсан кутамккине,
Парнелĕх панăччĕ мана
Вăл хăйĕн çĕлĕкне.
Çиçетчĕ çăлтăр ун çинче
Ытла ытарма çук.
Çăлтăр çинче, чăн варринче —
Çурлапа Мăлатук.
Çавăркала пăха-пăха,
Эп тĕлĕнтĕм чунтан:
— Ку Çурлапа Мăлатука
Ма лартнă-ши кунта?
Атте калать хайхи мана:
— Ăнланăн-ха ӳссен...
Пуçларĕç çĕнĕ самана
Рабочипе хресчен.
Вĕсем тăван халь, тĕнчере
Ун пек тăванлăх çук.
Тус пулĕç ĕмĕр-емĕрех
Çурлапа Мăлатук.
Кунсем васкарĕç йĕркерен,
Çул выртрĕ ман ума.
Пĕр ĕмĕт тытрăм пĕчĕкрен
Эп агроном пулма.
Пичче вĕренчĕ тимĕрçе,
Вăл кайрĕ завода.
Яла килсеччĕ пĕринче
Канмалăх вăхăта.
Тек ĕнтĕ эп те ача мар,
Ман ав диплом та пур.
Пиччепеле эп юнашар
Ларатăп — пăх та кур!
Малалла
 Шăпа пит çамрăкла хăварчĕ
Мана аттеçĕм вырăнне,
Тыттарчĕ сулăмлă тăпачă,
Тăратрĕ сарăм варрине.
Пĕрмай эп сылтăмпа çапаттăм,
Сулахайне питех шанман;
Кӳрше лектересрен хăраттăм
Асăрхаймасăр çамкаран.
Çапах та чĕререх янратчĕ
Тăпачăн тăпăртăк ташши;
Сарăм вĕçне тухсан аванччĕ
Ӳпĕнтерме пĕр алтăр шыв.
Ытарайми таса çăл шывĕ,
Йăлтах уçатчĕ ăшăма...
Эп çитĕнтĕм патвар та сывă, —
Мухтав тăван çĕршывăма!
Халь ĕнтĕ акă сулăнатăп
Çул иртнĕçемĕн ватталла;
Чи малтанхи мăнукăма та
Кăçал ак тытрăм хам алла.
Анчах эп чунăмпа пĕрре те
Туймастăп ватлăх çитнине;
Районсене тухса çӳретĕп,
Сăнатăп пурнăç таппине.
...Тăван уй-хир, тӳлек ял каçĕ,
Мăнаçлă çăлтăрлă тӳпе.
Çул тăрăх çутăсем куçаççĕ
Сӳнме пĕлмесĕр çĕрĕпе.
Тахçан ытла шăп пулаканччĕ
Кун пек ĕççийĕнче çĕрле.
Итле, юлташăм, тăнласамччĕ —
Халь çĕрĕпех мотор кĕрлет.
Малалла
 Элинкка хуняккана
Мĕнле паха тăван кил-йышăн пĕрлĕхĕ!
Çĕн кинсемпе тулли хавас кĕрекĕрĕр.
Пулинччĕ çĕнĕ тăхăм вăрăм ĕмĕрлĕ,
Вăл çĕнĕ ĕмĕре кĕрле-кĕрле кĕтĕр.
Тĕнче тытан е салатанĕ Эсĕр-и —
Тăван киле тытас пулать вĕт пурĕпĕр.
Телейлисем çинче пурах телейсĕрĕ —
Çавсем таврăнасса тирпейлĕн кĕтĕпĕр.
* * *
Телейлĕ пулнă чух телей кам тилмĕртĕр?
Телейлĕ пуль тĕнче — ăна курмастăн çав!
Çӳрет пуль тӳпере кашни çын Имĕрĕ.
Рехмет пама пĕлмесĕрех хастар çынна!
Миçе асап ярса нуша кăтартрĕ вăл,
Мĕншĕн ăна сирмест кирек те кам-тăрччĕ?
Çунса тăран вутри шарт-шартлă кăмăлăр
Малаш ăраскалне шанса лăплантăрччĕ.
1999, утă, 12,
Йĕпреç, Чепченьел.
Пурăннă тет ĕлĕк-авал пĕр ватă çын. Унăн виçĕ ывăл пулнă. Туслă пурăннă вĕсем, анчах ватă старик хытă чирлесе ӳкнĕ, вилме патнех çитнĕ. Унăн ывăлĕсем хытă куляннă.
