Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Эпир Стасикпа пĕлĕт çинчи кермен çине кайса курма шутларăмăр. Пĕр çулталăк хушши мастерскойран тухмарăмăр теме те юрать, савалатпăр, якататпăр, çилĕмпе çыпăçтаратпăр, тимĕре шаккатпăр, самолет ăсталатпăр. Самолет хӳрине тимĕр кăмака вырнаçтартăмăр. Кăмакине хутма йăмра тураттисем типĕтрĕмĕр. Пĕр пысăк хутаçа тем тĕрлĕ апат-çимĕç тултартăмăр. Ăна аран-аран сĕтĕрсе самолет ăшне чиксе хутăмăр.
Йăмра тураттисене кăмакана чиксе тултартăмăр, чĕртсе ятăмăр, вăл тӳрех шатăртатса çунма пуçларĕ. Стасикпе иксĕмĕр хăвăрт самолет ăшне сиксе кĕрсе ларма ĕлкĕртĕмĕр çеç, вăл тапранса та кайрĕ.
Кермене чылай вăхăт шырама тиврĕ. Эпир кермен ячĕ Лапута пуль тесе шутланăччĕ, ниçта та ун ятлă кермен ăçтине кăтартакан паллă курăнмасть. Пĕр çĕрте «Пĕлĕтçи керменĕ» тесе кăтартнă паллă куртăмăр, çавăнталла кайса пахма шутларăмăр. Шырарăмăр-шырарăмăр та тупрăмăр-тупрăмăрах. Кермен Лапута ятлă пулман-мĕн, вăл Пĕлĕтçи ятлă иккен.
Антăмăр та йĕри-тавра пăхса тăратпăр. Мĕнле чипер, тем тĕрлĕ чечексем, йывăçсем, йăмрасем. Çичĕ тĕрлĕ йăмра шутласа кăлартăмăр. Кашни юхан шыв хĕрринче хăйĕн йăмри çитĕнет. Кашни йывăçăн хăйĕн кайăкĕ. Апат çимелли вăхăт çитрĕ, таçтан роботсем тупăнчĕç, кайăксене валли апат илсе килчĕç. Керменте кайăксене роботсем пăхса пурăнаççĕ. Апат çисе тăраннă хыççăн кайăксем тав туса юрлама пуçларĕç. Роботсем таçта кайса çухалчĕç, пире курма темĕнле пĕчĕк çынсем тухса тулчĕç. Эпир паллашрăмăр, вĕсем пире хăйсен пурнăçĕ , йăли-йĕрки пирки каласа пачĕç. Пире хăналарĕç, эпир те вĕсене хамăрăн хутаçри апат-çимĕçпе сăйларăмăр.
Малалла
 Хăлатăнни пек çунать куçĕ,
Савалан тăвĕн юрĕ — ун пуçĕ, —
Шап-шур,
Тăрать чул-ту пек ман умра,
Унран вăйли çук таврара.
Илемлĕ этем ыр ĕçре,
Çут çăлтăр, эс çун тӳпере.
 Кая юлса килет кăçал та çуркунне.
Вĕр-çĕн плаща хывса,
Çурăм хыçне тытса,
Ăшша кĕтсе
Хуллен тухатăп çул çине.
Ах, çуркунне килет ытла кая юлса.
Хĕл сиввисем кăçал ытла, ытла хаяр,
Хăямата вĕсен
Тахçанах сикмелле.
Çапах та ăшă килессе,
Тăван, шанар!
Ав, кур,
Шăнкăрч йăви ăна кĕтет епле.
Ту тăррисем çуркуннене кĕтсе кăçал
Хăйсен юррисене те
Манчĕç тахçанах.
Ман саз1 та юрламасть.
Хĕвелсĕр тăван ял.
Çуркуннене кĕтетĕп эпĕ çакăнтах.
 Чăкки-чакки,
Йĕмми-çакки!
Çат-çат-çат!
Патак çине çак!
Лăсти-мĕсти
Йĕп лĕпĕсти!
Çат-çат-çат!
Мĕн пулать-ха çак!
