Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеВӗре ҫӗленЕркӗнÇил-тăвăлÇавал сарăлсанЙăмраллă ялХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх

Ах, йăмра, йăмра…


Чăваш ялĕн символĕ — йăмра. Пирĕн тăрăхра йăмрасăр ял çук та. Ăçта кăна ӳсмест пулĕ вăл: ял урамĕсенче, çырмара, пĕве хĕрринче. Ахальтен мар çапла каланă: «Чăваш ялĕ йăмраллă».

Тăван ял илемĕ — йăмра. Çак йывăç хăвăрт ӳсет, хăвăрт ĕрчет, яла хăтлăх кӳрет. Çулла сулхăн ун айĕнче, хĕлле хӳтĕ, çуркунне уçă, кĕркунне лăпкă.

Çуркунне çӳллĕ те лаштра йăмра айĕнче ларама мĕн тери аван! Сарă тата симĕс кăчкăсем таврана ырă шăршă сараççĕ. Ку асамлă шăршă темле хаклă духирен те вăйлă. Кунтах пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ, пыл пухаççĕ.

Йăмра…Ĕлĕк чăваш ялĕнче пушартан сыхланма йăмра нумай лартнă. Ку ырă йăлана халь те тытса пыраççĕ. Çырма-çатра çурса ан кайтăр тесе çулсерен аттепе йăмра лартатпăр. Асатте лартнă йăмрасем çырмара кашлаççĕ. Çуркунне вара кураксем сарлака туратсем çинче йăва çавăраççĕ, чĕпĕ кăлараççĕ.

Ах, йăмра, йăмра, кил умĕнчи йăмра. Çак йăмрана та ман асаттех лартнă иккен. Вăл, ăста платник пулнă май, кӳршĕсемпе тăванĕсем валли йăмраран валашкасем, вĕллесем тунă. Çулсерен шăнкăрчсем çĕнĕ вĕллесене йышăнаççĕ, пире савăк юррисемпе савăнтараççĕ. Халĕ ял çыннисем çамрăк та сĕткенлĕ, çемçе туратсене выльăх-чĕрлĕх валли хатĕрлеççĕ. Хĕлле пĕчĕк путексем кун пек техĕмлĕ апата юратсах кăшлаççĕ.

Малалла

Ватăлатпăр


Вичкĕн сисĕмлĕ, анлă ытамлă

пирĕн чун ма хытать-ши часах?

Ĕмĕт пысăкчĕ — çĕтнĕ вăл, тарнă;

туйăм тулăхчĕ — кайнă чакса.

 

Тухас çук-мĕн чăна пирĕн ĕмĕт,

ĕненес шанчăк ĕнтĕ сӳнет.

Кăмăл ирĕкĕпе туйăм сĕмĕ

кам пĕлмест пĕр-пĕрне кирлине?

 

Тем çитместчĕ ялан, тем çитместчĕ,

эп хама лăпкă, сапăр туйман,

ĕнтĕ ак ăнтăлу эсремечĕ

такăнса кăлт! çеç ӳкрĕ, айван.

 

Вăй та пурччĕ, илем те... Тасалăх

çухалманччĕ, халь те çухалман.

Çав тери эп хаяр-и, усал-и,

мĕншĕн тек кирлĕ мар никама?

 

Пархатарлăччĕ ман ĕмĕт-шухăш,

ĕмĕт-туйăмăм — çутă, ĕлккен.

Ĕнтĕ халь аплах мар, чунăм — чухăн.

...Чăнахах ватăлатпăр иккен.

Катаран илтетĕп


Ĕнтĕ шăпчăк юррине

Катаран илтетĕп.

Шăпчăк саслă савнине

Чунтанах кĕтетĕп.

 

Юратусăр пурнăç çук —

Пĕтĕмпех ăнлантăм;

Анчах иккĕн утнă чух

Калама вăтантăм.

 

Çавăнпа-шим урама

Кĕçĕр эс тухмарăн?

Манăн тунсăх юррăма

Итлесе пăхмарăн.

 

Юрату вăл — сăмах мар,

Юрату вăл — çулăм.

Санпа ĕмĕр юнашар

Ман утасчĕ, чунăм!..

Çулсем


Эп малтан çуран утатăп

Тӳрĕ, такăр сукмакпа.

Çутă иршĕн савăнатăп,

Киленетĕп улăхпа.

 

Таврара йăл-йăл кулаççĕ

Сывлăм сыпнă чечексем,

Мана ăшшăн саламлаççĕ

Илĕртӳллĕ куçĕсем.

 

Кăмăл ырă-çке ытла та,

Улăх тăрăх утнăçем

Кĕвĕлетĕп те юрлатап

Чи илемлĕ юрăсем.

 

Самантрах çапла тухатăп

Çывăхри шоссе çине,

Эпĕ савăнса пăхатăп —

Çул инçе пире чĕнет.

