Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юманлăхра çапла пулнăАча чухнехиХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхАндрей ПеттокиВăхăт таппиПĕчĕк патшалăхМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..

Йăмра хуралçи


Ял хĕрринче пĕр 50-60 çулхи йăмра ларнă. Ăна ял çыннисем темшĕн ылтăн йăмра тенĕ. Ваттисем ун çинчен çапла каланă: «Кам ылтăн йăмрана тытать, çавă йăмра хуралçи пулать», — тенĕ. Çавăнпа та çак йывăç патне никам та çӳремен. Ватă çынсем ачасемпе çамрăксене йăмра патне каймалла маррине асăрхаттарсах тăнă. Йăмра хĕлĕн-çăвĕн пĕчченех кашласа ларнă.

Ял çыннисем шыв ăсма йăмра патĕнчи çăла çӳренĕ. Йăмра çине пăхкаласа илнĕ-ха шыв ăсакансем, анчах ун патне çывăха пыман.

Пĕр ирхине амăшĕ Терука шыв ăсма ячĕ. Амăшне пулăшма хăнăхнă арçын ача икĕ витре илчĕ те çăл еннелле утрĕ. Çăл патне çитсен витрисене тултарчĕ те каялла кайма хатĕрленчĕ. Çав вăхăтра йăмра ылтăн тĕспе çуталса кайрĕ те Терука хăй патне чĕннĕ пек туйăнчĕ. Арçын ачана темле вăй ылтăн йăмра патнелле уттарчĕ. Йывăç патне çитсен Терук хăй сисмесĕрех йăмра вуллине ярса та тытрĕ. Ун куçĕ умне самантрах пӳртсем вырăнне йывăçсем, çул-сукмаксем вырăнне чечексем тухса тăчĕç. Йăмра та ăна çын евĕрлĕ курăнса кайрĕ: куçĕсем те, çăварĕ те пур. Йăмра хулăн сасăпа калаçма пуçларĕ:

— Эсĕ мана тытрăн пулсан — ман хуралçă пулатăн. Санăн мана пулăшмалла. Ман ялтан кашни каç пĕр пĕчĕк йăмра таçта çухалать, — терĕ.

Малалла

Кĕт мана


Сан сăнна ӳкеретĕп

Хут çине,

Пир çине.

Сан сăнна ӳкеретĕп

Юр çине,

Шыв çине.

Сан сăнна ӳкеретĕп

Ирхине,

Каçхине.

Сан сăнна ӳкеретĕп

Çуркунне,

Кĕркунне.

 

Ача пекех йĕретĕп.

Шăннă пекех чĕтретĕп.

Тĕлĕкре те чĕнетĕп

Эп сана.

Кĕт мана...

Ăнланмастăп...


Мана ан кăшла.

Мана ан шăшла.

Манăн — хамăн пурнăç,

Санăн — урăх пурнăç

Хăнара пурăнатпăр.

Мĕн çитмест? Тулашатпăр.

Эпĕ — кулăшла,

Эсĕ — кулăшла.

Манăн пурнăç — курнăç,

Санăн та вăл — курнăç.

Пурпĕрех чарăнмастпăр,

Пурпĕрех парăнмастпăр.

Ăнланмастăп...

Ăмсанатпăр-и?

Кама? Мĕне? Мĕн тума?

Мана, сана тĕп тума?

Выльăх мар, ăнланасчĕ,

Выльăх мар, саплашасчĕ.

Вăл та ăслăрах,

Вăл та туслăрах

Выльăхсен тĕнчинче.

Эпир вĕт — Çĕр çинче

Хуçа пулса пурăнатпăр,

Çын пулнăшăн савăнатпăр.

Ăнланмастăп...

 

Хĕвел — ăшăтмасть,

Уйăх — çутатмасть

Пирĕншĕн... Çынсемшĕн,

Ăнлантарăр, мĕншĕн?

Эпир тар пички çинче,

Каçарсамччĕ, Çут тĕнче!

Эпĕ те пăнчă,

Эсĕ те пăнчă

Пурăнан Çĕр çинче,

Этемлĕх килĕнче...

Ăс-пуçпах пурăнатпăр,

Çав-çавах ăшăнмастпăр.

Ăнланмастăп...

Пурнăç маншăн...


Шыв çинчи ункăсем, —

Пит çинчи пĕрĕмсем.

Ватăлатпăр,

Ватăлатпăр,

Ватăлатпăр...

Ункăсем çухалаççĕ.

Пĕрĕмсем çухалаççĕ

Ман сăнăма,

Ман тăнăма,

Ман ăшăма...

 

Чарма çук юхăма.

Чарма çук пулăма.

