Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хурапа шурăТĕлĕнтермĕш юмахсемЫлтăн вăчăраЙĕрсемСар ачапа сарă хĕрПолк ывӑлӗВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

Ватă йăмра вăрттăнлăхĕ


Чăваш ялĕ ĕлĕкренпех юханшыв хĕрринелле туртăнать. Акă ман тăван ял та Хĕр шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Асанне каланă тăрăх, пирĕн ял çывăхĕнче шыв арманĕ пулнă. Пуян тутар арман лартма шутлать, арманне шыв татса ан кайтăр тесе, вăл ун айне чĕрĕллех çамрăк хĕре алтса чикнĕ пулать, ун хыççăн çак юхан шыв халăхра «хĕр шывĕ» ятпа çирĕпленсе юлать…

Мĕнлерех илемлĕ вăл Хĕр шывĕ.! Ун çине нихçан та пăхса тăранаймăн. Пин хут пăхсан та хăйне расна тулли илемĕпе çĕнĕлле, нихçан курман пекех куç умне туха-туха тăрать. Илĕртӳллĕ вĕтĕ кăтрисем хĕвел шевли пек выляççĕ, уçă çил кăшт вĕрнипех чĕтрене-чĕтрене хуралаççĕ, çав самантрах шерепеленсе кайса саланаççĕ, çухалаççĕ. Кăмăл çĕкленет, чĕрере ырă туйăмсем çуралаççĕ.

Кирек хăш чăваш ялĕ те йывăçлă, çулла аякран раща пекех курăнаççĕ. Пирĕн ял та йывăç ăшне путнă теме пулать. Ĕçчен те сăпайлă, тӳрĕ кăмăллă халăх пурăнать кунта. Ял ятне асăнмăпăр, кирлех-ши вăл, кун пек чăваш ялĕсем таврара чылай. Çак калавра асăннă ĕçсем кирек хăш вăхăтра та, кирек хăш ялта та пулса иртме пултарнă. Сахал-им чăваш ялĕсенче маттур каччăсемпе чипер пикесем!

Тăвн тавралăх кирек камшăн та чи илемлĕ те таса вырăн. Пурте куçа илĕртет, кăмăла çĕклет, чĕрере ырă туйăм çуратать. Пирĕн ял хĕрринче ватă йăмра ӳсет. Униче йăмри теççĕ ăна. Тăххăрăн-вуннăн çеç ытамласа илме пулать унăн пĕвне. Тарăн шухăша кайнă çын пек курăнать йăмра. Ĕмĕрсем хушшинче тем те курнă, тем те тӳснĕ пуль çав мăнтарăн йывăçĕ. Ялта çирĕпленнĕ йăла тăрăх, туй каçхине çамрăк мăшăр çак йăмра çине илемлĕ çăлтăр тĕрленĕ тутăр килсе çакать. «Йăмра çамрăк мăшăр юратăвне, телейне сыхлать», — теççĕ ялти ватă çынсем. Çур çĕр варринче, çап-çутă çăлтăр çутатнă чух йăмраран телей уççи ыйтмалла пĕр-пĕрне юратакан чунсен. Ку çăлтăр яланах пĕр вырăнта курăнать. Аçинтей çăлтăрĕ теççĕ ăна халăхра.

Малалла

Юрă


Çĕлен сăнни пулса эс сăнăларăн,

Казак сăнни пулса эс пăталарăн...

Сăн-пит мĕнле, çапла эп хам... Пĕлетĕп,

Хама ăнланаймасăрах вилетĕп...

 

Эп саншăн илĕртӳллĕ пулаймарăм,

Сан чĕрӳне яланлăх юлаймарăм...

Кантра çĕрмест-ха ал çинче, асту, вăран,

Айван, мĕн-ма эс намăс-симĕсрен хăран?

 

Çаплах-и, тен... Мĕскер вăл арçын тивĕçĕ.

Артаклăх. Каçару... Юрату — кĕвĕçе.

Сарă хĕр


Ир-ирех çăл патне

Ик витре йăтайса

Сарă хер шыв ăсмашкăн тухать.

Эп пĕлместĕп ятне,

Эп тăратăп хытса

Валакран тăрă шыв çеç юхать.

 

Сарă хĕр, сарă хĕр,

Чун сисет, эпир пĕр

Шухăшпа çăл патне тухнине.

Лăпкă çилĕм, эс вĕр,

Ăшшуна ăна сир

Систерсе ман чĕре çуннине.

 

Витрисем кĕç тулса

Тăкăнма пуçласан

Асăрхарĕ мана, хĕрелсе,

Пуç сĕлтсе те кулса

Вăл манпа калаçсан

Чĕрем кайрĕ çу пек ирĕлсе.