 

Çул тӳп-тӳрĕ те çап-çутă,

Икĕ енĕпе — вăрман.

Манăн та, сан аслаçу та

Кун пекки авал курман.

 

Эп кăштах кĕтсе тăратăп,

Ак автобус та килет!

Чарăнать вăл, эп ларатăп,

Туянатăп пĕр билет.

 

— Ак кунта сан вырăн, — теççĕ, —

Ларт кунта чăматанна. —

Тăванла кĕтсе илеççĕ

Палламан çынсем мана.

 

Лартăм, малалла вĕçетпĕр,

Кĕскетсе инçе çула.

Тулă хирĕ, тинĕс евĕр,

Хумханса кăна юлать.

 

Çутçанталăк илĕм-тилĕм

Çутă иршĕн савăнать.

Малалла

Ĕнерхи салтаксем


Ĕнер рейхстаг çуртне атакăланă

Танкист

паян хирте суха тăвать.

Ĕçлет мотор пĕр тикĕссĕн, кал-каляăн,

Ку вăл —

телейшĕн юрлакан хăват.

 

Телейшĕн, миршĕн тракторсем кĕрлеччĕр,

Уй-хирĕ пултăр пулăхлă, паха!

Колхоз парторгĕ, ĕнерхи разведчик,

Суха тарăнăшне виçсе пăхать.

 

— Аван, — тет вăл. — Çĕре хускат йăлтах эс,

Калчашăн пултăр сиплĕрех апат.

Совет çынни — тӳлек кунçул салтакĕ,

Вăл коммунизм тырпулне акать.

 

Ĕнер сапер кĕреçипе фронт тăрăх

Траншея алтнă ятсăр паттăрсем

Хирте лартаççĕ йывăç,

усал шăрăх

Чĕр пурнăçа ан типĕттĕр тесе!

Телейшĕн, миршĕн вăрмансем кашлаччăр,

Çĕр çийĕн вĕртĕр лăпкă нӳрĕ çил!

Вĕри ĕçре ан ывăнтăр хĕр-каччă,

Ан тутăхтăр пахчаçăн кĕреçи.

 

Çанталăк улшăнĕ,

тип шăрăх чакĕ,

Шывсем кӳлленĕç кашни тип варта.

Совет çынни — тӳлек кунçул салтакĕ,

Малалла

Йăмра сĕткенĕ


 

Тахçан авал пысăк вăрман çумĕнче пĕр пĕчĕк ял лăпчăнса ларнă. Ял çыннисем ĕçчен те пуян чунлă пулнă. Вĕсене çывăхри вăрман тăрантарнă, ăшăтнă. Çурт-йĕр çавăрма пĕренесем, кăмака хутма вутă турттарнă. Пӳрт тăррине витме чĕренче е çăка хуппи, пештĕр çыхма тата çăпата тума пушăт хатĕрленĕ. Курăс хутса мунчала тунă. Савăт-сапа ăсталама та юрăхлă йывăçсем вăрмантанах касса килнĕ. Карçинккапа лăпă çыхма хăва хуллисем те унтах тупнă. Милĕкĕ те, улми-çырли те, кăмпи-мăйăрĕ те, сиплĕ курăкĕ те — ытлашшипех пулнă вăрманта. Çавăнпа ĕнтĕ мĕн авалтанах: «Вăрман — пирĕн пуянлăх», — тенĕ.

Çак пуян вăрман сывлăшĕпе, сиплĕхĕпе, илемĕпе киленсе пурăннă та ĕнтĕ пĕчĕк ялти пысăк чунлă çынсем. Ялти çамрăксем те хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе вăхăта ирттернĕ, ашшĕ-амăшне ĕçре пулăшнă, каçхине вăййа тухнă.

Икĕ чипер хĕр, Катуçпа Сайрухха, пĕр-пĕринчен уйрăлмасăрах çӳренĕ, питĕ туслă пулнă вĕсем. Вĕсен туслăхне çынсем те ăмсаннă.

Пĕррехинче амăшĕ Катуçа вăрмана серте татма янă. «Кайса пуçтарса кил-ха, хĕрĕм, пĕр хутаç серте, тутлă яшка пĕçерсе çийĕпĕр», — тенĕ. Ашшĕ-амăшне итлеме хăнăхнă хĕр ача хаваспах килĕшнĕ.

Малалла

«Кашни çĕршыврах пур сăрт-ту, путăк-лакăм...»


Юрий Анисимова, Якаел чăвашне,

«Татмелиоряци» ертӳçине

 

Кашни çĕршыврах пур сăрт-ту, путăк-лакăм,

Пур шурлăх, ахратлăх, пурах лачаки те...

Тăван çăлкуçсен таппине тасататăн

Уйчӳк ĕçĕсен авалхи маçакки пек!

 

Сăвар çĕрĕнчи çăлкуçсем таса шывлă,

Шерпет пек çиçет умма лартнă тумламĕ.