Чăшти-чашти,
Йăшти-яшти!
Вылянать каçак!
Çари çатти,
Лапта çапти,
Милĕк, лайăх çап!
1981, утă, 13.
Тутарстан, Раккасси-Элшел,
Чăнлăра шыва кĕни.
 (массаж такмакĕ)
Олег Мустаева, Василий Дворникова
Тăрăх, тăрăх,
Урлă, урлă
Çакăнта халь кĕпер хунă.
Кĕпер çийĕн шăнкăр-шанкăр,
Кĕрĕс-мерĕс, тăнкăр-танкăр
Таптаса пырать лаша,
Тăпăр-тăпăртăк ашать,
Урапи кĕç пăрнăçать —
Тăкăнса каять пăрçа!
Чĕпписсм пырса сăхаççĕ,
Чăххисем пырса чаваççĕ,
Хур аçи çыртса туртать,
Çавăнтах çерçи чупать!
Нăртлатса тĕкет сысна,
Çат! çапать ăна йысна.
Чупрĕç-кайрĕç тăпăр-тапăр.
Пăрçине шăлса пуçтарчĕç.
Лашине тытса кăларчĕç.
Ларчĕç урапа çине,
Сирчĕç те хутаççине
Пĕрчине пĕрер шутларĕç.
Шутларĕç, шутларĕç,
Шутларĕç, шутларĕç,
Вара шăлса пуçтарчĕç.
Ĕнсисене хыçрĕç,
Пĕççисене хуçрĕç,
Купарчине çат-çат çапрĕç те
Сиксе анчĕç!
1986, утă, 7.
Итĕм Кура, Пенза облаçĕ.
Шыв çинче пĕртен-пĕр йăмра ӳснĕ. Çав йăмра çанталăк мĕнле пулассине пĕлтерме пултарнă. Çынсем уй-хирте ĕç пуçлас умĕн яланах ун патне пырса канаш ыйтнă. Эпĕ те ун патне кайса килме шутларăм. Абрикос, банан, киви, хĕвел çаврăнăш, пан улми, иçĕм çырли пĕр хутаç тултартăм. Пĕр кĕленче таса шыв илтĕм. Пĕр çыхă чечек татса кĕрсе сумкăна чиксе хутăм. Килтисем мана пĕччен кăларса ямарĕç, хăйсем те манпа пĕрле йăмрана кайса курма шутларĕç.
Самолет çине лартăмăр та пурте пĕрле çула тухрăмăр. Летчик чăвашла пĕлмест, эпир вăл калаçнине ăнланмастпăр. Таçта каятпăр, хамăр та пĕлместпĕр. Атте калать: «Летчике чăвашла калаçма вĕрентмелле, унсăрăн эпир нихăçан та метеоролог-йăмра патне çитейместпĕр», — тет. Эп сире калама мансах кайнă, йăмрана ӳкерсе илес тесе эпĕ хут тата тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем чиксеччĕ. Хăвăрт кăранташсене туртса кăлартăм та хам ас тунă чăваш йăмрине ӳкерсе хутăм. Летчик патне пырса ӳкерчĕке кăтартрăм: «Йăмра, йăмра!» — тетĕп. Вăл мана ăнланчĕ, тӳрех самолетне пĕр утрав çине антарса лартрĕ.
Утрав çинче ытлашши нимех те ӳсмест, анчах та кăмпа тата çырла уçланки пур. Тăраниччен çырла çирĕмĕр, пĕр хутаç кăмпа татса тултартăмăр. Чечек çыххине утрав çине сапаларăмăр та, уçланкă чечексемпе тулса ларчĕ.
Малалла
 Кавказран — Карпата çитиччен,
Карпат урлă татах малалла!
Атăлтан — Вислăна çитиччен,
Висла урлă татах малалла!
Тăшмана шăтăка чикиччен,
Берлина çĕмĕрсе кĕриччен
Пирĕн çарăн малтан малах каймалла!
Кавказ сунчĕ пире вут чĕре,
Атăл сунчĕ пире аслă çул:
«Çĕршыв ывăлĕ, çак тĕнчере
Паттăртан паттăрри эсĕ пул!»
