Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрлĕ тюльпанСана ҫырма сӑмах ҫитетКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеКайăк тусĕЕркӗнКĕперПăва çулĕ çинче

Йăмра


Чăвашсен йăлине пăхăннă тăрăх, ачана çуралсанах каланă, «хĕр çуралсан — çынна кăмăллă пултăр тенĕ, ывăл çуралсан — салтака юрăхлă пултăр», — тенĕ.

Çавăн пекех, пĕр ялта, икĕ çемье пурăннă. Пĕрисем — çав тери пуян пулнă, теприсем — чухăн пулнă. Анчах та, пуяннисен пĕр хĕр çеç пулнă. Ăна вĕсем чун-кăмăлтан юратнă, мĕн ачаранах ирĕк панă, пĕтĕм çĕрте юрама тăрăшнă. Чухăннисен вара, ывăлĕ те хĕрĕ те пулнă. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне хăнăхнăскерсем пулнă. Яланах ашшĕ-амăшне пулăшма васканă, ашшĕ-амăшне упраса, хӳтĕлесе, пулăшса пурăннă.

Çаплах вăхăт иртсе кайнă. Ачасем те ӳссе çитĕннĕ, хăйсен пурнăçĕпе пурăнмалăх вăхăт та çитнĕ. Чухăнсен кĕçĕн ывăлĕ — Ваçлейĕ, питĕ маттурскер пулнă. Ăна ĕç хушсассăн вăл çав самантрах пурнăçласа хунă. Кирек епле ĕçе алла тытсассăн та тĕпĕ-йĕрĕпе вĕçне çити туса пĕтермесĕр чарăнман. Тата Ваçлей питĕ уçланкăсем, уй-хир тăрăх çӳреме, юхан шыв хĕрринче пулă тытма, çырма-çатрара çӳреме юратнă.

Пĕррехинче Ваçлей уçланкă таврашĕнче уçăлса çӳренĕ вăхăтра шурă кĕпе тăхăннă хитре хĕре асăрхать. Çак хĕр кӳршĕре пурăнакан пуян çынсен хĕрĕ пулнă. Ваçлей ун çине пăхса тăнă-тăнă та çумнерех пырса калаçма шутланă. Малтан Ваçлей уçланкăра ӳсекен чечексене татса çыхă тăвать, унтан Наçтаç патнелле уттарать.

Малалла

«Хусан тавра кĕрле-кĕрле...»


Тутарстанри ЧНКА вулавăшне

 

Хусан тавра кĕрле-кĕрле

Чăваш пуласлăхĕ хăпарнă:

Вăл пулнă хуп-хура тĕрме,

Е вилĕмрен пире хăтарнă.

Паян та Хусанпа пĕрле

Чăваш хăй шăпине тĕрлет.

 

Кайса çухалчĕ тĕпсĕре

Асапĕ, нишлĕхĕ, темтепĕр —

Пур усалне аса илмесĕр,

Пуçа чикмесĕр тĕлсĕре

Упрар, туссемĕр, Тĕп çĕре,

Тăванлăх турттăр пĕр çĕре.

Пайăрланар чăмăртанса,

Чăмăртанса пайăрланар!

 

2002, пуш, 22.

Хусан.

«Мĕскер кунçул!..»


Эрпинес хĕрĕме

 

Мĕскер кунçул!

Ăçта ун аслă карчĕ?

Шутла та çирĕплет ăспа ăна:

Камра хăват мĕн чуль?

Кама ăçта кăкарчĕç?

Кам ĕçĕпе пуян, кам пăсĕпе кăна?

 

Çĕрме пуян та пур,

Пур сулçӳревçĕ тервĕш,

Паллах, хурах та çĕр çинче пурах!

Пурне те хăйĕн виçипе картса хур:

Кашни ухмахăн хăйĕнле пĕлтерĕш,

Çавна пĕлсе хакла, Чĕппĕм — Хура Курак!

 

Манра ӳпкевĕм çук.

Санпа хĕвел хăпарчĕ.

Тупа тăватăп: пурăнсам кăна!

 

2000, утă, 15.

Салтаккасси — Шупашкар.

Ӳкĕнӳ


Ĕç тухмарĕ, чухлаймăрăм...

Урăхла тăвасшăнччĕ.

Усал вăрлăхе акрăм, —

Ыррине акасшăнччĕ.

Ун ăшне кĕресшĕн марччĕ,

Ачаш туйăм хистерĕ

(Куçăма тĕтре-ши карчĕ?),

- Тусна ан пăрах! - терĕ.

 

Хиреçӳ сăлтавĕ пулса

Тăрса юлтăм çав, тăван.

Пăхса тăнă пулсан кулса

Тĕрĕсрехчĕ, тен? Айван...

Сăмах


Сăмах вăл — çерçи мар,

Тухса кайсан тытаймăн...

Эс курăн уншăн шар,

Йывăрлăхне чăтаймăн.

 

Калас тесен — шухăшла,

Унтан тин çеç «персе яр».

Ан пултăр кулăшла,

Ан пултăр ытла хаяр...

 

Сăмах суранлатать

Çын чĕрине, ан манăр!

Сиплет е ăшăтать

Ырă сăмах çеç, шанăр!

Ăшă Хум асамлăхĕ


Ял хĕрринче, айламра, лаштра ватă йăмра ларать. Питĕ сарлака вăл, илемлĕ. Ун çине пăхсан чунра лăпкăлăх, канăçлăх суралать. Çав вăхăтрах тата темĕнле вăрттăнлăх йăмра патне туртать.