 

Сар хĕвел пайăрки

Пит-куçран ачашлать,

Çăлтăрсем çуратать шыв çинче.

Çĕнĕ пурнăç йĕрки

Чунсене хыпашлать,

Юратмашкăн хистет çут тĕнче.

Килĕрсем


Пусараймĕ ăша лăпкă канăç,

ылтăн çулçă хуллеççĕн çуни.

Каймалли çĕрĕре ĕнтĕ кайăр,

кайăр та таврăнсамăр кашни.

 

Пĕр кайсан, тăпра пулăпăр мар-и,

тăпраран — йывăç-курăк, чечек?

Çутă ывăннă, анăç тăмарĕ

хускалмасăр хăй вырăнĕнче.

 

Шурĕ-шурĕ те ирĕлчĕ çутă!

Пĕр кайсан, çут тĕнче çутă мар.

Килĕрсем пур пĕрех, килĕр çулсăр,

çил пулса килĕрсем садăма.

 

Тĕлĕкре килĕрсем, килĕр чăн-чăн —

пулăр лĕпĕш; сар кайăк, юмах.

Сирĕнтен кашниех ырă çынччĕ,

юлаймарĕ, пулмарĕ юлма.

 

Пусрăнсамччĕ, чĕре, ан çунсамччĕ.

Йывăр шухăш пуçа шуратать.

Кашниех килчĕ, курчĕ, ăсанчĕ...

Çут тĕнче çуратать, ăсатать, çуратать.

«Сурăм кĕрекинчи сăваплă...»


К.В. Воронов таврапĕлӳçе

 

Йĕкĕрлĕ курка — сар курка

Хĕррипе тан пыл-сăра,

Пыл сăрана тутанма

Мăшăр-мăшăр лармалла...

Н. Шупуççыннин

«Йĕкĕрлĕ курка» сăввинчен

 

Сурăм кĕрекинчи сăваплă

Янал курка ик алăра.

Тавсси, ăсчахăмăр! Сан чаплă

Сăвапупа юхать сăра!

 

Йĕкĕр куркан йăлийĕ савăк,

Вăл шахвăртса телей сунать.

Ырра ырлать тăван аваллăх,

Ламран ăс-хал пырать чуна.

 

Мĕскер вăл вăтар та пĕр аллă?

Çĕр аллă пултăрччĕ вăл сан.

Тĕпелĕмĕр тĕкел куркаллă,

Ик ĕмĕрлĕ, эппин, пулсам!

 

1994, ака, 29.

Шупашкар — Чăваш Сурăмĕ.

Пуласлăхра…


Ача-пăча вăл яланах выляма юратать. Ĕçленĕ хыççăн та, уроксем хыççăн та…

Паян Ваçук шкултан таврăнсан тумне улăштарчĕ те ашшĕ хушнă ĕçсене тума кил картине тухрĕ. Кайран пӳрте кĕчĕ те кĕнеке тытрĕ. Темиçе страница вуланă хыççăн урамра ачасем шавлани илтĕнчĕ.

— Ваçук! — тесе кăшкăрать пĕри. Ваçук вара кĕнекине хупрĕ те урама çил пек чупса тухрĕ. Ачасем яланхи çĕре, сăрт пуçĕнчи йăмра патне, выляма кайрĕç. Кунта тем чул ача: пĕрисем хăваламалла выляççĕ, теприсем мечĕк тапаççĕ, виççĕмĕшсем вара ватă йăмра тăррине хăпарса штаб тăваççĕ.

Ваçук та штаб тунă çĕрте тăрăшать. Кивĕ хăмапа икĕ турата пĕрлештерет, пăтапа çапса çирĕплетет. Акă ăнсăртран ача тăракан турат хуçăлчĕ те — Ваçук тайăлса кайрĕ. Йывăç вуллине тытса хăтăласшăнччĕ вăл, анчах май килмерĕ. Вăл ӳкрĕ. Ача куçне хупрĕ те ӳксе ыраттарасса кĕтме пуçларĕ. Чылай вăхăт хушши куçне уçмарĕ вăл. «Кто это?» — тенине илтсен çеç чакăр куçĕсене уçса ячĕ. Йĕри-тавра пуçтарăннă ачасене пăхса çаврăнчĕ вăл. Вĕсен хушшине хăйĕн юлташĕсене тупасшăн пулчĕ, анчах пĕрне те палламарĕ. Пурте вĕсем тĕлĕнмелле хĕсĕк шăлаварпа, шалпар футболка тăхăннă. Куçĕ тавра хуп-хура йĕр туртса тухнă. Хăшĕ-пĕри тутине çаплах сăрланă. Мĕнле япала ку? Нивушлĕ Ваçук тĕлĕк курать? Темиçе минут каялла çеç çак йăмра патĕнче вăл хăйĕн юлташĕсемпе вылятчĕ, халĕ вара ун тавра тĕлĕнмелле ачасем.