Çак пилпе ĕмĕртен ĕмĕрех
Эпир хамăр юратнă çĕре
Мăшкăла кăларман, кăларассăмăр çук!
Çул параççĕ пире шыв-шурсем,
Пуç таяççĕ пире сăрт-тусем,
Йыхăраççĕ пире тăвансем:
«Арăсланăмăрсем, килĕрсем!» —
Пирĕн çар малалла пынăçем
Çуталаççĕ çынсен куçĕсем,
Вăй илсе чĕрĕлеççĕ ялсем, хуласем.
Емĕрсен çĕнтерӳ çул-йĕрне
Пирĕн халăх хăюллăн хывать.
Кĕтесрен кĕтесе тĕнчере
Янăрать пирĕн хурçă хăват.
Пирĕн çар тăшмана çĕннĕрен
Пĕтĕм çĕр чĕрĕлет çĕнĕрен,
Вăл тата ирĕкреххĕн те аслăн сывлать.
Кавказран — Карпата çитиччен,
Карпат урлă татах малалла!
Малалла
 Кĕрхи кунсем кĕç çитрĕç,
Чуна ман тунсăх витрĕç?
Карти-карти хуркайăк
Вĕçет, кĕр хĕснĕ майăн.
Хур кайăксем вĕçеççĕ,
Ман туйăма пĕлмеççĕ.
Пĕлтерчĕç хĕрхенмесĕр:
— Ултав парни çеç Эсĕр...
Тек нимĕн те пĕлместĕп,
Чĕнсессĕн те чĕнместĕп.
Хур кайăксем вĕçеççĕ,
Ман туйăма пĕлмеççĕ.
Çунса кĕлленчĕ чунăм,
Ăçта эс, иртнĕ кунăм?
Ултав парни çеç пултăм,
Хăр-тăлăха кĕç юлтăм.
Хур кайăксем вĕçеççĕ,
Ман туйăма пĕлмеççĕ.
 Мĕн чул кĕтрĕм, сас памарăн,
Мĕн чул хуйхăрмарăм пуль.
Кĕр çитсессĕн хăта ятăн,
Тинех типрĕ ман куççуль.
Улталантăм, улталантăм,
Пӳрнепе чуптурăн çеç.
Ăшталантăм, ăшталантăм,
Чунăм — тыткăнри чĕкеç.
Тен, хура кушак-и иртрĕ
Эпир утнă çул урлă.
Хуйхăпа каллех эс витрĕн;
Чунăм тексĕм, çумăрлă.
Сăмаху çилпе сан вĕçрĕ,
Çунса кайрĕ юрату.
Кĕвеç туйăм çакна сисрĕ, —
Пурăнар çавах тату...
 Пурнăçланас çук ĕмĕт пурпĕрех,
Мĕнле тăрăшсан та шанăç çук.
Тытăнма тытăнсаччĕ чиперех,
Çамрăкрах пулнă-тăр çав ун чух.
Çăтмахри пек туйăнатчĕ пурнăç,
Хĕллехи кун шăрăхчĕ пире.
Шухăшсăр, хавас иртетчĕ курнăç, —
Кам-ха кĕттĕр вăратан ире?
Сăмахсем ăçтан кăна тухнă-тăр, —
Ирĕлсе кайма та пултаран.
Çамрăксем, ан васкăр, кăштах тăхтăр
Пĕр-пĕрне тупа тума, кайран...
Чавса çывăх — çыртма çук, пĕлетпĕр!
Вараланĕ чыс та ĕмĕре.
Юратуран ыррине кĕтетпĕр,
Тĕрĕссине кам пĕлет? Чĕре!
Чĕрене эс çăмăл улталаймăн,
Çăмăлттайлăх — акă мĕн ултав.
Савни саккăр, пӳрни çеç пулаймăн, —
Чĕрене систернĕшĕн мухтав!
■ Страницăсем: 1... 187 188 189 190 191 192 193 194 195 ... 796
1 азербайджансен чĕлĕхлĕ купăсĕ
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...