Кĕрешетпĕр,

Кĕрешетпĕр,

Кĕрешетпĕр...

Пурнăç вăл — авăр евĕр,

Унра çĕтет хевтемĕр.

Ăнланатпăр.

Шухăшлатпăр.

Тарăхатпăр...

 

Щел, чун çеç ватăлмасть,

Вăхăтсăр татăлмасть.

Пурăнатпăр,

Пурăнатпăр,

Пурăнатпăр...

Пиртен килмен япала,

Хирĕçлесе ан кала.

Турра шĕкĕр

Пăрахманшăн.

Пурнăç — маншăн.

Тăван тавралăх


Çулла çитсен çанталăк ăшă,

Хĕвелĕ те пăхать хĕртсе.

Улăх-çаран çинче чечекĕ

Çеçке çурать çакна сиссе.

 

Вăрмана кĕрсен те чуна лайăх,

Кайăк юррийĕ тыткăнлать.

Унта — кунта тук-тук! илтетĕн,

Ĕçлет иккен ула такка.

 

Йĕри- тавра вĕçсе çӳреççĕ

Чечексем çийĕн лĕпĕшсем.

Ĕçчен пыл хурчĕсем вĕçеççĕ,

Пĕлмеççĕ канăçа вĕсем.

 

Ялтан инçех те мар çӳреççĕ

Пирĕн ялăн кĕтĕвĕсем.

Вĕсем хыçĕнченех çӳреççĕ

Пушă йăтса кĕтӳçĕсем.

 

Хушăран вăрăм пушшипе

Шартлаттарса вĕсем илеççĕ.

Сехет çине те пăхкалаççĕ,

Кĕтеççĕ каç час пуласса.

 

Хĕвел ансассăн шăпчăксем

Савăк юррисене пуçлаççĕ.

Пурне те тыткăна илеççĕ,

Итлес килет ăна ирччен.

 

Çуллахи ăшă кунсене

Эпир ялан килĕштеретпĕр.

Ахаль вăхăт ирттересрен

Аннесене те пулăшатпăр.

 

Ирпе ирех тăрса каятпăр

Çырма хĕрне пулă тытма.

Пулă йĕкĕлтессе кĕтетпĕр,

Пăхатпăр путăш çинелле.

Малалла

Йăмра тĕнчи


Вăрман хĕрринче çутă кӳлĕ сарăлса выртать. Кӳлĕпе юнашар пĕр ватă йăмра саркаланса ларать. Ирĕккĕн ӳсет вăл. Ăна нимĕн те чăрмантармасть, нимĕн те кансĕрлемест. Вăрман сивĕ çилрен сыхлать, кӳлĕ нӳрĕк парать. Кашни иртен-çӳрен ун хӳттине ларса канать. Кӳлĕ çумĕпе иртсе çӳрекен çынсене йăмра ăсатса ярать, кĕтсе илет, хăй сулхăнне ларса канма чĕнет.

Çак темиçе ĕмĕр пĕр вырăнтан тапранмасăр ларакан йывăç çинчен тем тĕрлĕ халап-юмах та çӳрет ял хушшинче. Ку вырăнтан иртсе çӳрекен çынсем çухалкалани те пулнă теççĕ.

Шăпах çак йăмра йывăççи патĕнчен иртсе çӳрет те ĕнтĕ Катриван. Кашни кунах вăл вăрман урлă хулана ĕçлеме çӳрет. Кӳлĕ хĕрринчен иртнĕ чухне кунти илемпе чарăнса тăрсах киленет. Акă паян та вăл пĕр самантлăха чарăнса тăрса уçă сывлăша кăкăр туллин сывласа илет те малалла утать. Хулана çитиччен унăн вăрман урлă пилĕк çухрăм утмалла. Уншăн вара çак çул вăрăммăн туйăнмасть, хăнăхнă çулпа вăл кирлĕ çĕре хăвăрттăнах çитет.

Хуларан каялла таврăннă чухне Катриван вăрмантан çăмăллăнах утса тухать, кӳлĕ патне çитсен вара темĕскер вăйĕ пĕтсе çитнĕ пек туйăнать ăна. Паян киле иртерех çитесчĕ тесе шутласа пыраканскерĕн ирĕксĕрех йăмра çумне ларса канма тивет. Катриван мăнаçлă йывăç çумне сĕвенсе ларать те канлĕрех ларас тесе аллисене çĕр айĕнчен кăшт мăкăрăлса тăракан тымарсем çине хурать. Пĕр самант çапла ларсан сылтăм алли айĕнчи тымар аялалла анса пынă пек туйăнать. Акă ун алли чавса таран анса та каять. Катриван хăранипе аллине часрах туртса кăларать те хăй çумнелле хуçлатса тытать. Аллине туртса кăларнă вырăна тинкеререх пăхать те — шăтăк пысăкланса пынине курать. Мĕн тумалла? Йĕри-тавра пăхса илет — никам та çук. Вăл пĕчченех. Пĕр енчен шутласан, Катриванăн сиксе тăмалла та темрен тем пулать тесе ялалла вĕçтермелле. Çук! Катриван ун пек тăвасшăн мар-ха. Вăл çав шăтăкра мĕн пуррине пĕлесшĕн çунать. Курмасăр-пĕлмесĕр мĕнле пăрахса кайăн-ха.