Тăван тăвана тăварпа чыса хывнă,

Кам тӳснĕ, кам сиснĕ — вилсессĕн те манмĕ.

 

Тумлам çуттинче ĕмĕтсем шутсăр аслă,

Асамлă тивлет ăрăмне те кӳреççĕ...

Чăваш çăлкуçне кам упранă, кам каснă —

Çавна ачаран эс пĕлетĕн, тӳреçĕм.

 

Тутар çĕрĕнчи чăвашсен чунĕ анлă,

Çăлкуç пек тулли вĕсен кăмал турамĕ.

Тăван пек картса тăварпа çăкăр патăн —

Пин ылтăн чуну нихăçан та хуралмĕ!

 

1995, чӳк, 29.

Хусан.

«Юлташăм, тусăм, яшлăхри тăванăм...»


Алексей Крысин

журналистпа уйрăлни

 

Юлташăм, тусăм, яшлăхри тăванăм,

Бенгал çути пек пулчĕ пирĕн чун —

Пĕрре хыпса, шап-шурă ялтăравлăн

Çунса кĕлленчĕ шутлă Çутă кун.

 

Шурă хута эсĕ пайтах хуратрăн

Этем ĕçне килпет кӳрес тесе.

Ыр вăрлăх акрăн, çутă кĕмĕл сапрăн,

Шыва-шура тăмарăн тиркесе.

 

Хура кунсен хупламĕ пулмĕ аслă,

Хыçра упранĕ ĕç те ĕмĕт çеç.

Пултарнине тăвайрăмăр пулсассăн

Йăх-тăхăм манмĕ пирĕн тивĕçе.

 

1994, çĕртме, 9.

Муркаш, Пăсăрман.

Чун хурланнă самант...


Чун хурланнă самант та пулать тĕрлĕрен.

Каялла таврăнми ырлăх пек ас илетĕн

эс хăшне хăш чухне, вăл паха пуринчен.

Çав мĕн-ма аплине питĕ лайăх пĕлетĕн.

 

Акă эпĕ каллех кулянатăп, йĕреп.

Пурнăçра мĕн пуррин кичемне чăтаймасăр

юмахла ĕмĕтпе çунатланчĕ чĕре,

ун çумне çапăнса пĕр арканчĕ хавассăр.

 

Пăлханса çапăну хăй чăн ырă самант.

Пăлхансам, пăлхансам, йĕр те савăн, чĕреçĕм.

Нимĕнле тĕссĕр сăн сӳнтереймĕ сана.

Вулканла вутланан чĕресем çĕнтереççĕ.

 

Пăрлă сивĕ шывсем — таса мар сăмахсем, —

чашласа-чашкăрса, чĕреме шăнтаймарĕç.

Итлесе çерçие — куртăм эп шăпчăксем.

Ахаль çеç хĕр-упраç чуншăн пулчĕ йăпанăç.

 

Вĕренсе эрлĕке çавăрма савнăçа,

пурнăçра ĕмĕтри япала çук пулин те,

илемлетрĕм эп хамăн айван пурнăçа,

сӳнесле арканса кашнинчех эп йăл илтĕм.

 

Ĕмĕтри тĕссене пурнăçра шыракан,

вĕсене ĕненсе пурнакан, тупаймасăр,

амăш вилнĕн, усать яш пуçне тăруках.

Эпĕ, ним тупмасан та, телейлĕ, хаваслă.

Малалла

Ман марри


Ман марри, хуть мĕн ту, манăн мар.

Мĕн ăсаннă — ман мар, килесси — манăн, манăн.

Ăнăçусăр декабрь, ăнăçуллă январь...

Анăçуллă-ши? Килччĕ часрах, кил, тăванăм.

 

Тĕтĕрет çил-тăман мыскари,

пĕтĕмпех мыскара пирĕн пурăнăç тăршшĕ.

Хуть мĕн ту, манăн мар, манăн мар ман марри —

ман марне мĕн майпа ман тумашкăн эп тăрăшăп?

 

Уйăраймăн çĕртен пĕлĕте,

мăкăрланчĕ пирте хĕлĕпе çиллĕ тăвăл.

Ман пулни манăн мар ĕнтĕ акă пĕртте,

аслă пулнă чунсем аслă мар ĕнтĕ, тăвăр.

 

Эп кĕретĕп куна, эп тухап,

тертленеп вăрăм çĕр нушинчен тухаймасăр.

Çухатап шанчăка, çухататăп, тупап,

тертленеп тупсăмне, тупсăмне тупаймасăр.

 

Мĕн вăл шанчăк? Пурнас кун пурри.

Мĕн ăсаннă — ман мар, килесси — манăн, манăн.

Сывă пултăр малти пурăнăç мыскари,

сывă пултăр пирти мыскара çил-тăманĕ!

■ Страницăсем: 1... 179 180 181 182 183 184 185 186 187 ... 796

Шухăшсем