Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Атăл шывĕ юха тăратьКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЫлханлă хура çĕмĕртЫтла та вăрттăн юратуАсаттесемАндрей ПеттокиТĕлĕнтермĕш юмахсем

Юрату йывăççи


Микулай тесе чĕннĕ ăна ялта. Вăл илемлĕ те ĕçчен каччă пулнă. Хăшĕ-пĕрисем ăна ылтăн алăллă ăстаçă тесе те каланă. Кăмăлĕ те унăн питĕ ырă пулнă, никама та пĕр сивĕ сăмах каламан, нихăçан та никама та кӳрентермен. Ытла лайăх ача пулнăран юратнă та ăна ялта: ваттисем те, çамрăккисем те, ачасем те. Ытларах ачасем килĕштернĕ ăна. Микулай вĕсене юмахсем каласа кăтартнă, йывăçран теттесем туса панă. Вăл хăй те тĕлĕнтермĕш япаласем çинчен итлеме юратнă, пурнăçра пулма пултарайман пулăмсене те ĕненнĕ.

Пĕр кунхине Микулай патне пĕр пилĕк-ултă çулхи хĕр ача пынă, хăйĕн юратнă пукани валли пĕчĕк кравать ăсталаса пама ыйтнă. Микулай хаваспах килĕшнĕ. Каскаламалли хатĕрсем илнĕ те вăрмана юрăхлă йывăç шырама кайнă.

Пĕлĕтелле кармашса ӳсекен йывăçсем çине пăхкаласа Микулай вăрмана шалтан шала кĕрсе пынă, пĕр уçланкăна çитсе тухнă. Уçланкă варринче лапсăркка йăмра лара парать. Юнашар — кӳлĕ. Çутă кӳлĕре илемлĕ акăшсем ишсе çӳреççĕ. Çак куçа илĕртекен илеме пĕр хумханса, пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса пăхать тĕлĕнтермĕшсене ĕненме хăнăхнă каччă. Йăмра йывăççине сăнасарах пăхать те — ун умĕнче ахаль йывăç мар иккен. Ун тураттисем пĕлĕтелле кармашаççĕ, тымарĕсем йывăçа çирĕп тытса тăраççĕ, çулçисем сип-симĕс тĕслĕ.

Малалла

Тăван чĕлхе


Тăван чĕлхем ыран пĕтес пулсассăн,

Эп хатĕр паянах çĕре кĕме.

Р. Гамзатов

 

Вĕç-хĕррисĕр

Раççей çĕрĕнче

Миçе пин юханшыв юхать-ши?

Шăнкăр-шăнкăр шывсем хушшииче

Чи илемлĕ сасли хăшĕ-ши?

Хăшĕ-ши? Кам пĕлет-ши çакна?

Кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи.

Вăл илет те пĕрре тыткăна,

Çак вара — чи ырри, лайăххи.

Малтанхи «аннерен», «аттерен»

Тин çеç илтнĕ «нейтрино» таран

Пĕтĕмпех эс тирпейлĕн илен,

Хăв сăмах хутаçне пуçтаран.

Çав хутаç ылтăнран та паха,

Мухтанатпăр эпир унпалан.

Тав тăватпăр тăван халăха

Çав хутаç кăтартмалăх пуртан.

Эй, чĕлхемçĕм, сана юратса

Çак сăвва эп çыратăп чунтан

Ирхи сывлăм пек эсĕ таса,

Эс хрусталь чечек пек янăран.

...Кĕмĕл саслă çинçе хĕлĕхе

Чĕтрентерчĕ-им лĕп çил килсе?

Çук, ку çепĕççĕн пирĕн чĕлхе

Янăрать эфирта чӳхенсе.

Çиçĕм çиçрĕ йăлт-ялт, аслати

Шартлаттарчĕ таçта çывăхрах.

Малалла

Йăнăшрăм нумай...


Ăçта кайса ăçта çитсен те —

çулсем ан пулччăр пушăлла.

Çӳрерĕм, юрату тупмарăм,

выртса эп йĕтĕм ачалла.

Сӳнмерĕ пур пĕр, кĕрлерĕ

чĕреçĕм; йăнăшрăм нумай

ун сассине итле пĕлмесĕр

туса-йыша итленĕ май.

 

Ăçта кайса ăçта çитсен те,

шыратпăр эпĕр тĕрĕсе —

çӳрерĕм, тĕрĕслĕх тупмарăм,

пур юнăм тăчĕ вĕресе.

Пĕртен пĕр тĕрĕс-мĕн хĕрӳллĕ

чĕре; эп йăнăшрăм нумай

ун сассине итле пĕлмесĕр

туса-йыша итленĕ май.

Çутă


Кăмăл, пулсамччĕ эс пур пĕр хаваслă,

Шăппăн калас тăк,

çутă пытарăнчĕ; тĕттĕм, курмастăп,

тĕттĕм, курмастăп.