Малалла

Эх, юрлар-ха савăнса!


Çĕмĕрт çеçкийĕ шап-шурă.

Венчетре çурхи тĕнче.

Янратар-ха çĕнĕ юрă

Шăпчăк саслă уявра.

Эх, юрлар-ха савăнса

Шăпчăк пĕлмен юррине.

Чăваш юрри юхăнса

Çиттĕр тĕнче хĕррине.

 

Пĕринчен-пĕри илемлĕ,

Çурхи шыв юххипе тан.

Кам ăмсанмĕ, кам килеймĕ.

Юррăн вăй-халĕ ăçтан?

Чĕмпĕрьен, юрлар-ха, тăван,

Чăвашла юрлар паян.

Чăваш юрри вăл, ан вăтан,

Юрă юхтăр ян та ян!

Мăшăр кăвакарчăн


Çуралнах пуль пĕр-пĕриншĕн, тусăм,

Ĕмĕрех пĕрле ĕçсе-çиме.

Пехиллет пире, ав, ирхи шуçăм

Юрату шерлетне астивме.

Юратупа ӳсĕрĕннĕ пуçăм

Çаврăнать, чунăмçăм, çаврăнать!

Юратупа суккăрланнă куçăм...

Шывланать. Юрату пур. Ăнать.

Эпир иккĕн, мăшăр кăвакарчăн,

Тĕлĕкре мар, пурнăçĕ те чăн-чăн.

Пĕр-пĕрне куçран пăхса кулатпăр.

Кăвик-кăвик юратса юрлатпăр.

 

Юрату пылак, эрĕм пек йӳçĕ,

Юрату тăварлă та... шывак.

Юрату — уйăракан, ертӳçĕ,

Юрату — шултра укçа е вак...

Пурнăç вăрăм, унăн çулĕ кукăр,

Юратсан çеç кĕскетме пулать.

Юрату вăл, асăрханăр, суккăр.

Юратсан çеç чĕрере юлать.

 

Çуралнах пуль пĕр-пĕриншĕн, тусăм,

Мăшăр кăвакарчăнах пулма.

Йăнăшмарĕ пулас ирхи шуçăм,

Турă пӳрнĕ иккĕнех юлма.

Çăлкуç пек тап-таса юратушăн

Вăлах пехилленĕ кĕрешме.

Эпĕ хатĕр, тусăм, санпа уншăн

Пурнăç океанĕнче ишме.

«Паттăрсене тивĕçлипе сăрлаççĕ...»


Паттăрсене тивĕçлипе сăрлаççĕ

Хăватлă Карачарсковпа Ревель.

Чăваш чĕпписенех çав ирĕн-каçăн

Ӳкерчĕç Юрьев, Немцев, Теветкел...

«Овчинников вăл «сурăх тирĕ» терĕ...»


Овчинников вăл «сурăх тирĕ» терĕ...

Калаканни хăй кашкăр пулмалла,

анчах та шăлĕ катăкрах, паллах,

кĕвĕçнипе вăл çĕтĕлсе тиркерĕ:

Хăйне шансан, пуçне вуçех çĕклеймĕ,

мĕшĕлтетсе те çăпата сырса,

кукша пуçне кусар вĕçпе хырса,

кутник сакки çинчех юлать телейĕ!

Мĕшĕл чăвашĕ ун йышши çын мар:

Нушаллă ӳснĕрен, ачаранах

ун лăпкă чунĕнче çунать кăвар —

Якку Иванĕпе вăл пĕр танах!

Чăваш патриархне вăттакки-этăк,

Патша умне тăратрĕ чыс-чинпа!

Бичурина Нева çинче, курас-тăк —

Ваç-ваç уттарчĕ аслă Пушкинпа,

Хăй ентешне Андрияна мухтарĕ

Çĕр чăмăрĕн пуса каччи туса...

Овчинников — мĕлкеçĕсен мухтарĕ,

Чăваш ӳнерĕн ирĕклĕ мухтавĕ —

Çутта юратакан хастар хусах!

■ Страницăсем: 1... 169 170 171 172 173 174 175 176 177 ... 796

Шухăшсем