Пĕррехинче урамра унăн ывăлĕсене хирĕç асамçă юмăç тĕл пулнă, вĕсен хуйхи-суйхине ыйтса пĕлнĕ:
— Эпĕ пулăшăп сире, чире сыватма май пур, ватă йăмра çинчи ылтăн çулçă кăна пулăшĕ сирĕн аçăра. Анчах ырă кăмăллă çын çеç çав йăмрана тупма пултарĕ, — тенĕ ватă çын.
Часах виçĕ çамрăк инçе çула пуçтарăннă, ылтăн çулçă шырама тухса кайнă.
Вунă кун та вунă каç виçĕ ывăл çул çинче пулнă, вуннăмĕш каçне вĕсем пĕр уйра çывăрма выртнă. Кĕçех тӳпере Çутă Уйăх курăнса кайнă. Уйăх вĕсенчен пулăшу ыйтнă:
— Манăн аллăмсем питĕ хуралса кайрĕç, тасатса-çуса парăр, тархасшăн.
Анчах та аслă пиччĕшĕсем çул çинче хытă ывăннă пирки уйăха пулăшман.
Кĕçĕнни вара уйăха пулăшнă: çĕрĕпех унăн аллисене çуса ларнă.
Ир пулсан çамрăксем малалла çул тытнă. Тепĕр вунă кун та вунă каç ватă йăмра çинчи ылтăн çулçа шыранă вĕсем. Анчах та тупайман. Аслă пиччĕшĕсем киле таврăннă, кĕçĕнни вара малалла çул тытнă.
Малалла
 Пĕр сăмахпах сивĕтрĕн,
Телейлĕччĕ мĕн тери!
Пĕр нӳр юлми тилĕтрĕн,
Ан алхас-ха çав тери...
Хевтесĕрлĕхе пĕлсе
Ман сĕткене ан ĕç-ха,
Пĕр сăлтавсăр çĕтелсе
Хăвпа ху ан кĕвĕç-ха...
Тутăх çиет тимĕре,
Ĕмĕр иртет сиккипе.
Хуйхă çиет чĕрене
Хуйхăсăрлăх пуррипе.
 Асап, телей парнелекен,
Каллех тĕл пултăм-ши сана?
Каварлăха çĕнтерекен,
Пулăшмах килтен-и мана?
Анчах кирлех-ши калаçма,
Кирлех-ши шеллекен сăмах?
Эпир хăпартнăччĕ каçма,
Ишĕлчĕ вăл та самантрах.
Сан çуттупа ăшăннă чун
Сисмеремĕр те — сивенчĕ,
Çуллахи вăрăм, шăрăх кун
Шап-шурă юрпа витĕнчĕ.
Сан асапна, сан ырлăхна
Тутанса пăхнă чун кăна
Пулайĕ пурнăçра хăна:
Тав ту, тав ту эсĕ ăна!
 Юлашки тăхтав, куçна хуп та чăт,
Çитрĕ вăхăт пирен уйрăлма.
Ална ил чунна, куççульна ан çăт, —
Кирлех мар виçесĕр хуçăлма.
Эсĕ — урăх çын. Манăн — урăх кил.
Мĕн тăвар, пурнăç вал çаплалла.
Иртрĕ пирĕн кун, йывăра ан ил,
Мĕн пулсан та, пурнăç — малалла.
Шăпа вăл — шăпа, ăсли çук унран,
Пӳрнине пур пĕрех курмалла.
Эпир ют çынсем çакă çӳт кунран, —
Чĕрене пайлаймăн çурмалла.
Мĕн чухлĕ çăлтăр тӳпере!
Çак çăлтăрсем ман ĕмĕтре.
Пĕррехинче пĕр тĕлĕкре
Пулса эп куртăм пĕлĕтре.
Чăнах-ши ку, е чăн та мар,
Ман айăмри йăмра капмар.
Йăмра тăрăх ута-ута
Эп тӳпере-çке, тупата.
Эп вĕçрĕм çăлтăрсем патне,
Кунта тĕнче ытла хитре!
Хуркайăк тăкнă тет тĕкне,
Халь çав çулпа эп вĕçевре.
«Кĕвентепе тăрать сар хĕр.
Уйăх çинче эс пĕртен-пĕр,
Ытла чипер, ытла ĕлккен,
Илемӳпе йăлтах ĕнтен».
Ак Алтăр çăлтăр, Шурăмпуç.
«Ну, тусăм, халь куçна эс уç».
Ларатăп эп йăмра çинче,
Йĕри-тавра тăван тĕнче.
Ак тăван килĕм, сад пахчи,
Кил умĕнче ачи-пăчи
Шавлать, вылять пур кăмăлтан.
Тăван ял-йыш, кил-йыш пуртан.
■ Страницăсем: 1... 175 176 177 178 179 180 181 182 183 ... 796
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...