 

Çутă, Çинçе пайăркаллăччĕ эсĕ,

çутă та темĕн,

кăшт пĕлĕтпех хупланса, систермесĕр

хăвăрт пĕтен-мĕн.

 

Тĕттĕм, курмастăп; ан тив, çĕнĕлентĕр

савнăçлă çутă,

çиçтĕр, ан тив, кăмăла вăл çĕклетĕр,

çумăр пек çутăр.

 

Ан пăтрашинччĕ малта çутă, тĕттĕм;

ăнăçтăр çул та;

çутă курасчĕ, курасчĕ пĕр пĕтĕм

çулăмлă çутă...

Асамçă Йăмра


Ак ларнă пĕр уçланкăра

Пĕр пысăк-пысăк ват йăмра.

Асамлă пулнă çав йăмра.

Курах каять вăл чĕр чуна.

Çак чĕрĕ чунĕ чĕрĕп пулнă.

Йăмра тымарĕ айне килнĕ.

Йăмра ăна çапла каларĕ:

— Эс мĕн тăван? Ку ман вĕт вырăн!

Сана кунта килме кам хушнă?

Халех тасал эсĕ кунтан!

— Ах, тусăм, ват йăмрам, ан вăрç мана.

Эпĕ сана сиен кӳместĕп.

Тархасшăн, ват йăмрам, сив вăрмана

Ан яр мана хăваласа, —

Тесе калать çак мĕскĕн чĕрĕп.

— Юрать апла, тымарăм патĕнче

Эс пурăнах чуну йапаниччен.

Анчах та санăн кашни кун

Пăхма тивет тымарсене.

 

Вара пуçлать çав пĕчĕк чĕрĕп

Йăмра тавра тирпей тума.

Хыт-хурана иртсе çырма тĕпне йатать.

Шкул ачисем хăварнă хутсене

Çул хĕррине вăл сĕтĕрет…

 

Уçланкăра халь тап-таса, тирпейлĕ.

Йăмран та пурнăçĕ аван.

Вăл шухăшлать чĕрĕп çине пăхса:

«Иккен ку чĕрĕп питĕ ырă,

Ăна мĕнле тав тумалла-ши?

Ыйтса пăхам-ха хăйĕнчен».

— Эй чĕрĕпĕм, тăванăм,

Ман таврана эс тирпейлерĕн,

Малалла

Тĕлĕнтермĕш йăмра


Праски инкепе Петĕр пичче килне те савăнăç çитрĕ — вĕсен пĕчĕк ача çуралчĕ. Çичĕ çул хушши кĕтрĕç вĕсем çак пепкене. Арçын ача çут тĕнчене килсен савăнмаллипех савăнчĕç вара. Эрне кун çуралнăран-ши, Эрçук ят пачĕç ăна.

Ват аслашшĕсен йăлине хисеплесе Петĕр пичче ывăл ачи ячĕпе пӳрт умне пĕр пĕчĕк йăмра лартрĕ. Тавлашмалла тенĕ пек ӳсме пусларĕç Эрçукпа йăмра.

Эрçук питĕ патвар çитĕнчĕ, сăнĕпе те питĕ чипер каччă пулса тăчĕ. Ялти чи илемлĕ пикене юратса пăрахрĕ те ăна качча илчĕ. Вара çамрăк мăшăр тăван килтен уйрăлса тухса хăй тĕллĕн пурăнма тытăнчĕ.

Йăмра та хăй еккипе çӳлелле çĕкленчĕ, аяккалла сарăлчĕ. Кил умĕнче мăнаçлăн курăнса ларакан пулчĕ. Праски инкепе Петĕр пичче час-часах йăмра айне тухса ларса хăйсен çамрăклăхне аса илетчĕç, пĕртен пĕр ывăлĕн шăпи телейлĕ пултăрччĕ тесе ĕмĕтленетчĕç.

Пĕррехинче Праски инкепе Петĕр пичче ывăлĕпе кинĕ тата мăнукĕ патне хăнана кайрĕç. Тунсăхласа çитнĕ пулмалла та — тĕттĕм пуличченех шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç. Каялла киле çурçĕр çитеспе тин таврăнчĕç. Каç пулсанах выртса çывăрма хăнăхнăскерсем, анаслакаласа кил умне çитсе тăчĕç. Ак, тĕлĕнтермĕш! Кил умĕнчи йăмран кашни туратти çинче пĕрер çăлтăр çутатса ларать. Кашниех çепĕç юрă юрланă пек илемлĕ сасă кăларать. Кун пек тĕлĕнтермĕше ĕмĕрте те курман-илтмен пиччепе инке çăварĕсене карсах пăрахрĕç. Хăйсене юмахри тĕнчене лекнĕ пек туйса, илемлĕ кĕвĕ асамлăхĕпе киленсе йăмра айĕнчи сак çине кайса ларчĕç. Çăлтăр çутипе çиçсе тăракан йывăç айĕнче ларма ытла та канлĕ иккен. Çепĕç кĕвĕ-çемĕ чуна сĕртĕнсе кăмăла çĕклет. Çапла нихçан ĕмĕтленмен канăçлăха путса пĕр вăхăт чĕнмесĕр ларчĕç Праскипе Петĕр. Сасартăк шăп пулчĕ. Тепĕр самантран çăлтăрсем çӳлелле çĕкленчĕç те тӳпенелле хăпарса кайрĕç. Праски инкепе Петĕр пичче пĕр-пĕрин çине ăнланаймасăр пăхса илчĕç. Вара сак çинчен çĕкленчĕç те пĕр-пĕрне сăмах хушмасăр пӳртелле кĕрсе кайрĕç.