Пĕрре çуллахи лăпкă каç, ĕçсем пĕтнĕ хыççăн, эпир юлташпа, Хветĕрпе йăмра çумне кайса лартăмăр. Ларатпăр çапла, йăмра çумне таяннă та канатпăр. Йăмраран темле ăшă, хăват паракан хум тухать. Çак хум пире çавăрса илме пуçларĕ. Эпир Хветĕрпе пĕр-пĕрин çине пăхса илсенех пирте çын ăнланмалла мар вăй пуррине туйрăмăр. Çакна ăнланса илсенех Ăшă Хум пире çĕр çумĕнчен çĕклесе Йăмран, темшĕн савăнса ал çупакан тураттисем, хушшинелле çавăрттарса илсе кĕрсе кайрĕ.

Хветĕрпе иксĕмĕр те пĕр харăсах куçа уçса ятăмăр. Пăхатăп: эпир çӳллĕ ту — Улăп тăвĕ çинче тăратпăр. Йĕри-тавра вара пурте курăнать. Тăвăн пĕр енче этем пусман чăтлăх. Унта çăмламас упасем халь-халь тытса çурас пек çӳреççĕ. Вĕçен кайăксем йывăçсен шĕпĕлтетсе лараканçулçисемпе пĕрле ырра ĕненсе, телей йыхăрса юрлаççĕ.

Тепĕр енче тĕттĕм кӳлĕ. Ун йĕри-тавра хăмăш хумханать. Вăл хумханнă май хайхи Йăмра (эпир курни) мăнаçлăн саркаланса ларать. Ун çулçисем пĕрре тĕттĕм симĕссĕн, тепре çутă симĕссĕн курăнса пире çӳçентерсе ярать. Кӳлĕпе йăмрара темле вăрттăнлăх пурри туйăнса тăрать.

Малалла

Ватă коммунист


Ман çывăх кӳршĕ — ватă коммунист,

Çуртра ăна — хисеп те пысăк чыс.

Калас-тăк, маншăн вăл — тăван атте,

Каç-каç кайса ларатăн ун патне.

 

Сăмах-юмах пуçлать вăл майĕпен, —

Мĕн-мен кăна вăл пурнăçра тӳсмен!

Хăй каламасть пулин те мĕнпурне,

Пĕлетĕп эпĕ унăн кунçулне.

 

Ялан вăл утнă теветкел çулпа,

Кулак ăна тĕлленĕ пăшалпа,

Шăнараймасăр сăхă ăншăртне,

Çĕрле вут тĕртнĕ унăн кил-çуртне.

 

Утать, утать вăл пурпĕр малалла:

Ун ял-йышпа çĕн пурнăç тумалла!

Çапла этем чĕри — хастар чĕре

Хĕрет те пиçехет кĕрешӳре.

 

Çапла вĕри вăл коммунист чĕри,

Çут тĕнчере чĕррисенчен чĕрри!

Ăна нимле юр-пăр сивĕтеймест,

Ăна чи çивĕч хĕç те витеймест.

 

Ман çывăх кӳршĕ пулна вăрçăра, —

Выртать виç орден халĕ арчара.

Виç сыпăкри «Мухтав» орденĕсем —

Паттăрлăхпа хăюлăх паллисем.

 

Халь вăрçă ветеранĕ пенсире,

Вăл пурпĕр халăх ĕçĕпе çӳрет.

Вăл — халăх контролерĕ хулара,

Малалла

Чун


Çуралнă чун пурăнать

Пылпа çу çимесен те.

Тен, ăнмасть çул, тен, ăнать? —

Пĕлекенĕ çук пĕри те...

Пур пĕрех пурăнать вăл, чун.

 

Пылпа çу ăшĕнче те

Чун хăратъ иккен хăш чух.

Шывпа çăкăр çисен те

Пылланать вăл чăрсăр, шух.

Пур пĕрех пурăнать вăл, чун.

 

Вилчĕ çын. Хуйхăратпăр,

Хĕрех кунччен хăратпăр,

Чунне вĕçĕм мухтатпăр,

Çуртасем те çутатпăр...

Пур пĕрех пурăнать вăл, чун.

Телее аякра шырамаççĕ


Телее аякра шырамаççĕ.

Телее шыв сапса ӳстермеççĕ.

Телее пасарта та сутмаççĕ,

Çуккисем укçалла илеймеççĕ.

 

Телее çăкăрпа та çимеççĕ.

Телее писменпе те виçмеççĕ.

Телее килĕрен валеçмеççĕ,

Уншăн тăтăш çынсем тĕмсĕлеççĕ.

 

Телее кивçене те илмеççĕ

Телее саклата та хумаççĕ.

Телей ăçтине пач пĕлмеççĕ,

Ăна ĕненеççĕ, кĕтеççĕ.

Кĕрхи пурнăç авăрĕ


Кĕрхи пурнăç авăрĕ.

Хăрушă. Шăнăр туртать.

Çылăхсемшĕн тавăрĕ,

Кур, ав, тетелне уртать.

 

Çавăрать. Кун таврăнать.

Кам малта? Кам хыçалта?

Малаллах-мĕн çаврăнать

Пурнăç урапи хăçан та.

 

Кĕрхи пурнăç авăрĕ, —

Пĕр çаклансан тухаймăн.

Ватлăх — вилĕм сунарĕ,

Каллех çамрăк пулаймăн.

■ Страницăсем: 1... 172 173 174 175 176 177 178 179 180 ... 796

Шухăшсем