Малалла

Пурнăç хаклă


Кунăмсем шутлине ас туса

асăрхас-и кашни йывăç-тĕмĕ

мĕнлерех пынине саралса,

çаралса — чакнăран пурнăç хĕмĕ?

 

Пурнăç хĕмĕ сӳнет-и майпен

е пит хăвăрт — чуна çĕклентермĕ.

Вилĕ шыв пек пĕве те иккен

çав чуна пĕрре мар çӳçентернĕ.

 

Хускалмасăр выртать тĕпĕнче

йывăç, пĕлĕт, ытти ăпăр-тапăр...

Кам пырать кунпа çĕр чиккинче,

кам васкать, кампала ăмăртатпăр?

 

Йăлт пĕлме ăнтăлать чăн талант.

Пĕлӳ мар, пурнăç хаклă халь маншăн.

«Нумай пĕлтĕн тĕк час ватăлан»,

теейни «час вилен» тени мар-ши?

Шутлă кунсем


Шутлă кунсем, тусăм, шутлă кунсем.

Каçса кайса киленетпĕр — пурнакансем.

Пурăнманнисем те пурăнаççĕ

пурнаканĕ пур чух — парăнмаççĕ.

 

Çутă кунсем, ачам, çутă кунсем.

Хура кунсем пулин, çутă вĕсем.

Нимĕн те çук лере, нимĕн-нимĕн.

Кайăн, часах кайăн, калла килмĕн.

 

Шутлă кунсем, ачам, шутлă кунсем.

Аван, ăслă çынсем — шутлакансем.

Шутламанни айван, ăсран тайлăк.

Эс ху кайăн, ачам, асран каймăн.

 

Шутлă кунсем, тусăм, шутлă кунсем.

Çуралсанах çапла, шутлă вĕсем.

Хастаррисем, çынсем, кулянмаççĕ,

шутлă, шутлă тесе каламаççĕ.

 

Шутлă кунсем, тусăм, шутлă кунсем.

Çывăрмасăр курнă тĕлĕк вĕсем.

Эпир, хастар марри, пур ухмахĕ,

ĕç ăнмарĕ, тетпĕр, ĕç тухмарĕ...

Пĕр пытармасăр


Шыв хĕрринчи хура çырлана

Сырса илнĕ суккăр вĕлтĕрен.

Ăшăмра вăрçатăп шырлана, —

Уйăрчĕ мана вăл савнирен.

 

Юрату çырмийĕн шырланне

Çĕнĕрен кĕпер хываяс çук.

Пиçсе çитнĕ çырла сĕткенне

Урăх тутанса пăхаяс çук.

 

Сар кайăкăм, ан йĕр хурланса,

Урăх мăшăр татĕ çырлине.

Васкаса та чаппа мухтанса

Ан юратăр чунĕ юрлине.

Чие тĕмĕ


Шап-шурă чечекре

Çап-çамрăк чие темĕ,

Çумри кӳлленчĕкре

Ун сăнĕ — çĕнĕ çемĕ.

Хăй шăпчăк каçăхсах

Юрлать ун çинчен юрă,

Пĕрре илтсе-курсах

Тăранаймастăн, ырă...

 

Чие тĕмĕ, чие тĕмĕ,

Эсĕ — юрату илемĕ.

Юр пек шурă кĕпепе —

Венчетри хĕр-сар пике.

Чие тĕмĕ, чие тĕмĕ —

Тин çуралнă çĕнĕ çемĕ,

Юрла, шăпчăк, юрруна,

Йăпат çунакан чуна!

 

Телейлĕ пуçăма

Телейсĕр туса хутăм,

Юратнă тусăма

Çич ют алне-çке патăм.

Мăнаçлăх? Тĕрĕс мар!

Тен, шикленӳ те пулчĕ.

Тусам, шăпчăк, хыпар, —

Ĕнтет юрату вучĕ...

 

Çул çук малашлăха,

Пĕччен çĕн çул уçаймăн.

Шар курнă яшлăха

Эс çĕн кĕпер хываймăн.

Чие çеç чечекре —

Ман юрату сăнарĕ.

Чим, шăпчăк, кĕтесре

Шăпланчĕ, ав, тăнларĕ...

■ Страницăсем: 1... 178 179 180 181 182 183 184 185 186 ... 796

Шухăшсем