Малалла

Пирвайхи юрату


Çĕмĕртлĕх шур тутăрпа пĕркеннĕ,

Таврана хăй тыткăнне илет.

Çут çанталăк эрешпе тĕрленнĕ, —

Юрату та вăхăтра килет.

 

Пирвайхи юрату хисепре,

Пирвайхи юрату чĕрере.

 

Пĕр-пĕрне эпир сăмах парсаччĕ

Çĕмĕрт айĕнче пĕрле пулма.

Кӳнтеле-шăпчăк юрра ярсаччĕ,

Тытăннăччĕ уйăх йăл! кулма...

 

Пурнăç — ыйăх, паян çеç вăрантăм,

Çĕмĕртлĕх каллех, ав, çеçкере.

Пытармастăп. Чĕререн ăнлантăм, —

Юрату асапĕ хисепре.

«Кĕпер çине кĕтсе илмешкĕн...»


Тимĕрçĕ Кермăнне

 

Кĕпер çине кĕтсе илмешкĕн

Тухакана шансассăн чун

Тăван пулмасть хавшак-çӳплешкĕ,

Вăй-хал та вутлă пулĕ ун.

Вĕренĕ вăл тĕнче виçмешкĕн —

Хăть çап аçа, хăть çумăр çу!

Çитес çĕре часах çитесшĕн

Тапса вылянĕ чăрсăр юн.

Тĕл пултăмăр та, чун пиллешшĕ! —

Яри çуталчĕ ăмăр кун!

 

1961, юпа, 1.

Урмаел — Шурут, Каçал,

Мунтайкинсем патĕнче.

«Кăвак хир урлă карăнайрĕ...»


Тимĕрçĕ Кермăнне

 

Кăвак хир урлă карăнайрĕ

Туйри пек пĕкĕ-асамат,

Хĕвел шăнкрав пек çакăнайрĕ

Çав пĕкĕрен. Унтан самант —

Вăл каçăхса кайса янрарĕ,

Вĕркешрĕ вĕршĕн те хăлат,

Пукшаш та Ункă ирĕк кайрĕç

Çарансене парса хăват.

Пирĕн сыппа та сиплĕх çитрĕ,

Вăй кĕчĕ ывăннă чуна.

 

1958, çĕртме, 14.

Казак улăхĕ.

Катари асамлăх


Çывăраттăм чип-чипер:

Ăшă вырăн, шур минтер.

Куçне хĕсрĕ ялкăш çăлтăр:

— Тупсăмне пĕлме, эс, тăр.

 

Мĕн çинчен-ши вăл каласшăн?

Тен, вăрттăнлăхне уçасшăн?

Йăпăрт-япăрт сиксе тăтăм,

Ун патне çитме шут тытрăм.

 

Утрăм, утрăм пĕр çулпа,

Çитсе тăтăм уçланка.

Мĕн тери хитре кунта,

Пыл шăршиллĕ вăрманта.

 

Пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ,

Пуху пекех кĕрлеççĕ.

Çынсем пекех пĕрне-пĕри

Хăй шухăшне калаç-тĕр.

 

Пуху пĕтрĕ пулмалла,

Пĕри тухрĕ малалла.

Çитсе тăчĕ ман патне,

Алне тăсрĕ ман енне.

 

Илсе кайрĕ вăл мана

Ват йăмраллă катана:

«Ак кунта çав вăл асамлăх,

Мăн аслаçун вăрттăнлăх.

 

Çак йăмрана аслаçу

Лартнă ыйтса пулăшу:

Ырлăх-сывлăх ĕмĕрлĕх,

Сывă пултăр пирĕн йăх»!

 

Йăмра силлерĕ çулçине,

Чĕтре-чĕтре хăй чĕлхине

Пуçларĕ хăйĕн халапне,

Пĕлтерчĕ йăлт мĕн пĕлнине:

 

«Куртăм эп нумай хĕн-хур

Малалла

■ Страницăсем: 1... 183 184 185 186 187 188 189 190 191 ... 796

Шухăшсем