Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Верăпа Лиза юнашар килсенче пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те пĕр класра вĕренеççĕ. Хĕр ачасем пĕр-пĕринпе питĕ туслă, яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Паян та вĕсем ытти чухнехи пекех урама выляма тухрĕç. Ялти ачасем ял хĕррине пуçтарăнаççĕ. Унта пĕрле вăйăсем выляççĕ. Ял хĕрринче пысăк йăмралăх пур, унта тахçанхи йăмрасем тем пысăкăш сарăлса лараççĕ.
— Атьăр пытанмалла вылятпăр паян, — терĕ Петюк.
Ачасем хаваспах килĕшрĕç. Нинука шыраканни турĕç. Ачасем йăмралăха кĕрсе сапаланса пĕтрĕç. Верăпа Лиза ватă йăмра хăвăлне кĕрсе ларчĕç. Йăмра хăвăлне кĕрсен малтанах тĕттĕмччĕ, анчах нумай та вăхăт иртмерĕ, вĕсен куç умне çап-çутă уçланкă курăнса кайрĕ. Хĕр ачасем хăйсем ăçта лекнине ăнланса илеймерĕç. Тавраллипе вăрман, кайăксем юрлаççĕ, хĕвел хĕртсе пăхать.
— Петя! Оля! Ачасем!
Хирĕç никам та сас памасть. Хĕр ачасем вăрманалла кĕрсе кайрĕç. Нумай та утмарĕç вĕсем, вăрман хĕррине çитсе тăчĕç. Çывăхрах çуртсем курăнса кайрĕç. Патнерех çывхарса пынăçемĕн çынсем утса çӳрени курăнать. Тавраллипе тĕлĕнмелле капашлă çуртсем лараççĕ. Вĕсем çап-çаврака, тем пысăкăш. Машинăсем сывлăшра вĕçсе çӳреççĕ. Урамсенче ытларах йăмра йывăççи лартса тухнă.
Малалла
 Ир-ир ытарайми тавралăх
Сенкер тĕтре ăшне путать.
Хĕвел куллен шăпах çур талăк
Совет çĕршывĕпе утать.
Килтен урамалла тухатăп,
Яланхи май ĕçе кайма.
Урамăн ик енне пăхатăп —
Ĕлкĕрейместĕп пуç тайма.
Пĕрне-пĕри телей сунатпăр —
Юлташ та пĕлĕш, тантăш, тус.
Тен, çакăнтан вăл пуçланать-тăр
Пур халăх пĕрлĕхĕ — Союз?!
Çĕршывăм тăрăх эп каям-и,
Утам-и ĕмĕр тăршшĕпе, —
Таçта çитсен те тус-тăванăм
Кĕтсе илет чун ăшшипе.
Атте мана тахçан калатчĕ: —
Пин ылтăн мар, пин тус туян,
Вара эс çийĕн шур калачă,
Вара эс пулăн чи пуян. —
Туспа çула тухма хаваслă,
Туспа инçе çул кĕскелет.
Умна инкек килсе тухсассăн,
Тусу хăюллăн хӳтĕлет.
Тусна эс те чун пек упратăн, —
Хуйхи-суйхи йăлт çурмалла.
Туспа пĕрле сан, тем пулсан та,
Курассине йăлт курмалла.
Çапла утатпăр алла-аллăн —
Юлташ та пĕлĕш, тантăш, тус,
Çапла пуçланнă вăл тăванлăх,
Малалла
 Çын çинчен калаçса
Лармашкăн çăмăл.
Чĕлхе вĕçне «хыççăн»
Тулать, тен, кăмăл.
Вăрçатпăр: «Эй, пуçтах!..»
Канаш паратпăр.
Пĕр хамăра анчах
Манса каятпăр.
Ан кĕр эс çын ăшне,
Вăл хăй те — «кимĕç».
Ют çыннăн шухăшне
Картма эс тивĕç.
 Пурнăç вăл —
Шурă, хура йĕрсем,
Масарти хĕрессем,
Сывлăшри шăтăксем...
Пурнăç вăл —
Уçлăхри пулăмсем,
Ăс-тăнри туйăмсем,
Шухăшсем, шухăшсем...
Пурнăç вăл —
Кулленхи çылăхсем,
Кулленхи хуйăхсем,
Курăнман парăмсем...
Пурнăç вăл —
Алхасу-тулашу,
Кĕвĕçӳ-майлашу.
Хирĕçӳ-саплашу...
Пурнăç вăл —
Чунпа чун çырлахни,
Пĕр-пĕрне тухатни,
Пĕр-пĕрне çухатни...
Пурнăç вăл —
Çĕнĕ чун çуратни,
Сыпнă çип татăлни,
Кĕтесе çутатни...
Пӳрнăç вăл...
 Тĕл пулсаччĕ санпа, астăватна,
Юрату пахчинче çуркунне?
Пĕлтерсеччĕ мана хăвăн ятна,
Санăн яту хитре — Кулине.
Кулине. Кулине. Кулине.
Манас çук эп санпа пулнине,
Чĕресем киленсе тулнине...
Кулине. Кулине. Кулине.
Мĕн туса ман чуна тыткăнларăн?
Чĕре кайрĕ çу пек ирĕлсе.
Эп калаçрăм та култăм, тăнларăн
Пирĕшти пек куçран тинкерсе.
Манăнмасть хĕрӳ туйăм саманчĕ,
Манăнмасть, упранать ĕмĕрех.
Ялкăшать-ха, сӳнмен унăн вучĕ, —
Пирвайхи юрату чĕререх.
Пĕррехинче икĕ сунарçă вăрмантан киле таврăнма тухнă. Таврара питĕ тĕттĕм те шăп пулнă, хутран-ситрен кăна выçă кашкăрсем ӳлени илтĕннĕ. Пирĕн сунарçăсем асăрханса, васкамасăр хăйсен пысăк пушмакĕсемпе çӳллĕ курăка ашса пынă. Киле çитме нумай та юлмарĕ ĕнтĕ. Акă ĕнтĕ юлашки уçланкă. Ним кĕтмен çĕртен вăрман уçланкинче çап-çутă пулса кайрĕ. Малтанах, хытă васканипе, сунарçăсем чарăнаймарĕç, анчах та малалла кайнăçемĕн вĕсен кăсăкланăвĕ ӳссех пычĕ. Хăйсем хытă хăраççĕ пулсан та каялла çаврăнчĕçех, çутă курăннă еннелле утрĕç. Вырăна çитсен хайхи çутă еннелле пăхаççĕ те: ку çуталса тăракан ача пулса тăчĕ. Хăйне çӳхе пир татăкĕпе чĕркенĕ иккен. Сунарçăсем ун патне васкаса пычĕç: ача асамлă чĕр чун пек çутă парса тăрать. Сунарçăсенчен пĕри асамлă ачана хăйĕнпе пĕрле килне илсе каяс терĕ, анчах та лешĕ: «Мĕн тума кирлĕ вăл сана? Хăвăн та килте виçĕ ачу выçă ларать. Тен, вăл усал тухатнă ача, тен, вăл пире пурне те усал тăвĕ? Ун пек тума юрамасть!» — терĕ. Çапах сунарçă юлташне итлемерĕ, çакă тĕрĕс пулни кайран тин паллă пулчĕ.
Çулсем иртсе пычĕç, пирĕн асамлă ача ӳссе çитрĕ, вăйлă, çирĕп, хăюллă каччă пулса тăчĕ. Вăл пурне те хăй пултарнă таран пулăшма тăрăшрĕ, пĕчĕккисенчен пуçласа ваттисем таранах. Çавăн пек ырă кăмăллă пулнăшăн ăна Пайтул (пурне те пайлă тăвакан) тесе ят пачĕç. Кĕçех ӳссе каччă пулчĕ çамрăк ача. Пайтул хитре, ăслă-тăнлă чиперккене Пинеслуна качча илчĕ.
Малалла
 Юрий Краснова
Куçлă çăл — куçлă çĕрĕ пекех —
Хĕвелпе те вылять, уйăхпа та,
Çăлтăрпа та вылять çĕрĕпех —
Çавăнпа çĕррĕме шыва ятăм:
Пулччĕрин ик вылянчăк пĕрле —
Йăлтăрпа йăлтăрккалăх йăпантăр!
...Шăнкăр саслă çăлкуç пек хĕрпе
Эпир мар, хăй пекки сапăрлантăр.
1999, çурла, 2.
Чантăр ялĕ.
 Энтрюш пуçанана
Çиткĕн çилсем хĕрелне хырлăх çийĕн
Кĕтне карти хыçне пытаннă чух
Кĕре ăвăссене ват хăнтăр çийĕ,
Пĕве пĕвелĕ харсăр ăçтиçук.
Пире курсассăн та тарса пытанмĕ,
Вулла тĕпретĕ «Туслăх» пăчкă пек!
Уншăн пулсан — каç килмĕ, хĕвел анмĕ,
Эрех тупса аташмĕ ĕçкĕпе.
Хăçан пулсан та иксĕмĕр тепреçĕ
Саркайăкпа та хăнтăр-пăшипе
Калаçăпăр-ха чантăрăн-йĕпреçĕн
Утса çырма çатрийĕ тăршшипе.
Пире ниçта та латсăр-ятсăр темĕç,
Тăван пек картĕ ватă хăнтăр та!
Яш хăнтăрсем каллех пĕве пĕвелĕç,
Эпир аватпăр пĕкĕ те турта.
Кашта касма татах пĕрле каясчĕ
Кĕтне çинчи çав Хăнтăр картине.
Эх, пуçана! Тапса тупан авасчĕ,
Хĕр сăринче кӳлесчĕ çунине!
2001, раштав, 15.
Чантăр-Шупашкар.
 Çĕнтерейми хĕрӳ туйăм — юрату,
Юрататăп, каçарсам, айăп ан ту.
Пĕлмесĕрех сан чĕрӳнти туйăма,
Хыпса илчĕ юрату ман чунăма.
Чĕре хистет çав чирпе нушаланма,
Юратури туйăмпа хуçаланма.
Пиртен килмест, пиртен килмен япала,
Çентерейми хĕрӳ туйăм вăл çапла.
Сывлăш çитмен, чĕре тапман вăхăтра
Вăй хушать чуна, шанатра шанмастра?
Çĕнтерейми хĕрӳ туйăм — юрату,
Юрататăп, каçарсам, айăп ан ту.
 Аставăтăп, аставăтăп
Çак каçа, куç умĕнче,
Пахчара чечек тататăп
Сан валли, урăх тĕнче...
Шăпчăк юррине юрлатчĕ
Юрату çинчен çĕрле,
Икерчĕ-уйăх кулатчĕ
Тӳпере, эпир пĕрле...
Шăплăх им-çамне ĕçсеччĕ,
Пурте ӳсĕр! Эпир те
Лĕпĕшсем пулса вĕççеччĕ
Вут тавра, ах, вĕри те!..
Тул çутăлнине туймасăр
Ахăлтатса кулнăччĕ,
Турă умĕнче суймасăр
Пĕрлешмешкĕн пулнăччĕ...
■ Страницăсем: 1... 174 175 176 177 178 179 180 181 182 ... 796
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...